Федотов Владимир Федотович (1923 ç. ç.)

Эпӗ 1923 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче Чатукасси ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Сакӑр ҫул тултарсан шкул сукмакне такӑрлама тытӑнтӑм. Паян кун та пӗрремӗш учителе — Елизавета Тимофеевна Волкована ӑшшӑн аса илетӗп. Вӑл пире 1931— 1935 ҫулсенче, 4 ҫул хушши, вулама-ҫырма вӗрентрӗ. Шкулӑн йывӑҫ ҫурчӗ урама тӑрӑх ларатчӗ. Чатукассинчи пуҫламӑш шкул хыҫҫӑн 5—7 классене (1935—1938) Выҫҫӑлккӑна ҫӳрерӗм. Ҫав ҫулах Ҫӗрпӳри фельдшерсен шкулне вӗренме кӗтӗм. 1941 ҫулхи июнӗн 30-мӗшӗнче алла диплом илтӗм. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланни мӗнпур ӗмӗте татрӗ. Июлӗн 22-мӗшӗнче мана, медицина фельдшерне, Хӗрлӗ Ҫар ретне илчӗҫ. Ун чухне эпӗ 18-та тултарманччӗ. Тӑван килтен фронта тухса кайсан, иккӗмӗш куннех, Мускав патне ҫитнӗ чух, пирӗн поезда ирсӗр нимӗҫ фашисчӗсем тапӑнчӗҫ. Вӑрмантан тухрӑмӑр ҫеҫ, пирӗн поезд чарӑнчӗ. Бомбӑсем ҫурӑлма, пулеметсенчен пеме пуҫларӗҫ. Вакун алӑкӗсенчен тухайманнисем кантӑксенчен сикме тытӑнчӗҫ. Унтан, вилӗмрен хӑтӑлас тесе, кам вӑрманалла тарчӗ, кам вакунсем айнелле пытанчӗ. Хӑшӗ-пӗри ӗмӗрлӗхех куҫне хупрӗ, аманнисем те чылайӑнччӗ. Икӗ вакун ҫунса кӗлленчӗ. Нимӗҫ самолечӗсем 15—20 минут хушши сывлама та памарӗҫ. Эпӗ ҫунакан вакунтан 5 ҫулхи ачана илсе тухрӑм, тепӗр 4 ҫыннӑн суранӗсене ҫыхса ятӑм. Бинт ҫукран хӑйсен кӗписене ҫурма тиврӗ. Ҫапла пирӗнтен кашниех вӑрҫӑ вӑл юн, терт-нуша, тискерлӗх, вилӗм пулнине хӑй куҫӗпе курчӗ. Хам та аманнӑ ҫынсем ахлатнине, йынӑшнине пирвайхи хут куртӑм. Мускава ҫитсен тӑшман тепӗр хут бомбӑсем пӑрахма тытӑнчӗ. Кайран 1418 куна пынӑ вӑрҫӑра кун евӗр тискер те хӑрушӑ ӳкерчӗксене мӗн чухлӗ курман-ши? Кунне пирӗн ҫине 4—5 хутчен бомбӑсем пӑрахни, блиндажсем йӑтӑнса анса тӑпра айне юлни пайтах пулнӑ. Миҫе хутчен вилӗмрен ҫӑлӑнса юлман-ши? Мускав патӗнчи ҫапӑҫусенче эпӗ 44-мӗш стрелоксен огнеметнӑй ротинче ҫар фельдшерӗччӗ. Вӑл кӗркунне тӑшманӑн Тӑван ҫӗршывӑн тӗп хулине илес тӗллев питӗ пысӑк пулнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл татти-сыпписӗр хула ҫине бомбӑсем пӑрахрӗ. Кунта сентябрь уйӑхӗнчен пуҫласа 1942 ҫулхи март уйӑхӗччен аманнисене сиплерӗм эпӗ. Мана «Мускава хӳтӗленӗшӗн» медальпе наградӑларӗҫ. Ун хыҫҫӑн вара гвардейски стрелоксен 21 дивизийӗн 54 полкӗн 3-мӗш батальонӗн йышӗнче Ржев, Великие Луки патӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑнтӑм. Икӗ хутчен амантӑм. Тӑватӑ уйӑх ҫурӑ хушши Калинин, Мускав госпиталӗсенче суран илнисене сиплеме тиврӗ. 1943 ҫултан пуҫласа вӑрҫа Ҫӗнтерӳпе вӗҫличченех ҫар фельдшерӗн тивӗҫне чун хушнӑ пек пурнӑҫларӑм. Курск патӗнчи, Орел-Брянск направленийӗнчи йывӑр ҫапӑҫусене нихӑҫан та манас ҫук. Висла, Одер шывӗсем урлӑ каҫнӑ чухне, Варшава, Берлин, Бранденбург, ытти нумай хуласене илнӗ чухнехи тапхӑрсем асрах. Варшава хулине илнӗ чухне артиллери снарячӗ ҫурӑлнипе тӑн ҫухатса мӗн чухлӗ анраса выртнине астумастӑп, анчах вилӗм аякра тӑчӗ. Вӑрҫӑ хирӗнчи паттӑрлӑхшӑн Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр ордена, «Варшавӑна ирӗке кӑларнӑшӑн», «Берлина илнӗшӗн», «Германие ҫӗнтернӗшӗн», «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн», ытти медальсене тивӗҫрӗм. Пӗрремӗш Белорусси фрончӗн Тӗп командованийӗн Тавӗсем чылай. Малашне ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче нихӑҫан та вӑрҫӑ ан пултӑрччӗ. Эпир курни-тӳснине пирӗн ачасем, мӑнуксем ан курччӑр.

Интервью илнӗ Антонина Львова, ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Ял пурнӑҫӗ