Картишĕнчи çерçи

Ҫерҫи пӗчӗк пулсан та —

Вӑл хуралҫӑ картишре,

Чӗвӗлтетет ют ҫын пырсан

Чӗнсе кил хуҫине пӳртрен.

 

Ҫерҫи кушака курса

Вӗҫет пӑрлатса ҫӳле.

Йытӑ ӳплере ҫывӑрса

Ҫӗклет ик хӑлхине пӗрле.

 

Кушак патне ҫывхарса

Какӑлтатать хур аҫи,

Ҫунатсене кӑштах сарса

Тӑсӑлать мӑйӗ хӑратса.

 

Автан ҫунатне ҫапса

Авӑтать чӗвен тӑрса.

Кушак хурине пусарса

Чупать пахчана васкаса.

 

Ҫерҫи — шӑпчӑк тӑванӗ,

Вӑл хуралҫӑ картишре.

Шӑпчӑкпа ҫерҫин пӗр сӑнӗ,

Сасси янрать ирпе-ирех.