Кăкшăм кÿлли

Атӑл леш енче, йӑлӑм ӗшнинче

Кӑкшӑм ятлӑ вӑрӑм кӳлӗ пурччӗ,

Кӳлӗри шур чечеклӗ кӳкӗрчен

Сарӑ шӑркипеле илӗртетчӗ.

 

Ҫыр ҫийӗнчен лӗпӗшсем вӗҫетчӗҫ

Илӗртӳллӗ кӳкӗрчӗне савса,

Йӗп вӑррисем пӗр харӑс тухатчӗҫ

Вӗсене кӗтмен ҫӗртен шуйхатса.

 

Атӑл шывӗ ГЭС хыҫҫӑн хӑпарсан

Ҫут кӑкшӑм кӳлӗ ҫухалчӗ путса,

Кӳкӗрчен шывпа кайрӗ пуль юхса

Хӑйне валли хӳтӗлӗх шыраса.