Ҫуркунне юр-пӑр ирӗлнӗ вырӑнсенче,
Ама хупаххи чечекӗсен хушшинче
Вӗҫеҫҫӗ вӗлтрен, купӑста лӗпӗшӗсем
Аса илтерсе ҫу ҫывхарнине вӗсем.
Лӗпӗшсем ҫав тери тирпейлӗ чӗрчунсем,
Ҫепӗҫлӗхпе тӗлӗнтереҫҫӗ ҫынсене.
Ҫу каҫиччен вӗҫсе илемлӗ лӗпӗшсем
Эрешлеҫҫӗ унсӑр чипер чечексене.
Ҫу уйӑхӑнче курӑксем чечекленсе
Аякран тутлӑ шӑршипе илӗртеҫҫӗ,
Лӗпӗшсем ҫеҫкисен ҫийӗнче илӗхсе
Пӗри-пӗрне хыҫалтан вӗҫсе йӗрлеҫҫӗ.
Ҫырма айлӑмӗнче, хӗвеллӗ кунсенче
Лӗпӗшсем килӗштереҫҫӗ чечексене,
Ӗҫеҫҫӗ киленсе Турӑсен пылакне,
Сӑрласа тусамӗпе ҫуначӗсене.
Лӗпӗшсем вӗҫмелли йӗркеллӗ ҫеҫкесем,
Сӑнӗсемпе уйрӑм тӑраҫҫӗ ҫӗр ҫинче.
Ҫавӑрса илеҫҫӗ хӳхӗмлӗ лӗпӗшсем
Вӗҫсӗр-хӗрсӗр тӗрӗллӗ ҫуначӗсемпе.
Лӗпӗшсен мӗнешкел черчен ҫуначӗсем,
Ҫапах та виҫесӗр тӗреклӗ вӗҫевре.
Вӗсемпе ӗмӗрлӗхе вӗҫсе ҫӳрӗттӗм,
Ман пӗрпеклӗх пулас килет ҫак йӗркере.