Кĕнекисем — куç умĕнче‚ ячĕ — халăх асĕнче

Авӑркас районӗнчи Чӑваш Хурамалӗнче В.В.Николаев академик пултарулӑхне халалланӑ Пӗтӗм Раҫҫейри наукӑпа практика конференцийӗ иртесси пирки «Урал сасси» пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ‚ конференципе ҫыхӑннӑ уйрӑм статьясем те пичетлесе кӑларнӑччӗ. Халӗ  вӑл ҫӳллӗ шайра иртрӗ тесе ҫирӗплетсех калама пултаратпӑр.

«Кунӗ кӑмӑлӗ пекех ырӑ»

Февралӗн 11-мӗшӗ. Паллӑ ентешӗмӗр ҫуралнӑ кун. Ҫанталӑк лӑпкӑ.

«Кунӗ паян Василий Васильевич кӑмӑлӗ пекех ырӑ» тенине те пӗрре мар илтме тӳр килчӗ конференцие пухӑннисем хушшинче. Килме вара вӗсем ҫывӑхри ялсенчен ҫеҫ мар‚ Пишпӳлек‚ Гафури‚ Кармаскалӑ тата чӑвашсем пурӑнакан ытти районтан‚ Ӗпхӳ‚ Ҫтерлӗ‚ Салават‚ Ишимбай‚ Пелепей хулисенчен‚ ҫавӑн пекех Ҫӗпӗр енчен‚ Шупашкар‚ Самар‚ Эрӗнпур хулисенчен те ҫитнӗ. Вӗсен хушшинче Василий Васильевичпа пӗрле ӗҫленӗ юлташӗсем‚ мӑшӑрӗпе хӗрӗсем‚ хурӑнташ-тӑванӗсем‚ ӑсчахсемпе ҫыравҫӑсем‚ журналистсем‚ вӗренекенсемпе вӗрентекенсем‚ ҫаплах паллӑ ентешӗмӗрӗн пултарулӑхне сума суса килнӗ чӑвашсем те пулчӗҫ. Ҫук‚ чӑвашсем ҫеҫ мар‚ пушкӑртсемпе тутарсем‚ вырӑссем те ҫитнӗ паллӑ чӑваш ӑсчахне‚ ҫыравҫине хисеп тума‚ унӑн тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӗпе паллашма.

Куравсем

Конференцин малтанхи пайӗ шкулта иртрӗ. Унта ӗҫлекенсем‚ вӗренекенсем хаклӑ хӑнасене кӗтсе илме тӗплӗн хатӗрленни алӑк урлӑ каҫсанах палӑрчӗ. Иккӗмӗш хутра В.Николаев пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштаракан стендсем вырнаҫтарса тухнӑ‚ кунтах унӑн кӗнекисен‚ пултарулӑхӗ ҫинчен ҫырнӑ хаҫатсемпе журналсен выставкине тунӑ. Унта «Урал сасси» хаҫат страницисене те курма пулчӗ. Ҫапла‚ Пушкӑртстан чӑвашӗсен хаҫачӗ ентешӗмӗр ҫинчен чылай ҫырчӗ‚ унӑн кашни кӗнекипех вулакана вӑхӑтра паллаштарма тӑрӑшрӗ. Ал ӗҫ ӑстисен пултарулӑхӗ те пӑхса савӑнмалӑх пур: хушпу‚ тухья‚ сурпан таврашӗсемпе ытарма ҫук тӗрӗ те чӗнтӗр‚ тӗрлӗрен ҫи-пуҫ таврашӗ. Курав валли конференцие хутшӑнакансем хӑйсем те экспонатсем илсе килнӗ. Акӑ‚ Кебеҫ шкулӗнче вӑй хуракан педагогика наукисен кандидачӗ Лариса Дмитриевна Васильева илсе килнӗ экспонатсем хӑйсем пӗр сӗтел йышӑнаҫҫӗ.

Чӑваш ҫи-пуҫ выставкипе паллашсан тӳрех В.В.Николаевӑн «Чувашский костюм: от древности до современности» кӗнеки куҫ умне тухса тӑрать. Хальхи вӑхӑтра хушпу-тухья‚ илемлӗ мӑй ҫыххи‚ ҫи-пуҫ капӑрлатмалли ытти илемлӗ япала ӑсталама пултаракансем кашни ялтах пур темелле. Ку ӗҫе шкулсенчи ал ӗҫ кружокӗсенче малашне тата та анлӑрах туса пыма тытӑнас шанчӑк пур.

