3 ҫула ҫитиччен кӑкӑр ӗмӗртнӗ. Алӑри ача — ҫӗнӗрен ача иличчен, виҫӗ ҫула ҫитиччен. Ачан чӗлхи салтӑнсан — ҫын шутланнӑ. Ачана тӗрӗс-тӗкел, сывлӑхлӑ ҫитӗнтермелле. Вӑл мӗнле ҫын пуласси ӑна пӑхаканӗсенчен килет.
6 ҫул — ачалӑх. Майӗпен ӗҫе хутшӑнтарма пуҫлаҫҫӗ. Шкула кайма хатӗрленет. Ывӑл ачи мӑлатук-пуртӑ тытса аппаланкалама пуҫласан ашшӗ: «Эй-эй, алӑран пуртӑ кайрӗ, арҫын ӗҫӗсене ман вырӑна ывӑл тума пуҫларӗ иккен,» — тет ытарлӑн.
12 ҫул — ҫур ҫын. Ылмашулӑх. Аванмарланакан, намӑсланакан пулнӑ ачана: «Шӑршланнӑ иккен, сухан шӑрши кӗнӗ», — теҫҫӗ. Ачапча ӳссе пырать, унпа пӗрлех хуйхи-суйхи те пысӑкланать. Пӗчӗк чух пӗр пӗчӗк хуйхӑ, ҫитӗнсен пысӑк (ҫӗр) хуйхӑ.
Ача-пӑча аслисемпе пӗрле тӑрӑшса ӗҫлеме пуҫласан: «Эй, кӑна куршанак ҫыпӑҫнӑ иккен», — теҫҫӗ. Ӗҫрен пӑрӑнса пӗчӗк ачасемпе выляса ҫӳрекене: «Э-э, ханттар, мӗн пысӑкӑш пулнӑ, вӑй кӗнӗ, ӗҫе хӑнӑхасчӗ», — теҫҫӗ.
«Уссе ҫитет, сарлакӑшне сарӑлтӑр,» — теҫҫӗ аслисем ачисене ӗҫлеме ирхине иртерех ҫине тӑрсах вӑратса. Ытти чухне ир ҫинче нумай ҫывӑракан ҫамрӑк ача вӑрансан: «Ай-уй, ҫывӑра-ҫывӑра мӗн пысӑкӑш пулса кайнӑ!» — теҫҫӗ.
Ҫамрӑк чух, вунҫиччӗре чух... Салтака кайма ҫул ҫитеймен-ха, ҫитӗннисен шутне кӗреймен. Сывлӑх пур. Халӑх умӗнче явап тытасси тулли мар-ха. Ачалӑхпа ҫитӗннӗ пурнӑҫ хушшинчи чикӗ.
18 ҫул — пиҫсе ҫитет. Яшлӑх-хӗрупраҫлӑх. Арҫын ачана ҫӗлӗкпе персен ӳкмерӗ пулсан, ӑна авлантарма юрать.
Савни — юратнӑ хӗр; варли — ҫураҫнӑ хӗр; суйпикеҫ — йӑпанмӑш хӗр. Илемли — пӑхса савӑнма, ӑсли — пурнӑҫ пурӑнма.
24 ҫул — мӑшӑрланнӑ вӑхӑт. Авланмасӑр айванлӑх пӗтмест. Авланнӑ чух пурте пуян. Ҫитӗннӗ хӗр икӗ ҫуртра пурӑнать: паян вӑл ашшӗ-амӑш патӗнче, ыран — таҫта.
Пӗрремӗш арӑм Турӑран; иккӗмӗшӗ — инкекрен, нушаран; виҫҫӗмӗшӗ — шуйттанран. Пӗрремӗш арӑм чугунран, иккӗмӗшӗ — чӳлмекрен, виҫҫӗмӗшӗ — кӗленчерен. Малтанхи арӑм — мул усрама, кайранхи — чун усрама.
Ҫичӗ хӗр паракан юра ернӗ, ҫичӗ ывӑл авлантаракан ҫӗрме пуян пулнӑ.
Арҫын ватӑлмасть, хӗрӗн качча тухма васкамалла.
Пуян хӗрне качча илсен, ӗмӗр тӑршшӗпе ӑна пӑхас пулать. Чухӑнрах ҫемьерен хӗр илсен, вӑл хӑй сана пӑхса пурӑнӗ. Ҫемьере килӗшӳ пултӑр тесен хӗрпе йӗкӗтӗн ашшӗ-амӑшӗсен ытлӑ-ҫитлӗхӗ пӗр шайра пулни лайӑхрах.
Тин кӑна качча пынӑ арӑма ача тӑвиччен «ҫӗнӗ ҫын» е «кӗҫӗн ҫын» теҫҫӗ. Качча кайсан кача пӳрне кӗскелет, ача тусан вӑта пӳрне кӗскелет. Хӑв ача ҫуратсан ҫеҫ аҫу-аннӳне ӑнланма пуҫлатӑн.
Вӑтӑр ҫулччен ҫитӗнеймесен, аллӑ ҫулччен авланаймастӑн. Арӑм илни пурлӑх пухассин пуҫламӑшӗ.
30 ҫул — ҫемье пысӑкланнӑ вӑхӑт. Кашни ача ҫуратмассерен хӗрарӑмӑн сывлӑхӗ чакать, вӑл ачисем ҫине каять. Хӗрарӑм кашни ача ҫуратмассерен вилсе чӗрӗлет. Ача ҫитӗнтернӗ вӑхӑтра хӗрарӑм вутлӑ кӗпе тӑхӑнать. Пӗр ача — ҫук ача, икӗ ача — ҫур ача, виҫӗ ача — пӗр ача. Арҫын хӑй пурнӑҫӗнче ывӑл ҫитӗнтермелле, ҫурт лартмалла, йывӑҫ ӳстермелле тата пусӑ чавмалла. Арӑмӗпе упӑшки хирӗҫни шывпа хӑйӑр пӑтратни. Арпа арӑмӑн пӗр ҫын пек пурӑнмалла. Иывӑр ӗҫе арҫын тӑрать, питӗ йывӑр ӗҫ пулсан — ун ҫумне хӗрарӑм тӑрать.
