Улăп : чăвашсен героикăллă халап-юмахĕ

Улӑп : чӑвашсен героикӑллӑ халап-юмахӗ / Ҫуйӑн Хӗветӗрӗ йӗркелесе ҫырнӑ. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1980. — 48 с. : ӳк.Улӑп : чӑвашсен героикӑллӑ халап-юмахӗ / Ҫуйӑн Хӗветӗрӗ йӗркелесе ҫырнӑ. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1980. — 48 с. : ӳк.

Ҫӑлкуҫ: http://chuvrdub.ru/base/base.h...

Кӗперсем

 


 

I

Тахҫан авал ҫак енче,

Аслӑ Атӑл хӗрринче,

Ҫеҫенхирсем хумханнӑ,

Сӗм вӑрмансем кашланӑ.

Юманлӑхра, кай енче,

Ҫавра кӳлӗ хӗрринче

Чӑваш ялӗ вырнаҫнӑ,

Ырӑ ятне упранӑ.

Ялта, урам кукринче,

Ват йӑмрасем айӗнче

Чатӑр кил-ҫурт курӑннӑ,

Унта иккӗн пурӑннӑ.

Кил хуҫийӗ, чӑн ватти,

Шур сухаллӑ Услати,

Ҫичҫӗр ҫула ҫитнӗскер,

Арӑсланран вӑйлӑскер.

Тепри — Чӗкеҫ, ватӑскер,

Ҫичҫӗр ҫула кайнӑскер,

Кӗмӗл ҫӳҫлӗ, ӑслӑскер,

Ӗҫсӗр ларма пӗлменскер.

Ват Услати тайӑлман,

Килте ларма юратман,

Ҫичюта вӑл курайман,

Никамран та хӑраман.

Лаши унӑн — Ҫилҫунат,

Ҫилтен мала ыткӑнать;

Хӗҫҫи унӑн — чӑн вут-хӗҫ,

Ҫулса ярсан — вут-хӗм ҫеҫ.

Вӑрӑм ҫула тухсанах,

Шешма хӗрне ансанах,

Ҫӗрпӳ-паттӑр сылтӑмра,

Сулахайра — Сикпӑрҫа.

Виҫҫӗшӗ те яланах

Ҫичютсене курсанах

Ҫил-тӑвӑл пек тапӑннӑ,

Ним хӑварми аркатнӑ.

Пӗрре, киле таврӑнсан,

Мунча хутса ҫӑвӑнсан

Услати пуҫне усать,

Чӗркуҫленсе вӑл ларать.

- Самай йывӑр вӑхӑтра

Вилмелле-ши ман вара? —

Тет вӑл хӑйӗн ӑшӗнче;

Тарӑн шухӑш куҫӗнче.

Услати йывӑр чирленине Ҫичют (Тимӗр хун) вупӑртан пӗлет те хӑйӗн ҫарӗпе Чӑваша тапӑнать.

Кирешмет, хаяр асамҫӑ, асамлӑ туйипе Сикпӑрҫаран чул тӑвать, чӑваш телейне туртса илет.

Чӑвашсен телейе ҫукран вӑрҫӑ ӗҫӗ ӑнмасть.

Тимӗр хун Ҫӗрпӳ паттӑра Туҫи сӑртӗнчи касамата хупать.

Чӑваш халӑх макӑрать,

Вӗри куҫҫуль юхтарать;

Урнӑ тӑшман ашкӑнать,

Чӑвашсен пуҫ ыткӑнать,

Ӑҫтан чӑттӑр ҫавсене

Ват Услати ку чухне,

Вӑркӑнтарать тӑлӑпне —

Чирлесен пӗркеннине.

Хӗрӗх ҫулхи шерпетне

Вӑл ӗҫет ҫине-ҫине,

Чӗнсе илет карчӑкне,

Ҫапла калать сӑмахне:

- Тӑван ҫӗршыв асапра,

Мӗнпур чӑваш вӑрҫӑра;

Ялта ял пек пулмалла,

Килтен ҫын пек тухмалла.

Йышран юлма каламан,

Утма хушнӑ халӑхпа;

Кӗҫҫе питлӗ эп пулман —

Халӑхпа эп ҫавӑнпа!

Ах, Услати, нишлентӗн,

Ак ураран ӳкетӗн,

Ман сӑмахран ан тухсам,

Пӗр виҫӗ кун тӑхтасам.

Халех пӑтӑ пӗҫерем,

Тутлӑ апат ҫитерем;

Пӑтти симлӗ пулатех,

Вӑл сан вӑйна хушатех.

Анчах ватӑ Услати

Пӑтӑ ҫисе ларать-и?

Шӑхӑрать вӑл виҫ хутчен,

Ҫилҫунатне тытиччен.

Урхамахӗ кукалет,

Хуҫи ӗҫне вӑл пӗлет,

Тапса сикет тӳпене —

Пӗлӗтпе ҫӗр хушшине.

Ҫилҫунатӑн сӑмсинчен

Чупнӑ чухне ик енчен

Ҫулӑм тухать шӑхӑрса,

Аяккалла хӗм сапса;

Тӑвӑл вӗрет хӑлхинчен

Ват юмансем авниччен.

Ҫаран, тейӗн, ҫилхине,

Вӑрман, тейӗн, хӳрине;

Хӗвел, тейӗн, ик куҫне,

Уйӑх, тейӗн, ҫамкине.

Ҫилҫуната Услати —

Вӑл тӑшманран хӑрать-и —

Анма хушрӗ ҫӗр ҫине,

Ирсӗр ҫичют хушшине.

— Аллах, пире ан пӑрах,

Услатирен хӑтарах, —

Сиксе чӗтрет Тимӗр хун,

Сасси ҫиллес тухать ун.

