941 ҫулхи ноябрӗн 13-мӗшӗнче мана Красноармейски районӗнчи ҫар комиссариатне пыма йыхравларӗҫ. Тӗплӗ калаҫу хыҫҫӑн эпӗ фронта кайма килӗшрӗм. Вӑл тапхӑрта Ҫавалҫырма ялӗнчи ФАПра фельдшерта ӗҫлеттӗм. Тӗрӗссипе каласан, вӑрҫӑ хирне Метикассинчи Ф. А. Архипова медицина ӗҫченӗн каймалла пулнӑ. Каярах вӑл Алманч ялӗнче акушеркӑра тӑрӑшрӗ. Ҫав кунах хамӑн тивӗҫе ял совет председательне Н. М. Михайлова парса хӑвартӑм та Куславкка хулинче вырнаҫнӑ запасри батальона ҫитрӗм. Манпа пӗрле Ункӑҫум каччи Димитрий Артемьев пычӗ. Атӑл ҫинчи хулана ҫитсен мана Варасӑр (Дятлино) ялӗнчи ФАПра фельдшер пулса ӗҫлеме ячӗҫ. Раштав уйӑхӗччен тӑрӑшрӑм кунта. Ҫӗнӗ ҫул умӗн пирӗн батальона фронта ӑсатрӗҫ. Ржев хулине ҫӗрле, катюшӑсен ҫулӑмӗ витӗр ҫитрӗмӗр: хӗҫпӑшал сасси, тӗтӗм-сӗрӗм... Хӑрушӑ ӳкерчӗк куҫ умне ӳкрӗ: вилесене вут шаршанӗ евӗр купаласа хунӑ. Кун хыҫҫӑн киле таврӑнасси пирки шутлама та пултарайман. Вӗсене аса илсен халӗ те куҫсем куҫҫулӗпе тулаҫҫӗ. Ржев, Калинин, Старая Руса, Вологда хулисене илнӗ ҫӗрте пирӗн полкӑн та тӳпи пысӑк. Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, пирӗн полка ҫӗнӗ йыш килчӗ. Халӗ эпир 22-мӗш гварди дивизийӗн 97-мӗш полкӗнче тӑратпӑр. Ҫакӑн хыҫҫӑн Ленинград фронтне лекрӗмӗр. Пола юханшывӗ тӑрӑх Белая Церковь хулине ҫитрӗмӗр. Пирӗн полк каллех формирование лекрӗ. Кун хыҫҫӑн ҫул Сталинград фронтне выртрӗ. Тӑшман мӗн пур вӑйне ҫак хулана илсе Атӑл ҫине тухас тӗллев лартнӑ пулнӑ. Эпир траншея тӑрӑх кӑна ҫӳреттӗмӗр, кӑнтӑрла та, каҫхине те пуҫ ҫӗклесе пӑхма май ҫук, бомбӑсем вирхӗнеҫҫӗ, пӑшал, пулемет сасси пӗртте чарӑнмасть. Тӑшман пирӗн пӗр салтак пуҫне пӗрер самолет янӑ тейӗн: тӳпере вӗсем кайӑк евӗр явӑнатчӗҫ. Вӗсем пирӗн салтака асӑрхасанах ҫӗмрен пек ҫӗр ҫинелле вирхӗнетчӗҫ, пеме тытӑнатчӗҫ, ӑна тӗп тумасӑр чарӑнмасчӗҫ. Унтан Дон ҫинчи Ростов хулине тӑшманран тасатма хутшӑнтӑмӑр. Халӗ пирӗн мотомеханизациленӗ чаҫ, эпир Пӗрремӗш Украина фрончӗн 6-мӗш корпусӗн 6-мӗш бригадин йышӗнче ҫапӑҫатпӑр. Часах пире Смоленск направленийӗ кӗтет. Кӗҫех пирӗн штаб-бригада пӗтӗмпех хупӑрлава (окруженине) лекрӗ. Нимӗҫсем мӗн пур офицерсене пухса нӳхрепе хупрӗҫ те чӗррӗн ҫунтарса ячӗҫ. Кӑна эпӗ хам куҫпа куртӑм. Штабра икӗ салтак, повар тата эпӗ кӑна тӑрса юлтӑмӑр. Нимӗн тума аптранӑ енне тӑватсӑмӑр та тӗп сакайне сикрӗмӗр. Нимӗҫсем кӗчӗҫ те алӑка уҫса автоматран шатӑртаттарчӗҫ, ман ҫумри икӗ салтак ӗмӗрлӗхех куҫне хупрӗ. Эпӗ вӗсем хушшинче чӗрех юлтӑм. Ҫав самантра чунӑм тӑвӑлса килчӗ, хама хам перӗнсе вилесшӗнччӗ, анчах ача макӑрнӑ сасӑ шухӑшсене урӑх еннелле сирчӗ, наган алӑран ӳкрӗ. Кӗтесре кил хуҫисем — ватӑ хӗрарӑм-хунямӑшӗ, кинӗ, 3-4 ҫулти хӗрача тата кӑкӑр ачи ларнӑ иккен. Эпӗ кӑкӑр ачине алла илсе нимӗҫсен умне тухрӑм (салтак формине улӑштарнӑччӗ ӗнтӗ, ахаль хӗрарӑм платьи тӑхӑннӑччӗ). Ҫак ахаль кӗпе мана ҫӑлса хӑварчӗ. Салтак тумӗпе пулнӑ пулсан тахҫанах леш тӗнчере пулмалла. Ҫапах та пире нимӗҫсем нӳхрепе хупса лартрӗҫ, пурӗ 30 ҫын пултӑмӑр пулас. Кунта пире 1943 ҫулхи январӗн 19 — 26-мӗшӗсенче тытрӗҫ. 6 кун хушши шыв та, ҫӑкӑр та памарӗҫ. Алӑксем патӗнче нимӗҫ автоматчикӗ хурал тӑчӗ. Тӑшмана хӗвеланӑҫнелле хӑваласа пирӗн самолетсем бомбӑсем пӑрахма тытӑнчӗҫ. Нӳхреп алӑкне тӗксе пӑхрӑмӑр — пӗр нимӗҫ те курӑнмасть. Ҫӗрле. Иккӗн-виҫҫӗн ҫиеле тухрӑмӑр. Урам хӗррине ҫитсен икӗ салтак вырӑсла калаҫса пынине илтрӗмӗр. Пӗри ман санитар пулнӑ иккен. Аманса сипленнӗ хыҫҫӑн разведкӑна лекнӗ. Эпӗ сӑмах хушсан вӗсем мана сасӑран палласа илчӗҫ. Хайхи санинструктор хӑйӗн ҫинчи телогрейкине (ваткӑллӑ пиншакне), подшлемникне хывса мана тӑхӑнтартрӗ. Пире, выҫӑскерсене, вӗсем хамӑрӑннисем патне илсе кайрӗҫ. Санчаҫе ҫитнӗ ҫӗре эпӗ тӑн ҫухатнӑ. Новочеркасск хулинчи госпитальте кӑна тӑна кӗтӗм. Манӑн ал-урасем хытса ларнӑ. Уйӑх ҫурӑ сипленнӗ хыҫҫӑн мана киле яма йышӑнчӗҫ. 1943 ҫулхи апрелӗн 23-мӗшӗнче атте-анне килӗнче пултӑм. Ҫур ҫул хушшинче сипленсе ура ҫине тӑтӑм. Киле таврӑнсан та вӑрҫӑ хирӗнчи шӑв-шав хӑлхаран каймасчӗ, ҫывӑрнӑ чухне тӗлӗкре бомбӑсем пӑрахнӑ ӳкерчӗке курса вӑранса каяттӑм. Паян та ҫав тапхӑрти кинофильмсене пӑхсан, юрӑсене юрласан чун хурланса килет. Пирӗн корпус командирӗ Н. М. Чепурной полковник Совет Союзӗн Геройӗ ята тивӗҫрӗ. Вӑл — Ташкентранччӗ. Астӑватӑп: вӑл хӑйӗн ҫемйи пирки юрӑ ҫырса кӗвӗленӗччӗ — "Ты ждешь Лизавета...". Эпир ӑна фронтра юрлаттӑмӑрччӗ. Мӑшӑрне — Елизавета, ывӑлне Вова тесе чӗнетчӗҫ. Мина ванчӑкӗ командирӑн икӗ куҫне те амантнӑччӗ. Эпӗ ӑна самолетпа Ташкента ӑсатрӑм.
Антонина Львова, ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