Тăван чĕлхе — анне чĕлхи

Нумаях пулмасть районти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат редакцине таврапӗлỹҫӗ, фотоӑстаҫӑ, республикӑри «Сувар» тата историпе культура тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фонд кӑларакан пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗпчев кӗнекисен редколлеги членӗ Ю. А. Львов кӗчӗ. Юрий Анатольевич хӑйӗн амӑшӗ, паллӑ таврапӗлỹҫӗ, Чатукассинчи вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ А. Г. Львова иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсен варринче ҫырса хӑварнӑ пӗр ӗҫне сӗтел ҫине кӑларса хучӗ. Антонина Герасимовна пирӗн хушӑмӑрта ҫук ӗнтӗ. Йывӑр чире пула вӑл иртнӗ ҫулхи чỹк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫӗре кӗчӗ. Педагогика ӗҫӗн ветеранӗн ӗҫӗпе тӗплӗн паллашрӑмӑр. Вӑл вӗрентỹ ӗҫне хальтерех тытӑнакан ҫамрӑк специалистсене витӗмлӗ пулӑшу пуласса шанса ӑна хамӑр хаҫатӑмӑрта пичетлеме тӗллев тытрӑмӑр.

Тӑван чӗлхене вӗрентнӗ май класс тулашӗнчи ӗҫсене туса пырасси

Тӑван чӗлхене вӗрентекенӗн умӗнче питех те пысӑк тата яваплӑ ӗҫсем тӑраҫҫӗ. Пирӗн шкул сакки ҫинче ларакан каччӑсемпе хӗрсене чӑваш чӗлхипе тата литературипе ҫирӗп те тарӑн пӗлỹ памалла, ун урлӑ тӑван ене юратма, хисеплеме вӗрентмелле. Шкултан вӗренсе тухса алла аттестат илнӗ хыҫҫӑн пирӗн яш-кӗрӗм тӗрлӗ специальность туянать. Ҫапах та вӗсене тӑван чӗлхене чунтан юратакан тата хисеплекен ҫын тӑвас ҫӗрте шкулпа учитель-предметникӑн малалла ӗҫлемелле. Вӗсен пӗлтерӗшӗ калама ҫук пысӑк. Хальхи вӑхӑтра пирӗн хушӑра, ҫав шутра шкулсенче те тӑван чӗлхене иккӗмӗш вырӑна хуни палӑрать. Хальтерех кӑна шкул сакки ҫинчен аннӑ хӑш-пӗр яшсемпе хӗрсем те чӑваш чӗлхине вараласа калаҫни те, ӑна манма тӑрӑшни те сисӗнет. Кун пек ҫитменлӗхсенчен пирӗн хӑтӑлмаллах. Тӑван чӗлхе пирки паллӑ ӑсчахсем — Я. Коменский, К. Ушинский, И. Яковлев тата ыт. те — каланисене хальхи вӑхӑтра уйрӑмах асра тытмалла, ачасене туллин каласа ӑнлантармалла, вӗсем шкулсенчи тӑван чӗлхе кӗтесӗсенче курӑнмалли вырӑнта пулмалла.

Телейлӗ ачасем

Ватӑ ҫынсем ҫакӑн пек каланине час-часах илтме пулать: хальхи ачасем телейлӗ вӑхӑтра ҫуралнӑ. Мӗншӗн эпир каярах ҫут тӗнчене килмен-ши? Ҫӗнӗрен ҫуралса ҫитӗнес пулсан, мӗнле пурӑнмаллине пӗлӗттӗмӗр... Паллах, ӗлӗкхипе хальхи пурнӑҫа пӗр виҫепе танлаштарма май ҫук. Хамӑр куҫ умӗнчех пурнӑҫ улшӑнса, лайӑхланса пырать. Сӑмахран, пӗр вунӑ ҫул каялла ялсенче телевизор пур ҫемьесене алӑри пỹрнесем ҫинче шутлама пултарнӑ, халӗ нумайӑшӗ «сенкер экран» патӗнчен хӑпма пӗлмест; вучахра вут чӗртмесӗрех газ плити ҫинче апат-ҫимӗҫ пӗҫеретпӗр... Ӗлӗкхи вӑхӑтра ялхуҫалӑхӗнчи нумай ӗҫе пурнӑҫлама хамӑр ачасене явӑҫтарнӑ пулсан, паян чылай алӑ ӗҫне техника, оборудовани ылмаштарчӗ. Пурнӑҫ лайӑхланса пынипе пӗрлех ачасем те улшӑнса пыраҫҫӗ. Халӗ вӗсем хаваслӑ, сывӑ, тутӑ, хӑюллӑ, тавҫӑруллӑ, ӑслӑ, пысӑк тавракурӑмлӑ. Пӗтӗмӗшле каласан, вӗсенче юн вӗресе кӑна тӑрать. Ҫавӑнпа пирӗн те, хальхи вӑхӑтра вӗрентỹ тытӑмӗнче тӑрӑшакансен, вунӑ е ытларах та каяллахи ӗҫ виҫипе, тытӑмӗпе пурӑнма май ҫук. Пирӗн те, шкулсенче тӑван чӗлхепе литературине вӗрентекенсен, ҫӗннине, паянхи вӑхӑт ыйтаканнине ӗҫе кӗртме тӑрӑшмалла, ачасене класс тулашӗнчи ӗҫсене анлӑн явӑҫтармалла. Пуриншӗн те паллӑ ӗнтӗ, тӑван чӗлхене вӗрентекенӗн шкулпа класс тулашӗнчи ӗҫсем нумай енлӗ: тӑван чӗлхепе литература, драма кружокӗсен ӗҫӗсене йӗркелесси; литература каҫӗсемпе вулавӗсем, конференцийӗсем ирттересси; литературӑпа чӗлхе кӗтесӗсем ӑсталасси; тӗрлӗрен конкурссем (пӑхмасӑр сӑвӑ калакансен, сочинени ҫыракансен) пуҫарасси; вырӑнти фольклор тӗслӗхӗсене пухасси; литература хайлавӗсем ҫырма хӑнӑхтарасси; чӑвашла стена хаҫачӗсем, алӑпа ҫырса литература журналӗсем кӑларасси; тӑван ялпа шкул, тӑван ен историне тӗпчесси; кивӗ хаҫат-журналсене пухса вырӑнти музея тӑратасси, тӗпчев ӗҫӗсем туса пырасси. Тӑван шкулӑмра класс тулашӗнчи ӗҫсене еплерех йӗркелесе пыни тата мӗнле ӗҫсем туни Пирӗн шкулта тӑван чӗлхепе литература кружокӗ ӗҫлет. Унта вӗренекенсене май килнӗ таран ытларах явӑҫтарма тӑрӑшатпӑр. Аслисем пире кружокра 15—20 ачаран кая пулмалла мар тесе калаҫҫӗ. Тӑван чӗлхепе литература кружокӗн ӗҫӗнче ку хисеп мана пӗчӗк пек туйӑнать. Вӗренекене кружокра интереслентерме пӗлмелле. Тата эпир кружок занятийӗсене икӗ эрнере пӗрре мар, кашни эрнере икшер хутран кая мар йӗркелесе пыратпӑр. Чылай чухне уйрӑм ачасем шкултан пушансан та малалла ӗҫлеҫҫӗ: халӑх сӑмахлӑхне пухаҫҫӗ; ватӑ ҫынсенчен тӑван ен историне ыйтса ҫырса илеҫҫӗ... Халӑх сӑмахлӑхӗн тӗслӗхӗсене пухасси Вырӑнти халӑх сӑмахлӑхӗн пуянлӑхне пухас ҫӗрте шкул ачисем те пысӑк пулӑшу пама пултараҫҫӗ. Каччӑсемпе хӗрсене ку ӗҫре йӗркелесе пыни кӑна кирлӗ. Ҫакӑ аса килет: иртнӗ ҫулсенче ачасене халӑх сӑмахлӑхне пухма вӗрентрӗмӗр, ҫак ӗҫе туллин явӑҫтартӑмӑр. Темиҫе ҫул хушшинче фольклор материалӗсем питӗ нумай пухӑнчӗҫ. Юлашкинчен ҫавсене уйрӑм журнал ҫине йӗркелесе ҫырма шутларӑмӑр. Хальхи вӑхӑтра пирӗн вӗренекенсем хушшинче «фольклористсем» йышлӑ. Вӗсем иртнӗ ҫулсенче пирӗн шкула 15 ялтан ҫỹренӗ, вӗсенчи ял халӑхӗн сӑмах пуянлӑхӗн пӗр пайне ҫыра-ҫыра илнӗ. 1957 ҫултанпа (Чатукассинче 7 ҫул вӗренмелли шкул уҫнӑранпа) эпир фольклор тӗслӗхӗсене 2 пин ытла ҫырса илнӗ. Ку хисепе пысӑк теме ҫук-ха. Мӗнле тӗслӗхсене ҫырса илеҫҫӗ-ха ачасем? Халӑхра авалтан упранакан, ҫырӑнмасӑр юлнӑ е ҫӗнӗрен ҫуралнӑ ваттисен сӑмахӗсене, тупмалли юмахсене, халапсене, юмахсене, тӗрлӗ вӑхӑтри салтак, туй, ӗҫкӗ-ҫикӗ юррисен тӗслӗхӗсене. Юрӑсен сӑмахӗсене пухнипе пӗрлех вӗсен кӗввисене ҫырса илес тӗлӗшпе ӗҫлетпӗр. Халӗ тӑрӑшмасан тата тепӗр 20—30 ҫултан вӗсене кам астӑвӗ? Сӑмах май ҫакна каласа хӑварасшӑн: хальхи вӑхӑтра халӑх сӑмахлӑхне пухас ӗҫе нихӑҫанхинчен пысӑка хураҫҫӗ, Чӑваш Енӗн районӗсенче уйрӑм ушкӑнсемпе экспедицисем ӗҫлеҫҫӗ. 1973 ҫулхи кӗркунне Шупашкарта Чӑваш наукӑпа тӗпчев институчӗпе И. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ республикӑпа унӑн тулашӗнче халӑх сӑмахлӑхне пухакансен конференцине ирттерчӗҫ. Унта хамӑр тӑрӑхран Яманакри И. Патмарпа пӗрле хутшӑнтӑмӑр.