Ват Услати хӗҫҫине

Сулса илчӗ пуҫ тавра,

Хӗҫӗн хӗмлӗ ҫиҫӗмне

Ҫиҫӗнтерчӗ айлӑмра;

Утне ячӗ малалла,

Хӑй каларӗ ак ҫапла:

Чӑваш тӗпӗ тымарлӑ,

Хӗҫҫисем те касавлӑ,

Харсӑр тӑрсан, нихӑҫан

Ҫӗнес ҫук пире тӑшман!

Шалчи тултӑр тӑшманӑн, —

Терӗ Чӑваш хастарлӑн, —

Хура ҫӑхан, халь чӗтре,

Хур тӑваймӑн эс пире!

Тӑшман пуҫӗ ыткӑнать,

Ирсӗр ҫарӗ юхӑнать,

Ҫавах тӑшман парӑнмасть,

Хӑй Юртӑмне ыткӑнмасть.

Ҫитменнине, чир-чӗр те

Тӑшман майлӑ-мӗн ӗнтӗ,

Услатие хуҫлатать,

Ҫӗре туртса ывӑтать.

Тӑшман каллах кӑшкӑрать,

Паттӑра вӑл хупӑрлать.

II

«Кӑвак куккук вӗҫнӗ чух

Ҫиллес тӑвӑл тухрӗ-ҫке,

Ҫиллес тӑвӑл ним те мар,

Мӑшӑр ҫукки йывӑр-ҫке.

Ҫепӗҫ шӑпчӑк вӗҫнӗ чух

Вӗт-вӗт ҫумӑр ҫурӗ-ҫке,

Вӗт-вӗт ҫумӑр ним те мар,

Упӑшкасӑр йывӑр-ҫке».

Чӗкеҫ юрлать хурланса,

Вӗри куҫҫуль юхтарса;

Уҫса пӑхать хуранне,

Туйса илет хуйхине:

Пӑтӑ ҫинче херлӗ юн,

Ҫитрӗ ӑна асап кун.

Пӗлчӗ: старик асапра,

Тӑшман ҫарӗ ун тавра;

Чӗкеҫ ӳкет урайне,

Йӗрсе калать сӑмахне:

— Ах, Услати, Услати,

Паттӑрсенчен чӑн ватти,

Хӑш вырӑнта выртан-ши?

Сана мӗнле тупам-ши?

Кӑвакарчӑн пулӑттӑм,

Эпӗ сана тупӑттӑм,

Суранна шур тутӑрпа

Ҫыхӑттӑм, ҫусан шывпа.

Куҫу — кӑвак пӗлӗтчӗ,

Ӑна шӑлса хупасчӗ,

Ҫӳҫӳ — кӗмӗл пекехчӗ,

Йӗс турапа турасчӗ.

Эпӗ юлтӑм тӑлӑха,

Хӗн-хур килчӗ халӑха.

Хӗвел амӑш, пулӑшсам,

Ҫичӗюта ҫунтарсам,

Услатие вӑй парсам,

Кил ҫулне эс кӑтартсам!

Ах, сӑрт амӑш, тӑшмана

Эс чиксемччӗ хӑв айна.

Ҫичют ҫарӗ тӗп пултӑр,

Ват Услати сыв юлтӑр!

Ах, шыв амӑш, хумханса,

Пысӑк хумсем кӑлӑрса,

Тапӑн ирсӗр тӑшмана,

Шывра путар эс ӑна!

Вӑрман амӑш, хӗрхенсем,

Тимӗр хуна пӗтерсем;

Ват Услати паттӑра

Сыватсамччӗ сулхӑнра!

Ах, ҫӗр амӑш, аннеҫӗм! —

Эс те ан ман, пӳлӗхҫӗм, —

Услатие, кӗрӳне,

Илсе кай-ха хӑв енне!

Ҫав вӑхӑтрах инҫетре,

Мӑн айлӑмра, тӗттӗмре

Ҫӗр ҫийӗ яр! сирӗлчӗ,

Йыхрав сасси илтӗнчӗ.

Ват Услати ҫӗр айне

Кӗрсе кайрӗ хӗҫ тытса,

Ҫилҫунат та ҫил касса

Хыҫран чупрӗ ун патне.

Услати ҫӗр айне кайсанах ҫӳллӗ сӑрт, Чӗкеҫе хӗрхенсе, хӑй айӗнчен Мерчен кайӑка вӗҫтерет,сӗм вӑрманӗ сим-пыл кӑларать, юханшывӗ нӳрӗк парать. Ҫил ҫавсене Чӗкеҫ килне хӑваласа каять, Чӗкеҫе вара симпыл ҫывратать, нӳслӗ нӳрек ӑш хыпнинчен сыхлать, Мерчен кайӑк хуранри юна Чӗкеҫ айне тӑкать.

Ҫав вӑхӑтрах ӑшӗнче,

Вӗри чӗри айӗнче,

Ача чӗме кӗнӗ пек,

Ывӑл ача пулас пек.

Ватӑ карчӑк вӑранатъ,

Тӗлӗкӗнчен вӑтанать.

«Чӑнахах-ши ман вара

Ача ӳсет ӑшӑмра?»

Каҫ пулать те, кун иртет,

Тӑхӑр уйӑх та ҫитет,

Чӗкеҫ выртать, кӑшкӑрать,

Ывӑл ача ҫуратать.

Чечек ҫинчи шерпетпе,

Ӑмӑрткайӑк сӗчӗпе,

Ватӑ Чӗкеҫ ачине

Чӑпӑл кӳртет ирхине.

Ун чух вӗҫен кайӑксем,

Чӑваш енче пулнисем,

Пин-пин кӗвве тытӑнчӗҫ,

Чӗкеҫ патне ыткӑнчӗҫ.

Чӗкеҫпеле ачине,

Ҫич патман ҫур туртнине

Ырлӑх-сывлӑх сунаҫҫӗ,

Ҫапла сӑмах калаҫҫӗ:

- Ват юман пек ҫирӗп лул,

Сар чечек пек хитре пул!

