Шел пулин те, хамӑр халӑх историне ҫуррине те пӗлсех каймастпӑр пулас эпир. Мӗншӗн тесен шкулсенче халиччен, тӗпрен илсен, вырӑс е ют ҫӗршывсен историне кӑна вӗрентнӗ пире. Сӑвар е пӑлхар ячӗсене вӗренӳ программисенче халӑхсен хутшӑнӑвӗ е Атӑлӑн вӑтам тӑрӑхӗнче ҫӗнӗ ҫӗрсемшӗн пынӑ вӑрҫӑсем ҫинчен сӑмах тапратнӑ май ҫеҫ асӑнкаланӑ.
Истори докуменчӗсенче хальхи чӑвашсен йӑх-несӗлӗсем тӗрлӗ этнонимпа ҫырӑнса юлнӑ: 9-10 ӗмӗрсенче вӗсем «сӑвар», «пӑлхар» ятпа паллӑ, 11 ӗмӗртен малалла «Атӑлҫи пӑлхарсем» тенӗ, 15 ӗмӗр вӗҫӗнчи — 18 ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи вырӑспа ют ҫӗршыв хучӗсенче вара вӗсене «туҫи черемиссем», «ту ҫыннисем», «черемис тутарӗсем» тесе асӑнни пур. «Чӑваш» сӑмаха чи малтан 1508 ҫулхи ӗҫ-пулӑмсемпе ҫыхӑнтарса асӑннӑ (А.И. Лызлов — «Скифсен историйӗ»). «Чюваш» этнонимпа вара, халӑх ячӗ пек, пуҫласа бесермянсене (пӑсӑрмансене) палӑртнӑ. Чӗлхе тӗпчевӗсем тӑрӑх, бесермянсен шутне удмуртсене те, тутарсене те кӗртме пулать. Вӗсен ытларах пайӗ удмурт чӗлхиллӗ, сӑн-ӳт-пӳрен вара тутар майлӑ курӑнаҫҫӗ. Хӑйсене вӗсем тӗне кӗнӗ тутарсем теҫҫӗ.
1992 ҫулхи апрелӗн 10-мӗшӗнче «Вечерняя Казань» хаҫат Раҫҫей информаци агенствин (РИА) хыпарне пичетленӗ. Унта Удмурт республикин Министрсен Канашӗ республикӑн ҫурҫӗр тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑх йышне хӑйӗн историлле ятне — «бесермян» ята тавӑрса пани ҫинчен пӗлтернӗ.
Вырӑс летопиҫӗсенче пӗрремӗш хут «чӑваш» термин Хусан ханлӑхӗпе вырӑссем хушшинче 1524 ҫулта пулса иртнӗ тытӑҫупа ҫыхӑнса тӗл пулать.. Аслӑ кнеҫ Василий Иоаннович Сӑр шывӗн юппинче Василь хула (хальхи Васильсурск) туса лартнӑ хыҫҫӑн Хусана илме ҫар ярать, Сӗве шывӗ ҫинче ҫапӑҫу пулса иртет. Летопиҫ ҫырнӑ тӑрӑх, ҫав ҫапӑҫура «многих князей и мурз, и татар, и чювашу избиша».
1912 ҫулта Н.В.Никольский профессор 16-17 ӗмӗрсенчи Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗн этнографи картине тунӑ чухне ҫакна палӑртса хӑварнӑ: 1521 ҫулта хальхи чӑвашсен кӑкӗсен ҫӗрӗсем Сӑрпа Атӑлӑн сылтӑм енче пулнӑ, Васильсурск таврашӗнче, вӑл вӑхӑтра, тӗпрен илсен, черемиссем (ҫармӑссем) пурӑннӑ. Сӗве вӑррин (кӑкӗн) таврашӗнче — тутарсемпе черемиссем.
Вырӑс историкӗ Н.М. Карамзин мӗншӗн Сафа-Гирейпе пӗр пулма килӗшнӗ черемиссемпе пӗрле чӑвашсене те асӑнать («чювашу избиша») — кӑна вӑл уҫса памасть, анчах В.А.Сбоев шучӗпе ку — per anticipationem. Ҫутҫанталӑка пуҫ ҫапса, ӗненсе пурӑнакансене (язычниксене) «чӑваш» тенӗ, «черемис» (ҫармӑс) сӑмах «харсӑр ҫар ҫынни» е «вӑрман ҫынни» тени пулать. 18-мӗш ӗмӗрчченех паянхи чӑвашсен кӑкӗсене «туҫи черемис» е «тутар черемис» тесе каланӑ.
Хусан университечӗн 19-мӗш ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсенчи профессорӗ Василий Сбоев, пирӗн халӑх ҫинчен ятарлӑ кӗнеке кӑларнӑскер, Тухӑҫ, Анӑҫ историкӗсемпе географӗсемшӗн «чӑваш» ятлӑ халӑх та пулни ҫинчен чылай вӑхӑт паллӑ пулман тесе ҫирӗплетет: «16-мӗш ҫӗрҫуллӑхӑн ҫурринче ҫеҫ сасартӑк историне пырса кӗрет вӑл» тесе ҫырать. Пӗтӗмлетсе каласан, 16 ӗмӗр пуҫламӑшӗччен кунти тӑрӑха халиччен питӗ лайӑх пӗлнӗ анӑҫ, тухӑҫ, грек, араб, вырӑс ҫыравҫисем те ҫак халӑх ҫинчен « чӑваш» ятпа пӗр сӑмах та ҫырса хӑварман.
Вырӑс летопиҫӗсемпе акчӗсенче 16 ӗмӗр пуҫламӑшӗнче асӑннӑ «чюваш» термина нихӑш уйрӑм этнос ҫумне те ҫыпӑҫтарма ҫук. Историн вӑл тапхӑрӗнче «чюваш» термин уйрӑм халӑх ятне пӗлтермен, этноним пулман, вырӑс патшалӑхне хырҫӑ (ясак) тӳлесе тӑракан, хӑй тӗнӗпе (язычество) пурӑнакан пӗтӗм хура халӑха каланӑ ҫапла. Вӑл — пӗтӗмлетсе палӑртни. Хусан ханствин тапхӑрӗнче, 16-17 ӗмӗрсенче, Атӑлӑн сулахай енче — йӑлӑмра хырҫӑ тӳлесе пурӑнакан тутарсене те ясак чӑвашсем тенӗ, урӑхла каласан, «чӑваш» тени этноним (халӑх ячӗ) мар, халӑхӑн сийне ҫеҫ пӗлтернӗ. Ҫакнах ҫирӗплетеҫҫӗ Е.И.Чернышев, И.П.Ермолаев, Д.М.Исхаков тӗпчевҫӗсен ӗҫӗсем те. Кӑна Хусан вулӑсӗн 1602-03 ҫулсенче ҫӗр пайӗсене, ҫурт-хуралтӑсене шута илсе ирттернӗ ҫырав кӗнеки те (Писцовая книга) лайӑх палӑртать. 16-17 ӗмӗрсенчи тутар ялӗсене ятарлӑн тӗпченӗ Е.И.Чернышев ҫапларах пӗтӗмлетет: патшалӑх ӗҫӗнчи тутарсем хӑйсене хырҫӑ тӳлекен тутарсенчен уйӑрарах тӑнӑ, вӗсене «чюваш» тенӗ. Ҫырав кӗнекиех кӑтартать, «хырҫӑ чювашинӗ» патшалӑх ӗҫне тивӗҫсенех ӑна тутарсен шутне кӗртнӗ. Пӗр тӗслӗх. Ҫырав кӗнекинче Мансур «чювашенина» асӑннӑ. Пӗр ывӑлӗ унӑн хырҫӑ тӳлесе пурӑннӑ, тепри «патшалӑх ӗҫӗнчи (служивый) татарин» пулса тӑнӑ. В.П.Иванов историк палӑртнӑ тӑрӑх, чылай тӗпчевҫӗсем Хусан ҫумӗнчи тата Шурӑ Атӑл леш енчи «хырҫӑ чӑвашӗсем» тенӗ халӑха 17 ӗмӗр вӗҫӗччен тутарлатнӑ пӑлхарсемпе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ку ҫинчен «Чуваши: история и культура» кӗнекен 1-мӗш томӗнче тӗплӗнрех вуласа пӗлме пулать (Шупашкар, 2009. 66-69 стр.).
Ҫырав кӗнекинче Ногайск тӑрӑхӗнчи (сӑмах май, асӑннӑ кӗнекере вӑл вӑхӑтра хальхи «район», «округ», ытти ҫавӑн йышши вырӑна пӗлтерекен ӑнлава «дорога» сӑмахпа палӑртнӑ — «Ногайская дорога», «Галицо-Алатская дорога»...) Евлушеик ялӗнчи патшалӑх ӗҫӗнчи (службинчи) тутар ҫӗрӗсем ҫинчен ҫырнӑ чухне «служивый татарин и его чюваши» тесе асӑннӑ. Ахӑртнех, ҫакӑ ҫырса ҫӳрекенӗсем «чюваш» терминпа халӑх ятне мар, халӑхӑн ҫав тапхӑрти социаллӑ сийне ҫеҫ палӑртнӑ. «Чюваш» тени этноним пулманнине ҫак та ҫирӗплетнӗн туйӑнать: кӗнекере «хырҫӑ чювашӗсен» ялӗсен масар-ҫӑвисене тутарсен масарӗ тесе ҫырса хӑварнӑ.
15-17 ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи вырӑс тата хӗвеланӑҫ Европа тӗпчевҫисем, ҫыравҫисем Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнче вӑл тапхӑрта пурӑнакансене ытларах чух «тури черемиссем» тесе палӑртнӑ. В.К.Магницкий Пӗрремӗш Петӗр патшачченхи архив докуменчӗсене тӗпчесе ҫакна ҫирӗплетнӗ: патшалӑх акчӗсемпе грамотисенче Чӑваш тӑрӑхӗнчи халӑха «черемис» е «татар» тесе палӑртнӑ, вырӑссемшӗн ют йӑхсене чӑн ячӗпе палӑртас йӗрке пулманни, мӗнле ятпа асӑнас тенӗ, ҫавӑн пек асӑнни ҫинчен ҫырать.
19 ӗмӗрӗн ҫурринчи паллӑ историк-этнограф С.М.Михайлов та ҫавнах ҫырать. Унӑн шучӗпе пирӗн халӑха ун чухне, ахӑртнех, «орда», «тутар» пӗтӗмле ятсемпе асӑннӑ. Хӑй шухӑшне ӗнентерме вӑл 1689 ҫулта чӑвашсене вӑл вӑхӑтра Вырӑс патшалӑхӗн пуҫӗнче пӗрле тӑнӑ Иоанпа Петр Алексеевичсем тата София Алексеевна ҫӗр уйӑрса пани ҫинчен калакан Грамотӑна илсе кӑтартать. Унта чӑвашсене «тури тутарсем» тенӗ, ҫавӑнпа «чӑваш» ят паллӑ пулман тесе ҫырать С.М. Михайлов: «...Вследствие сего должно убедиться, что чуваши действительно скрывались у летописцев русских под именем татар, с которыми они поживали несколько веков в Казанском царстве», — тет вӑл.
Манӑн шутпа, «чӑваш» сӑмах этноним мар. Революцичченхи историксемпе тӗпчевҫӗсен ӗҫӗсене тишкерсе эпӗ ҫапларах пӗтӗмлетӳ турӑм, сӑвар-пӑлхар этносӗ 18 ӗмӗр пуҫламӑшӗччен хӑйсене «чӑваш» ят хунине чухламан та.