Шупашкарти фольклористсен конференцийӗнче

Чӑваш наукӑпа тӗпчев институчӗн сотрудникӗ Е. Сидорова халӑх сӑмахлӑхне пухас ӗҫӗн историйӗпе паллаштарчӗ тата ҫак ӗҫе шкулсенче ытларах туса пыма май пуррине палӑртрӗ. Ун хыҫҫӑн И. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн доценчӗ И. Одюков халӑх сӑмахлӑхне пухнин, тӑван ялӑн, унӑн тавралӑхӗн историйӗн тӗпчевӗн пӗлтерӗшӗ, наукӑпа тӗпчев институчӗн ӗҫченӗ Ю. Илюхин халӑх юррисем, вӗсене ӗлӗк мӗнле пухса пыни тата хальхи вӑхӑтри ӗҫ-хӗл пирки каласа кӑтартрӗҫ. Асӑннӑ конференцине хутшӑнни маншӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулчӗ: халӑх сӑмахлӑхне пухассине малашне еплерех йӗркелемеллине, класс тулашӗнчи ӗҫсене мӗнлерех туса пымалли пирки чарӑнса тӑчӗҫ. Республикӑн тӗп хулинчен эпӗ пысӑк хавхаланупа таврӑнтӑм. Пурне те паллӑ, халӑх сӑмахлӑхне пухас ӗҫе Трак тӑрӑхӗнче шкулсенче тӑван чӗлхепе литература учителӗсем туса пыраҫҫӗ. Пирӗн шкул ачисемпе пухнӑ фольклор материалӗсене Чӑваш наукӑпа тӗпчев институчӗн халӑх сӑмахлӑхне пухас енӗпе ӗҫлекен пая ярса памалла. Литература журналӗсене алӑпа ҫырса йӗркелесси ҫинчен Ытти ӗҫсене пурнӑҫланипе пӗрлех вӗренекенсемпе литература журналӗсем йӗркелесе пырсан питех те аван. Чатукасси шкулӗнче темиҫе ҫул ӗнтӗ алӑпа ҫырса “Вӗренекенсен сасси” ятлӑ журнал кӑларса тӑратпӑр. Вӑл 10—12 страницӑллӑ мар, чылай чухне 50—60 страницӑнах ҫитет. Литература журналне вӗренекенсен чи лайӑх ӗҫӗсене кӗртме, унта вӗренỹ ҫулӗнчи чи ырӑ пулӑмсене кӑтартма тӑрӑшатпӑр. Хӑш-пӗр вӗренỹ ҫулӗсенче журналӑн икӗ номерне хатӗрлени те пулнӑ. Журнал кӑларассипе, ӑна вулакан патне ҫитерессипе вӗренекенсем питех те интересленеҫҫӗ. Хӑйсен ӗҫӗсем журналта кун ҫути курччӑр тесе каччӑсемпе хӗрсем ытларах тӑрӑшма пуҫлаҫҫӗ. Кӗҫӗн классенчисем сӑвӑ чӗлхипе тата виҫипе паллашнӑ хыҫҫӑн хайлавсем калӑплама тытӑнаҫҫӗ. Чи аваннисене, пиҫсе тухнисене журнала вырнаҫтаратпӑр. Пӗрремӗш сӑввисем пирӗн кӑларӑмра кун ҫути курнисен савӑнӑҫӗн виҫи ҫук пулас. Паллах, пурин те пулмасть, анчах никама та чару пулмалла мар. Ҫырччӑр, вӗренччӗр. Тӗрлӗ классенче вӗренекенсен ӗҫӗсем пӗр пек пулма пултараймаҫҫӗ. Ҫавна шута илсе 4—7-мӗшсенчи тата 8—10-мӗшсенчи ачасен ӗҫӗсене уйрӑм журналсене уйӑрма пулать. Журналта ачасен ӗҫӗсене ҫырса пыни кӑна ҫителӗксӗр. Ӑна тӗрлӗ тӗслӗ сӑрӑсемпе ỹкерсе илемлетсен тата та аван пулмалла. Манмалла мар: кирек епле хаҫата та, журнала та сӑнỹкерчӗк илем тата витӗм кỹрет. Кашни класрах ҫамрӑк ỹнерҫӗсем пур-ҫке. Ҫапла вара пӗр класра пӗлỹ илекен творчество ҫыннисен ӗҫӗсем курӑмлӑ пулаҫҫӗ. Фотокружока ҫỹрекенсен ӗҫӗсене те журналта вырӑн памалла. Ҫакна палӑртасшӑн: шкулта ачасемпе алӑпа ҫырса кӑларакан журнала йӗркелесе пырасси ҫӑмӑл ӗҫех мар. Кунта уйрӑмах ун ҫине творчествӑлла пӑхни кирлӗ. Вӗренекенсен ушкӑнне — редколлегие активлӑ, хавхалантарса ӗҫлеттерсен ҫеҫ “тулли ҫимӗҫ” илме пулать. “Вӗренекенсен сасси” журнала кӑларнипе пӗрлех чӑваш халӑхне ҫутта