Клавдия Михайловна Антипова (1923 ç. ç.)

1942 ҫул. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пырать. Питех те нушаллӑ кунсем. Пире, Трак тӑрӑхӗнчи 5 хӗре, кӗркунне, ноябрӗн 27-мӗшӗнче, ҫара илчӗҫ. Малтанах виҫӗ талӑк хушши Канаш станцийӗнче тытрӗҫ. Тепӗр хут комисси витӗр тухрӑмӑр. Ун хыҫҫӑн тавар вакунӗсем ҫине лартрӗҫ те эшелон тапранчӗ. Тӑхӑр талӑк хушши кайрӑмӑр. Ӑҫта илсе каяҫҫӗ — нимӗн те пӗлместпӗр. Типӗ паекпа тӑранса пурӑнтӑмӑр. Унтан Мускав облаҫӗнчи Серпухов хулине ҫитрӗмӗр, икӗ эрне карантинра тытрӗҫ. Черетлӗ хут комисси. Мунчана илсе кайрӗҫ, тинех салтак форми пачӗҫ. Ҫак куна епле манӑн. Пуҫланчӗ вара ҫар ҫыннин пурнӑҫӗ. Ҫар вӗренӗвӗ тытӑнчӗ. Пире пӗр вӑхӑт винтовкӑсен, гранатометсен тытӑмне вӗрентрӗҫ, асӑннӑ хӗҫ-пӑшалпа пеме, стройпа утма вӗрентрӗҫ. Пӗр вӗҫӗм тревогӑсемпе тӑна илчӗҫ. Эпир кунта хӗрсем ултӑ пине яхӑн пулнӑ. Хӗрарӑмсен запасри 1-мӗш полкӗнче тӑнӑ эпир. 1943 ҫулхи майӑн 27-мӗшӗнче пире, 31 хӗр-салтака, Калинин хулине куҫарчӗҫ. Халӗ пирӗн чаҫӗн ячӗ ҫапла — "62-ая К. Т. О. Р." (Комендатура тылового оборонительного рубежа). Кунта пире каллех карабин-винтовка пачӗҫ, эпир кашниех хӑйӗн участокӗнче оборона укрепленийӗсене (рубежсене) тӗрӗслесе тӑтӑмӑр. Ҫапла тӑхӑр уйӑх иртрӗ, ун хыҫҫӑн пире Ленинград облаҫӗнчи Старая Русса хулине куҫарчӗҫ. Кунта эпир мӗн вӑрҫӑ пӗтичченех пултӑмӑр, мӗн пур нушана куртӑмӑр. Вӑрҫӑ — курорт мар. Тӑшман хӑварнӑ минӑсене пӗр ҫӗре пухса тӗп тума тиветчӗ пирӗн. Анчах ҫак ӗҫре питех те асӑрханулӑх кирлӗ пулнӑ. Вилӗм пирӗнпе пӗрлех ҫӳренӗ темелле. Ҫапла май Канаш районӗнчи Юнтапа ялӗн хӗрне ҫӑлса хӑварма пултараймарӑмӑр. Вӑл мина ҫине пырса кӗрет, лешӗ ҫурӑлса кайнипе хӗр ӗмӗрлӗхех куҫне хупать. Ялсем ялкӑшса ҫуннипе таврара тӗтӗм-сӗрӗм тӑратчӗ. Ватӑсен куҫ лапамӗсем куҫҫульпе тулни, тӑлӑха юлнӑ ачасем "Анне!" тесе макӑрни халӗ те асӑмран тухмасть, чӗрене ҫурать. Выҫлӑх хуҫаланатчӗ, пирӗн те виҫшер талӑк ҫӑкӑрсӑр ларни пулнӑ. 1944 ҫулхи ноябрь. Каҫсерен сивӗ. Пӗррехинче пире хамӑр капитан сӑрт хӗррине илсе кайрӗ. Кунта кил-ҫурчӗсем ҫунса кӗлленнӗрен 7-8 ҫемье ҫӗр-пӳртре вӑхӑтлӑх вырӑн тупнӑ. Эпир те ҫавӑнтах ҫӗр каҫрӑмӑр. Пире апатпа хӑналарӗҫ. Пӗр кинеми ҫапла пӗлтерчӗ (эпир ун чухне виҫҫӗнччӗ): ҫывӑхри вӑрманта шурлӑхлӑ вырӑн, унта нимӗҫсем пирӗн чылай салтака илсе кайса персе пӑрахнӑ. Эпир унта кайса пӑхрӑмӑр та хамӑра хамӑр тӗлӗнтӗмӗр: ҫын вилли урлӑ-пирлӗ выртать, таврара шӑршӑ-маршӑ тӑрать. Кам ашшӗне, пиччӗшне, шӑллӗне ҫухатнӑ пулас. Пирӗн те куҫсенчен куҫҫулӗ шӑпӑртатса анчӗ. Чылай вӑхӑт чунӑм лӑпланмарӗ. Ҫав саманта паян та асӑнма йывӑр. Кӗтнӗ самант — 1945 ҫулхи майӑн 9-мӗшӗ ҫитрӗ. Чаҫе полковник ҫитрӗ те вӑрҫӑ чарӑнни ҫинчен пӗлтерчӗ. Хаяр вӑрҫа эпир Ҫӗнтерӳпе вӗҫлерӗмӗр. Савӑннипе кам макӑрма, кам ташлама пуҫларӗ. Ҫак кун пирӗншӗн пуриншӗн те пысӑк уяв пулчӗ: пире кашнине икҫӗршер грамм шурӑ эрех тата тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ пачӗҫ. 1945 ҫулхи июлӗн 24-мӗшӗнче, документсене хатӗрлесе ҫитерсе, пире демобилизаци йӗркипе киле ячӗҫ. Тепӗр икӗ кунтан вара эпӗ тӑван атте-анне килӗнче пултӑм. Юлашкинчен ҫакна каласшӑн: тек ирсӗр те ылхан вӑрҫӑ нихӑҫан та ан пултӑр, ман ачасен ачисем те эпир курнӑ, чӑтнӑ нушана ан курччӑр! Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑ совет халӑхне мухтав!

Антонина Львова, ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Ял пурнӑҫӗ