Пĕрлĕхне çухатнă халăх

Пӗрлӗхне ҫухатнӑ халӑх.

Легенда

 

Халӑхра халап сахал-и, —

Пӗринчен тепри хитре,

Пӗринчен тепри асамлӑ,

Итлеме пӗлсен итле.

 

Сӑварсем ҫинчен халапӑм,

Авалхи ӗҫсем ҫинчен,

Хурланса ӑна калатӑп,

Чун-чӗре кӳтсе ҫитсен.

 

Сӑварсем — сӑваплӑ халӑх,

Юратаҫҫӗ ҫӗр ӗҫне,

Пурлӑх пур-тӑк ӑмсанмалӑх

Сыхлама тивет хӗҫпе.

 

Хурахсем пулаҫҫӗ тӗрлӗ

(Вӗсене кам ҫуратать?):

Хир енчи ав выльӑх-чӗрлӗх

Вӑрламашкӑн юратать.

 

Кӑнтӑртан килсе тухаҫҫӗ

Тепӗр чух эшкерӗсем;

Тӑхтамасӑр, хӗр упраҫӗ,

Вӑрмана тарса кӗрсем.

 

Ту ҫинчен анни каварлӑ,

Тупрана ыйтать сутма,

Куҫӗсем ун вут-кӑварлӑ,

Сутмасан илет туртса.

 

Хӗрелсен каҫ кӳлӗм анӑҫ

Уяртассӑн туйӑнмасть;

Халӑха памаҫҫӗ канӑҫ

Лӑпкӑн, шӑппӑн пурӑнма.

 

Хӗҫҫине тытсан сухаҫӑ

Анине пусать пиҫен,

Ҫӑхансем ҫеҫ явӑнаҫҫӗ

Вилене туйсан, сиссен.

 

Хуҫине ҫухатнӑ йытӑ

Уйӑха пӑхса улать,

Сӑварсен сӑваплӑ йышӗ

Чакнӑҫем чакса пырать.

 

Кил-ҫурта кӗрсессӗн хурлӑх

Сар хӗвеллӗ кун каҫ пек,

Ҫӳллӗ ту куҫҫульлӗ, юрлӑ...

Сывӑ пул, эппин, Казбек.

 

Сӑварсем ҫула тухаҫҫӗ

Инҫете — ҫурҫӗрелле,

Сухине илет сухаҫӑ

Пурпӗр хӑйӗнпе пӗрле.

 

Кунӗн-ҫӗрӗн, кунӗн-ҫӗрӗн

Урапа чӗриклетет,

Хыҫалта юлмасть те йӗрӗ,

Хӑйӑр ҫил вӗрсен витет.

 

Вӗҫӗ пур-ши ку пуш хирӗн —

Хумханать кӑпкан кӑна,

Пуринчен ытла мӗн кирлӗ

Вӑрӑм ҫул ҫинчи ҫынна?

 

Курӑнать пек пысӑк кӳлӗ,

Сарӑлать пек ҫуталса.

Ҫитмеллеччӗ пек каҫ кӳлӗм,

Кӳлӗ кайрӗ ҫухалса.

 

Чарӑнма хушать Элтепӗр:

- Куҫ ултавӗ ку — мираж.

Кайӑк хур ҫулне пӗлместпӗр,

Ҫӑлтӑрсем тухсан шырас.

 

Йӑлтӑр-йӑлтӑр ҫичӗ ҫӑлтӑр

Эрешленӗ тӳпене,

Ҫурҫӗр иртрӗ, Алтӑр ҫӑлтӑр

Шыв тӑкас пек ӳпӗнет.

 

Кайӑк хур ҫулне тупаҫҫӗ,

Ӳкереҫҫӗ тир ҫине,

Ҫур ҫултан пырса тухаҫҫӗ

Анлӑ Атӑп хӗррине.

 

Кайӑк хурӑн ҫулӗ такӑр,

Кайӑк хур вӗҫет тӳртен,

Ҫӗр ҫинчи ҫул кукӑр-макӑр,

Путӑк-шӑтӑклӑ, тертлен.

 

Вырӑнтан хускалнӑ халӑх

Атӑл тӑрӑх хӑпарать,

Улшӑнать куллен ҫанталӑк,

Кӗркунне ҫитсе пырать.

 

Ӳплесем туса лартаҫҫӗ,

Хӗл каҫаҫҫӗ сӑварсем.

Ҫуркунне ҫитсен сухаҫӑ

Вир акма уҫать ҫерем.

 

Ҫук, ӑнса пулмарӗ тырӑ,

Ҫумӑр ҫук — калча типет.

Шырамашкӑн ҫӗнӗ вырӑн

Тепӗр ҫул татах тивет.

 

Вырӑнтан хӑпсассӑн халӑх

Хӑвӑрт, каппӑл чарӑнмасть,

Темиҫе вуншар ҫулталӑк

Кирлӗ ҫав тымар яма.

 

Ҫут тӗнчемӗр аслӑ, анлӑ,

Пурпӗр пушӑ вырӑн ҫук,

Халӑх пур чухне вӑй-халӗ

Малаллах тытать ҫав ҫул.