кӑларассишӗн тӑрӑшнӑ, ячӗсем яланлӑхах пирӗн асӑмра юлнисене ӗмӗр-ӗмӗр асӑнса пурӑнас тӗллевпе ятарлӑ кӑларӑмсем хатӗрлетпӗр. Унта пӗр-пӗр поэтӑн е писателӗн творчествипе те паллаштаратпӑр. Иртнӗ ҫулсенче эпир ҫакӑн пек журналсем йӗркелерӗмӗр: “И. Яковлев — чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ”, “П. Хусанкай — чӑвашсен паллӑ поэчӗ”, “Ҫеҫпӗл Мишши — кӑвар чӗреллӗ поэт”, “К. Иванов тата унӑн ҫӗршывӗ”. Вӗсемпе ҫулленех литература урокӗсенче туллин усӑ куратпӑр. Ҫакӑн евӗр журналсене алла илсен кӗҫӗннисем аслӑ классенче вӗренекенсем вӗсене валли чӑн-чӑн парне хатӗрленине чӗререн туйса илеҫҫӗ. Литература каҫӗсем Шкулта тӑван чӗлхене кӑмӑллакансем валли литература каҫӗсем йӗркелени те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӗсене тӗрлӗрен темӑсемпе ирттерме пулать. Пирӗн шкулта та ҫакӑнтан аякра тӑрса юлмаҫҫӗ. Сӑмахран, эпир юлашки вӑхӑтра ҫакӑн евӗр литература каҫӗсем хатӗрлесе ирттернӗ: “И. Яковлев тата Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ”, “Ҫеҫпӗл Мишшин творчестви”, “К. Иванов пултарулӑхӗ”, “Ф. Павловӑн нумай енлӗ творчестви” (пурте литературӑпа музыка каҫӗсем). Ҫак мероприятисене йӗркелесе ирттерме вӗренекенсене анлӑн явӑҫтарма тӑрӑшатпӑр. Вӗсенчен педагогсем те аякра тӑрса юлмаҫҫӗ. Акӑ, илер-ха “И. Яковлев тата Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ” каҫа. Ӑна йӗркеленӗ чухне чӑваш Улӑпӗн сӑнне курӑнакан вырӑна вырнаҫтартӑмӑр, пурнӑҫӗпе ӗҫӗсем ҫинчен каласа паракан плакатсене ҫакрӑмӑр. Зал лӑк туллиех. Каҫ сценари тӑрӑх пырать. Малтанах И. Яковлевпа Чӗмпӗр шкулӗ ҫинчен доклад итлетпӗр. Ун хыҫҫӑн аслӑ классенче вӗренекенсем тема тӑрӑх тухса калаҫаҫҫӗ. Кӗҫӗн классенчисем вара И. Яковлевӑн ача-пӑча валли ҫырнӑ калавӗсене пӑхмасӑр вулаҫҫӗ. Кӗҫех ачасем умне музыкӑна вӗрентекенпе шкулти хор коллективӗн пӗр ушкӑнӗ тухать. Вӗсем авалхи юрӑсемпе, Чӗмпӗр шкулӗн вӗренекенӗсем хӑйсен репертуарне кӗртнӗ юрӑсене куракан умне кӑлараҫҫӗ. 10-мӗшӗнчи арҫын ачасем “Уйӑх витӗр” салтак юррине юрласа параҫҫӗ, ӗлӗкхи туй юррисемпе паллаштараҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн сцена ҫине шкулти музыка инструменчӗсен ансамблӗ (баян, балалайка, мандолина, купӑс) тухать. Вӗсем Чӗмпӗр шкулӗнчи композиторсен (Лисков, Максимов, Павлов) халӑхра сарӑлнӑ юррисене (2—3 юрӑ) выляса параҫҫӗ. Юлашкинчен каҫа хутшӑннисем пурте пӗрле “Пирӗн урам анаталла” юрра шӑрантараҫҫӗ. Фотокружока ҫỹрекенсем литература каҫӗнче тӗрлӗ сӑнỹкерчӗксем тӑваҫҫӗ. Чи лайӑххисене литература журналӗнче усӑ куратпӑр. Ҫапла вӗҫленет савӑк каҫ. Ҫакна палӑртасшӑн. Литература каҫне хатӗрленсе ирттерме вӑхӑт сахал мар кирлӗ. Ҫавӑнпа та вӗренỹ ҫулӗнче эпир 1—2 каҫран ытла ирттерейместпӗр. Ҫитес вӗренỹ ҫулӗнче “Сӑмах пуянлӑхӗ тата ӑна пухасси” ятлӑ каҫ йӗркелеме палӑртатпӑр. Унӑн тӗп тӗллевӗ — вӗренекенсене халӑх сӑмахлӑхӗн пуянлӑхне туйма вӗрентесси, фольклор жанрӗсене пухас ҫӗрте хастартарах пулма хавхалантарасси.