- Ҫӑлкуҫӗ пек таса пул,

Атӑл пекех анлӑ пул!

- Пыл хурчӗ пек ӗҫчен пул

Ҫеҫенхир пек аслӑ пул!

Юрла-юрла чуптусан,

Ачине чӑпӑл тусан,

Чӗкеҫ ҫакрӗ сӑпкине,

Хурамаран тунине.

Ачи выртать сӑпкара,

Чӗкеҫ ӗҫлет лаҫӑра,

Апат лайӑх пулмалла,

Ачине ят хумалла.

Тӑванӗсем, кӳршисем,

Пӗр ҫӑвартан ҫинисем,

Каҫа-мӗне пӑхмарӗҫ,

Чӗкеҫ патне уттарчӗҫ.

Пурте — мӑн чӳк лаҫҫинче,

Ача — Плиска аллинче.

Ватӑ Чӗкеҫ ачине

Улӗм тесе ят пачӗҫ,

Кайран ача парнине

Хунӑ чухне каларӗҫ:

— Укҫа-тенкӗ хуракан —

Ылтӑнран та хаклӑ пул,

Ҫулу, вутчуль паракан —

Чут чулӗнчен ҫирӗп пул,

Ҫава-ҫурла хуракан —

Ҫӗрӗҫӗнче ӗҫчен пул,

Хӗҫпе ухӑ паракан —

Ҫичютсемпе вӑрҫнӑ чух,

Халӑхшӑн хыт тӑнӑ чух,

Хурҫӑ хӗҫрен ҫирӗп пул,

Чӗреспе пыл паракан —

Чӑвашсемшӗн пыл пек пул,

Шур ҫӑмарта хуракан —

Тулли пултӑр пурнӑҫу,

Ҫапла калать аслаҫу.

Ҫав вӑхӑтрах, пӳртӗнче,

Яр-р уҫӑлчӗ чӳрече,

Чӗкеҫ пӗчӗк ачине

Чӑмӑртарӗ хӑй ҫумне,

Курчӗ ачин ӗнсинче,

Ҫаврашка пуҫ тӳпинче,

Хаяр юмҫу ҫулҫине:

Сисрӗ тӑшман пуррине.

Чӗкеҫ кайрӗ шуралса,

Хӑй ачишӗн хӑраса.

Тӑшмансенчен хӑтарма,

Усалсенчен пытарма

Хӑй ачине, Улӗме,

Улӑп, терӗ, — ял пӗлме.

III

Улӑп выртать сӑпкара,

Пылтан тутлӑ ыйхӑра.

Амӑш сӑпка юррине

Ҫепӗҫ юрлать каҫхине:

Ала ҫӑлтӑр ҫур ҫӗрччен

Тетте парать виҫ хутчен,

Нянине-паппине,

Паппине-нянине.

Тетти хаклӑ ылтӑнран,

Эсӗ лӑпкӑ выртнӑран,

Нянине-паппине,

Паппине-нянине.

Тетте вӗҫтӗр ҫӳлелле,

Санӑн сатур ӳсмелле,

Нянине-паппине,

Паппине-нянине.

Улӑп ҫыврать, вӑранмасть,

Чӑрмантармасть амӑшне;

Чӗкеҫ ӗҫсӗр лараймасть,

Йӑтса кӗрет шур пирне.

Виҫӗ сӳре шур пиртен

Ҫытак ҫӗлет ҫур ҫӗрччен.

Улӑп, виҫӗ талӑкран

Вӑрансассӑн ыйхӑран,

Кашта ҫинчи ҫытакне

Тӑхӑнасшӑн хӑй ҫине.

Анчах ҫытак, тӑвӑртан,

Шар! ҫурӑлать ҫурмаран.

Улӑп каллех сӑпкара,

Каллех тутлӑ ыйхӑра.

Вӑл пит хӑвӑрт ҫитӗнет,

Амӑш унтан тӗлӗнет.

Ҫичӗ талӑк ҫывӑрсан,

Сӑпка кашти хуҫӑлсан

Улӑп ҫӗре ыткӑнать,

Ыйӑхӗнчен вӑранать.

Сиксе тӑрать сак ҫине —

Курать ватӑ амӑшне.

Амӑшне вӑл ыр сунать,

Ҫытак ҫинчен асӑнать.

Амӑш паратъ ҫытакне —

Ҫич сӳререн тунине. —

Каллех тӑвӑр ҫытакки.

Ҫара кутпа... Ҫын кулли, —

Тет вӑл хӑйӗн амӑшне,

Татах выртать сак ҫине.

Хӗвел пӑхать йӑлкӑшса,

Улӑп ӳсет васкаса.

Улӑп ӳсет сехетпе,

Амӑш юрлать юррине,

Ачи ҫинчен хунине:

— Тӑхӑр сӳре вӑтам пир

Улӑп йӗмне кайтӑр-и,

Вуник сӳре катанпир

Улӑп кӗпи пултӑр-и.

Пурҫӑн ҫиппе тӗрлесен

Капӑрлатӑп кӗмӗлпе,

Ылтӑн тӳме ҫитмесен

Илемлетӗп мерченпе.

Тӑхӑр талӑк ҫывӑрсан,

Сарӑ хӗвел хӑпарсан

Улӑп куҫӗ уҫӑлать,

Вӑл ыйхӑран вӑранать.

Хӑйӗн тумне тӑхӑнать,

Калле-малле уткалать,

Уткалать те йӑл кулать.

Амӑшне вӑл тав тӑвать:

- Ни шалпар мар, тӑвӑр мар,

Кун пек тумпа намӑс мар.

Ҫитмӗл талӑк ҫывӑрсан,

Хӑй тӗллӗнех вӑрансан

Курать ватӑ амӑшне,

Вутӑ хутса янине.

