Сăвар Ыртăван

Кĕркуннене кĕтĕмĕр пулас...

Родионов Виталий Григорьевич (Сăвар Ыртăван)

Кĕркуннене кĕтĕмĕр пулас,
кĕрекине пурсăмăр хавас,
кĕр çитнишĕн пĕртте кулянмарăм.
Çуркунне çитни çÿçентерет,
вăрăм çĕрсенче тĕллентерет,
çур акилĕх вăрлăх туянмарăм.
Кĕрĕн кунĕ килĕ-ха татах,
хам та пулăп пулĕ-ха тутах.
Тус-тăванăм манăн пуян мар-им!
Subscribe to RSS - Сăвар Ыртăван