Ӗлӗкхи хаҫат- журналсене пухасси

Каччӑсемпе хӗрсене тӑван халӑхӑн иртнӗ пурнӑҫӗ, унӑн культура аталанӑвӗ, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫ тӗрлӗ вӑхӑтра еплерех шайра пулни пирки шкул программи тӑрӑх та сахал мар вӗрентетпӗр. Вӗсене ҫакӑнта ӗлӗк чӑвашла тухса тӑнӑ хаҫат-журнал та витӗмлӗ пулӑшу пама тивӗҫ. Хальхи вӑхӑтра ялсенче, тирпейлӗ ҫемьесен “архивӗсенче” совет влаҫӗн малтанхи ҫулӗсенче тухса тӑнӑ тӗрлӗрен хаҫат-журнал сахал мар тупма пулать. “Кивӗ хут” операци пынӑ чухне те эпӗ хама валли сахал мар тупма пултартӑм. Иртнӗ тапхӑрта пирӗн вӗренекенсем “Канаш”, “Коммунар”, “Пионер сасси”, “Ӗҫ хӗрарӑмӗ” хаҫатсене, “Сунтал”, “Капкӑн” “Хатӗр пул”, “Сыхӑ тӑр”, ытти журналсене ҫитерсе пачӗҫ. Вӗсем пирӗншӗн питех те хаклӑ япала вырӑнне шутланаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри шкул музейӗнче те вырӑн тупмалла. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗринпе аслӑрах классенче литературӑпа уйрӑм темӑсене вӗреннӗ чухне те усӑ курма пулать. Халӗ шкулта тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентекен чӑвашла тухса тӑракан чылай хаҫат-журнала ҫырӑнса илме тӑрӑшать. Килте ҫуккипе ялсенчи вулавӑшсенче паллашма пулать. Хаҫатсен пур номерӗсене те пухса пырсан, пӗр ҫӗре ҫӗлесе хурсан епле аван пулмалла. Пирӗн шкулта тата ырӑ йӑла пур: эпир хаҫат-журналти витӗмлӗрех статьясене, малашнехи ӗҫре кирлӗ пулма пултаракан материалсене каса-каса илсе уйрӑм журнал тӑватпӑр. Вӗсем тӑван чӗлхепе литература пỹлӗмӗнче упранаҫҫӗ. Туслӑ ҫыхӑнусем тытасси Хальхи вӑхӑтра шкул ачисем ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнче пурӑнакан тантӑшӗсемпе туслӑ ҫыхӑну тытасси анлӑн сарӑлчӗ. Пирӗн те, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен, ҫак ӗҫрен аякка юлмалла мар. Иртнӗ ҫулсенче манӑн Пушкӑрт Республикинчи Хушӑлкари вӑтам шкулта тӑван чӗлхепе литературине вӗрентекен И. В. Яковлевпа паллашма тỹр килчӗ. Ун чухне эпӗ Шупашкарта учительсен пӗлӗвне анлӑлатмалли курссенчеччӗ. Иван Васильевич пысӑк тавракурӑмлӑ, пур енлӗ аталаннӑ педагог пек туйӑнчӗ мана. Вӑл ачасемпе туса ирттерекен ӗҫсемпе туллин паллаштарчӗ. И. Яковлев тимленипех вӗренекенсем халӑх сӑмахлӑхне чылай пухаҫҫӗ, кунта краеведени музейӗ йӗркеленӗ. Пушкӑртри туссен ӗҫӗсем пире те кӑсӑклантарса ячӗҫ. Курсран таврӑнсан, пӗр-пӗрин патне ҫырусем ҫỹретме пуҫларӑмӑр. Ҫакӑнта 6-мӗш класра вӗренекенсем питех те хастарччӗ. Пирӗн вӗренекенсем Хушӑлкаран тӑтӑшах ҫырусем илме тытӑнчӗҫ. Пушкӑртстанран