О! Нил çумĕнчи ĕлĕкхи Египет
Мухтанă тимлĕхшĕн скарабей нăрра —
Çак нăрă тислĕкрен чăмăр унаса
Çавăрнă ăна хĕвеле май пăрса.
Юлашкинчен хатĕр чăмăрĕ çине
Ами йышлă çăмартине пăрахса,
Пытарнă шăтăкра тăпра тултарса,
Çитерме ăрусене тăрантарса.
Çитĕннĕ скарабей çине сăрланă
Хĕвел, лотос, лĕпĕшсен сăнĕсене,
Халь те Мавзолейра сыхланса юлнă
Ылтăнран тунă нăрă кĕлеткисем.
Хаклă йышши скарабей кÿлеписем
Упранса тăнă чуллă тупăксенче,
Çĕрмесĕр выртнă çынсен виллисенче,
Ювелирсен чечен эрешĕсенче.
Шăрăх кăнтăрла хисеплĕ скарабей
Вĕçет хăпартмасăр хытă çунатне,
Çĕклесе ĕлĕкхи Египет чысне,
Аса илтерсе вилĕмсĕр мухтавне.
Хĕвел Турăсен ĕçлĕхлĕ скарабей
Çавăрса чăмăра тĕплĕ палăртнă
Хĕвел тÿпере çуралса куçнине,
Вилнĕ хыççăн чĕрĕлсе çĕнелнине.
