Апрель уйӑхӗнче Шупашкарта Наци кӗнекин фестивалӗ иртрӗ. ЧР Наци библиотекинче Наука кӗнекин кунӗ пулчӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари наукисен институчӗ кӑларнӑ ҫӗнӗ кӗнекесен хӑтлавне йӗркеленӗ: В.А. Мошков «Мелодии Волго-Камья», В.П. Воробьев «Чувашские народные песни» (А.А. Осипов редактор-йӗркелӳҫӗ) тата «Старые Чебоксары: археология, история, топонимика» (йӗркелекенӗ Е.П. Михайлов, наука редакторӗ).
Шупашкар историйӗ ҫинчен калакан кӗнеке вулакансемшӗн пуриншӗн те интереслӗ пулмалла. Унта Чӑваш Ен шӗкӗр хулинче археологсем чавса тупнӑ япаласем ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Ҫавсене пула историксем шупашкарсен иртнӗ ӗмӗрсенчи пурнӑҫне, культурине курма пултарнӑ. Унта тупнӑ япаласене пулах историксем Шупашкара никӗсленӗ вӑхӑта тӗрӗс палӑртма пултарнӑ — XIII ӗмӗр. Халиччен шутланӑ пек XV (1469) ӗмӗр мар. Анчах хальлӗхе ӑсчахсен пӗтӗмлетӗвне официалпӑ власть йышӑнса ҫирӗплетмен-ха, апла пулин те ку малашлӑхра тесе шутлас килет. Кӳршӗллӗ Тутарстанӑн тӗп хулине Хусана хӑҫан никӗсленине те археологсем тупнӑ япаласем тӑрӑх палӑртнӑ-ҫке, кӑна вараТутарстан, Раҫҫей влаҫӗсем те йышӑннӑ. Ҫавӑнпа Хусан 1000 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ та.
«Старые Чебоксары...» кӗнеке хӑтлавӗнче тухса каланисенчен чӑваш ӑсчахӗсем Борис Каховскипе Алексей Трофимов вырӑнти влаҫсем тӗп хулана никӗсленӗ датӑна улӑштарӗҫ тесе шанни палӑрчӗ.
Тимӗр АКТАШ.
Автор сӑнӳкерчӗкӗ.
Сувар. — 2012 ҫ. — Ҫу, 18 (20 (958) №).