килнӗ ҫырусене яланах класра ушкӑнпа вулатпӑр, кайран Урал тӑрӑхӗнчи ҫӗнӗ хыпарсене коридорти курӑнмалли вырӑна ҫакса хуратпӑр. И. Васильев тата Хушӑлка шкулӗн вӗренекенӗсем ҫырусем ҫырса ярса пире чӑвашсен вилӗмсӗр поэчӗпе К. Ивановпа, “Нарспи” ҫӗршывӗпе, шкул ӗҫӗ-хӗлӗпе туллин паллаштарчӗҫ. Эпир чылай ҫӗннине пӗлтӗмӗр. Ҫак ҫыхӑнусем пире “К. В. Иванов тата унӑн ҫӗршывӗ” литература журналне йӗркеленӗ ҫӗрте пысӑк пулӑшу пачӗҫ. Халӗ пирӗн вӗренекенсем Хушӑлкари тусӗсемпе тӗлпулу йӗркелесси пирки ыйту хускатаҫҫӗ. Тӑван ялӑн, тӑван тавралӑхӑн историне тӗпчесе пӗлесси Камшӑн хаклӑ мар-ши тӑван ял, тӑван тӑрӑх? Нумай чухне пирӗн ачасем ӗлӗкхи пурнӑҫа хӑйсем вуланӑ кӗнекесем тӑрӑх кӑна пӗлеҫҫӗ. Анчах унта вӗсем хӑйсен тӑрӑхӗ, ялӗ, ҫырми-ҫатри ҫинчен ҫырнине, вӗсем мӗнле пулса кайнине тӗл пулмаҫҫӗ. Ҫакӑнта пирӗн, чӑваш чӗлхипе литература учителӗсен, нумай ӗҫлемелле. Ҫỹлерех асӑннӑ Шупашкарта халӑх сӑмахлӑхне пухакансен конференцийӗнче И. Одюков ҫапла каланӑччӗ: “Фольклор пухнипе пӗрлех вӗренекенсене тӑван ялӑн, тӑван тӑрӑхӑн историне тӗпчес ӗҫе явӑҫтармалла. Вӗсен ку енӗпе ватӑ ҫынсем каласа панине, шурсухалсенчен ыйтса пӗлнине уйрӑм журналсем ҫине ҫырса пымалла.Ҫак ӗҫсене паян туса пымасан, ыран кая юлӗ, ҫитес ҫулсенче пире никам та каласа памӗ”. Ку енӗпе пирӗн енче те пӑр тапраннӑ темелле. Эпир икӗ ҫул каялла тӗпчев ӗҫӗсене тытӑннӑ. Литература кружокӗн занятийӗсенче ку темӑпа тӑтӑшах калаҫусем йӗркелетпӗр. Вӗренекенсене ватӑсем ҫумне ҫирӗплетнӗ. Анчах вӑл кӗске вӑхӑтра тумалли ӗҫ мар, пысӑк тапхӑр ыйтать. 1972—1973 вӗренỹ ҫулӗнче 10-мӗш классемпе “Тӑван ял, тӑван тавралӑх тата ӑна тӗпчесси” темӑпа калаҫу йӗркелерӗм. Юлашкинчен хӗрсемпе каччӑсене ҫак тема тӑрӑх сочинени ҫырасси, унччен маларах ватӑсемпе тӗл пуласси, вӗсенчен пирӗн тӑрӑх хӑҫан пуҫланса кайни, ялсен историйӗ пирки ыйтса пӗлме хушрӑм. Шурсухалсем пирӗн ачасене сумлӑ пулӑшу панӑ иккен, нумайӑшӗ вӗсен сӑмахӗсене усӑ курса питех те аван, интереслӗ сочиненисем хайланӑччӗ. Вырӑнсенче асаттесемпе асаннесем асаилỹсен ҫӑмхине сỹтме, пире тӑтӑшах хӑйсем патне чӗнме пуҫларӗҫ. Ачасен ӗҫӗсене уйрӑм журнал евӗр туса пӗр ҫӗре ҫӗлесе хутӑмӑр. Акӑ, Чатукасси ялӗнче пурӑнакан ватӑсем каласа панинчен: “60—70 ҫул каялла Чатукасси питех те пӗчӗк, икӗ урамлӑ ял пулнӑ. Вӑхӑт иртнӗ май тата икӗ урам хушӑннӑ. Чатукасси ялӗ ҫывӑхӗнче Тунти пасарӗ, Тунти пуххи шавланӑ. Ял пуҫӗпе Хурӑнлӑ ҫул иртсе кайнӑ. Ӗлӗк таврари ял ҫыннисем ҫӑнӑх авӑртма Ҫӗньял арманне кайнӑ”. Ҫак