«Сувар» фонд Пушкăртра пулчĕ

Василий Васильевич НиколаевНумаях пулмасть «Сувар» фонд Пушкӑрт республикинчи Чӑваш Карамал ялӗнче пулса иртнӗ Николаевӑн вулавне хутшӑнчӗ. Вулава чӑваш тӗнчин паллӑ ҫыннине Василий Васильевич Николаева (1939-2007) халалланӑ. Вӑл ҫав ялта ҫуралса ӳснӗ. РАЕН академикӗ, Чӑваш Республикин патшалӗх премине икӗ хутчен тивӗҫнӗскер, Ӑремпур газпром гендиректорӗ пулса ӗҫленӗ. Василий Васильевич тӑван халӑхӑн пуян историне нумай тӗпченӗ, тӗпчевҫӗсене пухса вӗсемпе пӗрле чаплӑ та пуян кӗнекесем кӑларнӑ. «Халӑхӑмӑрӑн историпе ҫыхӑннӑ кӗнекесемпе ытти ӗҫсен шайӗ питӗ ҫӳллӗ, тӗнче шайӗнче, пулмалла», — тенӗ вӑл. Сӑмахран, «Чувашский костюм» кӗнекене Финляндири типографинче кӑларттарнӑ. Халӑх тум-тирӗ пирки ҫырнӑ ытти халӑхӑн ҫавнашкал чаплӑ кӗнеке никамӑн та ҫук тесен те йӑнӑш пулмӗ. В.Николаев нишлӗ те мӗскӗнрех кӑларнӑ ӗҫсене чӑтма пултарайман. Вӑл пӗр май асилтерсе тӑнӑ: «Хамӑра хисеплемелле — унсӑрӑн пире тӗнчере никам та хисеплемӗ».

Вулав ҫӳллӗ шайра иртрӗ. Чӑваш районӗсенчен верентекенсемпе шкул ачисем нумаййӑн пухӑннӑчӗ — тӗрлӗ секцисенче историпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Регионсенчен те килнӗччӗ: Тӗменрен, Тольятинчен. Самартан Давыдов фольклор ушкӑнӗпех килнӗ. Виҫ ҫулта пӗрре паракан В.Николаев ячӗллӗ премине тивӗҫнӗ ҫынсене пӗтӗм халӑх умӗнче чысларӗҫ. Преми лауриачӗсене хальхинче сӑвӑҫ тата тележурналист М. Карягина, тӗпчевҫӗ тата ҫыравҫӑ В. Алмантай, вырӑнти музей пуҫлӑхӗ Ю. Леонтьев тивӗҫрӗҫ.

«Сувар» фонд Пушкӑртсен вӗрентӳ министрӗн ҫуммине, район пуҫлӑхне тата В.Николаевӑн хӗрӗсене хаклӑ парнесемпе чысларӗ. Вулава Чӑваш Республикинчен пынӑ делегаци те хутшӑнчӗ: В.П. Иванов профессор, ЧПГӐИ директорӗн ҫумӗ Э.Бахмисов тата Шуршӑлти космонавтика музейӗн директорӗ А.Тукмаков.

Ҫӑлкуҫ: Chuvash.org