СУВАРĂН ЙĂЛА-ЙĔРКИ — ВАТТИСЕН ПЕХИЛĔ

Агеев В. И. Памятник суварскому народному герою Чемень. 2002 г. Б., тушь, 42х36.Халӑх хӑйӗн йӑли-йӗркине, чӗлхине, тӗне ҫухатмасан анчах упранса юлать. Ҫавӑнпа хальхи кӑткӑс вӑхӑтра пирӗн халӑх сыхланса юлтӑр тесе эпир ҫак «Суварӑн кодексне» хайларӑмӑр.

Сувар халӑх кодексне ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцинче 2011 ҫулта чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче эрне кун пӗр сасӑллӑ пулса йышӑннӑ. Конференцинче Чӑваш Ен, Пушкӑрт, Тутарстан, Чӗмпӗр тата Самара облаҫӗсенчен килнӗ 85 ҫын хутшӑннӑ.

  1. Ҫӳлти Турра, вӑл тунӑ тӗнчене, пиртен уйрӑлнӑ авалхи ваттисене (несӗлсене) хисепле.
  2. Аҫу-аннӳн йӑх-несӗл йӗрӗсене ан тат, тӑван халӑх йышӗ ӑруран-ӑрӑва ӳссе пытӑр тесе тӑрӑш. Аҫу-аннӳ кил-ҫуртне яланах тирпейлӗ тытса пыр.
  3. Хамӑрӑн ваттисен ӗлӗкхи йӑли-йӗркипе пурӑн, ют куккасен йӑли-йӗркине ан йышӑн. Тӑван халӑх тумтирне тӑхӑнса ҫӳреме тӑрӑш.
  4. Хамӑрӑн тата унпа тӑванлӑ Ҫураҫтӑр (Зороастр) тӗн йӗркине тытса пыр: пурнӑҫунта ырӑ шухӑш, ырӑ сӑмах, ырӑ ӗҫ пултӑр, вара ырӑ тӗнче пулать.
  5. Тӑван сувар-пулкар чӗлхи малти вырӑнта пултӑр. Килте, тӑван ҫӗршывра тӑван чӗлхепе юрла, калаҫ, ҫыр. Вара пирӗн патне авалхи несӗлсен (ваттисен) пилӗ (пехилӗ) ҫитсе пырать. «Мӑн асаттесен пилӗ (пехилӗ) пин ҫуллӑха, пилсӗр (пехилсӗр) виҫӗ ҫуллӑха», -тенӗ ваттисем.
  6. Эрех-сӑрапа иртӗхсе, пирус туртса сувар ятне ан яр; киревсӗр йӑласене пӑрахӑҫла.
  7. Сывлӑха ҫирӗплетме тӑрӑш. Санӑн сывлӑху — кил-йышри пуянлӑх, йӑх вӑйӗ.
  8. Аҫупа-аннӳне, мӑшӑрна, ачусене юратса, хисеплесе пурӑн. Аҫупа-аннӳ саншӑн — Турӑ, ачусем саншӑн — пуласлӑх.
  9. Чун хавалне, кӑмӑл-туйӑмна ҫирӗп тытма, кӳреннипе ҫилленнине путарма пӗл.
  10. Хыт кукар ан пул, ан ӑмсан. Ӑмсаннипе хыт кукарлӑх ҫынна хавшатать, ирӗке туртса илсе хӑйне пӑхӑнтарать, таврара мӗн пулса иртнине курма-ӑнланма чӑрмантарать. Сувар ӑс-тӑнӗпе кӑмӑл-туйӑмӗ ирӗк пултӑр; унӑн хӑй тӗнчипе те, тавралӑхпа та килӗшӳре пурӑнма май пултӑр.
  11. Нихҫан та инкеке лекнӗ ентеше пулӑшмасӑр ан ирт, мӗншӗн тесен пирӗн мӑн-мӑн асатте, мӑн-мӑн асанне пӗр.
  12. Ҫут ҫанталӑка упра. Пурӑнмалла ҫут ҫанталӑкпа пӗрле. Эсӗ унӑн пайӗ пулнине ан ман.

 

Эсӗ «Суварӑн кодексне» тивӗҫлӗ пурнӑҫласассӑн, ваттисен (несӗлсен) пилӗ (пехилӗ) сан патне те, ачасем патне те ҫитет, тӗрӗс ҫул кӑтартса пама пуҫлать. Ҫавӑнпа та ваттисем ачисемпе мӑнукӗсене пил хӑварма тӑрӑшнӑ. Ҫакӑ ваттисене шанчӑк панӑ, ҫӗнӗрен ҫуралсан, хӑйсен пилӗ хӑйсем патнех ҫитессе, йӑх ӗмӗр-ӗмӗре пырасса шантарнӑ. Пурнӑҫ ламран лама куҫса пынине ӑнланса ҫамрӑксем те ваттисенчен пил илме тӑрӑшнӑ.

Ҫӑлкуҫӗ: Алмантай У. Н. Сувар-пулкарсен культури. Укҫасен тата капӑрлӑхсен философи пӗлтерӗшӗ. — Шупашкар, 2012. — С. 85.