Амӑш лӑпкӑн ачине

Чӗнсе илет хӑй патне:

- Улӑп, ҫӳре уҫӑлса,

Тулта вӑйӑ выляса.

Икерчӗсем пиҫсенех,

Ӑна пылпа сӗрсенех

Сана чӗнӗп апата,

Анчах ан кай эс ката,

Акӑ мӗн асту, ачам:

- Ял хушшинчен ан тухсам,

Сӗм вӑрманта — кашкӑрсем,

Ҫеҫенхирте — ҫӗленсем.

Тухсассӑнах урама

Улӑп пуҫлать выляма,

Мӑн пӗрене ун «лаши»,

Вӑрӑм пушӑ — нухайкки.

«Лаши» чупать сиккипе

Аслӑ урам хушшипе —

Тусан вӗҫет ҫӳлелле,

Кӗтӳ иртет темелле.

Ҫеҫенхяре тухсанах,

Мал еннелле пӑхсанах

Улӑп курать пӗр ҫынна,

Тӗлӗнтерет леш ӑна.

Ҫӳрен лаши туртара,

Акапуҫӗ ҫав ҫынра.

Ҫынни суха сухалать,

Ҫеҫенхирӗ хуралать.

Улӑп тӑрать тӗлӗнсе,

«Мӗнле кайӑк ку? — тесе.

Чим-ха, эпӗ вӗсене

Кӑтартам-ха аннене».

Вара Улӑп ҫавсене

Тытса чикет кӗсъене,

Сиккипе вӑл лашине

Ыткӑнтарать кил енне.

Улӑп киле ҫитсенех,

Пӳрте чупса кӗрсенех

Пӗлтерет ват амӑшне:

- Уйра тытрӑм ҫаксене,

Те кайӑк, те пукане,

Эс пӗлетни вӗсене?

Ак ҫак вара, пӗчӗкскер,

Калле-малле хутларӗ,

Акапуҫпе, пӗтесокер

Ҫеҫенхире хуратрӗ.

Амӑш ҫакна курсанах,

Кӑшт шутласа тӑрсанах

Кӑвак пуҫне сулларӗ,

Вара ҫапла каларӗ:

- Ах, ачам, ку кайӑк мар,

Пукане мар, Ҫӗрхурт мар.

Ҫын вӑл, ачам, пӗчӗкскер,

Пирӗн енне килнӗскер.

Ӑҫтан тупрӑн эс ӑна,

Кайса яр ҫав вырӑна.

Пирӗн кунҫул татӑлсан,

Е кайсассӑн ҫакӑнтан,

Вӗсем кунта юлӗҫ те —

Ҫӗр ӗҫӗпе пурӑнӗҫ.

Ҫынна лаши-мӗнӗпе

Улӑп чикрӗ кӗсйине,

Йывӑр шухӑш пуснипе

Хӑвӑрт утрӗ хир енне.

Ҫеҫенхирте ҫыннине,

Акапуҫпе лашине

Ярсассӑнах ҫӗр ҫине

Ларчӗ Улӑп чул ҫине.

Ҫав вӑхӑтрах сӑрт енчен,

Хура вӑрман хыҫӗнчен,

Ҫӗлен ҫури курӑнать,

Печӗк ҫынна тапӑнать.

Ҫынни, шари! кӑшкӑрса,

Улӑп хыҫне пытанать,

Ҫӗленӗ те, явӑнсан,

Улӑп ҫине ыткӑнать.

- Халех пар эс ҫав ҫынна,

Ҫӑтса ярап эп ӑна!

- Этем юнне ӗҫекен,

Хӑйӗн пуҫне ҫиекен! —

Терӗ Улӑп тарӑхса,

Тӑшман пуҫне таптаса.

Ҫӗлен сикрӗ ҫӳлелле,

Кайран — Улӑп еннелле,

Улӑпа вӑл ҫиллипе

Сӑхма тӑчӗ сӑннипе.

Пуклак кукӑр хӳрине

Сулчӗ Улӑп ҫинелле,

Улӑп тӑсрӗ аллине

Тискер ҫӗлен еннелле.

Ҫӗлене вӑл хӳринчен

Ҫатӑрларӗ ҫухриччен,

Ҫӗлен вӗҫет тӳпене —

Кӑтра пӗлӗт хушшине.

Вӑл Улӑпа сисиччен

Пӑрахасшӑн ҫӗр ҫине,

Анчах Улӑп аллинчен

Вӗҫертмерӗ ун пуҫне.

Ҫӗлен анчӗ ҫӗр ҫине

Сӗве сӑрчӗн тӑррине,

Улӑп чӑрсӑр ҫӗлене

Туртса ҫапрӗ чул ҫине,

Кайран утрӗ кил енне.

IV

«Чӗрем хытӑ касӑнчӗ,

Улӑпа тем тапӑнчӗ», —

Чӗкеҫ чупать урама,

Хӑй ачине шырама.

Ҫавра кӳлӗ хӗрринче,

Икӗ йӑмра айенче,

Улӑпа Чӗкеҫ тупать.

Вӑрҫсарах ҫапла калать:

- Кама эсӗ тӗл пулнӑ,

Кӗпӳ-йӗмна кам ҫурнӑ?

Кӑн-кӑваках питӳ сан,

Ик аллунта чӗр суран.

- Ах, аннеҫӗм, ах, анне,

Мана эс ан ҫилленех,

Уйра пултӑм эп, анне,

Куртӑм ҫӗлен ҫурине.

Ҫӗлен ҫури пӗр ҫынна —

Паҫӑр куртӑн эс ӑна —

Тытса ҫиме хӑтланчӗ,

Вӑл мана та тапӑнчӗ.

Пуклак вӗҫлӗ хӳрипе

Туртса илчӗ хӑй патне,

Хӗскӗч майла аллипе

Пӑвса вӗҫрӗ тӳпене.

Мана унтан, тӳперен,

Ҫӗре пеме хӑтланать.