Араб авторӗсемпе маларахри летопиҫсенче чӑвашсене, тӗпчевҫӗсем ҫырнӑ тӑрӑх, «сӑвар» этнонимпа палӑртнӑ. Манӑн ачалӑхри асаилӳсенче те асаттесемпе асаннесем ир тӑрсан Турра мухтаса «савир» ( сав, ир) тени, ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлессине вара «супар» (суп — ывӑн, халтан кайса ӗҫле — «ӗҫпе супрӑм») тетчӗҫ. Е тата: «Сапӑр пул» — ҫырлахуллӑ, кӑмӑллӑ пул. Ахӑртнех, ҫакнашкал каларӑшсем авалхи Субарту патшалӑхӗ вӑхӑтӗнченех (пирӗн эрӑччен 3 пин ӗмӗр каялла) упранса юлнӑ. Субарту питӗ ҫирӗп патшалӑх пулнине палӑртаҫҫӗ вӑтам ӗмӗр авторӗсем те, архиологи материалӗсем те. Цивилизаци пысӑк шайра пулнӑран халӑхӗ хӑйӗн пурнӑҫӗпе те, патшисемпе те кӑмӑллӑ пулнӑ пулмалла, пӗр-пӗрне «Пӗрлех пулар, сапирсем» тенӗ. «Савир», «субар», «сабир» — «сувар» сӑмахӑн маларахри хурмисем. Чӑваш ялӗсенче паянхи кун та «Сума сӑвар», «сӑваплӑ ар» е, юратӑва палӑртса, «савар» (сав _ юрат, ар — ҫын) сӑмахсем пур. Е ырӑ сывлӑх сунса «Сывӑ пул», «Сывӑ тӑр» тетпӗр. Чӑваш чӗлхинчи ҫак сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшсен ӗмӗрӗ — сӗм авалтан, вӗсем пирӗн халӑхӑн этнонимӗпе тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ. Ахальтен мар-ҫке Сабиров, Сабитов, Саперов, Савиров, Себиров, Суворов, Субаров ытти ҫакӑн евӗр хушаматсем тӗл пулаҫҫӗ. Н.И.Ашмарин словарӗнче те маларах асӑннӑ сӑмахсемпе сӑмахҫаврӑнӑшсене ӑнлантарни пур: Савар (Сӑвар) — Спасск вулӑсӗнчи Кузнечиха ялӗн ячӗ, суп — вӑйран кай, ывӑнса ҫит, Сапар (сабар) — шӑп, лӑпкӑ, сӑпай. Сапӑр пул — ҫырлахуллӑ, кӑмӑллӑ пул — «Самара кайрӑм сапӑрпалан. Чӗрӗ ырӑ кӑмӑллӑ, сапӑр, кирек кам сӑмахӗнчен те иртмен кӗҫӗн ывӑлӗ. Пирӗн инке пит сапӑр. Вӑл сапӑр ача.»
18 ӗмӗр варринелле ҫӗр ҫыннин пурнӑҫӗ питӗ йывӑрланса ҫитет. Тӗрлӗ хырҫӑ-налуксӑр пуҫне помещиксем, мӑнастӑрсем, чиркӳсем ял халӑхӗн ҫӗрӗсене турта-турта илнӗ, ҫӗнӗ чиркӳсем тума укҫа-тенкӗ пуҫтарнӑ. Ун чухнехи тӗн ҫыннисем хӑйсен туррисене пӑхӑнса пурӑннӑ сӑварсен наци туйӑмӗнчен иртӗхнӗ. Ҫав мӑшкӑла чӑтаймасӑрах пирӗн халӑхӑн чылай пайӗ тӑван тӑрӑхран пӑрахса тухса кайса Атӑлӑн тепӗр енче тата Пушкӑрт ҫӗрӗсенче лӑпкӑ пурнӑҫ шыранӑ. Е.И.Пугачев ертсе пынипе Хресчен вӑрҫи тапрансан, Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнче те пӑлхавсем ҫӗкленеҫҫӗ. Сӑвар-пӑлхарсем ку вӑхӑтра хӑйсене «сепирсем» тенӗ. Н.И. Ашмаринӑн 17 томлӑ словарӗнче ҫакӑн пек тӗслӗх илсе кӑтартнӑ: «Сабир (сепир) тесе ӗлӗк Пугачевпа пӗрле ҫӗмӗрсе ҫӳренӗ ҫынсене каланӑ тет».
Сӑварсем яланах хӑйсен историлле ятне сӑвапласа пурӑннӑ, Пӑлхар патшалӑхӗнче те урӑх тӗне йышӑнман, Хусан ханствин тапхӑрӗнче тутарланман, йӑли-йӗркине упрама тӑрӑшнӑ. «Ҫӗнӗ йӗрке шутласа кӑларма кирлӗ мар, киввине ан манӑр» тени пил пек пулнӑ пирӗн ватӑсен. Анчах та 1774 ҫулта патша карателӗсем пӑлхавҫӑсене тискеррӗн путарнӑ хыҫҫӑн сӑварсен хӑйсен чӑн ятне пытарма тивнӗ. Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне мӑнкул-тутарсем аркатнӑ-тӗп тунӑ чухнехи майлах «сӑвар» е «сепир» ят яланхи пекех пусмӑрҫӑсене уртарнӑ.
Арабсем ҫыравҫисем 10 ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗнче, тӗпрен илсен, тӑватӑ халӑх пурӑннине палӑртаҫҫӗ: пӑлхарсем, сӑварсем, эсекелсем, берсулсем. Ибн_Русте вӗсен пурнӑҫ шайӗ пирки «пӗрешкелрех» тесе ҫырать. Ибн-Хаукаль ҫулҫӳревҫӗ-географ «сӑварсемпе пӑлхарсен чӗлхи хазарсенне аса илтерет», тет. Сӑварсемпе пӑлхарсем виҫӗ ӗмӗр Хазар каганатӗнче пурӑнса пӗр чӗлхене, пӗр культурӑна хӑнӑхнӑ, руна ҫырулӑхӗпе усӑ курнӑ. Н.Я.Марр академик чӑваш чӗлхине вӑтам ӗмӗрти пӑлхар-хазар чӗлхисен ушкӑнӗнчен упранса юлнӑскер тесе палӑртать.
Н.И.Ашмарин 1902 ҫулта Хусанта «Болгары и чуваши» монографи пичетлесе кӑларать. Унта вӑл чылай истори эткерлӗхне тӗпчесе ҫапла пӗтӗмлетӳсем тӑвать: 1. «Атӑлҫи пӑлхарсен чӗлхи хальхи чӑвашсен чӗлхипе пӗр», 2. «Хальхи чӑвашсем — Атӑлҫи пӑлхарсен тӳрӗ йӑхӗсем». Н.И.Ашмарин теорине пӗтӗм тӗнче тюркологӗсем йышӑнаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи авалхи тӗрӗк чӗлхисен пӑлхар ушкӑнне кӗрет, ӑна ҫӗнӗ тӗрӗк чӗлхиллӗ кыпчак, огуз ушкӑнӗнчен «ш» вырӑнне «л», «з» вырӑнне «р» пулни уйӑрса тӑрать.
10-12 ӗмӗрсенче Пӑлхар патшалӑхӗ чи аталаннӑ ҫӗршыв пулса тӑрать. Япала-хатӗр ӑсталасси, ҫӗрӗҫ культури, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси питӗ пысӑк шайра пулнӑ. Тӗнчепе анлӑ ҫыхӑну тытнӑ, суту-илӳ тунӑ. Вырӑнти финн-угор халӑхӗсемпе хутӑшасси те ку тапхӑрта хӑвӑртланать. Ҫак этногенетикӑра сӑвар-пӑлхар чӗлхи тӗппи пулса тӑрать. Сӑвар-пӑлхарсем пӗр халӑх пек чӑмӑртанассине историксем 8 ӗмӗрсемпех ҫыхӑнтараҫҫӗ пулин те, ҫапах та ку процесс Атӑлӑн сылтӑм енче13-15 ӗмӗрсенче пулса иртнӗ теме пулать.
Хальхи чӑвашсем сӑвар йӑхӗ пулнине ҫармӑссем (мари) чӑвашсене суаз тесе чӗнни те ҫирӗплетет. Кӑна И.Н.Смирнов профессор та асӑрханӑ. Н.И.Ашмарин тури ҫармӑссем чӑвашсене суазла мари (суас ҫыннисем), тутарсене хӑйсен хальхи ячӗпех каланине палӑртать. В.В.Николаев профессор пушкӑртсем чӑвашсене халӗ те «сыуаш, суваш» теҫҫӗ тет. Шупашкарта ӗҫлесе пурӑнакан эрмен ҫынни С.Г.Сардарьян тӑван ҫӗрӗнчи ватӑсем паянхи кун та чӑвашсене «савар, сувар» ятпа асӑннине каласа кӑтартать.
Атӑлҫи Пӑлхарта «пӑлхар» ятпа ҫӳреме сумлӑ пулнӑ: сӑвар-пӑлхар, бигер (пӑхӑр)-пӑлхар тата ытти те. Ҫав вӑхӑтрах шӑпах ҫак наци ҫынни пулма та кирлех пулман. Историксем халлӗхе Пӑлхар патшалӑхӗн халӑхӗн чӑн ятне калама пултараймаҫҫӗ. Хальхи ҫармӑссен несӗлӗсем пӑлхарсене «суассем», удмуртсем «бигерсем» тенӗ. М.З.Закиев тӗпчевҫӗ «бигер» термина «Биляр» ойконим урлӑ «пӑлхар» этнонимпа ҫыхӑнтарма пӑхать. Пӑссӑрмансем, Хусан тутарӗсене «хӑйсен» пек йышӑнса, вӗсене бигерсем тенӗ. Пӗр-пӗр бичерпа (атаман) ҫыхӑнтарса «бийсем» тенӗ пулӗ тет М.Глухов. Юхма мишши те чӑваш этноним Чӑваш ятлӑ атаманран пуҫланса кайма пултарнӑ тесе шутлать. «Бигер», «билер» ятлӑ халӑх Атӑлҫи Пӑлхарта пулман. Билер (Пӳлер) — хула ячӗ ҫеҫ. Ахӑртнех, пӗр пӗрлӗхлӗ атӑлҫи-пӑлхар халӑхӗ йӗркеленсе кайнӑ хыҫҫӑн та чи пысӑк йӑх-ушкӑнсем — сӑварпа пӑлхар — упранса юлнӑ. Ҫакнашкал та пулма пултарать: халӑхӑн ислам тӗнне куҫнӑ пайне пӑлхарсем тенӗ, хӑйсен тӗнне сутма килӗшменнисене сӑвар тенӗ. Пӑлхар аристократийӗ, унччен те хура халӑхӗнчен хӑйӗн социаллӑ статусӗпе тата тӗнӗпе уйрӑммӑн тӑнӑскер, мӑнкул-кӑпчаксем пуҫ пулса тӑнӑ хыҫҫӑн тӗп халӑхӗнчен йӑлтах уйрӑлса кайнӑ. Мӑсӑльман пӑлхарсем, В.Д.Дмитриев историк-тӗпчевҫӗ кӑтартнӑ пек, каярах, 13-14 ӗмӗрсенче йӑлтах кӑпчаксемпе — тутарсемпе — хутӑшса кайнӑ. Кӑпчаксен чӗлхи вара Ылтӑн Ордан патшалӑх чӗлхи пулса тӑрать.
Камсем пулнӑ-ха «пӑлхарсем» — «булгары» («болгары»)? Пӗр этнос-и е Атӑл ҫинче пӗр патшалӑх туса хунӑ халӑхсен пӗрлӗхӗн ячӗ ҫеҫ? Атӑл ҫинче вырнаҫнӑран кӑна мар-и пулса кайнӑ Пӑлхар патшалӑхӗн ячӗ — «Волга (Болга)»? Халӑх ячӗ пулсассӑн, мӗншӗн-ха историре пулнӑ, питӗ палӑрнӑ халӑх, хӑйӗн аталанӑвӗнче ҫав тери пысӑк шая ҫитнӗскер, сасартӑках хӑйӗн ятне те ҫӗтнӗ, хӑй те пач ҫухалнӑ. Кӳршӗ халӑхсен асӗнче те юлман халӑх ячӗ пек. Ҫавӑнпа «Камсем вӗсем — пӑлхарсем?» ыйту тепӗр ыйту ҫуратать — Пӑлхар патшалӑхӗн кунҫулӗнче мӗнле халӑх историлле пӗлтерӗшлӗ пулнӑ, унӑн культурине тунӑ, ӑна ҫав вӑхӑтри тӗнче шайне кӑларма пултарнӑ?
