Тĕпеклĕ ывăл

Атӑлҫи пӑлхарсен кашни ҫемйинче

Ашшӗ ҫулталӑк тултарнӑ ывӑлӗн

Ҫӳҫне хачӑпа каснӑ тӗпеклетсе

Сылтӑм енчи ӑшӑ тӑнлав тӗлӗнче.

 

Ман атте-аннен пилӗк ывӑл пулнӑ;

Ҫулталӑкри кашни ывӑлӗн ҫӳҫне

Касса хачӑпа пӗр тикӗс кӗскетнӗ

Тӗпеклетсе ачаш тӑнлав ҫийӗнче.

 

Ҫӳҫне касас умӗн ывӑлӗ туйса

Пачах итлемест, аллине тӑратса

Чупать анне патне хӳтлӗх шыраса,

Саппун айне курӑнми пытарӑнса.

 

Атте аннене куҫ хӗссе систерет

Ывӑла хӑйӗн патне йӑтса пыма,

Тытса пырсан чӗркуҫҫи ҫине лартать,

Кӑтра ҫуҫлӗ пуҫне ӑшшӑн ыталать.

 

Илемлӗн те хитрен ҫӳҫне кӗскетсе

Килӗшӳллӗ чипер тӗпек хӑварать,

Чуп туса сӑпка юррипе пиллесе

Вӑйпитти, паттӑрлӑх, хӑюлӑх сунать.

 

Атӑлҫи пӑлхарсен кашни ҫемйинче

Ашшӗ ҫулталӑк тултарнӑ ывӑлӗн

Ҫӳҫне хачӑпа каснӑ тӗпеклетсе

Сылтӑм енчи ӑшӑ тӑнлав тӗлӗнче.