Зороастризм тӗнӗ пирки пӗлес килет.
О. Захарова.
Нурӑс сали.
Ку тӗн авалхи тата вӑтам ӗмӗрсенче хальхи вӑхӑтра Иран, Афганистан, Азербайджан, Таджикистан, Армени вырнаҫнӑ территорисенче, Пӗчӗк тата Вӑтам Ази, Кӑнтӑр Ҫӗпӗр, Хура тинӗс таврашӗнчи йӑхсемпе халӑхсен хушшинче, Ҫывӑх тата Вӑтам Хӗвел тухӑҫри хӑш-пӗр ҫӗр-шывра сарӑлнӑ. Иранра тата Индире паян кунчченех сыхпанса юлнӑ, ҫак тӗн йӗркипе пурӑнакансем Пакистанра, Цейлонра /Шри-Ланка/, Австралире, Аслӑ Британире, АПШра, Канадӑра, Гонконгра тата Сингапурта пур. Заратуштра /Зороастр, Зардушт, Зардуст; пирӗн эрӑччен VII ӗмӗр вӗҫӗнче — VI ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче пурӑннӑ/ реформатор ятӗнчен пулса кайнӑ.
Зороастриэм иудаизм, христианлӑх, ислам тата буддизмӑн ҫурҫӗр турачӗсен аталанӑвне витӗм кӳнӗ. Тӗн кӗнеки — Авеста. Вӗрентӗвӗн никӗсӗнче — тӗнче, ҫут ҫанталӑк тата этемлӗх аталанӑвӗ виҫӗ тапхӑртан — Пултарни, Хутӑштарни тата Ахӑр самана — тӑни. Унӑн тӗп палли — икӗ хире хирӗҫле вӑй Ырӑ тата Усал — кӗрешӗвӗ. Юлашкинчен Ырӑ Усала ҫӗнтерет, вара тӗнчере ӗмӗрлӗх киленӳ хуҫаланма пуҫлать. Чӑнлӑх, тасалӑх, сӑваплӑх тӗп вырӑнта, ҫулӑма тата ҫӑлтӑрлӑ тӳпене пуҫ таяҫҫӗ.
Авалхи чӑвашсен ӗненӗвӗнче те зороастризм вӗрентӗвӗн паллисем пур. Авестӑри пекех тӗнче аталанӑвӗнче виҫӗ тапхӑр палӑртаҫҫӗ: Пултарни, Пӗрлештерни е Хутӑштарни, Ахӑр вӑхӑчӗ е Ахӑр самана. Чун этемрен маларах пулнӑ. Кӗлеткепе пӗрлешиччен тӳпере вӗҫсе ҫӳрет, унпа Ҫӑлтӑрсем хуҫаланаҫҫӗ. Вилнӗ ҫынсен чунӗсем Усалран тасалнӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен хӑйсен кӗлеткисене тупаҫҫӗ. Чӑвашсен те авалхи ирансенни пекех чун тасални хура ҫӗр хӗрлӗ тӑм патне ҫитиччен ҫуннинче палӑрать. Чӑвашсен кӗлӗ сӑмахӗсенче Авестӑри евӗр сӑвӑ виҫисем, турӑсемпе чунсен ячӗсем тӗл пулаҫҫӗ. Ҫӳл тӳпеллӗ тӗнче чӳк тумалли чи сӑваплӑ вырӑн пулни ҫинчен вӗрентни те чӑвашсен уҫӑ тӳпе айӗнче пысӑк кӗлӗсем ирттермелли йӑла-йӗркепе тӳр килет. Шинави /Синави/ кӗперӗ те /ун урлӑ чӑвашсем юпа каҫараҫҫӗ/ Авестӑри уйӑракан Чингвад кӗпер пӗлтерӗшлех. Турӑсене уйӑрни, дуализм принципӗсене кура кашнин тивӗҫне ҫирӗплетни каллех зороастризм вӗрентӗвӗнчи евӗрлӗрех.
Хыпар. — 2012. — Чӳк, 17 (220—221 №№).
Кӗперсем