Суварсен хӗр ачисем 6-7 ҫултанах тӗрӗ тӗрлеме пуҫланӑ. Асламӑшсем, амӑшӗсем вӗрентекеннисем пулнӑ. Качча кайсан тӗрлемен, пир тунӑ.
36 ҫул — ҫурт-йӗр лартнӑ вӑхӑт. Ҫамрӑк арҫын уйрӑлса тухса хӑй ҫурт лартсан чӑн-чӑн арҫын шутланнӑ. Ҫак вӑхӑта ҫитиччен хӑйне кӑтартаймарӗ пулсан унран нимӗн те ан кӗт.
42 ҫул — тулӑх вӑхӑт. «Вӑйпитти» теҫҫӗ вӑй кӗрсе ҫитнӗ, сывлӑхлӑ, вӑтам ҫулсенчи ҫынна. Ашшӗ-амӑшӗн вӑйӗ ачисенче, вӗсем ҫавӑнпа хӑватлӑ.
48 ҫул — ҫемье вакланнӑ вӑхӑт. Асатте-асанне пулма хатӗрленмелле.
54 ҫул — пурлӑх саланнӑ вӑхӑт. Арҫын аллӑран иртсен каялла, хӗрарӑм — хӗрӗхрен.
60 ҫул — тулли ӗмӗр чикки. Ахальтен мар ӗнтӗ ват ҫынсем те: «Хам ватӑ пулин те, чунпа ҫамрӑк», — теҫҫӗ.
66 ҫул — сывлӑх чакнӑ вӑхӑт. «Пенсие ахальтен памаҫҫӗ ҫав,» — тет ватлӑха туйса илнӗ ҫын. Ытла вӑл териех ватӑ мар арҫын ял халӑхӗн ӗҫне хутшӑнать, карчӑк кил хушшинче кӑштӑртатать.
72 ҫул — ватта тухнӑ вӑхӑт. Ватти ҫук та латти ҫук. Ватта хисепле, ху та ватӑ пулӑн. Ватӑ ҫын ӑсӗ — тӑватӑ ҫын ӑсӗ. Ватта пӑхакан выҫӑ ҫӳремен, лашана пӑхакан ҫуран ҫӳремен. тет.
78 ҫул — кил хуралҫи вӑхӑчӗ. Асатте кил хушши тытать, асанне — пӳрт ӑшши. Ват ҫын пӗр пӗремӗк парсан та савӑнать, ӑна нимӗн те кирлӗ мар (хисеп туни паха). Ватӑлнӑ ҫемье пуҫӗ килте хуҫа пулма ывӑлне пиллет: «Ман ӗнтӗ ачамсен уссине курма кӑна. Ывӑлсене авлантарса, уйӑрса кӑларса ура ҫине тӑратрӑм, хӗрсене качча парса ҫемьеллӗ пулчӗҫ, сана акӑ карчӑкпа хама астума тӗпе хӑвартӑм».
Ӗнтӗ килте хуҫа ҫамрӑкки: вӑл пухӑва тухать, килте ӑна-куна пуҫтарать, хӑй ҫумӗнче ӳснӗ-ҫитӗннӗ ачисене вӗрентет. Ватӑ виличчен кил пуҫӗ, кирек епле пулсан та, ватти хисепленет. Вӑл вилсен тин чӑн хуҫа ывӑлӗ пулать хайхи. Ватӑ пур чухне — вӑл канашне параканни, вӑл ӑна-кӑна хисеплештерекенни, вӑл ятлаканни, вӑл вӗрентекенни. Ватӑ пурри киле питех те илем кӳрет.
84 ҫул — хисепрен тухнӑ вӑхӑт. Ват ҫынна та ача пекех тӗрӗс-тӗкел пӑхмалла, упрамалла. Анчах ват ҫын пӗчӗк ачана ҫаврӑнать теҫҫӗ. Пӗчӗк ача чап-хисепе туйса-чӑтса курман та, вӑл нимӗн те ҫухатмасть. Ача вӑл япаласене пӗлсе, вӗренсе ҫеҫ пырать-ха. Ватӑ ҫын хӑйне кӳрентернине йывӑрпа чӑтса ирттерет. Вӑйпитти чухнехи хисеп, чап чакса, ҫука юлса пырать. Ӑна хӑйне ҫителӗклӗ чухлӗ хисеплемеҫҫӗ, юратмаҫҫӗ пек туйӑнать ахӑр.
Ваттисем пил памасан ҫамрӑккисем ыр курса пурӑнаймаҫҫӗ. Атте-анне пур чухне усал-хаяр ҫӗнеймест.
90 ҫул — ача-пӑча ӑсне тухнӑ вӑхӑт. Ваттисем чылай чухне шӳтлесе: «Эпӗ хӑр тӑлӑх та ҫак ҫут тӗнчере, манӑн атте те ҫук, анне те ҫук,» — теҫҫӗ.
96 ҫул — ҫын куҫӗнчен пӑхнӑ вӑхӑт. Ват ҫын: «Пӗр хӗл каҫиччен виҫӗ ҫу каҫӑттӑм», — тет.
Пӗр ватӑ ҫын ачисемпе пурӑннӑ. Йӳтеме пуҫланӑ пирки ӑна пӑхма ҫав тери кансӗр пулнӑ. Йӑлӑхса ҫитнӗ ывӑлӗ час-часах: «Ҫуна ҫине лартатӑп та тарӑн вара кайса пӑрахатӑп-ха», — тенӗ.
