Марина Карягина

Эрехсĕр уяв

Слева направо: Тимӗр Тяпкин, Улатимӗр Алмантай, Валерий Сапожников, Валем Семёнов, Микуҫ Балтай, ...Мартӑн 5-мӗшӗнче Шупашкарти кафесенчен пӗринче «Сувар» фонд чӑваш халӑхӗн Ҫӑварни уявне ирттерчӗ. Яланхи пекех уява чӑваш интеллигенцийӗн паллӑ представителӗсем пухӑнчӗҫ, нумайӑшӗ халӑх костюмӗсене тӑхӑнса килнӗ.

«Сувар» фонд Пушкăртра пулчĕ

Василий Васильевич НиколаевНумаях пулмасть «Сувар» фонд Пушкӑрт республикинчи Чӑваш Карамал ялӗнче пулса иртнӗ Николаевӑн вулавне хутшӑнчӗ. Вулава чӑваш тӗнчин паллӑ ҫыннине Василий Васильевич Николаева (1939-2007) халалланӑ. Вӑл ҫав ялта ҫуралса ӳснӗ. РАЕН академикӗ, Чӑваш Республикин патшалӗх премине икӗ хутчен тивӗҫнӗскер, Ӑремпур газпром гендиректорӗ пулса ӗҫленӗ. Василий Васильевич тӑван халӑхӑн пуян историне нумай тӗпченӗ, тӗпчевҫӗсене пухса вӗсемпе пӗрле чаплӑ та пуян кӗнекесем кӑларнӑ. «Халӑхӑмӑрӑн историпе ҫыхӑннӑ кӗнекесемпе ытти ӗҫсен шайӗ питӗ ҫӳллӗ, тӗнче шайӗнче, пулмалла», — тенӗ вӑл. Сӑмахран, «Чувашский костюм» кӗнекене Финляндири типографинче кӑларттарнӑ. Халӑх тум-тирӗ пирки ҫырнӑ ытти халӑхӑн ҫавнашкал чаплӑ кӗнеке никамӑн та ҫук тесен те йӑнӑш пулмӗ. В.Николаев нишлӗ те мӗскӗнрех кӑларнӑ ӗҫсене чӑтма пултарайман. Вӑл пӗр май асилтерсе тӑнӑ: «Хамӑра хисеплемелле — унсӑрӑн пире тӗнчере никам та хисеплемӗ».

Кĕнекисем — куç умĕнче‚ ячĕ — халăх асĕнче

В.В. Николаев академик премин лауреачӗсем: В.П. Алмантай‚ М.Ф. Карягина, Ю.Х. Леонтьев.Авӑркас районӗнчи Чӑваш Хурамалӗнче В.В.Николаев академик пултарулӑхне халалланӑ Пӗтӗм Раҫҫейри наукӑпа практика конференцийӗ иртесси пирки «Урал сасси» пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ‚ конференципе ҫыхӑннӑ уйрӑм статьясем те пичетлесе кӑларнӑччӗ. Халӗ  вӑл ҫӳллӗ шайра иртрӗ тесе ҫирӗплетсех калама пултаратпӑр.

«Сувар» фонд Пăлхара çитсе килчĕ

Пӑлхар хула вырнаҫнӑ тӑрӑхӗнчеИртнӗ канмалли кунсенче «Сувар» фонд Шупашкарти гуманитари институчӗн ӑсчахӗсемпе пӗрле тӑван халӑхӑн авалхи несӗлӗсен Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑх вырнаҫнӑ тӑрӑхне кайса килчӗҫ. Институтран Исаев Ю.Н. директор, паллӑ историк, этнограф Иванов В. П., краеведсен пӗрлешӗвӗн пуҫлӑхӗ Бахмисов Э. К. пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех ушкӑнра вӗрентӳ колледжӗн директорӗ Сапожников В.В. та пурччӗ. Суварсенчен ҫулҫӳреве Тимӗрпе пӗрле В. Алмантай таврапӗлӳҫӗ, халӑх художникӗ Ю. Ювенальев, Аксар Сӗрмек хутшӑннӑ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен те пулчӗҫ: телекуравран Марина Карягина журналистка , Чӑваш наци радиовӗнчен Роза Деменцова хутшӑнчӗҫ.

Subscribe to RSS - Марина Карягина