Кĕркуннене кĕтĕмĕр пулас...

Родионов Виталий Григорьевич (Сӑвар Ыртӑван)

Родионов Виталий Григорьевич (Сӑвар Ыртӑван)
филологи ӑслӑлӑхӗсен докторе, профессор, литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн ӑслӑлӑх ертӳҫӗ ӗҫтешӗ

 

Кӗркуннене кӗтӗмӗр пулас,
кӗрекине пурсӑмӑр хавас,
кӗр ҫитнишӗн пӗртте кулянмарӑм.
Ҫуркунне ҫитни ҫӳҫентерет,
вӑрӑм ҫӗрсенче тӗллентерет,
ҫур акилӗх вӑрлӑх туянмарӑм.
Кӗрӗн кунӗ килӗ-ха татах,
хам та пулӑп пулӗ-ха тутах.
Тус-тӑванӑм манӑн пуян мар-им!
Шупашкар,
2012 ҫ.
Ӑс-хакӑл — Знание. —2012. — Чӳк, 8 (2 (2) №).
 

Кӗперсем