Чатукасси

Чатукассисем — вăрçă вăхăтĕнче

Тăватă çула яхăн тăсăлнă Аслă Отечественнăй вăрçа Çĕнтерÿпе вĕçлес тесе Трак енри хуçалăхсем те хăйсен тÿпине хывнă. Чатукасси ял тăрăхне кĕнĕ хуçалăхсем, уйрăм çынсем оборона фондне еплерех пулăшу кÿни пирки пичете райархив заведующийĕнче ĕçленĕ Г. Иванова хатĕрлесе панă. Вăл райхаçатра 2000 çулхи апрелĕн 28-мĕшĕнче пичетленнĕ. Унпа вулакана паллашма сĕнетпĕр.

Çав кунсен çухалмĕ чапĕ

Çав кунсен çухалмĕ чапĕВăхăт пĕр шелсĕр малалла васкать. Кăçалхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине паллă тăватпăр. Чатукасси ял тăрăхне кĕрекен ялсенчен 1941 — 1945 çулсенчи вăрçа 473-ĕн тухса кайнă, вĕсенчен 225-шĕ паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă е хыпарсăр çухалнă. Паян пурăнакансем 4-ăн. Фронтовиксен асаилĕвĕсем ÿссе çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани панă çĕрте калама çук пысăк вырăн йышăнаççĕ. Каччăсемпе хĕрсене ентеш-салтаксен паттăрлăхĕпе паллаштарас тĕлĕшпе эпир 1975 çулта, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 30 çул тултарас умĕн, Чатукасси шкулĕн никĕсĕ çинче фронтовиксен тĕлпулăвне йĕркеленĕччĕ.

Чатукассисем ял пуçланнăранпа 900 çул çитнине паллă турĕç

Аринăпа Артем Семёновсем, Владислав Николаев, Сархан Семёнов, Владимир АлмантайИстори çăл куçĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, хальхи Чатукасси ялĕн территорине Бибарс кнеç хăйĕн отрячĕпе килнĕ. Документсенчен ял пуçланнă вăхăт Атăл çи Пăлхар мăсăльмансен патшалăхĕ пулнипе те паллă. Ку тĕне йышăнман çемьесем 1114 çулта çĕр-шыв хĕрринчи Пысăк çул çине уйрăлса тухнă. Çакăнтан Чатукасси ялĕ пуçланнă та. Хазарсем пуç пулса тăма пăрахнă хыççăн тин Атăл çи Пăлхар ирĕклĕх илнĕ. Чăваш çĕрĕ урлă иртекен чи кирлĕ çул Биляр — Хусан — Муром пулнă. Унăн никĕсĕ çинче ХIX ĕмĕр пуçламăшĕнче «Мускав — Муром — Хусан» Çĕпĕр çулĕ уçнă. Вăл пирĕн районти Дворик (Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕ), Кÿлçырма (Пикшик ял тăрăхĕ), Чатукасси (Чатукасси ял тăрăхĕ) тата Ванюшкасси (Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕ) ялĕсен çывăхĕпе иртнĕ.

Сумлă ентеш ячĕпе

Красноармейски районĕнчи Чатукасси ялĕнче пурăнакансем хăйсен мухтавлă ентешне асра тытаççĕ. Ку тăрăхра çуралса ÿснĕ Раççей халăх артисчĕн, СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕн Филипп Лукин (1913—1994) композиторăн Асăну каçне вырăнти тавра пĕлÿçĕсем, культура ĕçченĕсем, вĕрентекенсемпе журналистсем, ветерансем, Филипп Миронович тăванĕсем йышлăн пухăнчĕç.

Subscribe to RSS - Чатукасси