Кĕркунне

Ҫӑлтӑрла тӳпе каҫхине

Таврана кӑвак тӗс парать.

Уйӑх хӑпарса кӗркунне

Ҫӗр ҫине кармашса пӑхать.

 

Ҫырма хӗррипе ҫуталса

Кукӑр-макӑр сукмак каять.

Хӗвел тухӑҫне васкаса

Мӗлкесем хӑварса чупать.

 

Карчӑк вӗттӗн-вӗттӗн пусса

Ӳсӗрсе туяпа пырать,

Каҫхи шурӑмпуҫа пӑхса

Вӑхӑтран-вӑхӑта канать.

 

Ӳпре пӗлӗт пек явӑнса

Хӑлха патӗнчех ҫӗрленет.

Мулкач хӳтӗлӗх шыраса

Вӑрман еннелле сиктерет.

 

Упа лӗпӗшӗ курӑнса

Сукмак ҫине вӗҫсе тухать,

Чечексен хушшинче ларса

Ҫара ҫерҫирен пытанать.

 

Тӑмана ҫӗрле хӑратса

Вӑрман айӗнче ӳхӗрет,

Кайӑк-кӗшӗке сӑнаса

Сунара шӑпланса вӗҫет.

 

Уйӑх кӗркунне хӑпарса

Ҫӗр ҫине кармашса пӑхать,

Уй-хир урлӑ каҫасси мар

Ӗмӗр ҫыхӑнса тайӑлать.