Гали Еникеев, Ахметзаки Валиди Туганпа вырӑссен революцичченхи ӑсчахӗсен тӗпчевӗсене шута илсе, ҫапла ҫырать: «Булгары (пӑлхарсем)» — тӗрлӗ чӗлхеллӗ, тӗрлӗ тӗн-ӗненӳпе пурӑннӑ халӑхсен пӗрлӗхӗн ячӗ. «Булгар (Пӑлхар» — тӗрӗк йӑхӗсенчен йӗркеленнӗ пӗрлӗх (патшалӑх) ячӗ. Хальхи ҫармӑссен, ирҫесен, удмуртсен кӑкӗсем — финн халӑхӗсен йӑхӗсем, хальхи Хусан ҫыннисен, чӑвашсен, мишерсен, пушкӑртсен несӗлӗсем — тӗрӗксем. Вӗсем пурте Пӑлхар ханне пӑхӑнса тӑнӑ, ҫавӑнпа пӗтӗмӗшле ятпа ҫӳренӗ — «пӑлхарсем». Ҫак ята чӑн тивӗҫлӗрех халӑх тӗрӗк йӑхӗ пулнӑ. Вӑл — хальхи чӑвашсен несӗлӗ. Ҫав шутра — хальхи тутарсен те пӗр пайӗ. Ку йӑх патшалӑх влаҫне тытса тӑнӑ. Авалхи пӑлхарсен чӗлхи хальхи чӑвашсемпе тутарсен хушшинчи чӗлхе пулнӑ. Ҫапах та чӑвашсем пӑлхарсен чӗлхине тутарсенчен ытларах упраса хӑварнӑ пек туйӑнать».
Сӑвар-пӑлхарсем хуннсен пӗрлӗхне кӗнӗрен тата хальхи чӑваш чӗлхинче авалхи тӗрӗк сӑмахӗсем пуртан хӑшпӗр авторсем сӑвар-пӑлхарсене тӗрӗк халӑхӗсен йышне кӗртеҫҫӗ. Анчах та теприсем сӑварсем (чӑвашсем) тӗрӗк ушкӑнне кӗмеҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ. Сӑвар-пӑлхарсен кӑпчак тымарӗсене шырас пулсан (Л.Н.Гумилев — «Этногенез и биосфера Земли» тӗпчев), вӑтам ӗмӗрти авторсен ытларахӑшӗ (Эль-Балхи (950 ҫ.), Масуди (943 ҫ.), Демешки (14 ӗмӗр), ыттисем те) сӑвар-пӑлхарсене тӗрӗк тӗнчипе ҫыхӑнтармаҫҫӗ. Авалхи Иран чӗлхинче «сӑвар» утлӑ ҫынна, юланута пӗлтерни те кӑна ҫирӗплетет теме пулать. Чӑвашшӑн лаша чӑнласах та пурнӑҫ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ, 20 ӗмӗр вӗҫӗчченех чӑваш лаша тытма тӑрӑшнӑ. «Сӑварӑн» тата та маларахри хурми «сабир» пулнӑ. Араб чӗлхинчен вӑл «лӑпкӑ, йӑваш, мирлӗ, сапӑр» куҫать. Эпир индоиран тӗнчинчен тухнӑ. Паллах, тӗрӗк субстракчӗ пирте питӗ нумай. Ҫапах та тымарсем — тӗппи, ытти — кӳршӗ халӑхсемпе, йӑхсемсемпе, цивилизацисемпе хутшӑнса-хутӑшса пурӑннӑ май илни, пӗр-пӗрне ӑс-хакӑлпа, пӗлӳпе, опытпа пуянлатни — вӑл йӑлтах иккӗмӗш си. Сӑвар халӑхӗ хӑйӗн хӑйнеевӗрлӗхне, чӗлхине, йӑли-йӗркине тата сӗм авалхи ирансен зороастризм тӗнӗ ҫинче тӗвӗленнӗ тӗн-ӗненӗвне упраса хӑварнӑ.
Ӗлӗкрен Кавказпа Анат Атӑл таврашӗнче тӗпленсе пурӑннӑ сӑвар_пӑлхар йӑхӗсем арабсем хӗстерсе ҫитернине пула 7-8 ӗмӗрсенче Вӑтам Атӑлпа Кама юханшывӗсен тӑрӑхне куҫса килсе йӗркеленӗ Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне 1236 ҫулта мӑнкул-кӑпчаксен Бату хан ҫарӗсем ярса илеҫҫӗ.
13 ӗмӗр пуҫламӑшӗнче, вырӑс славянӗсем вак княжествӑсене пайланса пӗр-пӗринпе вӑрҫӑнса пурӑннӑ тапхӑрта, Атӑлҫи Пӑлхар пӗртен пӗр хаватлӑ, вӑйлӑ патшалӑх пулнӑ. 1223 ҫулхине мӑнкул-тутарсем Калка юханшывӗ ҫинче вырӑссен пӗрлешӳллӗ ҫарне ҫапса аркатаҫҫӗ, ҫав ҫулхинех Пӑлхар патшалӑхӗ ҫине тапӑнса килеҫҫӗ, анчах та халиччен ҫӑмӑллӑнах китаецсене, грузинсене, алансене, половецсене, вырӑссен пӗрлешӳллӗ ҫарне ҫӗнтернӗскерсен историре пӗрремӗш хут шар курма тивет. Атӑлҫи Пӑлхар вӗсен ҫӗнтерӳллӗ ҫулӗ ҫинче пысӑк чӑрмав пулса тӑрать. Урса кайнӑ урта тата икӗ хутчен — 1229, 1232 ҫулсенче — Пӑлхар патшалӑхӗ ҫине вӑрҫӑпа килет, анчах икӗ хутӗнче те каялла Азине тарма тивет. 1236 ҫулхине кӑна сӑвар-пӑлхарсене парӑнтарма пултарнӑ вӗсем.
1239-1240 ҫулсенче Баянпа Джику кнеҫсем ертсе пынипе сӑвар-пӑлхарсем пӑлхав ҫӗклеҫҫӗ, мӑнкулсен 1241 ҫулта Пӑлхар ҫӗрӗсене тепӗр хут ҫӗнсе илмелле пулать.
Аслӑ хирӗҫтӑру пулнӑ ку: урта нумай ҫул сӑвар-пӑлхарсене парӑнтарайман, ҫавӑнпа унӑн тавӑрӑвӗ ҫав тери тискер пулнӑ: Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн хулисене йӑлт ҫунтарнӑ, кӗллентернӗ, ҫӗрпе танлаштарнӑ, халӑхне каснӑ-вакланӑ, выльӑх-чӗрлӗхне кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе кӑнтӑра хӑваласа кайнӑ, мул-пуянлӑхне ҫаратнӑ. Пирӗн йӑх-несӗлсем ҫав тери хаяр пусмӑра кӗрсе ӳкеҫҫӗ. М.Г.Сафаргалиев хӑйӗн «Ылтӑн Урта арканӑвӗ» кӗнекинче Уксак Тимӗр (Тамерлан) пусмӑрӗнче сӑвар-пӑлхар ҫамрӑкӗсем кӑна 5 пин ытла пулнине асӑнать. 1391 ҫулта Едигей хан туса хунӑ Мангит юрти (каярах — Нухай Урти) Атӑлҫи Пӑлхара тӗпренех пӗтерсе хурать. Ылтӑн Урта эшкерӗсен хӑйсен хушшинчи хирӗҫтӑрӑвӗсем пуҫланнӑ 1359 ҫултанпа 1438 ҫул хушшинче (ку ҫул Хусан ханлӑхӗ йӗркеленнӗ шутланать) хальхи Самар, Чӗмпӗр, Пенза облаҫӗсен, Кама юханшывӗн сылтӑм ен тата Тутарстанӑн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗсен, Чӑваш Республикин кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ тӑрӑхӗн территорийӗсенче пулнӑ сӑвар-пӑлхарсен 2 пине яхӑн хулипе ялӗ ҫӗр ҫинчен ҫухалнӑ, вӗсене мӑнкул-тутарсем ҫунтарса-кӗллентерсе пӗтернӗ. Ку тӑрӑхсем, ҫӗрсем лаппӑшпех «тискер уй», нухайсемпе кӑпчаксен (пӗрпӗтӗмӗшле «тутарсем» политоним) ҫуллахи вӑхӑтра вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳремелли пушӑ хирӗсем пулса тӑнӑ.
1902 ҫулта Санкт_Петербургра тухнӑ «Человеческие расы» кӗнекере Хусан тутарӗсем пирки татсах каланӑ: «вӗсем — кӑпчаксен йӑхӗнчен, 13 ӗмӗрте Атӑл хӗрне килнӗ те вырӑнти пӑлхарсемпе хутӑшса кайнӑ». Чӑвашсем пирки вара Санкт-Петербурграх 17 ҫул маларах, 1885 ҫулта, пичетленнӗ «Естественная история племен и народов» кӗнеке «чӑвашсем пӑлхар йӑхӗнчен пулсан та хӑйсен кӳршисен, Хусан тутарӗсем текенскерсен, туркӑ чӗлхине вӗреннӗ» тенӗ.
Чӗрӗ юлнӑ сӑвар-пӑлхар халӑхӗ вӑрмансене тарса ҫеҫ упранса тӑрса юлма пултарнӑ. Каярахпа вӗсен те уртасем пӗрехмай тапӑнса-ҫаратса тӑнине пула Атӑл урлӑ каҫса сылтӑм енче тӗпленме тивет. Сӑварсем анатри, анат енчи тата тури (вирьял) ушкӑнсем ҫине ахӑртнех шӑпах ҫав историлле самантсенче пайлана пуҫланӑ пулмалла.
Вирьялсем хальхи Чӑваш енӗн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енче йӗркеленнӗ. Вӗсен культуринче юнашар пурӑнакан халӑхсен палӑрӑмӗсене чылай тупма пулать: ҫипуҫ-тумтирте те, ҫурт-йӗрте те, тӗнпе те вӗсем питӗ ҫывӑх, сӑн-сӑпатпа та пӗр евӗрлӗрех. Анатрисен культуринче вара Атӑлҫи характерӗсем ытлах палӑрмаҫҫӗ — ахӑртнех вӗсем — пӑлхар-сӑварсен хутӑш йӑхӗсем. Тен, ҫавӑнпах анат енче мусульман йӑли-йӗркисем ытларах сарӑлнӑ.
Анат енчи сӑварсен ушкӑнӗ 13-15 ӗмӗрсенче чӑмӑртаннӑ. Хӑйсен культура паллисемпе вӗсем анатрисене ҫывӑхрах, чӗлхипе — турисене.
Хальхи чӑвашсем, Д.Ф.Мадуров шучӗпе, шӑпах 13-15 ӗмӗрсенче Атӑл тӑрӑхӗнче хуҫаланнӑ уртасенчен Пӑлхарӑн ҫурҫӗр провицийӗсенчи вӑрман чӑтлӑхӗсене тарнӑ йӑхсенчен, тӗпрен илсен, сӑварсенчен йӗркеленнӗ.
15-18 ӗмӗрсенче ҫӳлерех асӑннӑ виҫӗ ушкӑн пӗр халӑха чӑмӑртаннӑ. Вӑл вӑхӑтсенче ку халӑх сӑвар ятпах ҫӳренӗ-ха. 18 ӗмӗр пуҫламӑшӗнче вара ирӗксӗрлесе тӗне кӗртме пикенсен ӑна хӑйӗн тӗнӗпе — ҫутҫанталӑк тӗнӗпе (язычество) — пурӑнма чарнӑ, ҫын ячӗсене урӑхлаттарнӑ, руна ҫырулӑхне те, араб графики те манӑҫтаттарнӑ, йӑли-йӗркисене пӑрахӑҫлаттарнӑ. Ҫавна пула халӑхӑн сӑваплӑ ячӗ те (этноним) — сӑвар, сӑвар-пӑлхар — аваллӑха тӑрса юлнӑ.
Ҫапах та хальхи чӑвашсем сӑвар-пӑлхар йӑхӗсенчен чӗлхине, унпа пӗрлех — сӑмах вӗҫҫӗн ламран лама куҫса паянхи кунчченех упранакан халӑх пултарулӑхне — сӑмахлӑхне илсе юлнӑ, авалхи ҫипуҫӗн, тӗрри-эрешӗн тӗп палӑрӑмӗсене, хӑтлӑ ҫурт-хуралтӑ ҫавӑрас, тимӗрпе, ҫӗрпе ӗҫлес ӑсталӑхне, ял-урам-кас йӗркелес манере тата ыттине те.