Шкулти таврапӗлӳ музейӗ те пуян. Кунта та паллӑ ентешӗмӗрӗн кун-ҫулӗпе‚ ӗҫӗсемпе паллаштаракан экспонатсем сахал мар.

6 секци ӗҫлерӗ

Шкулпа‚ музейпа‚ куравсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн пухӑннисем секцисем тӑрӑх саланчӗҫ. Пӗтӗмпе 6 секци ӗҫлерӗ‚ вӗсене Ҫтерлӗрен‚ Ӗпхӳрен килнӗ ӑсчахсем ертсе пычӗҫ. Мана Ҫтерлӗри З.Биишева ячӗллӗ патшалӑх педагогика академийӗн преподавателӗ‚ филологи наукисен кандидачӗ Н.С.Карпова ертсе пынӑ секцире пулма тӳр килчӗ. Унта тӑван тавралӑх историйӗ‚ искусстви тата культури ҫинчен калаҫрӗҫ. 10 вӗренекен сӑмах илчӗ. Вӗсем пурте хӑйсен доклачӗсене В.В.Николаев кӗнекисенче хускатнӑ  ыйтусемпе ҫыхӑнтарнине палӑртма кӑмӑллӑ.

Уйрӑмах килӗшнӗ ӗҫсене те палӑртса хӑварар. Чи малтан Пишпӳлек районӗнчи Кистенлӗ шкулӗн 11-мӗш класӗнче  вӗренекен Вера Шураськина  хӑйӗн наука ертӳҫи В.Н.Валиуллина пулӑшнипе ҫырса хатӗрленӗ “Кистенлӗ таврашӗнчи топонимсем”  тӗпчевне асӑнасшӑн. Малтан вӗренекен ял хӑҫан тата еплерех пуҫланса кайнипе паллаштарать. Паян кун унта 205 ҫуртра 615 ҫын пурӑнни ҫинчен калать‚ вара ялти тата ун тавра вырнаҫнӑ сӑртсемпе ҫырмасен‚ ҫӑл куҫӗсен ячӗсем ҫине куҫать. Пӗтӗмпе вӑл 138 ят епле пулса кайнине тӗпчесе пӗлнӗ. Ҫавсенчен вуннӑшӗ урам ячӗсем. Вӗсем ытларах чухне ку е тепӗр урам ӑҫта вырнаҫнипе ҫыхӑннине палӑртать ҫамрӑк тӗпчевҫӗ: Анаткас‚ Турикас‚ Вӑтакас тата ыт.те. Йӑла-йӗркепе ҫыхӑннӑ ятсенчен Чӳк ҫырмине асӑнать. Ку вӑл чӑвашсем ӗлӗк-авал ҫеҫ мар‚ вӑрах вӑхӑт хушши ҫумӑр пулман чухне халӗ те чӳк ирттермелли вырӑнпа ҫыхӑннӑ. Вера хӑйӗн тӗпчевӗнче 16 ҫӑл куҫ ятне асӑнать‚ вӗсенчен пиллӗкӗшӗ ҫын ячӗпе ҫыхӑннӑ. Акӑ‚ Чамун ҫӑлӗ. Кунта тахҫан Чамун старик пурӑннӑ. Вӑл юмӑҫ пулнӑ. Ун патне ҫынсем таврари ялсенчен те сипленме ҫӳренӗ. Пурне те пулӑшма тӑрӑшнӑ Чамун старик. Килте кушак вырӑнне ҫӗлен усранӑ имӗш. Ват ҫын ҫӗлен чӗлхине те пӗлнӗ тет.

Тӑватӑ ҫӑлӑн ячӗ вӗсенчи шыв тутипе ҫыхӑннӑ. Тутлӑ ятли те пур. Чашлама ята ҫав ҫӑл сассине евӗрлесе каланӑ сӑмахран илнӗ. Яманкӳл тени чӑвашпа пушкӑрт сӑмахӗсенчен пулса кайнӑ тата ыт.те.

Кармаскалӑ районӗнчи Тинӗскӳл шкулӗн 11-мӗш  класӗнче вӗренекен Вероника Иванова хӑйӗн тӑван ялӗн‚ тӑрӑхӗн историне тӗпчессипе сахал мар тӑрӑшнӑ. Вӑл ял хӑҫан тата мӗнле пуҫланса кайнипе‚ ун ячӗн историйӗпе‚ паллӑ ҫынсемпе паллаштарчӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине 600 ытла ҫын хутшӑннӑ‚ ҫавсенчен ҫурри ытла каялла таврӑнман. Тинӗскӳлсем Совет Союзӗн Геройӗ ята тивӗҫнӗ Г.С.Васильев ячӗпе тивӗҫлипе мухтанма пултараҫҫӗ. Ялти шкул умӗнче унӑн палӑкӗ те пур. Вероника хӑй ҫырнӑ “Тӑван ял” сӑввине ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа вуласа пани те вырӑнлӑ пулчӗ‚ итлекенсене килӗшрӗ.

