Пур предмета та чăвашла

Ҫарӑмсан районӗнчи Йӑвашкел шкулӗҪарӑмсан районӗнчи Йӑвашкел шкулӗ 1980 ҫулта хута кайнӑранпа кал-кал ӗҫлет. Ҫав вӑхӑтранпа шкулта тӗп юсав пулман. Апла пулин те шкул администрацийӗ кашни ҫулах пӗчӗк-пӗчӗк юсавсем ирттерет, ҫавӑнпах шкул ҫурчӗ тирпейлӗн, хӑтлӑн курӑнать. ТР Президенчӗн программипе пуҫарнӑ шкулсенчи тӗп юсав 2013 ҫулта Йӑвашкелне те ҫитмелле. Шкул директорӗ ӑна тума документсем те хатӗррине, район пуҫлӑхӗ те килӗшсе алӑ пуснине хавасланса каласа пачӗ. Ҫак вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленнӗ ҫӗрелле, май уйӑхӗнче, юсава пуҫӑнасшӑн.

Халӗ шкулта 117 ача вӗренет. 2012 ҫулта 5 вӗренекен ППЭ ӑнӑҫлӑ парса (пӗлтӗр кӑтартусем тата лайӑхрахчӗ тесе каласа пачӗҫ пире) шкулпа сывпуллашнӑ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне вара 8 ҫӗнӗ вӗренекен хушӑннӑ. Шкулсене оптимизацилессипе хӑратнӑ тапхӑрта вӗренекенсен йышӗ ӳсни чӑннипех савӑнтарать йӑвашкелсене.

Шкул этнокультура сулӑмӗпе ӗҫлекеннисен шутне кӗрет, тӑван ен халӑхӗсен культурине тӗпчесси ҫине пусӑм тӑваҫҫӗ кунта. Ҫавӑнпа кӗҫӗн классенче математика, ҫут ҫанталӑк предмечӗсене те чӑвашла вӗрентеҫҫӗ.

Шкул директорӗ Вячеслав Варфоломеевич Антонов ҫак ялтах ҫуралса ӳснӗ. 1974 ҫулта Хусанти педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑранпа, тӑван шкулта ӗҫлет вӑл, директор должноҫне ларнӑранпа та 27 ҫул ҫитнӗ те. Пуҫлӑх хӑйӗн ӗҫне лайӑх пӗлни курӑнать. Вӗренӳ программине туллин пурнӑҫлама компьютер класӗ те, интерактивлӑ доскасем те, ытти хатӗр-хӗтӗр те пур. Ялти фермерсем те пулӑшма ыйтсан хирӗҫлемеҫҫӗ. Вӗрентекенсен коллективӗ ҫамрӑк, анчах опыт пухма ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Кашни учитель хӑйӗн предметне лайӑх пӗлет. Республика шайӗнче иртекен конкурссенче грантсем ҫӗнсе илеҫҫӗ. Кӗҫӗн классене вӗрентекен Ирина Анатольевна Ефремова кӑҫал «Наш лучший учитель» конкурсра ТР Вӗрентӳпе наука министерствин грантне ҫӗнсе илнӗ.

Шкул вӗренӳре кӑна мар, ачасене тӗрӗс воспитани парассипе тӑрӑшать. Кунта каҫхине 7 сехетчен те ачасен шӑв-шавӗ шӑпланмасть. Тӗрлӗ-тӗрлӗ кружоксем ӗҫлеҫҫӗ. Арҫын ачасене йывӑҫран каскаласа ӑсталама вӗрентеҫҫӗ, хӗр ачасем валли те интереслӗ ӗҫсем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Йӑвашкел шкулӗнчи Валентина Макарова ертсе пыракан хор кружокне ҫӳрекенсем те йышлӑ, чӑн та, юрлама ытларах хӗр ачасем юратаҫҫӗ курӑнать.

Ачасен хул-ҫурӑмне аталантарасси ҫине те тимлӗх уйӑраҫҫӗ кунта. Шкулти волейбол секцийӗ те районта вӑйлисенчен пӗри, хӗллехи спорт тӗсӗсем те лайӑх аталаннӑ. Хӗле кӗрсен шкул картишӗнче ачасемпе вӗрентекенсен вӑйӗпе каток шӑнтаҫҫӗ. Физкультура урокӗсене ирттерме те, каннӑ вӑхӑтра конькипе ярӑнма та лайӑх унта. Йӗлтӗр ҫинче те ҫирӗппӗн тӑраҫҫӗ йӑвашкелсем, ӑмӑртусенче ҫӗнтересси те вӗсемшӗн ҫӗнӗлӗх мар.

Тӗп юсав хыҫҫӑн шкулӑн столовӑйӗ те, туалечӗсем те пӗр ҫуртра пулӗҫ. Анчах паян «нуша килсен» те урама чупма тивет, столовӑйӗ те картиш урлӑ. Чылай ҫӗрте шкул ҫуртӗнчех ача садне уҫнӑ. Йӑвашкелӗнче вара апла мар. Шкула хирӗҫ ларакан ҫуртра столовӑй, ача сачӗ тата ФАП. Фельдшерпа акушер пункчӗ ача учрежденийӗсемпе юнашар пулни питӗ аван. Чир-чӗр палли асӑрхасанах шурӑ халатлӑ сиплевҫӗсем патне васкама пулать. Сӑмах май, кӑҫал унта 100 пин тенкӗлӗх юсав ӗҫӗсем ирттернӗ.

Вӗрентекен кунне шкулта кашни ҫулах чыслӑн уявлаҫҫӗ. Ялти клубӑн сцени ҫинчен вӗренекенсем юратнӑ учительсене саламлаҫҫӗ, концерт лартса параҫҫӗ. Кӑҫал та вӗренӳ ҫулӗ пуҫлансанах ачасем ҫак уява хатӗрленме пуҫланӑ. Уйрӑмах хор кружокне ҫӳрекенсем ку енчен хастарлӑх кӑтартаҫҫӗ.

Татьяна ТАРАСОВА.
Автор сӑнӳкерчӗкӗ.