Эпӗ Аксу районне кӗрекен Кивӗ Саврӑш ялӗ патӗнчен пӗрре мар иртсе кайнӑ. Ҫав ялӑн масарӗ патӗнче чулран касса тунӑ икӗ чӑваш юпи ларать. Анчах та вӗсем ҫине чӑвашла мар, арабла ҫырнӑ.
Питӗ интереслӗ: ҫак юпасене камсем тата хӑҫан лартнӑ? Ҫак вырӑнта ӗлӗк мӗн пулса иртнӗ? Кам ячӗпе лартнӑ ҫак юпасене? Мӗншӗн чӑвашла мар, арабла ҫырнӑ?
Евгений ИЛЮХИН.
Ҫарӑмсан районӗ, Кивӗ Шешкел ялӗ.
Редакцирен: Сирӗн ыйтӑвӑрсен хуравне Кивӗ Саврӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Н.Я.Пильщиковӑн «Легенды и были Саврушского края» кӗнекинчи «Надгробные камни Саврушского края» статьяра тупма пулать. Акӑ мӗн ҫырать унта автор:
«XIV ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче Ылтӑн Уртан эмирӗсем хушшинче хирӗҫӳсем пуҫланнӑ. Тамерлан хӑйӗн ҫӗрӗсем ҫинчех ҫаратса аркатса ҫӳрет. Тутар-монгол ҫарӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри пирӗн несӗлӗмӗрсен – пӑлхар-чӑвашсен – ҫӗрӗсене тустарнӑ. Вӗсене Тимӗрсем – Менгу-Тимӗр, Булат-Тимӗр, Уксах-Тимӗр… – ертсе пынӑ. Вӗсем хӑйсен ҫулӗ ҫинчи ялсене тӗпӗ-йӗрӗпе аркатнӑ, ҫунтарса кӗллентернӗ, выльӑх-чӗрлӗхе, хӗрарӑмсемпе хӗрсене тарҫӑ тума хӑваласа кайнӑ.
Пӑлхар тата сӑвар паттӑрӗсем тӑшмана хирӗҫ тӑнӑ, хӑйсен ялӗсене-ҫӗрӗсене хӳтӗленӗ. Нумайӑшӗ тан мар ҫапӑҫусенче пуҫне хунӑ. Вӗсен тӑхӑмӗсем паттӑрсен вил тӑприйӗсем ҫине хисеп туса палӑксем лартнӑ. Тӑшмансем унта мӗн ҫырнине ан ӑнланччӑр тесе пирӗн несӗлсем палӑксем ҫинче авалхи ҫыру паллисемпе усӑ курнӑ. Чулсем ҫинче мӗн ҫырнине нумай ӑсчах вуласшӑн тӑрӑшнӑ, анчах усси пулман. Ҫак чулсем айӗнче пӑлхар-сӑвар паттӑрӗсем нумай-нумай ӗмӗр выртаҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫак тӗлтен сӑвар-пӑлхарсем иртнӗ чух вӗсене асӑнмалли кун яланах асӑнса тимӗр укҫасем хурса хӑвараҫҫӗ. Ҫакӑ иртнӗ ӗмӗрсенче те ҫапла пулнӑ, пӑлхарсемпе сӑварсен хальхи тӑхӑмӗсем те ҫак йӑлана манмаҫҫӗ. Ку легенда ҫав вӑхӑтри пулӑмсене сӑнлаканнисенчен чи тӗрӗсси теес килет. Ҫакнашкал палӑксем Кивӗ Саврӑш ялӗ патӗнче тӑваттӑ пулнӑ (иккӗшӗ сыхланса юлнӑ). Савгачево ялӗн Атлашкино енче пӗр палӑк паян кунчченех пур; Саврӑшпуҫӗн кӑнтӑр енче авалхи масар вырӑнӗнче виҫӗ палӑк пулнӑ (пӗри ҫеҫ сыхланса юлнӑ).
Вӗсене Р.Г.Фахрутдинов археолог 1960 – 1970 ҫулсенче тӗпченӗ, кайран «Археологические памятники волжско-камской Булгарии и ее территория» кӗнекере (Хусан, 1975) ҫырса кӑтартнӑ. Чулсем ҫине ҫырнӑ чух куфически шрифтпа усӑ курнӑ, ҫырнин вӑхӑчӗ – XIV ӗмӗр. Нурлат – Чистай ҫулне тунӑ чух Кивӗ Саврӑш патӗнчи тӑватӑ чулран иккӗшне Аксу районӗн тавра пӗлӳ музейне куҫарса кайнӑ. Ҫурри сыхланса юлнӑ чулӑн пӗр енче ҫапла ҫырнӑ: «Суд Аллаха Всевышнего Великого, Якуба сына Юнуса (его) Исмагила (его) сына… 1372 года». Тепӗр палӑк ҫинче ҫапларах йӗркесем: «Суд Аллаха Великого Всевышнего Асунта дочери Ялань – место погребения. Смерть произошла – летоисчисление 750 рабы II месяца 15 дня. Да будет Милость Аллаха над ней милостынею обширною. Смерть – это дверь, и каждый человек войдет в нее и каждый человек выйдет». Ҫак куҫарусене КИЯЛИн аслӑ наука сотрудникӗ, филологи наукисен кандидачӗ Ф.С.Хакимзянов пурнӑҫланӑ.
Ҫак палӑксем ҫинчен халӑхра та сахал мар халап ҫӳрет. Вӗсенчен пӗрне 1936 ҫулта Кивӗ Саврӑш ялӗнче М.И.Васюткин ҫырса илнӗ, вӑл пӑлхар патши вилни ҫинчен каласа парать: «Кивӗ Саврӑш ялӗ патӗнче пысӑк ҫул хӗрринче Чул палӑк текен вырӑн пур. Унта тӑватӑ пысӑк чул вырнаҫтарнӑ. Вӗсем, ваттисем каланӑ тӑрӑх, ҫапларах майпа ку вырӑна лекнӗ. Ӗлӗк-авал пӑлхар патши пурӑннӑ. Вӑл пирӗн яла виҫӗ лаша кӳлсе Ҫӑварни чупма килнӗ. Ял тавра иккӗ ҫаврӑннӑ патша. Виҫҫӗмӗш хут ҫаврӑнма пуҫласан халь палӑксем ларакан вырӑнта ҫӗр ҫӑтнӑ» (НА ЧНИИ, отд. I, т. 122, с. 495).
Ку халап юмаха аса илтерет пулин те ҫав вӑхӑтсене кӑштах та пулин пирӗн куҫ умне кӑларатех».
Пичете Вера АЛЕКСАНДРОВА хатӗрленӗ.
Л.Васикова сӑнӳкерчӗкӗсем.
Сувар. — 2011 ҫ. — Нарӑс, 18 (7 (893) №).
Тата вулӑр