Пуян пирĕн чĕлхе

Пухусенче, конференцисенче тухса калаҫакан делегатсенчен ытларахӑшӗ чӑвашсен шучӗ чакса пыни пирки пӑшӑрханать. Чӑнахах та чӑвашсем 100 пин ытларах пурӑнакан хутлӑхсене илер-ха. Чӑвашсен шучӗ чи нумай чакни — Самар облаҫӗ. 1989—2002 ҫулсенче унта 117900 ытларах чӑвашран 101400-е яхӑн ҫеҫ юлнӑ. Ҫапла вара ҫак вӑхӑтра 16500 ҫын чакнӑ. Ку вӑл 14,5 процентпа танлашать. Ӑҫта кайнӑ вӗсем? Паллах, пурте вилсе пӗтмен, вырӑсланнӑ, хӑйсене вырӑс тесе ҫыртарнӑ. 101400 чӑвашран та 45 проценчӗ тӑван чӗлхе вырӑнне вырӑс чӗлхи кӑтартнӑ. 1970 ҫулта Тутар Республикинче 150 пин ытларах чӑваш пурӑннӑ пулсан 1989 ҫул тӗлне — 134,2 пин, 2002 ҫулта 126,5 пин чӑваш пулни паллӑ. 13 ҫулта 7,7 пин чӑваш чакнӑ /5,8%/. Ульяновск облаҫӗнче 116,5 /1989 ҫул/ чӑвашран 113,3 пин /2002 ҫул тӗлне/ ҫеҫ юлнӑ. Чӑвашсен шучӗ чи сахал чакни — Пушкӑрт Республики. 1989 ҫул тӗлне 118,5 пин чӑваш пурӑннӑ пулсан 2002 ҫул тӗлне 117,3 пин ҫын юлнӑ /1 процент чакнӑ/. Чӑваш Республикинче вара 2 процент чакнӑ. 2010 ҫулхи ҫырав кӑтартӑвӗсем те савӑнтармаҫҫӗ.

ЧНК Аслӑ пухӑвӗсенче, конференцисенче тухса калакан, чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшнӑ пек кӑтартакансен, хулара е район центрӗнче пурӑнакансен ачисем вырӑсланса ӳсеҫҫӗ. Вӗсемех чӑвашсен шучӗ сахалланса пынишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ тӗк, мӗншӗн хӑйсен ачисемпе вырӑсла калаҫаҫҫӗ? Самар облаҫӗнчи чӑвашсен «Пехил» пӗрлӗх ертӳҫин В. Д. Калмыковӑн та, Тольяттири чӑваш наци культура автономийӗн ертӳҫин А. П. Глуховӑн та, Тутарстанри Анат Камӑри чӑваш гимназийӗн директорӗнче нумай ҫул вӑй хунӑ А. П. Гавриловӑн та ачисем чӑвашла пӗлмеҫҫӗ.

Чӑвашсен шучӗ чакса пынин сӑлтавӗсенчен пӗри — 1956 ҫулта Чӑваш Республики тулашӗнчи чӑваш педучилищисене хупни /5 педучилище/. Ҫакӑн хыҫҫӑн шкулсенче вырӑсла кӑна вӗрентме тытӑнчӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисемпе вырӑсла кӑна калаҫать, мероприятисем вырӑсла ҫеҫ иртеҫҫӗ.

Пӗррехинче Самар хутлӑхӗнче чечен ҫыннипе паллашнӑччӗ. Вӑл мана ҫавӑн пек каланӑччӗ: «Пирӗн ҫирӗп йӑла: хамӑрӑн несӗлсене 7 сыпӑкран кая мар пӗлмелле, вӗсен чӗлхине упрамалла. Енчен те ҫаксене пурнӑҫлаймасан эсӗ чечен мар, сана нимӗнле хисеп те пулмасть».

Самарта, Тольяттире чӑваш ансамблӗсем лайӑх ӗҫленине асӑнса хӑвармалла. Юрлакансем чӑваш юррисене юратса шӑрантараҫҫӗ. Пӗлес килет: вӗсем тата килӗсенче ачисемпе хӑш чӗлхепе калаҫаҫҫӗ-ши?

Эпӗ Иван Егоров ҫыравҫӑ-прозаик патӗнче пӗрре мар пулнӑ. Унӑн мӑшӑрӗ вырӑс. Вӗсен ывӑлӗ Павел амӑшӗпе — вырӑсла, ашшӗпе чӑвашла пуплет. Ҫапла пулмалла та. Хутӑш ҫемьерен тӗк, ачасене ашшӗ чӗлхине те, амӑшӗн чӗлхине те юратма вӗрентмелле.

Хаҫатра ӗҫленӗ чухне чӑваш ансамблӗнче юрлакан ҫамрӑк хӗрарӑмпа паллашма тӳр килнӗччӗ. Зина Гаврилова Иркутскра ҫуралнӑ. Ашшӗ — Антон Федоров — Мерчен ялӗнчен, амӑшӗ Вартюх Кивӗ Уселӗнчен Дутарстанри Аксу районӗ/. Эпӗ унӑн ашшӗне те, амӑшне те лайӑх пӗлетӗп. Зина манӑн кӗрӗвӗн иккӗмӗш сыпӑкри йӑмӑкӗ иккен. Антунпа Вартюх вунӑ ача ҫуратса ӳстернӗ. Вартюх сасси лайӑхчӗ. Вӑл ҫамрӑк чухнех юрлама юрататчӗ. Антун вилни вара пайтах пулать. Вӑл вӑрҫӑ инваличӗччӗ.

— Самара килсен эпӗ малтан вырӑс хорне ҫӳреттӗм. Чӑвашсен пултарулӑх ушкӑнӗ йӗркеленсен унта ҫул тытрӑм. Тӑван чӗлхепе калаҫма йывӑрччӗ, майӗпен хӑнӑхрӑм, — тенӗччӗ Зинаида Антоновна. — Эсӗ манпа вырӑссен хушшинче те чӑвашлах сӑмахла, — тӗлӗнтерчӗ вӑл мана.

Шел, чӑваш ялӗсенчи шкулсенчех нумайӑшӗнче чӑваш чӗлхи урокӗсем ҫук. Акӑ Мӑкшелӗнчи /Аксу районӗ, ТР/ шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентмеҫҫӗ. Ялта пурӑнакансен 70—75 проценчӗ — чӑваш. Эпӗ ҫав шкулта 7 класс таран пур предмета та чӑвашла вӗреннӗ. 1956 ҫулта В. Ф. Тарасов шкул директорӗ районта чи малтан вырӑсла кӑна вӗрентме тытӑннипе чапа тухнӑччӗ. Манӑн ачасем те малтан ҫав шкулта ӑс пухатчӗҫ. Министерствӑна ҫырса янӑ хыҫҫӑн тин чӑваш чӗлхи урокӗсене каялла тавӑрчӗҫ. Ҫавна пула РОНО, ялти пуҫлӑхсем умӗнче «националист» пулса тӑтӑм. Эпӗ районтан тухса кайсан шкулта чӑваш чӗлхи урокӗсене пӗтернӗ.

Виктор СИМАКОВ.
Тутарстан, Аксу районӗ