Сувар хаçачĕ

Пур предмета та чăвашла

Ҫарӑмсан районӗнчи Йӑвашкел шкулӗ 1980 ҫулта хута кайнӑранпа кал-кал ӗҫлет. Ҫав вӑхӑтранпа шкулта тӗп юсав пулман. Апла пулин те шкул администрацийӗ кашни ҫулах пӗчӗк-пӗчӗк юсавсем ирттерет, ҫавӑнпах шкул ҫурчӗ тирпейлӗн, хӑтлӑн курӑнать. ТР Президенчӗн программипе пуҫарнӑ шкулсенчи тӗп юсав 2013 ҫулта Йӑвашкелне те ҫитмелле. Шкул директорӗ ӑна тума документсем те хатӗррине, район пуҫлӑхӗ те килӗшсе алӑ пуснине хавасланса каласа пачӗ. Ҫак вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленнӗ ҫӗрелле, май уйӑхӗнче, юсава пуҫӑнасшӑн.

Subscribe to RSS - Сувар хаçачĕ