Хĕвел

Хӗвелӗн икӗ арӑм: Ирхи Шуҫӑмпа Каҫхи Шуҫӑм. Ир пулсан Хӗвел Ирхи Шуҫӑмран уйрӑлса каять те яра кун тӑршшӗпе Каҫхи Шуҫӑм патнелле сулӑнать. Ҫак икӗ мӑшӑрӗнчен унӑн ачасем: Этем ятлӑ ывӑл тата Сывлӑм ятлӑ хӗр пур. Этемпе Сывлӑм пӗррехинче Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче тӗл пулнӑ та, пӗр-пӗрне юратса ҫемье чӑмӑртанӑ. Халь пурӑнакан этемсем ҫав мӑшӑрӑн тӑхӑмӗсем.

Хӗвел вӑл ҫав тери капмар та аслӑ. Ирсерен ӑна Ҫӗр ҫумӗнчен хӑпса кайса тӳпене ҫӗкленме питех те йывӑр пулнӑ. Ҫавӑнпа та Хӗвеле хӑпарма, каҫсерен Ҫӗр ҫине анма этемсем пулӑшнӑ. Ҫак самантсенче хӑй епле халсӑр пулнине пӗчӗк ачасем курсан ҫав тери именнӗ вӑл. Курчӗҫ пулсан вара — хӗвел аванмарланса пӗлӗтсем хыҫне пытаннӑ. Апла ан пултӑр тесе ҫынсем хӑйсен ачисене ирхине Хӗвел тӳпене хӑпармасӑр вӑратман. Ҫапла вара Хӗвел кунӗпех тӳпере йӑл-йӑл ҫиҫсе ҫӳренӗ, унӑн Ҫӗр ҫине анасси те килмен. Хӗвеле пулӑшнӑ чухне ӑна — вараланасран — ҫара алӑпа тытма юраман, уншӑн ятарласа тӗрлесе хатӗрленӗ алшӑллисемпе усӑ курнӑ.

Пӗтӗм тӗнчене ҫутатса тата ӑшӑтса ывӑннӑ Хӗвел ҫӗр ҫине ансан асамлӑ кӳлӗре ҫӑвӑнса тасалнӑ, тепӗр кун валли вӑй пухнӑ.

Ӗмӗрсен пуҫламӑшӗнче ҫак тӗнчене виҫӗ хӗвел ҫутатса тӑнӑ. Нихӑҫан та каҫ пулман, сивӗ аптратман, усал-тӗселсем хӑйсен киревсӗр ӗҫӗсене тӑвайман. Пӗрмай ҫурхи евӗрлӗ ырӑ ҫанталӑк тӑнӑ. Анчах та айван ҫынсем тупӑннӑ, эсрел-хаярсем вӗрентнипе вӗсем виҫҫӗшӗнчен икӗ хӗвеле тытнӑ та ҫапса ҫӗмӗрнӗ. Пин те пин вӗтӗ-вӗтӗ пайсене вакланнӑ пӗр хӗвелтен ҫӑлтӑрсем, тепринчен уйӑх пулса кайнӑ. Вӗсем малтанхи пек хӗртсе ӑшӑтма та, ҫутатма та пултарайман. Ҫавӑнпах ӗнтӗ пирӗн тӗнчере каҫ пулма пуҫланӑ. Сивӗ те хаяр хӗл ларасси те ҫакӑн хыҫҫӑн пуҫланса кайнӑ.

Мӗн чухлӗ терт. асап кӳмен пулӗ вӑл ҫӗр патне. Ӑҫта чӗрӗ япала курнӑ, ӑна шӑнтса лартнӑ. Кам хӑйне хирӗҫ тӑма хӑйнӑ, ӑна тӗп тунӑ. Нумай вӑхӑт ҫапла иртӗхнӗ хӗл. Анчах хӑватлӑ вӑй тупӑннӑ. Ку вӑл — илемлӗ, ӑслӑ та ырӑ кӑмӑллӑ Хӗвел. Йывӑр кӗрешӳре вӑл хӗле ҫӗнтерсе хӑваласа янӑ, шӑнса ларнӑ кашни чӗрӗ япалана вӑратнӑ, каялла тавӑрнӑ. Ҫынсене Хӗвел юрату парнеленӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем, Хӗвел ырӑ пулнӑран, ҫӗр ҫине ырлӑх килчӗ теме пуҫланӑ.

Суварсем: «Хӗвеле хирӗҫ нимӗнле усал сӑмах та калама юрамасть, Хӗвел эпир мӗн тунине пурне те курать, мӗн каланине пурне те илтет, унран нимӗн те пытарма май ҫук», — теҫҫӗ. Ҫавӑнпа та тупа тунӑ чухне яланах Хӗвеле асӑнаҫҫӗ.

Улӑп пӗррехинче канма выртнӑ, ҫывӑрсах кайнӑ. Шуйттан ҫурисем пынӑ та унран мӑшкӑллама шутланӑ. Вӑл вӑхӑтсенче хӗвелпе уйӑх ҫӗр ҫийӗ ҫинчен инҫе мар ҫӳренӗ. Чарусӑр шуйттан ҫури-сем вӗсене тытса хӗвелпе Улӑпӑн аллине пӗҫертнӗ, уйӑхпа урине шӑнтнӑ. Вӑранса кайнӑ Улӑп хӗвеле пӗр енне, уйӑха тепӗр енне вӑркӑнтарса янӑ. Ҫавӑнтанпа хӑвелпе уйӑх ҫӗр пичӗ ҫинчен питӗ аякра, ӗнтӗ текех ҫӗр ҫине анмаҫҫӗ.