Истори ҫӑл куҫӗсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, хальхи Чатукасси ялӗн территорине Бибарс кнеҫ хӑйӗн отрячӗпе килнӗ. Документсенчен ял пуҫланнӑ вӑхӑт Атӑл ҫи Пӑлхар мӑсӑльмансен патшалӑхӗ пулнипе те паллӑ. Ку тӗне йышӑнман ҫемьесем 1114 ҫулта ҫӗр-шыв хӗрринчи Пысӑк ҫул ҫине уйрӑлса тухнӑ. Ҫакӑнтан Чатукасси ялӗ пуҫланнӑ та. Хазарсем пуҫ пулса тӑма пӑрахнӑ хыҫҫӑн тин Атӑл ҫи Пӑлхар ирӗклӗх илнӗ. Чӑваш ҫӗрӗ урлӑ иртекен чи кирлӗ ҫул Биляр — Хусан — Муром пулнӑ. Унӑн никӗсӗ ҫинче ХIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче «Мускав — Муром — Хусан» Ҫӗпӗр ҫулӗ уҫнӑ. Вӑл пирӗн районти Дворик (Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗ), Кӳлҫырма (Пикшик ял тӑрӑхӗ), Чатукасси (Чатукасси ял тӑрӑхӗ) тата Ванюшкасси (Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗ) ялӗсен ҫывӑхӗпе иртнӗ.
Дворик ялӗ унтанпах хӑйӗн ятне сыхласа хӑварнӑ. Унта лавҫӑсен лашисем пулнӑ. Лавҫӑсем лашисене улӑштарнӑ та малалла ҫул тытнӑ. Чатукасси ҫывӑхӗнче ҫул икке пайланнӑ: Чатукасси — Ункӑҫум тата Чатукасси — Танӑш — Ванюшкасси. Чатукасси ялне ҫитес умӗн вӗсем каллех пӗрлешнӗ. Чатукасси ял ячӗ «чатак» (икӗ ҫул пӗрлешни) тата «кас» (урам, ял) сӑмахсенчен пуҫланнӑ. Чатукасси ял тӑрӑхӗн территорийӗнче ку ҫул халӗ те сыхланса юлнӑ, ҫу кунӗсенче ӑна уҫҫӑнах курма пулать. Атӑл ҫи Пӑлхар патшалӑхне тытса тӑракансем ку ҫула лайӑх пӑхса тӑнӑ. Ҫул хӗррисене хӳтӗлес тӗллевпе ҫарпа административлӑ постсем тытса тӑнӑ. Вӗсенче 60—80 салтак пулнӑ. Бибарс кнеҫ отрячӗ Чатукасси ҫывӑхне ХII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче килнӗ. 60—80 салтакран тӑнӑ. Каярахпа «Бибарс» сӑмах Бибарс — Чатукасси ял ятне кӗнӗ. Вӑтам ӗмӗрсенче Бибарс — Чатукасси ӳссе пысӑкланнӑ. 1830—1840 ҫулсенче Ҫӗпӗр трактне сыхлакан ҫарсене пӑхса тӑмалла пулнӑ. Халӑхра ку ҫула Кӗтӗрне тракчӗ, Арестант тракчӗ, Почта тракчӗ, Тимӗр тӑлӑ тракчӗ тенӗ. 1834—1850 ҫулсенче Бибарс — Чатукасси вулӑс центрӗ пулнӑ. Пӗр вӑхӑт вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи Чупай вулӑсне кӗнӗ. Революциччен ҫапла пулнӑ, ун хыҫҫӑн Бибарс ята каялла тавӑрнӑ. Ку ял ҫынни А. Валентинов Чатукасси ялӗн историне тӗпчесе «Волжская Булгария и д. Бибарсово-Чадукасы» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Халӗ, ав, Чатукассисем ял пуҫланнӑранпа 900 ҫул ҫитнине савӑнӑҫлӑн паллӑ турӗҫ. Кунти культура аталанӑвӗпе вулавӑш тивӗҫтерӗвӗн центрӗ умӗнчи лапамра иртрӗ праҫник. Ҫак вырӑн ир-ирех вӑранчӗ, уяв сӑнӗ тӑхӑнчӗ. «Хӑна сӗтелӗ» урамри сӗтелсем апат-ҫимӗҫрен ҫав тери пуян пулчӗҫ. Тӗрлӗ куравсем ӗҫлерӗҫ. Юрӑ-кӗвӗ янӑрарӗ. Вун икӗ сехет иртсен, виҫӗ енчен пуҫтарӑннипе вӑйӑ карти йӗркеленчӗ. Малтан — пӗчӗкрех виҫӗ ҫаврака. Унтан пысӑк пӗр ҫаврака турӗҫ. Ятарласа тунӑ сцена ҫине уява ертсе пыракансем тухаҫҫӗ. — Ӗлӗк-авал, 900 ҫул каялла, Бибарс кнеҫ ҫак