В.Д.Дмитриев профессор 1970 ҫулта Н.И.Егоровран ҫакнашкал халап-легенда ҫырса илнӗ. Сар текен хула патшин Хунтеслу ятлӑ питӗ хитре пике пулнӑ. Ашшӗ ӑна никама та кӑтартман. Анчах ҫак пике патне Хӗвел ывӑлӗ иленнӗ, вара ҫав хӗр унран ҫие юлнӑ. Ашшӗ ҫакна пӗлнӗ те питӗ тарӑхса хӗрне ылтӑн кимӗ ҫине питӗрсе тинӗсе ярать. Икӗ паттӑр пӑхатир — Пӑлхарпа Сӑвар — кимме асӑрхаҫҫӗ. «Ку кимӗ мана пулать», — тет Пӑлхар. «Кимӗ ҫинче мӗн пурри мана пулать», — тет Сӑварӗ.
Сӑвар селӗм пикене качча илет. Лешӗ ӑна питӗ йышлӑ ача ҫуратса парать. Ҫапла ҫав Сӑвар йӑхӗнчен пулса кайнӑ та чӑваш халӑхӗ, тет халап.
Атӑлҫи Пӑлхарпа мӑнкул-тутарсем хушшинчи хаяр вӑрҫӑсенче тата Ылтӑн Урта саманинче сӑвар-пӑлхарсен 4Ӳ5 пайӗ пӗтнӗ тесе шутлаҫҫӗ хӑшпӗр тӗпчевҫӗсем. Ҫак синкерсем пулман пулсан тата каярах, Хусан ханлӑхӗ йӗркеленсен уйрӑмах, чылай сӑвар тутара тухман пулсан, паянхи чӑвашсен хисепӗ 10 миллионран та кая мар пулма пултарнӑ текенсем те пур.
Ислам тӗнне Пӑлхар патшалӑхӗнче 921 ҫултах йышӑнма пуҫланӑ. Ун чухнехи Пӑлхар патши Эльмуш (Алмуш) вӑл вӑхӑтри вӑйлӑ Багдад халифачӗпе ҫывӑхланма тӗв тӑвать. Атӑл тӑрӑхне Багдад элчисемпе, ытти ислам миссионерӗсемпе пӗрле килнӗ посольство секретарӗ, Ахмед ибн Фадлан дипломат хӑй курса ҫӳренисем ҫинчен ҫырса пынисенче ҫапларах сыпӑк пур: «Елтӗпер мана каларӗ: «Ман ятпа хутба (проповедь) калама мӗнле май пур-ши?» — терӗ. Эпӗ каларӑм: «Сан ятупа аҫу ятне каласа», — терӗм. Вӑл каларӗ: «Анчах та ман атте тӗрӗс тӗне ӗненекен ҫын пулман, манӑн та минбар (мечӗтри кӗлӗ каламалли вырӑн (кафедра) ҫинчен ун ятне асӑнас килмест, эпӗ те унччен ют тӗнпе пурӑннӑ, манӑн хамӑн ятӑма асӑнтарас килмест, мӗншӗн тесен мана ят параканӗ ҫак тӗне тытакан ҫын пулман. Ман хуҫа, тӗрӗс тӗне тытакансен пуҫлӑхӗ, мӗн ятлӑ?» — терӗ. Эпӗ каларӑм: «Джафар», — терӗм. Вӑл каларӗ: «Мана ун ятне илме юрать-и?» — терӗ. Эпӗ каларӑм: «Юрать», — терӗм. Вӑл каларӗ: «Апла, эппин, эпӗ хама Джафар тесе, аттене Абдаллах тесе ят хутӑм ӗнтӗ, кун пирки хатиба (кӗлӗ калакана) пӗлтерме хуш», — терӗ. Эпӗ ҫапла турӑм та, хатиб ун ячӗпе хутба калама пуҫларӗ: «Эй, Аллах! Хӑвӑн чуруна, Джафара, Абдаллах ывӑлне, пӑлхарсен пуҫлӑхне упраса усра!» — терӗ» («Революцичченхи чӑваш литератури» кӗнекерен, 1 т., 35-36 стр., Шупашкар, 1984,
Вӑл саманара Пӑлхар патшалӑхӗшӗн ислам тӗнне йышӑнни, тен, вырӑнлах та пулнӑ. Ку тӗн вӗсене ҫав тапхӑрти тӗнче йӗркеленӗвӗнче хӑйсен вырӑнне ҫирӗплетме, перссемпе арабсен чылай ҫӳлӗрех шайра шутланнӑ культурин, наукин вӑйӑмӗпе маларах аталанма пулӑшнӑ. Ҫапах та каярахпа пысӑк сиенпе ҫаврӑнса туха пуҫланӑ теме пулать ислам тӗнне йышӑнни. Сӑварсем хӑвӑрт тутарланса кайнӑ. Чӑваш, ҫармӑс, ирҫе-мӑкшӑ ҫыннишӗн «мусульман тӗнне йышӑнни» «тутара тухниех» пулнӑ. Ислама йышӑнсанах тӑван чӗлхине маннӑ, наци ҫипуҫне улӑштарнӑ, авалхи йӑла-йӗркесене пӑрахӑҫланӑ, ҫынпа ҫын хушшинчи хутшӑнусем те тӗпренех урӑхланнӑ. Пӗтӗмпех «тутарланнӑ». «Мухаммеданство йышӑннӑ чӑваш хӑйне чӑваш тесе шутлама та, тӑван чӗлхипе сӑмахлама та намӑсланать, хӑйне тутар тесе палӑртать. «Эпӗ чувашенин, урӑхла каласан, язычник мар, эпӗ — татарин, тӗрӗс тӗне ӗненекен», шутлать вӑл», — ҫырать 1885 ҫулта Санкт-Петербургра «Естественная история племен и народов» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ Фр. Гельвельда.
Пӗтӗм халӑх пуҫ-мимине ҫапла, ҫав таранах — хӑйӗн йӑхӗшӗн намӑсланмалӑхах, хӑйӗн чӑн ятне манӑҫа кӑлармалӑхах минретме пултарнӑ вӗт-ха! Мӗн тӗрлӗ синкерлӗх витӗр тухнӑ паянхи чӑваш. Пӗр тесен, чи харсӑр, хастар, пултаруллӑ, ӑс-хакӑллӑ, ӑс-тӑнлӑ пайӗсӗр тӑрса юлнӑ халӑх ушкӑнӗшӗн пурнӑҫне мӗнле те пулин тӑсас тени шухӑш-туйӑмне парӑнтарнӑ, ҫук ҫӗрте кӑштах та пулин ҫӑлӑнӑҫ тупас тетернӗ пулӗ.
Сӑвар-пӑлхар халӑхӗ хӑйӗн этникӑлла тӗнӗшӗн чылай хур курма тивнӗ. Пирӗн несӗлсен йӑли-йӗркине, культурине ӑнланман кӳршӗ халӑхсем вӗсене «язычниксем» тесе хурланӑ. Ҫав тӗн сӑвар-пӑлхарсен пурнӑҫне ҫутҫанталӑкпа, тӗнчепе килӗшӳллӗн, ҫырлахуллӑн кӗвӗлентерсе йӗркелесе пыракан ҫирӗп тытӑм пулнине ӑнланман, ӑнкарман е юриех ним вырӑнне хуман. Чиркӳ таврашӗнче, литературинче «язычество», «язычник» терминсене «погань, свинья, нечисть» сӑмахсен синонимӗ пек усӑ курнӑ. Куҫран мӑшкӑлланӑ.
«Чӑваш» сӑмах пӗлтерӗшне В.И. Далӗн «Толковый словарь живого великорусского языка» словарӗнче тупма пулать (1882, 4 т.): ;;Чуваша;; (В.И.Даль ҫапла ҫырать) — «твр, пск — ;;чуварыка;; смл. об. — неопрятный человек. Чувашь-чувашь, так скликают свиней: чух-чух, чушь-чушь. Всякий калмык Ивань Ивановичь, а чувашинь Василий Иванычь».
Тӗрӗссипе, пӗр-пӗр халӑха кӳршӗ халӑхсем темӗнле те чӗнме, ят хума пултараҫҫӗ, халӑхӑн чӑн ятӗнчен пач урӑхла. Грек, араб, славян авторӗсем, сӑвар-пӑлхар чӗлхине пӗлменскерсем, халӑхӑн чӑн ятне уйӑрса илмелле мар та пӑсса ҫырма пултарнӑ. Г.И.Комиссаров «чуваш» (чӑваш,чӑаш) сӑмаха чӗлхе йӗркипе ӑнлантарма ҫук, пӗлтерӗшӗ паллӑ мар тесе ҫырать.
Ӗлӗк чӑвашсене вырӑссем Василий Иванович тенӗ. «Василий Иванч» чӑвашшӑн тутара «кнеҫ» тениех. Вениамин Пуцек-Григорович иеромонах, чӑвашсене христианство тӗнне йышӑнтарма янӑскер, вӗсене кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе шыва кӗртсе пурне те Василий ят парать, Иван Афанасьев диакон кашни ҫынни таран Василий Иванович туса хурать.
1941 ҫулта нимӗҫсем Сӗвет Союзӗ ҫине тапӑннине мӑнкул-тутарсем Хӗвелтухӑҫ Европӑна тискеррӗн пырса кӗнипех танлаштарма пулать. Ахӑртнех, ҫак синкерлӗ вӑхӑтра совет халӑхӗн пӗрлӗхне тата та ҫирӗплетес тӗллевпех ун чухнехи коммунистсен партийӗн Тӗп комитечӗ (вӑл ҫӗршыва ертсе пыракан тӗп орган пулнӑ) 1944 ҫулхи августӑн 9-мӗшӗнче «Тутар партии организацийӗнчи лару-тӑру тата массӑллӑ-политика тата идеологи ӗҫхӗлне тата та лайӑхлатмалли мерӑсем ҫинчен» тата тепӗр икӗ уйӑхранах октябрӗн 6-мӗшӗнче вырӑнти парти обкомӗ «Тутар наукӑпа тӗпчев институчӗн ӗҫхӗлӗнчи йӑнӑшсемпе ҫитменлӗхсем ҫинчен» ятарлӑ йышӑнусем туса тутар халӑх историне мӑнкул-тутарсен Ылтӑн Уртипе ҫыхӑнтарма чарнӑ. И.Л. Измайлов историк «Родина» журналта (1997, 3-4 №) пичетленнӗ «Идегеево побоище» статьинче ҫапла ҫырать: «Ҫапла пӗр сехет хушшинчех Улус Джучи, унӑн халӑхӗ, культури, патшалӑх деятелӗсем манӑҫа тухрӗҫ, тутарсем хӑйсен ҫӗрӗнчех нимле йӑх-несӗлсӗр космополитсем пулса тӑчӗҫ. Улус Джучи историне пӑрахӑҫланӑ хыҫҫӑн тӑрса юлнӑ пушӑлӑха «вырӑнти пӑлхар тымарӗсемпе» тултарма йышӑнчӗҫ. Наука енчен ҫакна СССР Наукӑсен Академийӗн Хусанти филиалӗпе СССР НА философипе истори уйрӑмӗ пӗрле ирттерекен наука сессийӗнче (1946 ҫ., апрель, 25-26) ҫирӗплетме палӑртрӗҫ. Тухса калаҫнӑ историксем, архиологсем, тюркологсемпе антропологсем пурте пӗр шухӑшлӑн пулса хальхи тутарсене Атӑлҫи пӑлхар тӑхӑмӗсем, Ылтӑн Уртана тутар халӑхӗн историйӗнчи айккинчи пулӑм пек ҫеҫ теме йышӑнас терӗҫ».
Ку нимле наукӑлла мар, таса политика йышӑнӑвӗ пулнӑ. М.Н.Тихомиров академик тутар халӑх историне Ылтӑн Уртаран уйӑрма ҫукки, СССР Наука Академийӗн член-корреспонденчӗ С.Е.Малов наука пӑлхарсен тӳрӗ тӑхӑмӗ чӑвашсем ҫеҫ пулнине ҫирӗплетни ҫинчен каланине сесси шута илмен.