Анчах вӑйӗ ҫитменрен,

Ман айа вӑл хӑй пулать.

Эпӗ чӑрсӑр ҫӗлене

Туртса ҫапрӑм чул ҫине,

Унтан вара эп ӑна

Вӑркӑнтартӑм вӑрмана.

Анне, эпӗ тӳперен,

Питӗ-питӗ имҫетрен,

Пӑхрӑм йӗри-тавралла,

Каялла та малалла.

Тӳперен мӗн курнине

Калас пулсан, эх, анне,

Тимӗр чӗре чӑтаймӗ,

Ҫитмӗл татӑк пулайӗ.

Хуласенче, ялсенче

Юрӑ-кӗвӗ янрамасть,

Ниҫта чӑваш хушшинче

Сӑрнай кӗвви шӑранмасть.

Халӑх ҫӳрет, макӑрать,

Вӗри куҫҫуль юхтарать.

Ҫӗлен, вуник пуҫлӑскер,

Туртса ҫурать хӗрсене,

Кукша ҫури, чӑрсӑрскер,

Пӗрӗхтерет вут-хӗмне

Ҫурт-йӗре йӑлт ҫунтарма,

Кӗлне ҫилпе тустарма.

Анне, эпӗ тӳперен,

Пӗлӗт айӗн вӗҫнӗрен,

Куртӑм Атӑл юхӑмне,

Пӳлмен ялтӑра шывне.

Аслӑ Атӑл Пӳлмене

Чӗнсе илнӗ хӑй патне,

Иккӗшӗ те ҫиҫӗнсе

Юхӑнаҫҫӗ тинӗсе.

Аслӑ Атӑл хӗрринче,

Ҫич тӗмеллӗ сӑрт ҫинче,

Хула ларать сарӑлса,

Сар хӗвел пек ҫуталса.

Хула тулли керменсем,

Урамсенче йывӑҫсем,

Керменӗсем чӗнтӗрлӗ,

Йывӑҫӗсем чечеклӗ.

Ылтӑн витнӗ керментен, —

Ун алӑкӗ кӗмӗлтен, —

Тапса, тӗртсе хулана

Илсе тухрӗҫ ват ҫынна.

- Нухрат, хӑҫан эс мана

Пырса паран ясакна?

Параймасан эс ӑна,

Ҫухататӑн ыр ятна.

Тӗве пӑхма каятӑн,

Айсарӑмне ҫӑватӑн! —

Терӗ пӗри кӑшкӑрса,

Кукӑр хӗҫпе хӑмсарса.

Старик халь те ман умра,

Хуйхи ҫурать кӑкӑра.

Ват старике мӑшкӑлран

Сарӑ пике хӑтарчӗ,

Вара ӑна, кӑштахран,

Килне кӗртсе хӑварчӗ.

Пӗр касмакӗ, какрашка,

Сасран вара чӑн кӑркка,

Хӗре чӗнчӗ хӑй патне,

Хӗр пӑхмарӗ ун енне.

— Халь те манран, эй, сӑпса,

Йӗрнетӗн-и сармака —

Сӳпӗлтетрӗ какрашка,

Пикене хыт тарӑхса.

Пусма ҫине хӑпарсан,

Касмак енне ҫаврӑнсан,

Пике ҫиллес курӑнчӗ,

«Эсӗ, — терӗ, — сутӑнчӑк».

Анне, эпе ун чухне

Пӑхса илтӗм мал енне.

Унта ҫӗршыв — чулсенчен,

Йывӑҫ-курӑк — пӑрсенчен.

Чул куписен хушшинче,

Пӑрлӑ хырӑн тӑрринче

Ылтӑн читлӗх курӑнчӗ,

Хӗвел пекех туйӑнчӗ.

Читлӗх ҫути, темскерле,

Ӳкрӗ чӗрем ҫинелле,

Чӗре кайрӗ пӗҫерсе,

Ун хыҫӗнчен — хӗмленсе.

Ӗнен мана эс, анне,

Хӑвӑн чӗрӳ татуне,

Читлӗх тытӑнчӗ ҫунма —

Эп пӑрахрӑм хӑрама.

Сисмен-кӗтмен ҫӗртенех

Старик тухрӗ, пӗчченех,

Ылтӑн читлӗх тавралла

Хӳме тытрӗ чулпала.

Ылтӑн читлӗх ҫутине

Ҫавах куртӑм ун чухне,

Чӑтаймарӑм, кӑшкӑртӑм:

Маттур читлӗх эс, терӗм.

V

Улӑп каҫпа амӑшне

Ҫапла калать сӑмахне:

— Тӑшман кунта киличчен,

Унтан мӑшкӑл тӳсиччен

Ӑна хирӗҫ тухмалла,

Йӑлт аркатса тӑкмалла.

— Ун пек сӑмах каличчен

Шутлас пулать ҫич хутчен.

Эсӗ халь, ачам, айван,

Вӑйлӑрах санран тӑшман.

Тӑшман кулли пуличчен,

Пуҫна уссӑр ватиччен,

Ачам, выля тшалла,

Е лапталла, чушкӑлла.

— Тӑтман тарҫи пуличчен,

Ӗмӗр куҫҫуль тӑкиччен

Ӳксе вилем ҫапӑҫса,

Ҫавра пуҫа ҫухатса.

Анне, эпӗ вӗҫкӗн мар,

Пӗлетӗп, эп паттӑр мар,

Тӑван халӑх хӗн-хурта,

Ҫавна илсем эс шута!

Амӑшӗ калать: — Юрать, —

Ҫавӑнтах вӑл ӑс парать:

— Вӑрҫӑ ҫулӗ тикӗс мар,

Ача-пӑча вӑййи мар.

Эп хушнине тӑватӑн,

Плиска патне каятӑн.

Плиска санӑн аслаҫу,

Канлӗ пулмӗ пурнӑҫу,

Хакла ларӗ савнӑҫу.

