Сувар — сумлă ар

«Чӑваш патшалӑхӗнчи сувар-пӑлхар палӑкӗсем: тӗпчемелли тата ҫӗнӗрен калӑпласа лартмалли ыйтусем» ятпа ӑслӑлӑх конференцийӗ

Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Чӑваш патшалӑхӗнчи сувар-пӑлхар палӑкӗсем: тӗпчемелли тата ҫӗнӗрен калӑпласа лартмалли ыйтусем» ятпа ӑслӑлӑх конференцийӗ иртрӗ. Калаҫу тӗпрен илсен чӑваш халӑхӗ пуҫланса кайнине тӗпченин паллӑрах уйрӑмлӑхӗсем тавра пычӗ. «Сувар» фонд директорӗ Владимир Алмантай 2007-2008 ҫулсенчи ӑслӑлӑх экспедицийӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллаштарчӗ. 17 ӗмӗрте пулнӑ сувар-пӑлхар палӑкӗсене ҫӗнӗрен ӑсталаса лартнӑ чух халӑх кар тӑрса пулӑшни пирки те хӑпартланса каласа пачӗ вӑл.

«Сувар» тата «Аял Сувар хулашӗ (Аслӑ Таяпа)» этнокультура паркӗсене, Тикеш хулашне упраса аталантарасси те – ҫивӗч ыйтусенчен пӗри.

Малашлӑх пирки те пычӗ сӑмах. «Сувар – сумлӑ ар. Унӑн эрех ӗҫмелле мар, туртмалла мар, усал сӑмах каламалла мар», – терӗ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Николай Балтаев «Сувар» фончӗн кӑмӑл-сипет кодексӗн проектне сӳтсе явнӑ май.

Римма ПРОКОПЬЕВА.
Тантӑш. — 2011 ҫ. — Раштав, 1 (48 №).