«Ылтӑн Урта, — ҫырать Б.Г.Фахрудтинов, — пӗтӗм тутар халӑхӗн, унӑн Ылтӑн Уртан историлле территорийӗ пулса тӑнӑ тем пысӑкӑш анлӑхӗнче халӑх пек чӑмӑртаннӑ мӗнпур этнографи ушкӑнӗсен вӑтам ӗмӗрсенчи пӗр пӗрлӗхлӗ патшалӑхӗ... Казахсен е узбексен патшалӑхӗ ҫеҫ пулман... Ҫак патшалӑхӑн историйӗ, чӗлхи, культури — тутар халӑх историйӗ, унӑн чӗлхи, тутар культури» («Татарстан», 1992, 4№, 57 стр.)
Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн халӑхӗпе килсе кӗнӗ Урта йӑхӗсене пӗр-пӗринпе пӑтраштармасӑр уйӑрса тӑракан тӗп паллӑ вӑл — тӗн. Этнотӗне тытса пыракансене ҫӑваҫсем тенӗ. Тепӗр майлӑ каласан, чӳклекенсем, Киремете парне кӳрекенсем пӗлтерӗшпе. Хӑшпӗр тӗпчевҫӗсен шучӗпе кӑпчаксем «ҫӑваҫ» тенине халӑх ячӗ пек йышӑннӑ, хӑйсен кӑпчак (тутар) чӗлхи манер «чӑваш» тесерех каланӑ пулать, ылтӑн уртаҫӑсене — «пӑсӑрман» (бесермен) (арабла — «муслимин»). Анчах та «чӳклекен» тени этноним пулма пултараймасть. Тепӗр авторсем «чӑваш» термин «ҫӑва» сӑмахран пулса кайнӑ теме те пӑхаҫҫӗ. Хальхи тури чӑвашсем (вирьялсем) масара ҫапла калаҫҫӗ. Ҫапла, ҫармӑссем чӑвашсене «суасла мари» (суас ҫыннисем) теҫҫӗ. Анчах та, манн шутпа, «суас» — «ҫӑва» хушшинче нимӗнле ҫыхӑну та ҫук. Паллӑ вырӑс ҫыннисем — Н.И.Ашмаринпа И.Н.Смирнов ученӑйсем марисем хӑйсен кӳршисене — сӑвар-пӑлхарсене — хӑйсен манер «сувасла мари» — сувас ҫыннисем тесе каланине тахҫанах ӗнентерсе ҫирӗплетнӗ. «С» «р» сасса, «р» «с» сасса куҫма пултарни чӗлхе саккунӗсемпе килӗшӳллӗ: «Хусан» — «хуран», «кайрӗ» — «кайса» тата ытти те.
Сӑвар-пӑлхар культурине эпир аван пӗлетпӗр тесе калама ҫук, мӗншӗн тесен ӑна паянхи кунччен те тӗплӗн, анлӑн тӗпчемен. Пирӗн мӗнпур пӗлӳ те Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне ислам тӗнне сарас тӗллевпе килсе ҫӳренӗ араб миссионерӗсем тата хӑшпӗр ҫулҫӳревҫӗ ҫырса хӑварнинчен кӑна. Хальхи тӗпчевсем – ытларах хӑрах енлӗ. Тутарсем хӑйсене пӑлхар йӑхӗн тӑсӑмӗсем тесе йышӑннӑ май, вӗсем ӑна «хӑйсенлетнӗн» туйӑнать. Археологи материалӗсем ҫитменни те авалхи сӑвар-пӑлхарсен культурине, вӗсен искусство пултарулӑхне, ӑсталӑхне, илемлӗх туйӑмӗн аталанӑвӗпе шайне туллин хаклама кӑткӑслатать. Ҫавӑнпа упранса юлнӑ, тупӑннӑ кашни япалан хакӗ пысӑк. Кашни пӗр вӗсем культура пӗлтерӗшлӗ ҫеҫ мар, историлле пӗлӳ те пулса тӑраҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра музейсенче тата уйрӑм ҫынсен коллекцийӗнче упранакан искусство пурлӑхӗнчен пире, паллах, ытларах Пӑлхар патшалӑхӗ йӗркеленнӗ, чӑмӑртаннӑ, ҫирӗпленнӗ тапхӑрсенчи (10 — 13 ӗмӗр пуҫламӑшӗ) искусство япалисем кӑсӑклантарма тивӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем малтанхи сӑвар-пӑлхарсем ҫинчен чӑн пӗлӳ параҫҫӗ, каярахпа, пӑлхарсем ислам тӗнне куҫнӑ май, вӗсем улшӑннӑ, пӗлтерӗшӗ те урӑхланнӑ.
Пӑлхар патшалӑхӗ Атӑл тӑрӑхне куҫса килсе никӗсленнӗ хыҫҫӑнах кӗске вӑхӑт хушшинчех промышленность (вӑл тапхӑрти шайри, паллах) вӑйлӑ аталаннӑ ҫӗршыв пулса тӑрать. Тимӗр шӑратасси, бронзӑпа ӗҫлесси, пир-авӑр, тимӗрҫ ӗҫӗсем, тӑм савӑт-сапа тӑвасси уйрӑмах ӑнӑҫлӑ пулса пынӑ. Ал ӗҫ-хӗлӗ ҫавнашкал хӑвӑрттӑн аталанни суту-илӳ хистевӗпе те ҫыхӑннӑ. Мӗншӗн тесен Атӑлҫи Пӑлхар Ҫурҫӗрпе Кӑнтӑр енсен суту-илӳ тытӑмӗнче чи тӗппи пулса тӑрать, хӑйӗнпе кӳршӗ халӑхсене, вӑл шутра вырӑссене те, суту ӗҫне сарма, аслӑ тӗнчене тухма алӑк уҫса панӑ. Алӗҫ ӑстисем хушшинче ювелирсем уйрӑмӑн палӑрса тӑнӑ. Атӑлҫи Пӑлхар ӑстисем пекки вӑл вӑхӑтра таврара пулман. Вӗсем ку ремеслан пӗтӗм вӑрттӑнлӑхне, техникине пӗлнӗ, ылтӑн, кӗмӗл, бронза эрешсем тунӑ чухне тӗлӗнсе каймалла пултаруллӑ пулнӑ.
Эрешсен, вӗсем илем кӳрсе тӑнисӗр пуҫне, тата тепӗр пӗлтерӗшӗ пулнӑ, вӗсем амулет, талисман вырӑнне пулнӑ. Упранса юлнӑ амулет-сыхлавҫӑсем (оберег) сӑвар-пӑлхарсен тӗнӗ-ӗненӗвӗ ҫинчен нумай пӗлтерме пултараҫҫӗ. Вӗсен тӗшмӗшлӗхӗ ҫинчен. Сӑвар-пӑлхарсем ҫутҫанталӑк вӑйне, пӗлтерӗшне ӗненсе, пысӑка хурса пурӑннӑ халӑх. Вӗсен тӗнӗ — ҫутҫанталӑк тӗнӗ. Пурнӑҫ пулӑмӗсене, чун тӑрӑмне ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑнтарнӑ. Амулет-талисмансем, ытти ҫавнашкал тӗшмӗш япалисем хӑйсене ҫутҫанталӑкӑн усал вӑйӗсенчен, пулӑмӗсенчен, тӗнчен хаярлӑхӗнчен, киревсӗрлӗхӗнчен упрасса ӗненнӗ, ҫавӑнпа вӗсене чун парса хитрен, селӗм ӑсталама, хӑйсем ҫине нумайрах ҫакма тӑрӑшнӑ.
Амулетсен йышӗ тӗрлӗрен пулнӑ: ярапа, алка хурӑмлисем те, тенкӗсем те, шӑрҫасем те. Чылай чухне амулет вырӑнне чӗрчун шӑммине, мӑйракине, шӑлне, шапа хуранне, хуртпуҫҫине усӑ курнӑ. Тата ытти те.
Ку ӳкерчӗкре — аваллӑхран упранса юлнӑ шӑмӑ алка. Ӑна ҫара ӳт ҫинче ҫакса ҫӳренӗ е ҫывӑрнӑ ҫӗре ҫакса хунӑ. Кунашкал амулетсен пӗлтерӗшӗ хуҫине тӗрлӗ усал-тӗселтен сыхласа тӑрасси тата телей кӳресси пулнӑ. Ромб евӗрлӗхӗ йӑх, халӑх, ӑру пӗрлӗхне, ҫирӗплӗхне кӑтартакан символ. Историксем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кунашкал алкасене (сыхлӑшсене) йӑх пуҫӗсем е ҫар ҫыннисем ҫакса ҫӳренӗ. Тӗсерех пӑхсан амулет ҫинче ухӑ йӗппин йӗрне асӑрхама пулать, ахӑртнех, хӑйне ҫакса ҫӳренӗ ҫынна вилӗмрен те хӑтарнӑ вӑл.
Сӑвар-пӑлхарсен амулечӗсем, тӗрӗри пекех, геометри хурӑмлӑ. Вӗсем кӗтеслӗ. 13 — 14 ӗмӗрсенче Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗ кӑпчаксен нумай йышлӑ йӑхӗсемпе тулса ларнӑ хыҫҫӑн (мӑнкул-тутарсем Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне ҫӗнсе илнӗ хыҫҫӑн) вырӑнти халӑхӑн ҫи-пуҫӗ, унпа пӗрлех, паллах, эреш-илем япалисем те тӗпренех улшӑнни палӑрать. Ислам тӗнӗ ҫынна, чӗрчунсене, кайӑк-кӗшӗке ӳкерме чарать, сӑвар-пӑлхарсен те вӑл вӑхӑтри саманаран упранса юлнӑ сыхлӑшӗсемпе эрешӗсенче унашкал ӳкерчӗксем сахал тӗл пулаҫҫӗ, унччен анлӑн усӑ курнӑ геометри хурӑмӗсем те (виҫкӗтеслӗхсем, тӳрӗ йӗрсем, руна ҫырулӑхне аса илтерекен паллӑсем т.ыт.те) ҫухалаҫҫӗ. Вӗсен вырӑнне араб ҫырӑвне аса илтерекен явӑнчӑк йӗрсем йышлӑланаҫҫӗ.
Сӑвар-пӑлхарсен хӗрарӑм ҫипуҫӗ, эреш-тӗрӗшӗ — чӑн-чӑн искусство. Вӑл пирӗн мӑн асанне-кукамайсем илеме мӗнле хакланине, юратнине, тахҫан авал пирӗн халӑх пурнӑҫӗ ҫавӑнӑҫпа, уявпа, мул-пурлӑхпа тулли пулнине палӑртать. Сӑвар-пӑлхар хӗрарӑмӗн туй тумӗ 15 килограма яхӑн туртать. Таса кӗмӗл тенки ҫеҫ 5 кило ытла. Ахальтен калаҫҫӗ-им чӑваш тумне пуҫласа куракансем: «Ку — патша тумӗ». Унсӑр пуҫне, паллах, ҫав ҫипуҫ, эреш, илем япали пирӗн тӑхӑмсен пиншер ҫул тӑршшӗнче йӗркеленнӗ тӗнче ӑнланӑвне, пӗлӗвне, упраса пурӑнаҫҫӗ.
Пирӗн тӗрӗ — ҫыруллӑ, вӑл руна ҫырӑвне ҫывӑххине палӑртаҫҫӗ тӗпчевҫӗсем. Унра пирӗн халӑх мӗнле пулса кайнин историйӗ, кунҫулӗ, философийӗ.
Кашни халӑхӑнах хӑйӗн ытларах сума сӑвакан чӗрчун пур. Инди ҫыннисем, калӑпӑр, ӗнене сӑваплӑ выльӑх теҫҫӗ, тӗрӗк халӑхӗсем хӑйсене кашкӑрпа танлаштараҫҫӗ, вырӑссем — упапа. Хальхи чӑвашсен унашкал чӗрчун хӑшӗ-ши? Мӗн тотем (сӑваплӑ чӗрчун) пулса тӑрать? Халӗ тӳрех пат татса калама та кӑткӑсрах, анчах авалхи сӑвар-пӑлхарсен чи хаклӑ, хисеплӗ выльӑхӗ вӑкӑр пулнӑ.
