Ваттисен пехилĕ

СУВАРĂН ЙĂЛА-ЙĔРКИ — ВАТТИСЕН ПЕХИЛĔ

Агеев В. И. Памятник суварскому народному герою Чемень. 2002 г. Б., тушь, 42х36.

Халӑх хӑйӗн йӑли-йӗркине, чӗлхине, тӗне ҫухатмасан анчах упранса юлать. Ҫавӑнпа хальхи кӑткӑс вӑхӑтра пирӗн халӑх сыхланса юлтӑр тесе эпир ҫак «Суварӑн кодексне» хайларӑмӑр.

Сувар халӑх кодексне ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцинче 2011 ҫулта чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче эрне кун пӗр сасӑллӑ пулса йышӑннӑ. Конференцинче Чӑваш Ен, Пушкӑрт, Тутарстан, Чӗмпӗр тата Самара облаҫӗсенчен килнӗ 85 ҫын хутшӑннӑ.

Эсӗ «Суварӑн кодексне» тивӗҫлӗ пурнӑҫласассӑн, ваттисен (несӗлсен) пилӗ (пехилӗ) сан патне те, ачасем патне те ҫитет, тӗрӗс ҫул кӑтартса пама пуҫлать. Ҫавӑнпа та ваттисем ачисемпе мӑнукӗсене пил хӑварма тӑрӑшнӑ. Ҫакӑ ваттисене шанчӑк панӑ, ҫӗнӗрен ҫуралсан, хӑйсен пилӗ хӑйсем патнех ҫитессе, йӑх ӗмӗр-ӗмӗре пырасса шантарнӑ. Пурнӑҫ ламран лама куҫса пынине ӑнланса ҫамрӑксем те ваттисенчен пил илме тӑрӑшнӑ.

Subscribe to RSS - Ваттисен пехилĕ