Пӗррехинче ҫак ҫемьери пӗчӗк ывӑл ача шакмаксемпе тем аппаланса ларнӑ. Ашшӗ кун патне пынӑ та: «Мӗн тӑватӑн-ха, ачам.» — тесе ыйтнӑ. Лешӗ: «Ватӑлсан сана тарӑн вара кайса пӑрахмалли ҫуна тӑватӑп», — тенӗ.
102 ҫул — вырӑн ҫинчен тӑрайман вӑхӑт. Шутлӑ кунӗсем шутланса ҫите пуҫласан вӑл авалхи сувар йӑлипе ывӑлне пуҫ вӗҫне чӗнсе илет те, икӗ аллине ачин пуҫӗ ҫиие хурса ҫапла пехиллесе хӑварать:
— Ывӑлӑм! Ӗнтӗ эпӗ хамӑн пурнӑҫ кӗнекине вуласа тухатӑ п пуль...
Вилме патне ҫитнӗ ват ҫынран каҫару ыйтаҫҫӗ, ватти хӑй те ыйтать. Ҫамрӑкки маларах ыйтсан лайӑхрах теҫҫӗ.
Ҫуртра ҫурт хуҫи вилсен ачи-пӑчи, кинӗ-керӳшӗ унран: «Ҫуртри телее хупа пӗрле илсе ан кай, пире парса хӑвар», — тесе тупӑка пӳртрен ршсе тухиччен ыйтса юлать.
Ачалӑх
Ачалӑх — чи илемлӗ те таса вӑхӑт. Атте-анне, ҫывӑх тӑвансен юратӑвне туятӑн. Пурте ачашлаҫҫӗ, выляҫҫӗ санпа, ӑшӑ-ӑшӑ сӑмахсем калаҫҫӗ. Пӗртен-пӗр ача, е ҫемьери чи малтанхи ача (мӑнук) пулсан пушшех те киленеҫҫӗ унпа аслисем. Кӗҫӗн ачана вара мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе ҫепӗҫлӗхпе упраҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ, аслашшӗ-асламӑшӗсемсӗр пуҫне тата пиччӗшӗ-аппӑшӗсен юратӑвӗ хушӑнать-ҫке-ха кӗҫӗннисен ҫумне.
Пӗчӗк ача ытла та илемлӗ. Ӑна юратмасӑр майӗ те ҫук. Ҫуралсанах илемлӗ мар-ха, ытларах ват ҫынна аса илтерет вӑл. Пӗрер уйӑхран, этем тӗсӗ кӗрсен вара ачана ытарма та ҫук. Кирек камӑн та ача ҫине пӑхсан кӑкӑрӗнче ӑшӑ туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ. Ӑна тытса пӑхас, ачашлас килет. Тӑвансем, паллакансем сан ачупа выляса пӑхмасӑр пулмасть. Ача тесен хӗрарӑм каҫсах каять вара.
Ача-пӑчана ӑнсӑртран кӳрентересси е ятарласа вӑрҫасси пулать. Ҫавсене ача манма, ҫийӗнчех каҫарма пултарать. Тепӗр самантранах унпа ним пулман пек калаҫма пулать.
Этем ачи кӑна мар, ытти чӗрӗ чунсен ҫурисем, чӗпписем те ытармалла мар илемлӗ пулаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗн юратӑвӗ ҫапла хитре тӑвать-ши чун тӗпренчӗкӗсене? Е ҫуратакансем пӑхчӑр тесе ытарайми тунӑ-ши Турӑ чӗрӗ чунсен ачисене?
Калӑпӑр, ансӑр сукмакпа тинтерех утма вӗреннӗ ача таплаттарса пырать. Тарават ҫынсем пирки каламӑпӑр та, темле киревсӗр этем те ачана хур кӳрес мар тесе асӑрханса пысӑк ҫаврӑм туса пӑрӑнса иртет.
Ача-пӑчан пурнӑҫри нушисем те иртсе кайманнисем ҫук е питех ҫапса хуҫаканнисем мар. Атте-анне, асатте-асанне, кукаҫи-кукамай пур. Хырӑм тутӑ, тумтир питӗ, ӑҫта пурӑнмалли пирки пӑшӑрханма кирлӗ мар. Кулянмалли те, калӑпӑр, ашшӗ-амӑшӗ кӳршӗ ачинни пек илемлӗ тетте е чаплӑ велосипед илсе паманни ҫеҫ.
Ҫитӗннисем — кирек кам та — ачалӑха лайӑхпа аса илеҫҫӗ. Кайран мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе ача чух мӗн курса вӗреннипе танлаштарса пурӑнаҫҫӗ. Пурнӑҫ вӑл мӗн ҫуралсан, куллен-кун вӑй илсе пырса хӑвӑртран хӑвӑрт иртме пуҫлать. Пӗчӗккӗ чух вӑхӑт майӗпен шунӑн туйӑнать.
Ача-пӑчан часрах ҫитӗнес килет. Ҫирӗм-вӑтӑр урлӑ каҫсан вара этемӗн ҫамрӑкрах пулас, ҫулсене сахалтарах тӑвас килет. Ҫитӗнерехпе вӑхӑт иртнине сисместӗн ҫав. Малашлӑхра ҫамрӑк этеме пурнӑҫ хура-шурӗ те, йӳҫҫи-пылакӗ те, хытти-ҫемҫи те кӗтет. Ҫухалса ҫеҫ каймалла мар.
Ҫамрӑклӑх
Ҫамрӑклӑх хӗрӳллӗ те ырӑ тапхӑр. Сывлӑх пур, пуласлӑх ҫутӑ, чӑтма ҫук пысӑк яваплӑхпа ҫыхӑннӑ ӗҫсем пуҫа пусарса тӑмаҫҫӗ-ха. Емӗрӗпех ҫапла пулассӑн туйӑнать ҫамрӑка. Ҫак вӑхӑтра ача-пӑча картинчен тухса ҫитӗннисен шутне кӗрет этем. Кӗлеткепе те, вӑй-халпа та, ӑс-тӑнпа та аслисемпе танлашать ҫамрӑк ҫын. Ӑна аслисем хӑйсен ретне кӗртеҫҫӗ, унӑн шухӑшне те шута илме пуҫлаҫҫӗ.
