Авалхи чӑвашсен ӗненӗвӗнче те зороастризм вӗрентӗвӗн паллисем пур. Авестӑри пекех тӗнче аталанӑвӗнче виҫӗ тапхӑр палӑртаҫҫӗ: Пултарни, Пӗрлештерни е Хутӑштарни, Ахӑр вӑхӑчӗ е Ахӑр самана. Чун этемрен маларах пулнӑ. Кӗлеткепе пӗрлешиччен тӳпере вӗҫсе ҫӳрет, унпа Ҫӑлтӑрсем хуҫаланаҫҫӗ. Вилнӗ ҫынсен чунӗсем Усалран тасалнӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен хӑйсен кӗлеткисене тупаҫҫӗ. Чӑвашсен те авалхи ирансенни пекех чун тасални хура ҫӗр хӗрлӗ тӑм патне ҫитиччен ҫуннинче палӑрать. Чӑвашсен кӗлӗ сӑмахӗсенче Авестӑри евӗр сӑвӑ виҫисем, турӑсемпе чунсен ячӗсем тӗл пулаҫҫӗ. Ҫӳл тӳпеллӗ тӗнче чӳк тумалли чи сӑваплӑ вырӑн пулни ҫинчен вӗрентни те чӑвашсен уҫӑ тӳпе айӗнче пысӑк кӗлӗсем ирттермелли йӑла-йӗркепе тӳр килет. Шинави /Синави/ кӗперӗ те /ун урлӑ чӑвашсем юпа каҫараҫҫӗ/ Авестӑри уйӑракан Чингвад кӗпер пӗлтерӗшлех. Турӑсене уйӑрни, дуализм принципӗсене кура кашнин тивӗҫне ҫирӗплетни каллех зороастризм вӗрентӗвӗнчи евӗрлӗрех.