ӗҫе пирӗн малашне те туса пымалла. Ҫитес вӗренỹ ҫулӗнче ватӑсенчен ыйтса ҫырнӑ уйрӑм журнал йӗркелеме пӑхатпӑр. Унтах вӗсен сӑнӗсене вырнаҫтарма палӑртатпӑр. Анчах вӑхӑчӗ малаллах шӑвать-ҫке, ватӑ ҫынсен хисепӗ ҫулран-ҫул чакса пырать. Эпир тӑван ен историйӗпе интересленнипе пӗрлех Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи, фронта пирӗн тӑрӑхран тухса кайнисем, хаяр вӑрҫӑран киле каялла таврӑнайманнисем пирки те ыйтса пӗлме палӑртрӑмӑр. Ҫав паттӑрсен сӑнỹкерчӗкӗсене те хамӑр журнала кӗртме шутлатпӑр. Хӑш-пӗр ҫынсен килӗсенче пӗчченшеррӗн, ушкӑнпа тунӑ ӗлӗкхи сӑнỹкерчӗксем те чылай. Вӗсем чӑн-чӑн реликви, асӑнмалӑх япала шутланаҫҫӗ. Вӗсене, хуҫисенчен вӑхӑтлӑх илсе, ҫӗнетме, иккӗмӗш экземплярне хамӑр патӑрта хӑварма палӑртатпӑр. Журналӑн юлашки страницисенче хальхи ял пурнӑҫне сӑнлакан тӗслӗхсене (ҫӗнелнӗ ял, ӗҫ паттӑрӗсем, аслӑ шкул студенчӗсем тата ытти те) кӑтартасшӑн. Ӑна йӗркелесе ҫитерме вара чылай тар тӑкма тивет. Йывӑр пулсан та, “упине тытасшӑна-ха” эпир. Ҫав пысӑк ӗмӗтпе пурӑнатпӑр.

Тӑван шкул историйӗ ҫинчен

Кашни ачах хӑй вӗренекен шкула юратать, ӑна хӑйӗн иккӗмӗш килӗ вырӑнне шутлать. Кунта вӑл халиччен пӗлменнисене ӑса хывать, ҫӗнӗ юлташсем тупать. Анчах та хӑйсен пӗлỹ керменӗ хӑш вӑхӑтра уҫӑлнине, иртнӗ тапхӑрта вӑл еплерех ӗҫлесе пынине, вӗсен аслашшӗ-асламӑшӗсем, аслӑ ӑрӑвӑн ытти ҫыннисем хӑш вӑхӑтра тата еплерех условисенче пӗлỹ илнине пур ача та пӗлет-ши? Каччӑсемпе хӗрсем тӑван шкула ытларах юратчӑр, унӑн историне пӗлччӗр тесен пирӗн те, аслисен, чылай ӗҫлемелле. Чӑваш халӑхӗн асаплӑ та тертлӗ пурнӑҫӗ, пирӗн несӗлсене ҫутта кӑларассишӗн вӑй-халне, кун-ҫулне панӑ И. Яковлев, И. Ульянов, тӑван халӑхӑмӑра ҫырулӑх тата алфавит туса панӑ чӑваш Улӑпӗ, малтанхи чӑваш шкулне уҫни, тӑван чӗлхепе пӗрремӗш хаҫат тухни ҫинчен ачасен пӗлмеллех. Пӗр сӑмахпа, пирӗн ӗҫ питех те нумай, шкулӑн историне, унӑн паллӑ ҫыннисене тӗпчеме тытӑнмалла. Кашни шкулӑн вара хӑйӗн историйӗ: пӗрисем патша саманинче уҫӑлнӑ, теприсем вара советсен тапхӑрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Апла пулсан, пирӗнтен чылайӑшӗн архивсен алӑкӗсене тахҫанах уҫса кӗме вӑхӑт. Мӗншӗн тесен пӗтӗм тупра, чылай вӑрттӑнлӑх унта упранать-ҫке. Ялсенчи ватӑ ҫынсене те манмалла мар, мӗншӗн тесен шурсухалсен ялти пӗлỹ керменӗ пирки ӑшӑ сӑмахсем чылай тупӑнаҫҫӗ, вӗсем унӑн аталанӑвне сахал мар пӗлеҫҫӗ. Пирӗн кунта ӗҫленӗ учительсен, шкул сакки ҫинче ларса тарӑн пӗлỹ пухнӑ, каярах чӑн-чӑн ӗҫ паттӑрӗ пулса тӑнӑ, аякра