Этем ӳсӗвӗн кашни тапхӑрӗн хӑйӗн лайӑх енӗсемпе ҫитменлӗхӗсем пур. Кам мӗне юратать. Пӗри ӗмӗр тӑршшӗпех чунра ача юлать. Тепри ача чухнех хӑйне ват ҫын пек (ӑслӑ-тӑнлӑ) тытать. Ҫав пахалӑхсене кура вара этем пурнӑҫа та хӑйне килӗшнӗ пек ҫавӑрать, ӑнтарать.
Хӗрпе йӗкӗт хушшинчи хутшӑну чи тасисенчен пӗри. Эпир пурте вун ҫиччӗре пулса курнӑ, е пулса куратпӑр. Ҫуркунне, пӗрремӗш юрату, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр ҫав асамлӑ туйӑма халалласа сӑвӑ ҫырнисем... Кам тӳссе ирттермен-ши ҫав вӑхӑтсене. Ҫамрӑк чух этемре чи ҫепӗҫ те хӑватлӑ туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ. Вӗсем таса, черчен те хӗрӳллӗ. Анчах кӗвӗҫӳ,
ӑмсану, курайманлӑх туйӑмӗсем те аякрах ҫӳремеҫҫӗ. Вӗсем ҫӗлен пек систермесӗр шӑвӑнса кӗрсе мӗнпур тасине, хитрине аркатма пултараҫҫӗ. Вара ӑнланманни, куҫҫулӗ, ҫухату, ырату та кӗттерсе тӑмасть.
Юрату кӑварӗ сиплесе вӑй-хӑват пама та, ун тыткӑнне лексен ҫунтарса кӗллентерме те пултарать. Пурнӑҫра ун пек те, кун пек те пулать, ҫамрӑклӑх ҫавӑнпа илемлӗ те. Ҫамрӑка йӑнӑшма юрать, ватӑлсан йӑнӑшни килӗшмест.
Ҫамрӑклӑх, хӗрпе йӗкӗт пӗр-пӗрне юратни — ӗмӗрех асра юлакан илӗртӳллӗ вӑхӑт. Ун пирки каланисем кашни халӑхӑнах нумай. Творчество ҫыннисемшӗн ҫак тапхӑр иксӗлми уҫлӑх. Мӗн чухлӗ каланӑ, ҫырнӑ, кӗвӗленӗ ҫамрӑклӑх пирки, пурпӗрех ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен ҫак ыйтӑва хускатаҫҫӗ, тишкереҫҫӗ, сӑнарлаҫҫӗ. Вӑл нихӑҫан та кивелми, йӑлӑхтарми тема.
Арҫынпа хӗрарӑм
Этеме, ытти чӗрӗ чунсемпе танлаштарсан, тӗнчене пултарнӑ Турӑ ытарса пӗтермелле мар тӗлӗнмелле тунӑ. Сывӑ, ҫутҫанталӑкпа килӗшсе пурӑнакан ҫын ҫине пӑхма питӗ кӑмӑллӑ. Ҫынсем ҫӗр ҫине ҫав тери хитре ҫуралса килеҫҫӗ. Этем хитрелӗхне художниксем, скульпторсем курӑмлӑ калӑплаҫҫӗ, ҫыравҫӑсемпе юрӑҫсем кӗвӗпе те сӑмахпа ытарласа сӑнлаҫҫӗ. Ытла та илемлӗҫке этем! Ӑна Турӑ хӑй евӗрлӗ, хӑй сӑнарлӑ тунӑ та-ха, урӑхла епле пултӑр. Илемлӗ маррисем, чипер маррисем... Эпир хамӑр нӗрсӗрлӗхе, апшурлӑха, мӑнкӑмӑллӑхпа ӑмсанулӑха, этемре тӗл пулакан ытти ҫитменлӗхсене кура ҫапла хитре мар пулатпӑр ахӑр.
Турӑ пултарнӑ ӗҫсем ытла та тӗлӗнмелле. Этемлӗхе икӗ пая уйӑрнӑ: ар тата ама. Уйӑрман пулсан — мӗн тери кичем пулатчӗ тӗнчере. Халӗ вара арҫынсем хӗрарӑм патне, хӗрарӑмсем арҫын патне туртӑнаҫҫӗ. Пире пӗр-пӗринпе пӗрлешсе ырӑ курмалла тунӑ. Арҫын хӗрарӑма килӗшес, унӑн кӑмӑлне хӑй енне ҫавӑрас тесе темӗн те тума хатӗр. Этемлӗх историйӗнче ҫак тӗлӗшпе ахаль чух шутласа кӑларма та ҫук паттӑрлӑх кӑтартнисем, хирӗҫӳсем, унтан та ытларах, вӑрҫӑ тухнисем те паллӑ. Чипер Еленӑшӑн грексем Троя хулине ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. Хӗрарӑмсем арҫына килӗшес тесе чиперленес тӗлӗшпе мӗн кӑна шутласа кӑларман-ши тата. Ҫапла, ҫапла, вӗсене пурне те арсемшӗн шутласа тупнӑ. Арҫын куҫпа юратать-ҫке-ха. Тутисене хӗретеҫҫӗ, куҫ хӑрпӑкӗсене хуратаҫҫӗ, пӗркеленчӗксем ан пулччӑр тесе кремсемпе усӑ кураҫҫӗ. Хӗрарӑма Турӑ арҫыншӑнах чӑтмалла мар хитре туса янӑ. Мухтава тивӗҫлӗ нумай ар хӗрарӑм чиперлӗхне пула пуҫне ҫухатнӑ. «Саншӑн вилме хатӗр» тесе каланисем чылай чухне пурнӑҫланнисем пӗтӗм тӗнчешӗн паллӑ. Аякка каймастпӑр. Хӗрӗсем: «Мана эс манса кай, эпӗ качча тухрӑм», — тесе ҫыру ҫырса ярсан салтакри ачасем хӑйсен ирӗкӗпе пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнине илткелетпӗр. Мӗн тӑвас тетӗн, ар вӑл этемлӗхӗн вӑйлӑ, хӑватлӑ ҫур пайӗ пулин те, тепӗр ҫур пайне черчен, ачаш, илемлӗ хӗрарӑма пӑхӑнать. Тен, хӗрарӑмсем арҫынсенчен те чӑтӑмлӑрах тени — чӑн сӑмах.
