Вырăсланни

Пуян пирĕн чĕлхе

Пухусенче, конференцисенче тухса калаҫакан делегатсенчен ытларахӑшӗ чӑвашсен шучӗ чакса пыни пирки пӑшӑрханать. Чӑнахах та чӑвашсем 100 пин ытларах пурӑнакан хутлӑхсене илер-ха. Чӑвашсен шучӗ чи нумай чакни — Самар облаҫӗ. 1989—2002 ҫулсенче унта 117900 ытларах чӑвашран 101400-е яхӑн ҫеҫ юлнӑ. Ҫапла вара ҫак вӑхӑтра 16500 ҫын чакнӑ. Ку вӑл 14,5 процентпа танлашать. Ӑҫта кайнӑ вӗсем? Паллах, пурте вилсе пӗтмен, вырӑсланнӑ, хӑйсене вырӑс тесе ҫыртарнӑ.

Subscribe to RSS - Вырăсланни