Улӑп ҫӗнӗ уххине

Тытса ҫакрӗ хӑй ҫумне,

Улӑп-ача ҫул ҫинче,

Кучченеҫӗ — аллинче.

Хуралту сӑрт айӗнче,

Ҫарӑмсан шыв хӗрринче,

Ват аслашшӗн кив пӳртне

Улӑп ҫитрӗ каҫхине.

Плиска сатур мӑнукне

Лартрӗ сӗтел хушшине.

Улӑп калаҫма пуҫлать,

Хӑй чунне яри уҫать:

— Эх, асатте, асатте,

Ҫитерсемччӗ ӗмӗте,

Тӑшмана тӗп тӑвасчӗ,

Халӑхӑ ман ҫӑласчӗ.

— Ӗмӗтпе ҫеҫ пуякан, —

Кайран пӑспа ватлакан.

Урмӑшнипе ӗҫ пулмасть,

Унтан тӑшман хӑрамасть.

Вӑрҫӑпала тухиччен,

Хӗҫе сулса яриччен

Ӑсу-тӑну ӳсмелле,

Арҫын шутне кӗмелле.

Арҫын тени ҫав пулать:

Ака тытать, сухалать

Хӗвел анса лариччен,

Тӑрарлӑ тар тухиччен.

Ҫурт-йӗр ҫаврать хӗрӗхчен,

Яла илем кӗртиччен.

Выльӑх усрать кӗтӳпе,

Шӑрттан ҫиет хӑнипе.

— Эс мӗн хушан, асатте, —

Тӑвӑп хамӑр ӗмӗрте.

Анчах, хаклӑ асатте,

Ҫитересчӗ ӗмӗте!

Ват пуҫупа шутла-ха,

Вӑхӑт каять вӑраха!

Хӑрап кая юласран,

Тӑшман кунта пуласран.

— Уншӑн эсӗ ан хӑра,

Паттӑр ӗҫсем пурнӑҫра

Эсӗ тӑвӑн сахал мар,

Халь кӑшт иккӗн пурӑнар...

Сӗм-сӗм вӑрман хушшинче,

Плиска старик патӗнче,

Улӑп ҫич ҫул пурӑнать,

Ҫич ҫул ӑсӗ пухӑнать.

Вӑл вӑрман та кӑларать,

Кермен лартма пултарать,

Ака тытса сухалать,

Тырӑпа пӳлми тулать.

Виҫ ҫул ҫӳрет «кӗтӳҫре,

Пит ӑста вӑл ку ӗҫре,

Выльӑх хунать кӑткӑ пек,

Самӑр — кӗрхи упа пек.

Хӑрах куҫне хӗсет те,

Ҫӗн ухӑпа перет те

Ҫич ҫухрӑмри пакшанне

Сирпӗнтерет пӗр куҫне.

Хир ӑйӑрне тытать те,

Вӑшт! утланса ларать те

Пырать урам хушшипе,

Ҫил шӑхӑртса, сиккипе.

Ҫивчӗ хӗҫне кӑларать,

Пуҫӗ тавра ҫавӑрать,

Туртса касатъ хурӑна,

Хурӑн ӳкет лашт! кӑна.

Ҫыру ҫырать, йӑнӑшмасть,

Вуланӑ чух такӑнмасть.

Ҫутҫанталӑк чӗлхине

Йӑлт вӗренчӗ вӑл тинех.

Ват аслашшӗ мӑнукне

Чӗнсе илет каҫхине,

Улӑппа вӑл калаҫать,

Хӑй ӑна ӑшра мухтать:

«Лаша мӗнле ӳсесси

Тихаранах палӑрать,

Арҫын мӗнле пуласси

Ачаранах курӑнать.

Йывӑҫҫинчен панулми

Пит аякка ӳкмест-мӗн,

Кинӗмӗн те ыр ачи

Ывӑл пекех ӳсет-мӗн».

Улӑпа вӑл юратать,

Юратса канаш паратъ:

— Халӑх хутне кӗмешкӗн

Араслан пек пулмалла,

Араслан пек пулмашкӑн

Кукамуна курмалла.

Кукаму сан инҫетре,

Ҫӗр айӗнче, ҫӗрпӳртре.

Ун патне сан ҫичӗ ҫул

Утмалла, эс ҫирӗп пул.

Унӑн екки ҫавнашкал,

Пур енчен те вӑл кал-кал,

Тӳрӗ ҫынна хисеплет,

Кукӑр ҫынна сиенлет.

Кучченеҫсем ун валли

Пулма кирлӗ виҫ тӗсли:

Ҫӑнӑх — салма пеҫерме,

Шӑрттан — уяв ирттерме,

Виҫҫӗмӗшӗ — ҫӑпата

Сан пулмалла хутаҫра,

Темле йывӑр пулсан та

Памалла пӗр вӑхӑтра.

Ҫӑнӑхӗ те ун валли

Пулма кирлӗ ак мӗнли:

Ни тулӑ мар, пӑрҫа мар,

Ни сӗлӗ мар, пӑри мар.

Хӑвах пӗлен: чӑвашра

Урӑх тырӑ та ӳсмест,

Урӑх йышши — ҫичютра,

Кукамуна килӗшмеет.

Шӑрттан валли вӑкӑрне

ӳстермешкӗн пӗлмелле:

Ҫаран ҫинчи курӑкне

Ик ҫӗрте ҫитермелле.

Пӗри Ейӳ хӗрринче —

Сарантӑвӑн айӗнче,

Тепри унтан кӑшт инҫе —

Татаймӑст йӑви енче.

Хаклӑ парне — ҫӑпата —

Кукамуна памалла,

Шӑрҫа пуҫлӑ пулсан та,

Вӑл ҫӗр ҫула чӑтмалла.