Этем кӗлеткине тӗлӗнмелле ӑнӑҫлӑ пултарнӑ. Икӗ ураллӑ ҫеҫ пулин те, вӑл ӳкмест. Укме кӑна мар-ха, тем тӗрлӗ хусканусем тума, тӗлӗнмелле авкаланма пултарать. Ятарласа хӑнӑхнӑ акробатсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнине ҫӑвар карса пӑхасси ҫеҫ юлать. Этем кӗлетки мышцӑпа шӑмӑран мар, резинӑран тӑрать пулӗ тесе шутласа илетӗн.
Ҫамрӑк чухне пурте тӑпӑл-тӑпӑл кӗлеткеллӗ те хитре эпир. Пӗвӗмӗрти мӑкӑрӑлчӑксемпе путӑксем пӗр-пӗринпе ылмашӑнса выляса ытармалла мар кӗлетке туса хураҫҫӗ. Арпа амана пӗр-пӗрне илӗртмешкӗнех чипер кӗлетке панӑ Турӑ.
Этем хусканӑвне, уттине пӑхса вӑл мӗнле ҫын иккенне тӗшмӗртме пулать. Хӑй кӑмӑл-туйӑмне ҫын ташланӑ чух уйрӑмах лайӑх палӑртать. Унӑн вӗрилӗхӗ, ӑсталӑхӗ, вӑй-халӗ ҫавӑн чух алӑ тупанӗ ҫинчи пек курӑнать.
Этемлӗх икӗ пайран, арпа амаран тӑрать терӗмӗр. Библи тӑрӑх, Турӑ Евӑна, ҫӗр ҫинчи пӗрремӗш амана, Адамӑн, Ҫӗр ҫинчи пӗрремӗш арӑн, кӗлеткинчи аяк пӗрчине кӑларса илсе ӑсталанӑ. Чун, аҫапа ама пӗр кӗлеткере пулнӑ. Авалхи грексен Зевс турри те этеме икӗ пая. аҫа хӑй уйрӑм, ама хӑй уйрӑм ҫын туса пайласа ярать. Вӑйпа уйӑрнӑ пирки аҫапа ама яланах пӗр-пӗрин патне туртӑнаҫҫӗ. Вӗсем каллех пӗрлешсе каясшӑн. Пӗр чун, пӗр кӗлетке пулса каяймаҫҫӗ пулин те, ҫав туртӑмран киленӗҫлӗх туйӑмне астивеҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра, Ҫӗр ҫинче иатриархат пулнине кура, арҫын хӑй хӗрарӑм патне туртӑннине ытла пытарсах тӑмасть. Хӗрарӑм вара ытларах чух пӗр-пӗр ар хӑйпе интересленессе кӗтет. Пӗр-пӗрне килӗштерсен туслӑх, каярах юрату та пуҫланса каять. Хӗр те харсӑрланса йӗкӗте хӑй майлӑ ҫавӑрма пултарать.
Ҫӗр ҫинчи кашни ҫыннӑн тепӗр ҫур пайӗ пур. Арҫынпа хӗрарӑм хӑйсен чӑн ҫуррине тупнӑ пулсассӑн — вӗсем пурнӑҫа ӑнтараҫҫӗ. Анчах ӑна тупма ҫав тери йывӑр. Ҫемьеллӗ ҫынсем хушшинче «Эпӗ хамӑн тепӗр ҫуррине тӗрӗс тупнӑ» тесе сахал кам калама пултарать пулӗ.
Чылай чухне хамӑрӑн тепӗр ҫуррине пӗр йӑнӑшсӑр тупма пире мӗн чӑрмантарать-ши? Тепӗр ҫурри хамӑртан аякра пулни, е ҫумра илӗртекен урӑх ҫынсем пурри. Тен, пурнӑҫ пире хамӑра пӳрнӗ шӑпапа тӗл пултарассине шанма пӑрахни мар-ши? Е эпир, этемсем, ытла та пӑсӑлса кайнӑ та, хамӑрӑн чӑн ҫуррипе пӗр ҫемье чӑмӑртаса та лайӑх пурӑнма пӗлместпӗр.
Ҫамрӑк ҫын мӑшӑрланса ҫемье ҫавӑрсан хӑйпе пӗр тӑвансенчен пӑртак ютшӑнать. Ача-пӑча ҫуралсан вара тата та ытларах сисӗнет ҫакӑ. Мӗншӗн тесен уншӑн хӑйпе пӗр тӑванӗнчен ҫывӑхрах тӗпренчӗксем, хӑйӗнчен ҫуралнӑ ачисем пур. Пӗртӑвансенчен хӑшӗ те пулин мӑшӑрсӑр пулсан сивӗнесси ҫук-ха. Пурте мӑшӑрлӑ, ача-пӑчаллӑ пулсан — пӗр-пӗринчен аякка тӑрса юласса кӗтсех тӑр.