Вӑкӑр сӑнарӗ сӑвар-пӑлхар этносӗн символикине Хӗвелтухӑҫ мифологийӗнчен кӗнӗ. Азири, Кавказ тӑвӑсен тепӗр енчи тата Хура тинӗс таврашӗнчи выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетсе пурӑннӑ халӑхсен халап-сӑмахлӑхӗнче вӑкӑр пӗлтерӗшлӗ сӑнар пулса тӑрать. Египет халӑхӗ ӑна Хӗвел туррӑн сӑнарӗ тесе шутланӑ, авалхи шумерсем ҫутҫанталӑк вӑйӗсен хӑвачӗпе танлаштарнӑ. Ю.Д.Петухов тӗпчевҫӗ ҫырнӑ тӑрӑх, шумерсем пирӗн эрӑчченхи 3 пин ҫул каяллах Велес туррине — вӑкӑра пуҫ ҫапнӑ. Кӑна тӑм сапӑт-сапа ҫине вӑкӑр-вол пуҫлӑ, ураллӑ ҫынсене ӳкерни те ҫирӗплетет. Кавказ леш ен, Хура тинӗс тавраш халӑхӗсем вӑкӑр ӗҫченлӗхе, ӑратлӑха, чӑтӑмлӑха тата ҫине тӑраслӑха сӑнарлать тесе шутланӑ.
Савирсен «вӑкӑрӗ» тотем палли пулнӑ. «Тараватлӑха» кӑтартни — ку уйрӑмах сӑваплӑ ритуал пулни ҫинчен каланӑ, «хӗр» — ҫарҫӑсене астаракан сӑнар, «хуран» — пӗрлӗлӗх символӗ.
Ҫутҫанталӑк тӗнӗпе пурӑнакансен, Н.И.Ашмарин ҫырнӑ тӑрӑх, «вӑкӑр учук» йӑла пулнӑ: «ҫимӗк иртсен ҫинҫе умӗн халӑхпа пысӑк чӳк тӑваҫҫӗ, «вӑкӑрпа учук» тесе чӳклеҫҫӗ. Авалхи ҫынсем ӑна ҫӗртме уйӑхӗнче ирттернӗ». Авалхи ҫынсем тенине сӑвар-пӑлхарсем тесе ӑнланмалла-тӑр. Сӑвар-пӑлхарсен вӑкӑр сӑнарне 18 ӗмӗрти арҫын ҫулӑкӗн — пулас кӗрӳ туя кайнӑ чухне каҫанӗ хыҫне хулпуҫҫисенчен ҫакса янӑ ик кӗтесӗнчен ҫурмаран хутлатса виҫ кӗтеслӗ тунӑ тутӑрӑн тӗрӗллӗ хӗррисенче те, 16 — 19 ӗмӗрсенчи кӗмӗл укҫасенчен ӑсталанӑ «алма» эрешре те курма пулать. Шурӑ металлран тунӑ ку вӑкӑра историксем 10 — 13 ӗмӗрхисемех тесе шутлаҫҫӗ.
Элӗк тӑрӑхӗнчи Е.П.Антипова кил-йышӗнче 19 ӗмӗрти ҫӳлкем упранать. Унта та вӑкӑр сӑнарӗ пур.
Ӑстаҫӑ, паллах, ҫынна куллен кирлӗ япала тума, хӑйӗн ӗҫ-хӗлӗн уссине курасшӑн тӑрӑшать. Ытларах ҫын ыйтӑвне (заказне) тивӗҫтерсе ӗҫлет. Ҫапах та тепӗр чухне чун илем те ҫуратма хистет пуль, вара чӑн-чӑн искусство произведенийӗсем ҫуралаҫҫӗ, ыттисене тӗлӗнтереҫҫӗ вӗсем, килентереҫҫӗ, ӗмӗрсене юлаҫҫӗ. Ӑҫтаҫӑна заказ паракан ҫыншӑн та куллен кирлӗ япаласемсӗр пуҫне хӑй хӑш йӑхран тухнине асра тытмалӑх асӑрхаттарса тӑракан япаласем е ҫавнашкал ытти палӑрӑмлӑ, пӗлтерӗшлӗ япаласем хаклӑ пулӗ, вара вӑл, калӑпӑр, йӑх палли тутарать. Е чир-чӗртен, усал-тӗселтен, инкек-синкекрен упрама, сыхлама — амулет, сыхлӑш, талисман, тӗрлӗ эреш-мереш... — тата ытти те.
Сӑвар-пӑлхарсем хӑйсен историллӗ кунҫулне сӑваплӑн асра тытса, ӑс-хакӑлне ламран лама парса, аваллӑхран килнӗ йӑли-йӗркине, тӗн-ӗненӗвне ҫирӗп тытса пурӑннӑ халӑх пулнӑ. Уйрӑмах мӑсӑльмана куҫман сӑварсем. Чунне сутман вӗсем, хӑйсен историне асран кӑларса пӑрахман, манма тӑрӑшман.
Сӑвар-пӑлхарсенчен тӑрса юлнӑ эреш, сыхлав япалисенче (амулет, сыхлӑш тата ыт. те) вӑкӑрпа пӗрлех лаша (ут) сӑнарӗ те тӑтӑш тӗл пулать. Ку, паллах, пирӗн йӑх-несӗлсен сӗм аваллӑхӗпе ҫыхӑннӑ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, лашана сӑнарлани халӑхӑн историйӗ ҫеҫен хирсенче те ҫырӑннине пӗлтерет. Е инҫет ҫӗрсене вӑрҫӑпа ҫӳренине.
Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн тапхӑрӗнче хатӗрленӗ кӗмӗл, бронза эреш япалисенче лашасене час-часах мӑшӑррӑн кӑтартни тӗл пулать. Пуҫӗсене вӗсем пӗр-пӗрин енне пӑрнӑ. Е пачах тӗрлӗ еннелле.
Лашасене ҫакнашкал мӑшӑррӑн кӑтартнине тӗпчевҫӗсем питӗ авалхи, тӗпрен илсен сарман-алансен (осетинсен), мифологийӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Пысӑк историре сарматсем, каярах алансем хӑйсен учӗсемпе питӗ палӑрса юлнӑ. Хӑйсен саманинче вӗсен утлӑ ҫарӗсене ятарласа вӑрҫӑсенче ҫапӑҫма илсе кайнӑ. Ҫарӑҫӑсем хӑюллӑ пулнисӗр пуҫне вӗсен учӗсем ытти лашасенчен вӑрӑмрах ураллӑ пулнӑ, тӑшман ҫине кӗрсе кайма та шикленсе тӑман. Хальхи чӑваш чӗлхинче «юлан ут» сӑмах та вӗсемпех ҫыхӑнма пултарнӑ.
Сӑвар-пӑлхарсем хӑйсен несӗлӗсем пурӑннӑ тӑрӑхсенчи символикӑпа анлӑн усӑ курнӑ. Ку вӑл вӗсем хӑйсен историне, культурине асра тытнине, ӑс-хакӑлне кӳршӗ халӑхсен, тӗнче ӑс-хакӑлӗпе пуянлатма тӑрӑшнине аван кӑтартать.
Хӑш-пӗр тӗпчевҫӗсем Атӑлҫи Пӑлхарта ытларах сас паракан, шавлӑ эреш япалисем ӑсталама тӑрӑшнине палӑртаҫҫӗ: алка, ярапа, тӗрлӗ ҫаккисем, тенкӗсем... Вӗсем утнӑ чухне чӑнкӑртатаҫҫӗ, сасӑ, шав параҫҫӗ. Пӗр енчен, ку питӗ кӗвӗллӗ, К.В.Иванов «Нарспи» поэмӑра сӑнарланӑ пек: «Утса-утса пынӑ чух, чӑнкӑртатаҫ тенкисем». Тепӗр енчен, чӑнкӑртатнин, сас тунин хӑйӗн психологи пӗлтерӗшӗ пур: ҫак шӑв-шав усал-тӗселе, чир-чӗре, инкек-синкеке хӑратса ярать, хуҫине явӑҫма памасть. Уйрӑмах каҫхи вӑхӑтра. Ҫавӑнпа ҫапла пӗтӗмлетӳ тума пулать: ҫак алка, ҫакки, тенкӗ таврашӗ илем, эреш япали шутланнинчен ытларах амулет, сыхлӑш вырӑнне пулнӑ-тӑр, ҫавӑнпа вӗсене ытларах ҫакма тӑрӑшнӑ. Сӑвар-пӑлхарсем хӑйсем ҫине ҫакмалли япаласене ытларах кӗмӗлтен ӑсталама тӑрӑшнӑ. Ахӑртнех ҫакӑн хӑйӗн сӑлтавӗ пур: вӗсем кӗмӗлӗн медицина вӑйне пӗлнӗ пулмалла. Халӗ кӗмӗлӗн сиплевлӗ вӑйӗ пирки нумай ҫыраҫҫӗ, шыва та кӗмӗл чиксе тасатаҫҫӗ, святтуйлатаҫҫӗ.
Капӑрлату эрешӗсем геометри хурӑмлӑ, вӗсем ытларах чух — кӗтеслӗ. Сӑвар-пӑлхарсен кӗтесӗсем сӑнарлӑ, пӗлтерӗшлӗ. Вӗсем, хӑш-пӗр тӗпчевҫӗсем ҫырнӑ тӑрӑх, тӗнче енӗсене пӗлтереҫҫӗ е ытти урӑх ӑнлава. Кашни алка, ҫакки «вуланать». «Тимӗр шапа» — эппин «нумай ҫул пурӑнаслӑх», «ӗмӗрлӗх» пӗлтерӗшлӗ тата ыт. те. Сӑвар-пӑлхарсен ӗненӗвӗпе, бронза е шӑмӑ турасен «ют куҫ» вӑйне сирсе ярас хӑват пур, ҫӳҫе пӗр-пӗр чӗрчун кӗлеткипе илемлетнӗ турапа турасан, нимле «пӑсни-ӑншӑрт» айӑп кӳреймест. Бронзӑпа эрешленӗ тӗкӗрсем тӗрлӗ тавран сыхланӑ, вӑрҫӑннӑ мӑшӑрсене пӗрлештернӗ, киле кӑмӑллӑ хутшӑнусене тавӑрнӑ.
Несӗлсен пин ҫул каялли ҫак ӑнланӑвӗсене паянхи ӑспа хакласа айванла тӗшмӗшлӗх теме те пултаратпӑр. Ҫапах та хамӑр паянхи кун та ҫав тӗшмӗшех ӗненетпӗр. Капӑрланасси те ҫавах, пин ҫул каяллилех ылтӑн-кӗмӗл айне путатпӑр, хамӑр ҫине темтепӗр ҫакатпӑр. Анчах нимле пӗлтерӗше шута илместпӗр. Пирӗн хамӑрӑн тӗллев — курӑр: эпӗ мӗнлерех пурлӑхлӑ, муллӑ, пурнӑҫа ӑнтарнӑ ҫын. Пин ҫул авалхисен те пулнӑ пулӗ чунра кӑштах курнӑҫланни, анчах кашни пӗр алкан, масмакӑн, хушпу-туьян хӑйӗн асам вӑйӗ пуррине пӗлнӗ пирӗн мӑн асатте-асанне, ҫав вӑя ӗненнӗ. Ӗненӳ пулнӑ! Ӗненӗвӗн вӑйӗ пур.
Аслӑ Пӑлхарта ислам мӑнкул-тутарсем ҫӗнсе иличченех патшалӑхӑн тӗп тӗнӗ евӗрех пулса тӑма пуҫланӑ. Вӑл уйрӑмах ҫав тапхӑрти интелигенципе элита хушшинче анлӑн сарӑлнӑ, хура халӑх ӑна сивленӗ, йышӑнасшӑнах пулман. Сӑварсен йышлӑ ушкӑнӗ хирӗҫ пулни ҫинчен Ибн Фадлан араб та асӑнать. Ылтӑн уртан ирсӗр пусмӑрӗ пуҫлансассӑн вара хӑйсен авалхи ӗненӗвне сутнӑ чылай сӑвар-пӑлхар Атӑл урлӑ Анат Сӗвепе Ҫавал тӑрӑхне каҫса тарса хӑйсен малтанхи этника тӗннех таврӑнать. Атӑлӑн сылтӑм енче маларах тӗпленнӗ сӑварсемпе пӑлхарсем Хусан тутарӗсем пек кӑпчак культурипе ислам тӗнӗн витӗмне ытлах лекмен, вӗсем хӑйсен ҫутҫанталӑк тӗннех пуҫ ҫапнӑ, йӑли-йӗркине улӑштарман, халӑхӑн авалтан килекен ӑс-хакӑлӗпе идеологине тӗпе хывса пурнӑҫ тума тӑрӑшнӑ.