Ну, калӑпӑр, пурне те

Эсӗ тӑвӑн майӗпе.

Анчах сана вӗсем те,

Ҫӗнӗ инкек тухнипе,

Кукамуна тӗл пулма,

Унпа ларса калаҫма

Пулӑшас ҫук хӑвӑртах,

Пулӗҫ чӑрмавсем татах.

Пус эс выльӑх-чӗрлӗхне —

Ҫаран курӑк ҫинине,

Анчах шӑрттан пӗҫерме

Эс чӗртеймӗн кӑвайтне,

Вут-кӑвара пӗтерме

Вутӑш ҫитнӗ ҫак енне.

— Ан тив, йывӑр пултӑрах,

Ҫитӗп унта эп ҫавах! —

Терӗ Улӑп татӑклӑн,

Сиксе тӑрса хастарлӑн.

— Сана хытӑ шаннӑран

Урӑх сӑмах эп санран

Итлемешкӗн шутламан,

Чӑн та, эпӗ йӑнӑшман.

Анчах кунтан кайиччен,

Чаплӑ ӗҫе тытниччен

Итле ват ҫын сӑмахне,

Ан ман эсӗ вӗсене:

Ватӑ ҫынсем умӗнче

Хывса тӑрсам калпакна,

Ҫамрӑк ҫынсем хушшинче

Ан ҫухатсам ӑстӑнна.

Ват ҫынсемпе тӗл пулсан,

Халаплама тапратсан,

Итлесе лар, пуҫ тайса,

Сӑмахсене ӑнкарса.

Ху пӗльнине, илтнине,

Ху куҫупа курнине

Персе ан яр вӗҫкӗнсе,

Калаҫакана пӳлсе.

Суйса утӑн малаллӑ,

Анчах килмӗн каялла.

Асту: ялан тӳрӗ пул,

Тӳрӗ пул та лӑпкӑ пул.

Ҫынна сиен тӑвакан —

Хӑй те ҫавна куракан.

Кам ҫуиинче пулатӑн —

Ун юррине юрлатӑн.

Хитре тени — вйҫ куна,

Лайӑх тени — ялана.

Утта лайӑх пӑхакан

Ҫуран юлмасть: йывӑрта

Ватта лайӑх усракан

Выҫӑ лармасть нихҫан та.

Амӑш ҫине вӗрекен

Йытӑ лекет кашкӑра,

Ашшӗ ятне ҫӗртекен

Пуҫне ҫиет хупахра.

Ан ӗҫ ӑсна ҫухатса,

Черкке тӗпне ҫутатса,

Черкке тӗпӗ курӑнни —

Пӗр ӑссӑрах пурӑнни.

Тӑшман хирӗҫ тӑрсассӑн,

Ҫапӑҫ ӑна ҫӗниччен;

Вӑл сан айра пулсассӑн,

Ан тив ӑна виличчен.

Кӗҫҫе питлӗ эс ан пул,

Тӳрӗ ҫын эс ялан пул.

Улӑп тимлӗ итлерӗ,

Аслашшӗне пӳлмерӗ,

Ӑна ӑшшӑн тав турӗ.

Ыталаса чуптусан,

Сыв пул тесе, ал парсан,

Инҫе ҫула хӑй тухрӗ.

VI

Сӗм-сӗм вӑрман варринче

Ҫӗр ытамлӑ юман пур,

Ватӑ юман тӑрринче

Ҫитмӗл тӗслӗ кайӑк пур.

Ҫав кайӑксем хушшинче

Вӗҫен кайӑк патши пур,

Сасси килет таҫтанах —

Ятлать улатаккана:

  1. Ах, эс пачах ӑстӑнсӑр,
  2. Ытла та пит намӑссӑр,
  3. Хӑвна тытма пӗлместӗн,
  4. Ҫӗр ҫурасла ҫихретӗн.
  5. Татах ун пек хӑтлансан,
  6. Хуса ярап вӑрмантан.
  7. Ман сӑмахран тухатӑн —
  8. Пуҫсӑр тӑрса юлатӑн.
  1. Аслӑ патша, каҫарсам,
  2. Сӑмах хушма ан чарсам,
  3. Сӑлтавсӑр мар кӑшкӑртӑм,-
  4. Чӗппӗмсемшӗн хӑрарӑм.
  5. Паҫӑр эсир хушнипе
  6. Вӗҫрӗм Атӑл хӗррипе,
  7. Унта ватӑ чарлансем
  8. Тытаҫҫӗ хӗҫ-пулӑсем.

Эп ҫук чухне чӗппӗмсем,

Пӗчӗкскерсем, айвансем,

Тухса ӳкнӗ йӑваран, —

Тилӗ курнӑ; ҫӑткӑнран

Чӗпсем питӗ хӑранӑ,

Тымар айне пытаннӑ,

Чее тилӗ чӗпсене

Тухма хушнӑ хӑй патне.

Ман ҫавсене курсанах

Сехрем хӑпрӗ-ҫке, чӑнах,

Урлӑ-пирлӗ ыткӑнтӑм,

Ҫихӗрмешкӗн тытӑнтӑм.

Ҫитменнине, Улӑп та

Тӑра парать ҫавӑнта,

Ун кӑмӑлне пӗлменрен

Хыт кӑшкӑртӑм тӳперен.

Тавтапуҫ ҫав Улӑпа!

Вӑл ман умрах хулӑпа

Хӑваларӗ ват тилле

Таҫта ҫитех хирелле.

Вӑт ҫав Улӑп чӗпсене

Чикрӗ те хӑйӗн хӗвне

Юман ҫине хӑпарчӗ,

Йӑва патнех ҫывхарчӗ.

Касрӗ вӑл кӑтра ҫӳҫне,

Йӑваласа ҫемҫетсен,

Мамӑклатса ҫитерсен,

Сарчӗ ман йӑва тӗпне.

Ӑшӑ йӑвана тинех

Тытса ячӗ чӗпсене.