Этем пачах ют ҫынсемпе туслашса, чи ҫывӑх тус-тӑван пулса пурӑнать. Медицина тӗлӗшӗнчен пӑхсан, тӑван маррисем пӗрлешсе ҫемье чӑмӑртани лайӑх теҫҫӗ. Унашкал майпа юн ҫӗнелет. Пӗр-пӗр йӑхра вӑй илнӗ чир-чӗр ют юнпа хутшӑнса малалла аталанса каяймасть, Ҫапла вара ҫӗнӗ юнпа ҫемьене, йӑха ҫӗнӗлӗх, ҫӗнӗ вӑй-хал кӗрет.
Сувар ҫамрӑкӗсем пӗрлешсен ҫулталӑк хушшинче мӗнле-тӗр уяв пулать — ҫӗнӗ тӑвансен, хӑтатӑхлачсен пӗр-пӗрин патне ҫине тӑрсах ҫӳремелле. Ҫулталӑк иртсен кӑмӑл килнӗ таран хутшӑнаҫҫӗ. Пысӑк уявсене (туй, ӗҫкӗ-ҫикӗ, салтака ӑсатасси) тепӗр енчи хӑта-тӑхлачӑсем кайран та пыраҫҫех.
Арҫын енчен ҫичӗ сыпӑкри ҫын ҫичӗ ют пулать, вӑл ҫынпа пӗрлешме юрать. Хӗрарӑм енчен тӑватӑ сыпӑк та юрать.
Хаҫат-журналсенче, телерадиокӑларӑмсенче час-часах телейсӗр шӑпаллӑ ҫемьесем пирки пӗлме пулать. Килти ҫӳп-ҫапа никамах та урама кӑларса пӑрахасшӑн мар-ха. Темле начар пулсан та, этем хӑйне ҫын ҫинче лайӑх кӑтартасшӑн. Пӗррехинче Суваррадиора ӗҫлекенсем ҫапла каланине илтме тӳр килчӗ: «Йытӑпа кушак пек пурӑнсан та мӑшӑрӗсене саламласа «юратнӑ упӑшки е арӑмӗ» тесе вӗҫлеҫҫӗ ҫырӑвӗсене».
Телейлисем пирки нимӗн те илтмен-ҫке. Е ун пеккисем вуҫех ҫук-ши? Апла мар иккен, телейлисем хӑйсен телейӗ пирки кӑшкӑрашмаҫҫӗ. Вӗсем телейне куҫӑхтарасран, ҫухатасран хӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та телейлӗ ҫынсем хӑйсем ҫинчен каласа пама юратмаҫҫӗ.
Туй вӑхӑтӗнче ашшӗ-амӑш паракан пил
Пехиле кам мӗнле пултарать, кам мӗнле пӗлет, ҫапла калать. Пӗтӗмӗшле илсен, пил парасси ҫапла пулса иртет. Хӗрпе йӗкӗт чӗркуҫҫи ҫинче тӑраҫҫӗ. Вӗсене хирӗҫ, варринче ашшӗ-амӑшӗ, айккинелле асламӑш-кукамӑшсем, аслашшӗ-кукашшӗсем (кам чӗрӗ-сывӑ — пурте) ларса тухнӑ. Пилне малтан ашшӗ-амӑшӗ калать, унтан ыттисем — хреснашшӗ-хреснамӑшӗсем, аппӑшӗ-пиччӗшӗ таранах.
Амӑшӗ:
Пехил, ачамсем, сывлӑхлӑ пулӑр, телейлӗ пулӑр, ӑнӑҫлӑ пурӑнӑр, ача-пӑчаллӑ пулӑр. Кил-ҫурта ҫын килсен «килех» тейӗр, сӗтел хушшине лартмасӑр кӑларса ан ярӑр. Ваттипе ватӑ пулӑр, ҫамрӑккипе ҫамрӑк пулӑр, ваттисене сума сӑвӑр. Пире, ваттисене, манса ан кайӑр. Хӑвӑр хушша ют ҫынна ан кӗртӗр. Килти ҫӳп-ҫапа урама кӑларса ан пӑрахӑр. Тата мӗн калам? Ашшӗ, тата эсӗ кала.
Ашшӗ:
Эпӗ те ҫавнах калатӑп. Вӑрман пек пуян, уй-хир пек аслӑ пулӑр. Чашӑк-тирӗк шӑкӑртатмасӑр пулмасть, хӑвӑр хушӑри шӑртти-марттине ҫынна ан систерӗр. Арҫын килте арҫын вырӑнӗнче, хӗрарӑм хӗрарӑм вырӑнӗнче пултӑр. Пӗрне-пӗри итлемесен пурнӑҫ пулмасть. Пӗри хӗрсе кайсан тепри йӑваш пулӑр, тепри хӗрсе кайсан тепри саплаштарӑр. Ача-пӑчаллӑ пулӑр, ачӑрсен пархатарне курӑр. Ҫавна кӑна калам, пехил сире.
Киле, тӗпкӗҫе юлаканнине ҫапла хушса калаҫҫӗ:
Кирек епле пулсан та, эпир ку таранччен пурӑннӑ, пурӑннӑ ҫӗрте ыррине те, усаллине те курнӑ, хамӑра пурӑнмалӑх ҫакӑн чухлӗ пурлӑхӑмӑр пур, шӗкӗр Турра. Малашне ӗнтӗ эсир ӗҫлӗр, эсир туиӑр, пирӗн пурлӑхӑмӑра тӗп тумасан, хӑвӑр тата ун ҫумне мӗн чухлӗ те пулин хушсассӑн, сире ачӑрсемпе пурӑнма ҫитӗ вара. Пиртен ырӑ курма пехил сире. Ӗнтӗ тав сире, ура ҫине тӑрӑр.