Авӑркас тӑрӑхӗнчи Пишкайӑн шкулӗн 11-мӗш  класӗнче вӗренекен Ольга Иванова тӑван шкул историйӗпе‚ унтан вӗренсе тухнӑ паллӑ ҫынсемпе паллаштарчӗ. Ял ятне ҫӗкленӗ сахал мар ҫын пӗлӳ илнӗ 125 ҫул ытла хушшинче. Ял ҫыннисем Раҫҫей шайӗнчи паллӑ чӗлхеҫӗпе‚ филологи наукисен докторӗпе А.Н.Тихоновпа‚ Раҫҫей ҫарӗн полковникӗпе В.Н.Самсоновпа тивӗҫлипе мухтанаҫҫӗ. Паян шкулта вӗренекенсемшӗн Василий Васильевич Николаев пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ырӑран та ырӑ тӗслӗх. Хӑйсен ялӗнчи 7 ҫул вӗренмелли шкул хыҫҫӑн вӑл Пишкайӑнра вӗреннӗ‚ вӑтам шкул пӗтернине ҫирӗплетекен аттестата та шкул директорӗ В.Т.Зайкин панӑ. Тӑван ялне килсен Василий Васильевич шкула кӗмесӗр‚ халӗ ӑс пухакан ачасемпе тӗл пулмасӑр‚ чунне уҫса калаҫмасӑр кайман. Паянхи кун ырӑ-сывӑ пурӑнакан Виктор Тимофеевич Хурамал ачи тӑрӑшса вӗренни ҫинчен сахал мар каласа панӑ. Шкула пырсан халӗ те ун ятне асӑнмасӑр хӑвармасть.

Конференцин пленарлӑ пайӗ

Секцисен ӗҫӗ вӗҫленнӗ тата апатланнӑ хыҫҫӑн пурте ялти Культура керменне ҫул тытрӗҫ. Ҫакна асӑнни вырӑнлӑ пулӗ тетӗп: ӑна чӑн-чӑн Культура ҫурчӗн сӑн-сӑпатне парассине Василий Васильевич тӑрӑшнипе тата пулӑшнипе туса ирттернӗ. Кунта “Ҫӗр ҫинчи ырӑ йӗр” сӑн ӳкерчӗксен куравӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн хӑнасем пысӑк зала пуҫтарӑнчӗҫ. Пӗр пушӑ вырӑн та юлмарӗ унта.

Конференцин пленарлӑ ларӑвне йӗркелӳ комитечӗн председателӗ‚ Авӑркас район Канашӗн секретарӗ Владимир Исаевич Федоров уҫрӗ‚ конференцие Пушкӑртстанри хуласемпе районсенчен‚ ҫаплах Раҫҫей Федерацийӗн тӗрлӗ регионӗнчен 250 ытла ҫын килнине пӗлтерчӗ‚ тухӑҫлӑ ӗҫлеме сунчӗ‚ район администрацийӗн пуҫлӑхне М.Б.Ишемгулова сӑмах пачӗ.

- Пирӗн Авӑркас районӗ талантсемпе пуян‚ – терӗ Марат Баязитович. – Вӗсем хушшинче обществӑпа патшалӑх деятелӗсем‚ ученӑйсемпе врачсем‚ пултаруллӑ ертӳҫӗсем‚ писательсемпе поэтсем‚ артистсемпе композиторсем те пур. Чылайӑшӗн ятне республикӑпа унӑн тулашӗнче те пӗлеҫҫӗ. Тӗрлӗ наци ҫыннисем туслӑ пурӑнаҫҫӗ‚ алла-аллӑн тытӑнса ӗҫлеҫҫӗ‚ аслисен йӑли-йӗркисене‚ культурине малалла аталантараҫҫӗ.  Василий Васильевич Николаев – пирӗн районӑн Хисеплӗ гражданинӗ. Ҫак чыса вӑл район экономикине аталантарма пулӑшнипе тивӗҫрӗ. Финанс енчен йывӑр килнӗ ҫулсенче ку питӗ вырӑнлӑ пулчӗ.

Малалла администраци пуҫлӑхӗ конференцие хутшӑнакансене ӗҫре ӑнӑҫу‚ пултарулӑх сунчӗ.