Шӑпах ҫакӑ — хӑйӗн этника культурин канонӗсене ҫирӗп тытса пыни — сӑвар-пӑлхар халӑхне этнос пек упранса юлма, 13 — 16 ӗмӗрсенче патшалӑхне мӑнкул-кӑпчаксем аркатса-ҫаратса, ял-хулисене ҫӗрпе танлаштарса хӑварнине, каярах Хусан ханлӑхне туса хунӑ хыҫҫӑн ислам питӗ хӗсӗрленине пӑхмасӑрах кунҫулне тӑсма май панӑ. Тата та каярахри питӗ йывӑр саманасене те чӑтса ирттерме пултарнӑ пирӗн йӑх-несӗлсем.
Сӑвар-пӑлхарсем ҫӗре «ама» тенӗ. Ама — мӗнпур чӗрӗ чуна, ҫутҫанталӑка пурнӑҫ панӑ анне. Хӗвел, вӗсен шучӗпе — атте. «Хӗвел ашшӗ» тенӗ сӑмахҫаврӑнӑш упранса юлнӑ. Вӑл Турра пӗлтернӗ. Ҫуркунне Хӗвелпе Ҫӗр хушшинче юрату пуҫланать. Хӗвел пайӑркисем ҫӗр ӑшне шаларах та шаларах кӗрсе пыраҫҫӗ, хӑйсен ӑшшипе ӑшӑтаҫҫӗ. Ҫапла Ҫӗр_Ама пӗтӗҫленет, вара кӗҫех тӗнче ешерсе тытӑнать. Ҫапла пулса иртет чӑн-чӑн кӗтрет — асамлӑх. Пӗр тесен, кулленхи пулӑм ҫеҫ темелле, наука ӑнлантарнӑ пек — фотосинтез. Анчах чӗрӗ пурнӑҫ ҫуралать. Эппин Ҫӗр — Анне — чӗрӗ, Хӗвел — Атте — чӗрӗ.
Авалхи сӑварсем ҫӗр ҫинче тӗнче мӗнле пулса кайнине хӑйсем майлӑ ӑнланнӑ. Вӗсем Хӗвеле пурнӑҫ кӳрекен (тӑвакан) чи аслӑ хӑват тенӗ. Ҫавӑнпа ӑна Турӑ вырӑнне хурса хакланӑ, ӑна пуҫ ҫапнӑ. Кун ҫинчен 7-мӗш ӗмӗрти сӑварсен этнотӗнӗ ҫинчен эрмен монахӗ Моисей Каганкатваци ҫырса кӑтарни пур («Агвансен историйӗ»). Хӗвел амулечӗсем пӗтӗм каканачӗпех сарӑлнӑ. Каганкатваци асӑрханӑ тӑрӑх, сӑварсем ытларах хӗвелӗн ылтӑнран е кӗмӗлтен ӑсталанӑ сӑнарне ҫакса ҫӳреме кӑмӑлларах панӑ.
Сӑварсем Вӑтам Атӑл тӑрӑхне куҫса килсе хӑйсен кнеҫлӗхӗн тӗп хулине (ялне) хӗвел хурмӑллӑ тунӑ. А.А.Хайдаров тӗпчевҫӗ Сӑвар хулине «Хӗвел хулипе» танлаштарать. Сӑвара тепӗр май Шэмсуар тенӗ. Ку «йӑлтӑр ҫутӑ хӗвел пек» тени пулать, ҫыннисене вара «хӗвеле пуҫ таякансем» тенӗ.
Сӑвар-пӑлхарсем ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ уҫлӑхпа, тӳпепе тачӑ ҫыхӑнура пулнине, хӗвел-уйӑх-ҫӑлтӑрсенчен нумай килнине ҫирӗп ӗненнӗ. Вӗсем уҫлӑха та, тӳпене те чӗрӗ тӗнче тесе шутланӑ, ҫутҫанталӑка Турӑ вырӑнне хунӑ.
Чир-чӗртен, усалтан, тӗрлӗ инкек-синкекрен сыхланса ҫакса ҫӳренӗ япаласенче уҫлӑх тӗнчин паллисем пайтах тӗл пулаҫҫӗ. Хӗвел символӗн тӗсӗсем тӗрлӗ, чи палли — хӗрес. Ахӑртнех, хӗрес тӗнчери пур халӑхӑн культуринче те сӗм-авалтан сыхлавӑн символӗ пулса тӑрать. Хӗрес христианство самани пуҫланиччен чылай маларах пулнӑ. Хӗвел сӑнарӗсем йышлӑ пайӑркаллӑ кустӑрмана аса илтереҫҫӗ. Е варринче пӑнчӑллӑ ромба (тайӑк тӑваткал). Вӗсем паянхи кун та астрономипе астрологи симоволикинче анлӑ сарӑлнӑ. Варринче тӑватӑ пайӑркаллӑ (хӗреслӗ) кустӑрма евӗр паллӑ тухатуллӑ асам хӑватлӑ шутланать. Шӑмӑран ӑсталанӑ эреш-тӗрӗшсенче тӑтӑш тӗл пулакан ункӑ вӗҫсӗрлӗхе пӗлтерет — пурнӑҫ, тӗнче вӗҫсӗрлӗхӗ.
Хӗвелӗн кустӑрма евӗрлӗ символӗсен йышне пайӑркасен вӗҫӗсем кукӑр хӗрес те кӗрет — свастика. Нимӗҫ фашисчӗсем ӑна хӑйсен эмблеми туса хурса чыссӑрлатнӑ, пӗлтерӗшне ҫухаттарнӑ, анчах вӑл питӗ авалхи символ шутланать, чылай халӑхӑн культуринче — хӗвел, вӗҫсӗрлӗх пали. Тӗрлӗ вӑхӑтра ӑнӑҫӳ символӗ те пулнӑ свастика. Тӳпе тӑрӑх кусса ҫӳресе каҫа куна куҫаракан хӗвел символӗ пулса вӑл пурнӑҫ чӗрӗлӗвне, тулӑхлӑха пӗлтернӗ. Хӗресӗн кукӑр вӗҫӗсен вара кашнин хӑйӗн ӑнлавӗ пур: пӗри — ҫил, тепри — ҫумӑр, ыттисем — вут-ҫулӑмпа ҫиҫӗм. Ҫавӑнпа свастикӑна фашизм эмблеми пек ҫеҫ йышӑнма пӑрахмалла, ӑна ирсӗрсем чыссӑрлатнинчен тасатса унӑн хӑйӗн ӗлӗк-авалхи пӗлтерӗшне тавӑрмалла. Пӗр кӑсӑк пулӑм: Нарӑс революцийӗ хыҫҫӑн вӑхӑтлӑх правительство 1917 ҫулта свастикӑпа усӑ курма пуҫланӑ, ӑна 1922 ҫулчченех халӑхра анлӑ ҫӳренӗ хут укҫа ҫине ӳкернӗ.
Хӗвелӗн тӑтӑш тӗл пулакан символӗсенчен тепри — ултӑ е сакӑр вӗҫлӗ ҫӑлтӑр. Ю.Д.Петухов ӑна Авалхи Египет символики, шумерссеннипе пӗр тесе шутлать. Ӑна вӗсем чи пирвайхи халӑхран, «суперэтносран» — руссенчен илнӗ имӗш. Ю.Д.Петухов тӗрӗсех мар, ку ултӑ-сакӑр вӗҫлӗ паллӑсем тӗнчери чылай этносӑн пулнӑ, вӗсем Хӗвеле пурнӑҫпа тулӑхлӑх, ҫутӑ, пӗрремӗш вут-ҫулӑм палли-сӑнарӗ тесе палӑртнӑ.
Ҫак символика пӗтӗмпех чӑваш тӗрринче пур. Вирьял тӗрӗ ӑстисем ҫамка ҫинее ҫыхмалли масмаксенче сакӑр вӗҫлӗ хӗвеле сӑнарланӑ, авланакан яшӑн туй ҫипуҫӗн 18 ӗмӗртен упранса юлнӑ ҫулӑкӗн хӗррипе свастикӑсем курӑнаҫҫӗ, анатри чӑвашсен кӗскӗ орнаменчӗ «уйӑх карти» ятлӑ. Н.И.Ашмарин, авалхи ҫынсем каласа хӑварнине шута илсе, «кӗскӗн тӗрӗ ӳкерчӗкӗнче пурнӑҫ паракан хӗвеле кӑтартнӑ тесе палӑртать.
Хӗрарӑм, Ҫӗр-Анне пекех, — пурнӑҫ паракан. Ӑна та, Ҫӗр-Анне майлах, тӗрлӗ усал-тӗселрен, инкек-синкекрен сыхланӑ, упранӑ, ҫав тӗллевпе кӗпин кӑкӑр умне хӗвел сӑнарне тӗрленӗ.Хӗвеле пурнӑҫ паракан турӑ пек курса авалхи ҫынсем хӗвел амулечӗсем ҫакса ҫӳренӗ. Иосиф Копця, 18 ӗмӗрте чӑвашсене тӗпченӗскер, сӑвар хӗрӗсем кӑкӑр ҫине кӗмӗлтен шӑратнӑ хӗвел сӑнӗ ҫакса ҫӳреҫҫӗ тесе ҫырать. Пуянраххисем вара — ылтӑн амулетсемех, вӗсене укҫаран ӑсталанӑ.
Хӗрарӑмсен авалхи ҫипуҫӗнчи тӳпе ҫутисен (уйӑх, хӗвел, ҫӑлтӑр) символики халӑх сӑмахлӑхӗнче те анлӑ палӑрса юлнӑ. Хӑш-пӗр тӗслӗх ҫеҫ. «Пӳрт тӑрринче кӗрчӗллӗ кӗскӗ выртать» тупмалли юмахра «кӗскӗ» уйӑха ҫӑлтӑра пӗлтерет. Туй юрринче хӗрарӑм ҫипуҫне тӳпе йӑлкӑшӗсемпе танлаштарнӑ:
Пуҫӑм тулли хушпум пур:
Уйӑх карти пултӑр-и?
Авӑм тулли ҫут кӗмӗл:
Уйӑх ҫутти пултӑр-и?
Уявра тӑхӑнакан хушпун пӗчӗк тенкисем хушшинче тӑтӑшах хӗрес ӳкернӗ тӑрӑхла ҫавракарах кӗмӗл таттисем тӗл пулаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсен шучӗпе, вӗсем — Тӗнче символӗ. П.В.Денисов историк авалхи чӑвашсем Тӗнчен тӑватӑ кӗтеслӗ символне чӳк тума пӗҫернӗ пашалусем ҫине те ӳкернӗ. Ку йӑла халӗ те упранать пулас: ҫӑкӑра кӑмакана хывнӑ май хӗреспе паллӑ тӑваҫҫӗ.
Хӗрсен 10 — 13 ӗмӗрсенчи ҫипуҫӗнчен ҫакнашкал кӑкӑр ум упранса юлнӑ. Вӑл шӳлкеме евӗрлӗ, анчах унӑн вӗҫӗсене пӗрлештернӗ. Уйӑха аса илтерет. Йӗри-тавра хӗррине виҫ кӗтеслӗхсем тӗрлесе тухнӑ. Шӳлкемере виҫ кӗтеслӗхсем ту-сӑрта (Ту), ҫаврашкасем — хӗвеле (Ра) палӑртаҫҫӗ. Кӑкӑр ум варри вара пушӑ. Вӑл — Тӗнче (Уҫлӑх). Китай халӑхӗн ӑнланӑвӗпе «тьень» _ тӳпе, «тьенци» — тӳпери хӑват (ҫут ҫанталӑк). Авалхи египтянинсем вӗҫ-хӗррисӗрлӗхӗн хуҫине «тем» тесе чӗннӗ. Д.Ф.Мадуров тӗпчевҫӗ шучӗпе, «Турӑ» сӑмах Авалхи Египетсен хӗвел туррин ячӗпе — Ра тата сӑвар-пӑлхарсен «ту» сӑмахӗпе пулса кайнӑ.