Сувар халӑх пилӗсем
Кирек хӑш халӑхӑн та ҫитӗнекен ӑрӑвӗ валли пил е халал пур. Пӗтӗмӗшле илсен, сувар хӑйӗн ачисене ҫакна шута илсе ҫитӗнтерет: ӗҫченлӗх, ӑс-тӑн, туслӑх, сӑпайлӑх, чӑнлӑх, сывлӑх, ар тата хӗр чысне упрасси. Ҫуйӑн Хӗветӗрӗн хӑйӗн амӑшӗнчен ҫырса илнӗ Улӑп халапӗсенчи ҫичӗ телей шутӗнче акӑ мӗн асӑнать: сывлӑх, юрату, лайӑх мӑшӑр, сак тулли ача-пӑча, хут вӗреннн, ал ӗҫ туни, ҫуралнӑ ҫӗршыв. Чӑвашсене ҫутта кӑларакан И.Я. Яковлев хӑйӗн халалӗнче ҫакнашкал чӑнлӑхсем ҫинче чарӑнса тӑрать.
Турра ӗненӗр. Ӗненӳ этем ӑсне, кӑмӑпне ҫунатлантарса ҫӑмӑллатать, чун пурнӑҫне канӑҫлӑх парать, лӑплантарать; инкек-синкек, хуйхӑ-мӗн курнӑ вӑхӑтра чуна хӑват парать; ӗҫсем ӑнса телейлӗ пурӑннӑ чух ӗненӳ чуна тасатать, ӑна ҫутатса тӑрать.
Тӑван Ҫӗршыва юратӑр. Вырӑс халӑхӗн (ун чухне Раҫҫей империйӗ пирки вӑл урӑхла калама пултарайман. — У.С.) савӑнӑҫне пӗрле пайламалла пултӑр; унӑн хуйхӑ тӳсмелле пулсан, ӑна эсир те тӳсӗр. Ҫапла вара малашне вӑл курас ҫутӑ пурнӑҫа унпа пӗрле эсир те курӑр; вӑл малашне чаплӑланса кайсан, унпа пӗрле эсир те чаплӑланӑр... Вырӑс халӑхне (тӑван ҫӗршыва. — У.С.) шанса пурӑнӑр, ӑна юратӑр, вара вӑл сирӗн аннӗр пулӗ.
Вӗренӳ, ӑс-тӑн. Вӗренӳлӗх пӗлсе тӑракан пурлӑха пуҫтарса, эсир хӑвӑрӑн тӑван халӑхӑр патне таврӑнӑр, вара патшалӑхра чӑн лайӑх этем мӗнле пулмалли ҫинчен вӗсене каласа ӑнлантарӑр; саккун ҫинчен тата халӑх хушшинче пулмалли тӳрӗлӗх ҫинчен вӗрентӗр.
Чӗлхе. Аннӗрсенчен вӗренсе юлнӑ хӑвӑрӑн тӗп чӗлхене ан пӑрахӑр. Кӗҫӗн тӑванӑрсен умӗнче хӑвӑр парӑмӑра манманшӑн халӑх кӑмӑлӗ сире кирлӗ таран тавӑрӗ.
Ҫемье. Ҫемйӗре лайӑх пӑхса усрӑр: ҫемье вӑл — халӑх чаракӗ, патшалӑх чаракӗ... Ҫемъен лӑпкӑ пурнӑҫӗ пире пурнӑҫ хыттинчен хӳтӗлесе тӑрать. Килӗштерсе тӗреклӗ тӑракан ҫемьешӗн катаран килекен пурнӑҫ синкерӗсем хӑрушӑ мар.
Чыс, ӳт-пӳ тасалӑхӗ. Утӗре ясарпа ан варалӑр, ӳсӗртекен, астаракан япаларан шикленӗр. Ҫемйӗре сыхӑ усрасан, ачӑрсене чипер упраса пурӑнсан, килӗштерсе лӑпкӑ ӗҫлесе пурӑнма хӑвӑр валли тӗреклӗ чарак лартса хурӑр.
Сапӑрлӑх. Пӗр-пӗринпе сапӑр пулӑр, ҫукшӑн-пуршӑн чашкӑрса ҫӳресрен, харкашасран аякка тарӑр.
Туслӑх. Сувар хушшинче килӗшӳсӗр ӗҫ час-часах пулкалать. Ҫапла акӑ суварран хӑшӗ те пулин мала туха пуҫласан ыттисем ӑна такӑнтарма пӑхаҫҫӗ, ҫулне пӳлеҫҫӗ. Апла ан пулӑр. Ҫӳле ҫӗкленекене мӗн хал ҫитнӗ таран ҫӗкленме пулӑшӑр. Хӑпарса ҫитсе тӗрек илсен вӑл вара хӑй сире аяптан ҫӳле турта-турта кӑларӗ. Малти урапа куссан, хыҫалти унтан юлмасть.
Пӗр мыскараллӑ пӗчӗк калав аса килет. Леш тӗнчере тамӑка лекнӗ ҫылӑхлӑ суварсен чунӗсене хуранта вӗретеҫҫӗ, тет. Хӑш-пӗр харсӑр сувар хуран хӗррине хӑпарса ҫитсе тухса тарасшӑн та, анчах вӗсене аялтисем турта-турта антараҫҫӗ иккен. Ҫавӑнпа хуран патӗнче хурал та ҫук. Израиль ывӑл-хӗрӗн хуранӗ патӗнче хурал пур, тет. Мӗншӗн тесен вӗсем пӗр-пӗрне пулӑшса хурантан пурте пӗрле тухса тарасшӑн. Пире, суварсене, Иван Яковлевич ҫакнашкал ҫынсем пек туслӑ пулма вӗрентмест-и-ха?
Ӗҫченлӗх. Юшӗшсе ӗҫленӗ ӗҫ пысӑк усӑллӑ — ҫакна пӗлсе тӑрӑр, ун пек ӗҫе юратӑр. Чӑн пӗчӗк ӗҫе те пит пикенсе, юратса ӗҫлӗр. Юратса тусан, чи пӗчӗкҫӗ ӗҫе те чаплӑлантарса яма, усӑ паракан тума пулать; ӳркенсе ытахальтен анчах ӗҫлесен, чӑн пысӑк ӗҫ те пӑрахӑҫа тухать, хисепрен каять.