вырӑнти тискер уйсенче чӑвашсем валли ҫӗр уйӑрса парать. Ҫавӑнтанпа Бибарс — Чатукасси пуҫланса кайнӑ тесе шутлатпӑр, — пӗлтереҫҫӗ вӗсем. Ҫав вӑхӑтра пӗри ҫӗр виҫет, тепри ҫырса пырать, юпа лартса хӑвараҫҫӗ. Арҫынпа ача тухаҫҫӗ. Ачи пӗр чашӑк ҫӑмарта йӑтнӑ, арҫын аллинче — вӗрен. Вӑл ачаран ҫӑмарта чашӑкне илет те чӗркуҫленсе ларать, пуҫ ҫапать. Ачине тилхепе парать. Пурте пӗрле «Алран кайми аки-сухи» юрӑ юрлаҫҫӗ. Суха пуҫпе лаша хыҫҫӑн икӗ хӗрарӑм тырӑ акаҫҫӗ. Тӑпачӑпа тырӑ пучаххисене шӗкӗлченине, тырра мӑн алапа тасатнине, алӑ вӑйӗпе арман авӑртнине, пир ҫапнине, ҫӗн пӳрт ӗҫкине кӑтартаҫҫӗ. — Уява Культура ҫулталӑкне халаллатпӑр. Чатукасси енӗ — пирӗн пӗчӗк тӑван ҫӗр-шыв. Эпир ӑна пӗтӗм чун-чӗрепе юрататпӑр. Унпа тивӗҫлипе мухтанатпӑр. Ӗҫчен те пултаруллӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ пирӗн ялта, — теҫҫӗ уява йӗркелесе пыракансем. Вӗсем маттурсен ят-хушамачӗсене те асӑнаҫҫӗ. Ку йышра — ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ А. Львов, ЧР сывлӑх сыхлавӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ В. Федотов, ЧР тава тивӗҫлӗ агрономӗ Г. Захаров, ЧР тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ В. Карпов, ЧР тава тивӗҫлӗ ветеринари врачӗ А. Назарова, А. Львова тавра пӗлӳҫӗ-историк, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗн кавалерӗ А. Егоров, А. Кузьмин воин-интернационалист тата ыттисем те. Уявӑн официаллӑ пайне Чатукасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Г. Михайлов уҫрӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхне А. Шестакова сӑмах параҫҫӗ. — Паян сирӗн пысӑк уяв. Пӗлтӗр ҫеҫ ку вырӑнта, чӑвашсен паллӑ композиторӗ Ф. М. Лукин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа, пысӑк мероприяти йӗркелерӗмӗр. Хальхи праҫник валли те, акӑ, эсир хӑна-вӗрле пухас умӗн ял урамӗсенче тирпей-йӗрке турӑр. Маттур, — терӗ Андрей Владимирович Чатукассисене ял пуҫланса кайнӑранпа 900 ҫул ҫитнӗ ятпа саламланӑ май. Вӑл кунпа пӗрлех ялти хастар ҫынсен пысӑк ушкӑнне Тав хучӗсемпе чысларӗ. Ниме мелӗпе йӗркеленӗ уява сумлӑ хӑнасем те хутшӑнчӗҫ. Ҫав йышра РФ тата ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, 2013 ҫулшӑн ЧР патшалӑх премине тивӗҫнӗ В. Николаев, «Сӑвар» ӑслӑлӑхпа тӗпчев фончӗн президенчӗ В. Иванов (Алмантай), ку фонд активисчӗ Сархан Семенов. Ҫак фондӑн Мухтав паллине Раҫҫей Геройӗ Н. Гаврилов генерал-лейтенат, сӑварсем пирки ҫырнӑ кӗнекесемшӗн А. Львова, ҫавӑн пекех А. Валентинов тавра пӗлӳҫӗ тивӗҫнӗ. Пысӑк концерт та иртрӗ. Унта вырӑнти юрӑҫ-ташӑҫсемпе пӗрлех Кӳкеҫ поселокӗнчен пынӑ вокал ушкӑнӗ те, «Ҫӑл куҫ» ансамбль те, Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьелти фольклор ушкӑнӗ те, Аринӑпа Артем Семеновсем (ташӑҫӑсем) те хутшӑнчӗҫ. Дискотека, лазер-шоу пулчӗҫ.
В. Данилов
Ҫӑлкуҫ: http://gov.cap.ru/Publication....