ПР Вӗрентӳ министерствин наци вӗрентӗвӗн уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Р.А.Кузбекова республикӑра тӗрлӗ халӑх ачисене вӗрентес ӗҫ епле пурнӑҫа кӗрсе пыни пирки каларӗ‚ ытларах чӑваш шкулӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ‚ пултаруллӑ шкулсемпе вӗрентекенсен ячӗсене асӑнчӗ‚ ҫав шутра Чӑваш Хурамал шкулне те лайӑх енчен палӑртрӗ.

Трибуна умӗнче – истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ‚ Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн наука енӗпе ӗҫлекен тӗп сотрудникӗ‚ историпе культурологи тӗпчевӗсен К.В.Иванов ячӗллӗ фонд директорӗ В.П.Иванов. Вӑл‚ В.В. Николаевпа юнашар сахал мар ӗҫленӗскер‚ ӑсчахӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен доклад турӗ‚ уйрӑмах тӑван халӑхӑмӑрӑн аваллӑхне тӗпчессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Вӗсен шутӗнче ӑсчахӑн тӑван ялӗ – Чӑваш Хурамалӗ – ҫинчен ҫырнӑ ӗҫсене ӑшшӑн асӑнчӗ. Чӑнах та‚ 1999-2003 ҫулсенче Василий Васильевич  М.Х.Сафин таврапӗлӳҫӗпе пӗрле Чӑваш Хурамалӗ ҫинчен виҫӗ томпа “История возникновения и развития деревни Чувашские Карамалы. Генеалогическое древо первопереселенца Никиты Авдокима” лайӑх илемлетнӗ кӗнекесем кӑларнӑ. Пӗр йӑх-несӗл тымарне ҫакӑн пек тарӑннӑн тӗпчесе ҫырнӑ ӗҫ чӑвашсен те‚ Атӑл тӑрӑхӗнчи ытти халӑхсен те халиччен пулман. Ӑсчахӑн‚ ҫыравҫӑн ытти кӗнекисемпе те паллаштарчӗ Виталий Петрович. 2010 ҫулхи сентябрь уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарта Атӑл хӗрринче академикӑн Еленӑпа Светлана хӗрӗсем тӑрӑшнипе тата Чӑваш наци конгресӗпе К.В.Иванов ячӗллӗ фонд пулӑшнипе В.В.Николаевӑн бюстне уҫни ҫинчен хаваспах хыпарларӗ. 2008 ҫулта К.В.Иванов ячӗллӗ фонд В.В.Николаев ячӗллӗ преми те йӗркеленӗ. Ӑна ӑсчах ҫуралнӑ кун виҫӗ номинаци тӑрӑх параҫҫӗ.

В.В. Николаев академик премин лауреачӗсем: В.П. Алмантай‚ М.Ф. Карягина, Ю.Х. Леонтьев.Виталий Петрович халиччен ҫак премие тивӗҫнисен хушамачӗсене асӑннӑ хыҫҫӑн кӑҫалхи лауреатсене те хаваспах пӗлтерчӗ. Акӑ вӗсем: В.П. Алмантай (Шупашкар)‚ М.Ф. Карягина (Шупашкар) тата Ю.Х. Леонтьев (Чӑваш Хурамалӗ). Вӗсем пурте ҫак сумлӑ премие В. В. Николаев академик пултарулӑхне тӗпченӗшӗн‚ пропагандӑланӑшӑн‚ унӑн ӗҫне малалла туса пынӑшӑн тивӗҫнӗ. Залри халӑх Николаев академик ячӗллӗ премин ҫӗнӗ лауреачӗсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса саламларӗ.

Сӑмах тухса каласси‚ вӗренекенсен доклачӗсене итлесси малалла пычӗ.  Пушкӑртстан чӑвашӗсен Канаш ӗҫтӑвкомӗн председателӗн ҫумӗ Л. И.Мурманская Василий Васильевич Пушкӑртстана килмессерен Ӗпхӳ чӑвашӗсемпе тӗл пулмасӑр кайманни‚ кирлӗ чухне пулӑшу пани ҫинчен ӑшшӑн аса илчӗ. Чӑваш Республикин Пушкӑртстанри полномочиллӗ представителӗ‚ И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Ҫтерлӗри представительствин директорӗ Г.З.Орлов та В. В.Николаевпа час-час тӗл пулса калаҫни‚ ҫав тӗл пулусем ӑна кулленхи ӗҫре усӑллӑ пулни‚ нихҫан манми асра юлни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Пленарлӑ ларура вӗренекенсенчен Чӑваш Хурамал шкулӗнчи 9-мӗш класс ачи Юрий Никитин хӑйӗн ял историне халалланӑ докладне вуларӗ.  Ҫаплах Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн Пушкӑртстанри полномочиллӗ представителӗ Ю.П.Михайлов‚ Ҫтерлӗри педакадемин тутар-чӑваш факультечӗн деканӗ И.С.Насипов профессор тата ыттисем конференцие хутшӑннисене саламланипе пӗрлех В.В.Николаев академикӑн ӑслӑлӑхпа литературӑри ӗҫӗсем пирки ӑшӑ сӑмах чылай каларӗҫ. Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнчи чӑвашсен саламне Тюмень чӑвашӗсен “Тӑван” пӗрлӗхӗн ертӳҫи В.Н.Логинов ҫитерчӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене – парнесем