Виҫӗ кӗтеслӗх тӑрринче — ҫаврашка. Ку тӗнчене туса яракан Хӑватӑн вырӑнӗ. Вӑл — Хӗвел. Виҫ кӗтеслӗх — ту. Сӑвар-пӑлхарсен ҫак тӗнчекурӑмӗ авалхи вӑхӑтра вӗсен пурнӑҫӗ, тӗнӗ тусемпе ҫыхӑннине пӗлтерет. Эппин, кӑнтӑр енчи ҫӗр-шывсемпе.
Христианствӑчченхи тӗн-ӗненӳре чи пӗлтерӗшлисенчен пӗри амалӑх пулнӑ. Сӑвар-пӑлхарсен ӑнланӑвӗпе ҫутҫанталӑкри мӗнпур япала амаран пулса кайнӑ. Унсӑр нимӗнле аталану та ҫук. А.Фукс тӗпчевҫӗ 19 ӗмӗрти чӑваш тӗнӗпе пурнӑҫ йӑли-йӗркине ҫырса кӑтартнӑ май ҫапла палӑртнӑ: «...чувашенин не может иметь понятия о происхождении вещей, не придав своим божествам мать, т.е., по-нашему, природу».
Чӑвашӑн (сӑварӑн) «шӳлкеме» сӑмахӗ «ама» сӑмахранах пулса кайнӑ. Ӑна урӑхла «ама» е «ҫеҫтенкӗ» (шӑвӑҫ тенкӗ) теҫҫӗ.
Шӳлкемене, тӗпрен илсен, ама варрине вырнаҫтараҫҫӗ. Авалхи халӑх ӑнланӑвӗпе, усал сывлӑшран упрама тивӗҫ амулетсене, хӗрессене чун пурӑнакан тӗле ҫакнӑ.
Д.Ф.Мадуров тӗпчевҫӗ каланӑ тӑрӑх, Мускавра Тухӑҫ халӑхӗсен музейӗнче шӑмӑран касса ӑсталанӑ сӑварсен амине питӗ ҫывӑх алка упранать. Ӑна Казахстанра 10 — 11 ӗмӗрсенчи Джигербент хулаш таврашӗнче тупнӑ пулать. Унашкал эреш пирӗн эрӑчченхи 3-мӗш ӗмӗрти Месопотамире те пулни паллӑ. Ку эрешсем пирӗншӗн мӗншӗн пӗлтерӗшлӗ? Пурин те вӗсен, сӑвар-пӑлхарсен амисен пекех, виҫ кӗтеслӗх варринче — виҫшер ункӑ.
Чылай халӑх культуринче этеме Турӑ майлӑ — виҫ кӗтеслӗх хурӑмлӑ сӑнарлаҫҫӗ. Ҫын виҫӗ пайран тӑрать: ӳт-кӗлетке, ӑс, чун. Ҫак виҫ кӗтеслӗх символӗсем 13 ӗмӗрти пӑлхар укҫисенче, 10 — 13 ҫӗр ҫуллӑхсенчи эреш-тӗрӗшсенче тӑтӑш тӗл пулаҫҫӗ. Атӑлҫи Пӑлхарта шӳлкемесене, тӗпрен илсен, сӑварсемпе финн-угор йӑхӗсем ҫаксене ҫӳренӗ. Вӑтам ӗмӗр тапрӑхӗнче кӳршӗллӗ пурӑннӑ ҫак халӑхсен чылай йӑли-йӗрки пӗр евӗрлӗрех пулнӑ. Ку ытларах вӗсем мусульман тӗнӗпе мар, ҫутҫанталӑка пуҫ тайса пурӑннӑран килнӗ. Сӑвар-пӑлхарсен шӳлкеми Ҫӳлти Турӑ символӗ пек шутланнӑ, этника тӗнӗ ун чухне Атӑлҫи Пӑлхарӑн патшалӑх йышӑннӑ тӗнсенчен пӗри пулнӑ. Калас пулать, сӑвар-пӑлхарсем хӑйсен пурнӑҫне халӑх тӗнӗпе йӗркелесе-майлаштарса пынӑ. Ислама элита пуҫ ҫапнӑ. Вӑл вӑхӑтра, паллах, хальхи «толерант» сӑмаха чухламан, анчах тӗнсен килӗшӗвӗ пулнӑ. Атӑлҫи Пӑлхарта мечӗтсемпе юнашарах христиан чиркӗвӗсем тӳпенелле кармашнӑ, зороастризмпа тотемизм та анлӑн сарӑлнӑ, «бряхма ӗненӗвӗ» те, святтуй ҫӑлсемпе таса хурӑн катисем те пулнӑ.
Сӑвар-пӑлхарсем Атӑл тӑрӑхне куҫса килнӗ малтанхи тапхӑртах кӗлӗ вырӑнӗсем йӗркелеме пуҫланӑ. Киремет — Иранпа Вӑтам Азире вӑл вӑхӑтра анлӑ сарӑлнӑ зороастра тӗнӗн культ сооруженийӗсен — «ҫутҫанталӑк» храмӗсен йышӗнченех. Ҫут ҫанталӑкӑн тӑватӑ енне шута илсе ӑна та тӑватӑ енлӑ тунӑ. Киреметсене ҫырмара, уйра е вӑрманта вырнаҫтарнӑ. Йӗри-тавра хӳме тытнӑ. Виҫӗ енче — хӗвел тухӑҫпа анӑҫ тата ҫурҫӗр енче — хапхасем пулнӑ. Вӗсен кашнин хӑйӗн тӗллӗнлӗхӗ пулнӑ: ҫурҫӗр енчи хапхаран шыв кӳрсе килнӗ, хӗвел анӑҫ енчи — халӑх валли, тухӑҫ хапхинчен чӳклеме суйласа илнӗ выльӑха илсе кӗнӗ. «Чӳк» йӑли ҫинчен литературӑра нумай ӑнлантарса ҫырса кӑтартнӑ. Чӳке, тӗпрен илсен, йӑх-ратнепе те, ял-йышпа та, тепӗр чух темиҫе ял пӗрлешсе те ирттернӗ. Ыран чӳк тенӗ кун ятарласа мунча кӗрсе тасалнӑ, таса ҫипуҫ тӑхӑннӑ. Чӳке чыслӑн та чӑнласа тунӑ. Ӑна ирттерме тӗплӗн хатӗрленнӗ. Пурте пӗрле пуҫтарӑнса тухӑҫалла пӑхса кӗл тунӑ. Иккӗмӗш хут кӗлле чӳк апачӗ умӗче ирттернӗ. Уйрӑм хурансенче пӗҫернӗ пӑтӑпа ашне валеҫнӗ хыҫҫӑн, алла ҫӑкӑр татӑкӗпе аш тытса, виҫҫӗмӗш хут кӗл тунӑ. Чӳк выльӑхӗн (вӑл ытларах чух шурӑ вӑкӑр е лаша пулнӑ, сурӑх та пуснӑ, е хурпа кӑвакал) шӑммине ҫунтарнӑ, тирне, тепӗр чух пуҫ шӑммине те, киремет йывӑҫӗ ҫине ҫакнӑ. Сӑвар-пӑлхарсем чӳксемпе кӗлӗсене, тӗпрен илсен, ырӑ турӑсен ячӗпе ирттернӗ, вӗсене тав тунӑ, вӗсенчен ыйтнӑ. Чӳксене ирттересси ҫӗр ӗҫӗн тапхӑрӗсемпе е ҫутҫанталӑк пулӑмӗсемпе ҫыхӑннӑ: тырпул ӑнса пултӑр тесе е ӑнӑҫлӑ тухӑҫшӑн, ҫӗнӗ тырпула йӗркеллӗ пуҫтарса кӗртме пулӑшнӑшӑн (авӑн пӑтти, сӑра чӳклени т.ыт. те). Е питӗ вӑрах типӗ ҫанталӑк тӑрсан, ҫумӑр ыйтса ҫумӑр чӳкне пуҫтарӑннӑ.
Пирӗн авалхи йӑх-несӗлсем ҫут ҫанталӑка пӑхӑнса пурӑнакан халӑх пулнӑ, ҫут ҫанталӑка Турӑ вырӑнне хунӑ, ҫавӑнпа яланах ҫут ҫанталӑкпа, тӗнчепе килӗшӳре пурӑнма тӑрӑшнӑ. Эрмен монахӗн Моисей Каганкатвацин сӑварсен тӗнӗ ҫинчен ҫырса хӑварни пур. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, сӑварсен Турӑ ятлӑ турри уйрӑмах чи пысӑк хисепре, ӑна пурнӑҫ параканӗ, мӗнпур ырлӑха кӳрекенӗ, ытти турӑсен ашшӗ тесе шутлаҫҫӗ. Вӑл — «ҫутӑпа тӳпе турри» — Ҫӳлти Турӑ, тӗнчене (унта ҫут ҫанталӑк та, этем хӑй те кӗрет) кӗвӗлентерсе тӑракан Хӑват. Сӑварсен тӗнӗ авалхи йӑх-несӗлӗсене тата ҫут ҫанталӑка сӑваплассине ҫав тери пысӑка хуракан тӗн пулнӑ. Ҫӗре, шыва, йывӑҫ-курӑка, тӳпене (уйӑха, хӗвеле, ҫӑлтӑра) пуҫ ҫапнӑ. Атӑл тӑрӑхне куҫса килсен те йӑли-йӗркине улӑштарман, вӑл ҫиччӗмӗш ӗмӗрсенче Ҫурҫӗр Кавказра пурӑннӑ йӑх-несӗлӗсеннипе пӗрешкелех юлнӑ. Каярахпа та, халӑх тӗрлӗ сийсем ҫине пайланма тытӑнсан та, патшалӑх йӗркеленнӗ май пӗр турӑ пӗлтерӗшӗ (Ҫӳлти Турӑ) ытларах ӳссе пынӑ пулсан та, хӑйсен ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ туррисене манман, вӗсене чысласа-сӑвапласах пурӑннӑ. Пирӗн йӑх-несӗлсен ӗненӗвӗпе, ҫут ҫанталӑкр мӗн пур, пурте вӗсем чӗрӗ, пурин те вӗсен чунӗ пур. Вӗсене Турӑ пурнӑҫ панӑ, хӑй чунне хывнӑ. Ҫавӑнпа вӗсем ҫынпа пӗр танах. Ҫавӑнпа вӗсемпе пӗр килӗшӳре пурӑнмалла. Турӑ умӗнче эпир пурте тан.
Паянхи кун эпир урӑх тӗне ӗненетпӗр, чунсене урӑх кӗлӗсем каласа имлетпӗр, йӑли-йӗркисем те пирӗн пач урӑххисем. Ҫапах та авалхи сӑвар-пӑлхар йӑх-несӗлсем ҫут ҫанталӑка сӑвапласа пурӑнни пирте пурӑнать, упранса юлнӑ. Эпир ҫаплах ҫӗр ӗҫӗпе аппаланма килӗштеретпӗр, хамӑр алӑпа туса илнӗ ҫимӗҫ чуншӑн ыттисенчен техӗмлӗрех пек туйӑнать. Эпир ҫут ҫанталӑк илемне курма-асӑрхама пӑрахман, илеме тата та нумайлатма, ӑна чуна хывма тӑрӑшатпӑр. Ахальтен-им Шупашкара аякран килен-каян хула симӗс пулнинчен, йывӑҫ-курӑк нумаййинчен, балкон ҫинче те пулин чечек ҫитӗнтернинчен, подьезд умӗсем йывӑҫ-курӑкпа ешерсе ларнинчен тӗлӗнеҫҫӗ. Пирте пӗрех ҫут ҫанталӑк ачи пурӑнать, эпир авалхи йӑхташӑмӑрсем пекех ҫут ҫанталӑка чӗрӗ пек, чунлӑ пек куратпӑр, хаклатпӑр. Ҫут ҫанталӑк хӑй те вара пире чунлӑ туса тӑрать.
Владимир Алмантай
Тӑван Атӑл — 2010 ҫ. — 4-7 №№.
Сувар. — 2011 ҫ. — Пуш, 04 - утӑ, 01 (9, 10, 11, 15, 19, 23, 26 №№).
Источник: Chuvash.org