 

Хазарсем — хӑюллӑ халӑх,

Хӑрамаҫҫӗ вилӗмрен,

Ҫӗр пама та хатӗр, хапӑл,

Иудей тӗнне кӗрсен.

 

Пӑртассем те хӗтӗртеҫҫӗ:

- Каганат тытать тӗнче,

Пӑхӑнмастӑн? Мӗн кӗтет-и?

Кун кураймӑн ҫӗр ҫинче.

 

Килӗш хӑвӑртрах, Элтепӗр,

Ҫар пухатпӑр та пӗрле

Вӑрҫӑпа кайса ҫӳретпӗр

Кӳршӗри урус ҫӗрне.

 

Ҫӗр ӗҫне вӗреннӗ халӑх

Ҫаратса пуясшӑн мар,

Атӑл леш енне каҫмалӑх,

Пӳлӗхҫӗ, ӑна вӑй пар.

 

Пушкӑртсем (ҫавна ӑмсанӑр)

Пурӑнаҫҫӗ пушкӑртла:

Пур пулсассӑн — хӑналанӑр,

Ҫук пулсассӑн — ҫурмалла.

 

Пушкӑртсем куҫса ҫӳреҫҫӗ

Уралтан Арал таран,

Кӑмӑс кӑмӑлтан ӗҫеҫҫӗ

Эрешленӗ алтӑртан.

 

Ҫу енне килсе ҫитеҫҫӗ

Шурӑ Атӑл тӑрӑхне,

Ҫут ҫанталӑкран илмеҫҫӗ

Нимӗн те ытлашшине.

 

Пурнӑҫ пултӑр тетӗн путлӗ —

Кирлӗ шанчӑкпӑ хурал,

Пушкӑртсемшӗн лайӑх хӳтлӗх

Авалхи тусем, Урал.

 

Юнашар ем-ешӗл айлӑм,

Ҫывӑхра — хура вӑрман,

Ҫырмасем — упа каҫаймӗ

Чӑтлӑха ҫаврӑннӑран.

 

Пушкӑртсем хӑна тӑваҫҫӗ

Кавказран килнисене,

Пурпӗрех пӑсма памаҫҫӗ

Ҫӗр питне сӑварсене.

 

Тертлӗ халӑхӑн пӗр пайӗ

Каялла кайма сӗнет,

Тепӗр ушкӑнӗ хур кайӑк

Ҫулӗпех утма чӗнет.

 

Тавлашаҫҫӗ, шавлашаҫҫӗ

Пӗр-пӗрне пӳле-пӳле,

Ирхине ҫула тухаҫҫӗ

Пайланса ик еннелле.

 

Ҫӑмӑл мар ҫав ҫӑлтӑр ҫулӗ,

Шурлӑх-путлӑх, лачака.

Халӑхран часах мӗн юлӗ?

Йышӗ чакнӑҫем чакать.

 

Ӗмӗрне ирттернӗ ватӑ

Вилӗмне ютра тупать,

Вил тӑпри ҫинче, куратӑн,

Лартӑнса юлать юпа.

 

Сыхпанма тивет хӗҫпе те

Тӗрлӗ вӑрӑ-хурахран,

Ҫӗнтеретӗн е пӗтетӗн

Хӑраса тарма тӑрсан.

 

Пӗр ҫулталӑк, иккӗ, виҫҫӗ...

Чӗрӗк-ӗмӗр те иртет,

Пур-ши тухнӑ ҫулӑн вӗҫӗ?

Вӑрманта вӑл е хирте?

 

Ҫул ҫинче ҫуралнӑ ҫамрӑк

Ҫар ҫынни пулса ӳсет,

Выҫӑ-тутӑ, ҫут ҫанталӑк

Ипӗр-сипӗр-и — тӳсет.

 

Аслӑ Турӑ манчӗ пулӗ,

Асилмест те-шим пӗртте?

Авалхи хур кайӑк ҫулӗ

Вӑрмана илсе кӗртет.

 

Чи ҫӳлтен пуҫне ухаҫҫӗ,

Саламлаҫҫӗ пек хырсем,

Уҫланка пырса тухаҫҫӗ

Ҫул ҫӳревҫӗ сӑварсем.

 

Чӳк тума хушать Элтепӗр,

Ялкӑшса ҫунать кӑвайт:

Ҫакӑнта хула ҫӗклетпӗр,

Пӳлӗхҫӗ, парсам хӑват.

 

Ҫитмӗл ҫичӗ ҫул иртсессӗн

Ҫитрӗҫ тин ҫитес ҫӗре,

Ҫул ҫинче ҫӗнелнӗ несӗл

Тытӑнать ӗҫе тӳрех.

 

Ушкӑнпа вӑрман кӑклаҫҫӗ

Ҫуркунне, шыв-шур кайсан,

Акана тухать сухаҫӑ

Савӑнса чунтан-вартан.

 

Ӗрчетеҫҫӗ выльӑх-чӗрлӗх,

Тир тумашкӑн та ӑста,

Халӑхра пулсассӑн пӗрлӗх

Вӑйлӑ ҫав патшалӑх та.

(Вӗҫӗ пулать.)

Борис Борлен.
Сувар. — 2010 ҫ. — Ҫу, 28 (22 (856) №).