тӗпленнӗ ентешсен асаилӗвӗсене ҫырса илмелле. Шкулпа ҫыхӑннӑ сӑнỹкерчӗксене шыраса тупмалла. Пулас ӑру ҫак чыслӑ ӗҫшӗн пире тав сӑмахӗ ҫеҫ калӗ. Вуншар е ытларах ҫул иртсен ку ӗҫсене тума ҫӑмӑл мар пулӗ. Чатукасси шкулӗ 1884 ҫулта уҫӑлнӑ. Кӑҫалхи 1974—1975 вӗренỹ ҫулӗ пирӗншӗн уйрӑмах паллӑ, тӑван шкула никӗсленӗренпе 90 ҫул ҫитет. Эпир ҫак паллӑ куна тӗплӗн хатӗрленсе кӗтсе илесшӗн. Иртнӗ тапхӑрта эпир хамӑр шкул еплерех никӗсленни пирки питӗ сахал пӗлеттӗмӗр. Халӗ вара виҫӗ-тӑватӑ ҫул хушшинче, унӑн историне тӗпчеме тытӑннӑранпа, чылай ҫӗннине пӗлме пултартӑмӑр. Ку темӑпа Чатукасси тӑрӑхӗнчи ялсене тухса ватӑсемпе тӑтӑшах тӗлпулусем йӗркелерӗмӗр. Вӗсем ҫак шкул урати урлӑ каҫса кӗрсе кунта вулама-ҫырма вӗреннӗ-ҫке, кинемейсемпе мучисен аса илмелли, каласа памалли вара сахал мар. Тӑван чӗлхепе литература кружокӗн занятийӗсенче эпир шкул историйӗпе калаҫусем сахал мар йӗркеленӗ. Уйрӑм ялсенчен шкула ҫỹрекен каччӑсемпе хӗрсем валли ӗҫ планӗ туса хатӗрлерӗмӗр. Вӗсен шурсухалсемпе тӗл пулса асаилỹсем хатӗрлемеллеччӗ. Каярах вара шкулта ҫав тӗлпулусене йӗркелеме килӗшсе татӑлтӑмӑр. Ҫакӑ каярах хӑйӗн ҫимӗҫне кỹчӗ. 1974 ҫулхи март уйӑхӗнче Чатукасси, Пулайкасси, Ҫырмапуҫ, Шӑнарпуҫ ялӗсенче пулса икӗ ӑру тӗлпулӑвӗсене йӗркелерӗмӗр. Маларах ватӑсем патне чӗнỹ хучӗсем ҫырса ятӑмӑр. Асӑннӑ тӗлпулусене 50—80 ҫулсенчи ҫынсем пычӗҫ. Эпир вӗсенчен тӑван шкула Етӗрне уесӗнчи земски управа членӗ пулнӑ М. Я. Яковлев уҫма пысӑк витӗм кỹни, Мирон Яковлевич асӑннӑ уесра тата 14 шкул уҫни (вӑл шутра Виҫикасси, Янкас, Елаш тата ытти шкулсем те), вӑл Чупай вулӑсӗнчи Чупай ялӗн ҫынни (халӗ вӑл Ҫӗрпỹ районӗнчи Ҫӗньял ялӗ) пулни, унӑн тӑванӗсем ҫав ялта пулма пултарни, вӑл ӗлӗк велосипедпа ҫỹрени, ял ҫыннисем ҫав “утсӑр урапаран” питӗ тӗлӗнни, Чатукасси шкулӗнче Мирон Яковлевичӑн тӑванӗсем ӗҫлени ҫинчен тата ыттине пӗлтӗмӗр. Юлашкинчен пирӗн вӗренекенсем ватӑсене хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Шкулти фотокружок членӗсем ҫав тӗлпулусене сӑнỹкерчӗксем ҫине куҫарчӗҫ. Калаҫу вӗҫӗнче ҫакна палӑртасшӑн: тӑван чӗлхене вӗрентекенсем те, ытти учительсем пекех, класс тулашӗнче чылай ӗҫ тӑваҫҫӗ. Анчах та чылай шкулсенче, ҫав шутра пирӗн патӑрта та, вырӑн хӗсӗкрен ачасен алӑпа тунӑ ӗҫӗсене ытти кӑтарту пособийӗсемпе пӗрлех упрама тивет. Пирӗн вара вӗсене уйрӑм ҫӗрте, курӑнмалли вырӑна хурас килет. Пуҫлӑхсен кунта шутласа пӑхмалли пурах.

А. ЛЬВОВА

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Ял пурнӑҫӗ, 13 №