Тӗрӗслӗх. Кукӑр ҫулпа ҫӳресрен, ултавпа тӑвас ӗҫрен хӑраса тӑрӑр: тӳрӗлӗхсӗр курнӑ усӑ, ултавпа тупнӑ телей — тӗреклӗ мар, вӑл вӑраха пымасть.
Халалсем хӑшӗ маларах, хӑшӗ каярах тӑрасси пит пӗлтерӗшлех те мар пулӗ. Ҫапах та. Турра юратасси (ӗненесси), Тӑван Ҫӗршыва юратасси чи малта тӑрасси пирки никам та иккӗленмест, паллах. Ун хыҫҫӑн чыса упрасси пулмалла. Кун пирки халӑхра ҫапла каланӑ: Чысна ҫамрӑкран упра; Чыс ҫыншӑн чи пахи; Чыс пулсан пурӑнма ҫӑмӑлрах; Чыса ҫухатсан сутӑн е кивҫен илеймӗн; Чыссӑрӑн чунӗ ҫук; Чыса ҫухатни пуҫа ҫухатнипе пӗрех.
Ҫемье, йӑх-хурӑнташ. Этем кам пуласси вӑл мӗнле ҫынсем хушшинче ӳснинчен килет. Сувар тӳрех: «Эсӗ камсен пулатӑн?» — тесе ыйтать. Ҫавӑнпа ӗнтӗ: Ашшӗне кура ывӑлӗ, амӑшне пӑх та хӗрне ил, теҫҫӗ; Атте-анне пурри — телей; Пасар таврашӗнче, укҫу пулсан, темӗн те илме пулать, атте-аннене ҫеҫ туянма ҫук; Ватӑсене хисеплекен ҫын кулли пулман; Ват ҫын — тӑват ҫын; Ватӑпа ватӑ пул, ҫамрӑккипе — ҫамрӑк; Ваттине хисепле, ватӑлсан хӑв та хисеп курӑн...
Ырӑ кӑмӑл. Сапӑрлӑх (благородство). Пархатар. Хӑв ырӑ пулсан, санпа та ырӑ пулӗҫ; Ыррине курсан ырӑ пулать тет; Ырринчен ырман тет; Ырӑ кӑмӑл — ыр тивлет; Ырӑ тусан ҫын тав туса «пархатар кур» тет; Сапӑр ҫынна савӑкки лекет...
Тӗрӗслӗх. Чӑнлӑх. Чӑнлӑх чул касать; Тӗрӗслӗх шывра та путмасть, вутра та ҫунмасть; Тӗрӗсси тем чул пытарсан та ҫиеле тухатех; Тӗрӗслӗх куҫа кӗрет; Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук; Начар пул та вӑрӑ ан пул; Тӗрӗс пурӑннине мӗн ҫиттӗр; Никама та ним те туман, ҫавӑнпа савӑнмалла; Ултавӑн хӳри улттӑ, хӑвна каялла таврӑнса тивме пултарать...
Ӑс-тӑн. Вӗренӳ. Ӑслӑ ҫын патне ӑс ыйтма каяҫҫӗ; Ӑс-тӑнпа ҫӳрекенрен ҫын кулман; Ӑс-тӑн ылтӑнран та хаклӑрах; Вӗренни ҫутӑ, вӗренменни — тӗттӗм; Ҫамрӑкла вӗренни чул ҫинче, ватӑлла вӗренни — юр ҫинче; Ӗмӗр пурӑн, ӗмӗр вӗрен; Вӗренни ҫӑкӑр ыйтмасть; Вӗреннӗ ҫын — сумлӑ, хисеплӗ ҫын; Вӗренмен ҫын суккӑр...
Чӗлхе. Тӑван сӑмах. Чӗлхе пӗтсен халӑх пӗтет. Тӑван чӗлхе, тӑван сӑмах чи илемли; Пӗлсе каланӑ сӑмах хӗҫ-пӑшалран хӑватлӑ...
Сывлӑх. Пуян пуян мар, сывлӑх пуян; Сывлӑх чи пысӑк пуянлӑх, ҫавӑнпа ӑна ачаран упра; Сывлӑха сутӑн илеймӗн; Сывлӑх — ҫын телейӗ; Сывлӑх пулсан пурте пулать, сывлӑх пулмасан туссем те, пуянлӑх та пулмасть... Кирек хӑш халӑх ҫынни те тӗл пулсан, сывпуллашнӑ чухне тата ытти паллӑ самантсенче чи малтан сывлӑх сунать.
Ӗҫ — пурнӑҫ тыткӑчи. Ӗҫе пӗлекен ӗҫрен юлман, ӗҫе пӗлменни — ӗҫ тупайман; Ӗҫчен ҫыншӑн ӗҫ тупӑнсах пырать; Ӗҫе пӗчӗкрен вӗрен-месен кайран хӑнӑхма йывӑр; Ӗҫрен те ан юл, канма, савӑнма та пӗл...
Сувар ҫынни ӗҫчен пулни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Салтака каякансене «туянма» килекен ӑна-кӑна курнӑ офицерсем «Суварсем пур-и?» — тесе ыйтаҫҫӗ. Республика тулашне тухса ӗҫлеме ҫӳрекен суварсем те лайӑх шутра. Ку вӑл пире ӗҫченлӗх енчен ҫеҫ мар, пурнӑҫра кирлӗ ытти пахалӑхсемпе пуян пулнине палӑртса хаклать.
Туслӑх. Туслӑхра — вӑй; Туслӑха упрама пӗлмелле; Тусу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр; Ҫӗр сум пуличчен ҫӗр тус пултӑр; Тусу пулсан туслӑха упра, тусу ҫук пулсан — тупма тӑрӑш...