Акӑ‚ шкул ачисен наукӑпа тӗпчев ӗҫӗсене хаклас тата ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртас вӑхӑт та ҫитрӗ. 14 вӗренекен ӗҫне лайӑххисен шутне кӗртнӗ‚ вӗсенчен тӑваттӑшне ҫӗнтерӳҫӗсем тесе йышӑннӑ. В. В. Николаев академик вулавӗсен ҫӗнтерӳҫисем: Авӑркас районӗнчи Юламанти шкулта 10-мӗш класра вӗренекен О.Федорова (наука ертӳҫи Ю.Федорова)‚ Кармаскалӑ районӗнчи Йӑмранти вӑтам шкулта 9-мӗш класра вӗренекен Е. Иванова (наука ертӳҫи Г.Е.Петрова)‚ Авӑркас районӗнчи Чӑваш Хурамалӗнчи шкулта 9-мӗш класра вӗренекен Ю.Никитин (наука ертӳҫи Ю.Х.Леонтьев) тата Пишпӳлек районӗнчи Кистенлӗ шкулӗнче 11-мӗш класра вӗренекен В.Шураськина (наука ертӳҫи В.Н.Валиуллина). Вӗсене пурне те йӗркелӳ комитечӗ дипломсемпе палӑртрӗ‚ В.В.Николаев хӗрӗ Елена Васильевна кӗнекесем парнелерӗ. Вунӑ вӗренекен призер пулчӗ. Вӗсене те йӗркелӳ комитечӗ дипломсем парса чысларӗ. Наука ертӳҫисене те Хисеп хучӗсемпе хавхалантарчӗҫ.

Чӗререн тухнӑ тав сӑмахӗсем

Наукӑпа практика конференцийӗ вӗҫленес умӗн Василий Васильевичӑн хӗрӗ Елена Васильевна районпа ял администрацийӗсене‚ ПР чӑвашӗсен Канаш ӗҫтӑвкомне‚ ПР Чӑваш культура пӗрлӗхне‚ Чӑваш Хурамал шкулӗн вӗрентекенӗсемпе вӗренекенӗсене‚ ял ҫыннисене‚ тӗрлӗ тӑрӑхран килнӗ хӑнасене‚ ҫаплах В.В.Николаев вулавӗсене хутшӑннисене пурне те ашшӗн ӗҫӗсене пысӑка хурса хакланӑшӑн‚ унпа мӑнаҫланнӑшӑн‚ ятне тата та ҫӗклессишӗн тӑрӑшнӑшӑн чӗререн тав турӗ. Малашне те ҫапла пуласса шанса тӑнине пӗлтерчӗ.

Юлашкинчен…

В.Николаев вулавӗсем иртрӗҫ‚ унта хутшӑннисем конференцин ӗҫӗпе кӑмӑллӑ пулнине хаваспах пӗлтерчӗҫ. Ҫакӑн евӗр форум ҫитес вӑхӑтра 2014 ҫулта (академик 75 ҫул тултарнӑ тӗле) иртӗ.

Юлашкинчен ҫакна та асӑнмалла: конференцие  йӗркелекенсем асӑннӑ мероприятие  маларах ярса  панӑ статьясене пуҫтарса “Николаевские чтения-2011”  ятлӑ  250 ытла питлӗ кӗнеке кӑларма та пултарнӑ. Ҫапла‚ тӑрӑшсан тума пулатех ҫав. Конференцие хутшӑннисене вырӑнти‚ Пишкайӑнри‚ Наумкинри хӑйпултарулӑх артисчӗсем тата Ҫтерлӗри З.Биишева ячӗллӗ педакадемин“Савни” эстрада ансамблӗ юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ.

А.САВЕЛЬЕВ.
Авӑркас районӗ‚ Чӑваш Хурамалӗ.
Ю. МИХАЙЛОВ ӗҫӗсем.

Урас сасси. — 2011 ҫ. — Нарӑс, 24.