Ҫавӑншӑн ӑш кӑмӑлпа

Эп тав турӑм Улӑпа.

— Улӑп, тетӗн? Вӑл, иккен,

Ыр чӗреллӗ ҫын, иккен,

Кайӑк-кӗшӗке, иккен,

Хӗрхенекен ҫын, иккен!

Ма кунта вӑл? Ай, иккен,

Ахӑрьян патне, иккен?

Ай-ай, йӗкӗт! Вӑт, иккен,

Ним хӑрамасть. Ну, иккен.

Ахӑрьянӗ Улӑпӑнне

Илме тӑратех чунне.

Эп калатӑп ак ҫапла:

Ырра ырӑ тумалла!

Ҫавӑнпа та Улӑпа

Пулӑшмалла, ман шутпа.

Тепӗр майлӑ шутласан,

Пускил пулать Ахӑрьян.

Апла пулсан... мӗнле-ха...

Вӑт шеремет... Итле-ха!

Вӗҫ-ха Улӑп хыҫӗнчен,

Анӑ хуса ҫитиччен.

Хуса ҫитсен хӑв ятпа

Кала ҫапла кӑмӑлпа:

Эсӗ камне ыйтмастпӑр,

Ҫулна-йӗрне татмастпӑр,

Курман-пӗлмен пулатпӑр,

Анчах ҫакна калатпӑр:

Пӑхкаласам тавралла

Кунта вичкӗн куҫпала.

Вӑл ухмах мар, чухлатех,

Туймаллине туятех,

Мӗн кирлине тупатех,

Унпа усӑ куратех.

Улатакка кайӑк патша сӑмаххинеУлӑпа хуса ҫитсе каласа парать.

Улӑпа вӑрманта упа курать те Ахӑрьян мӗнле мӑшкӑллани ҫинчен каласа кӑтартать. Улӑп упана калать:

- Апла пулсан туслашар,

Утсам манпа юнашар,

Ахӑрьян патне ҫитиччен,

Ӑна Кийӳ кӑтартиччен,

Ҫул тӑсӑлать ҫухрӑмпа,

Ҫула пӗччен тухсассӑн;

Ҫул кӗскелет юлташпа,

Савса пӗрле утсассӑн.

Улӑппала усманӗ

Сӗм вӑрманпа утаҫҫӗ.

Кашлать, шавлать вӑрманӗ,

Ҫил ачисем улаҫҫӗ.

Ҫичӗ вӗҫлӗ ҫырмаран

Ахӑрьян тухать шӑвӑнса,

Хаяр саспа Улӑпран

Ыйтать кутӑн ҫаврӑнса:

— Ӑҫти ухмах, мӗн ятлӑ,

Мӗн шӑршласа ҫӳретӗн?

— Кунта эпӗр ҫул майлӑ,

Ма ун пекех ҫиллентӗн?

Эпир, иккӗн, ӑстасем,

Ҫурт-йӗр лартаканнисем.

Хушӑн — кермен сан валли

Пулӗ часах чӑн чапли.

— Чӑн чапли-мӗн. Вӗҫкӗнсем,

Путсӗр анкӑ-минкӗсем!

Куратӑр-и ҫавсене —

Турат ҫинчи пуҫсене?

Унта пуҫсем тем чухлех,

Ҫӗре иккӗ ҫитмест ҫех.

Ик турат — сире валли —

Пуҫусене ҫакмалли.

Кермен лартма тытатӑп

Иксӑрна та паянтан,

Анчах ҫакна калатӑп:

Вӑл ан тӳнтӗр вун кунран.

Тӳнсессӗнех пуҫусем,

Итлетӗр-и, тӑмсайсем,

Турат ҫинче пулаҫҫӗ,

Ҫумӑрсемпе шураҫҫӗ.

Тӳнмесессӗн, ун чухне

Пама лекет кашнине

Тимӗр йывӑҫ пушӑтне

Ҫӑпаталлӑх, хаклине!

— Юрать. Кермен лартиччен,

Хӑв та кунтан кайиччен,

Каласшӑн эп ак ҫакна,

Анкӑрса ил эс ӑна.

Кермен тӳнсе каймасан,

Йалтӑртатса ҫеҫ ларсан,

Пуҫу пулать ҫавӑнта

Турат ҫинче, вӑрманта.

Улӑп ӗҫе тӑриччен,

Ҫӗн пурттине хӑйриччен

Улатакка сӑмахне

Аса илчӗ хайхине:

«Ҫак айлӑмри ҫуртсенчен

Тӗлӗнетӗп пур енчен:

Тӳнчӗ шӗкӗ ҫинӗрен,

Хӑшпӗрисем — ҫӗрнӗрен.

Ай-уй, унти пӗрени,

Ҫурт тӑрринчен йӑванни,

Сухӑрланса кайнӑран,

Йӑлтӑртатать аякран...

Пире туман шур тӑмран!

Туйрӑм ирсӗр вӑй-хална,

Улталаймӑн эс мана».

Улӑп хӑйрать пурттине,

Упи — мӑка чӗрнине,

Вара пӗренесене

Чутлаҫҫӗ — тӳррисене.

Пӗренисем яп-яка,

Куҫ тулли те, ялтӑркка,

Ылтӑн, тейӗн, сарӑран,

Сухӑрланса ларнӑран.

Ҫичҫӗр ҫулхи юмансем,

Капӑрланса кайнисем,

Сӑвай шутне кӗреҫҫӗ,

Никӗс пулса ӳкеҫҫӗ.

Ик эрнерен кермене

Чӗнтӗрлерӗҫ хайхине.

Пӑхсан кермен тӑррине —

Ҫӗлӗк ӳкет ҫӗр ҫине.

Карнис ҫинче, ик енче,

Ҫурт умӗнче, хыҫӗнче,

Улатакка-кайӑксем,

Пыл хурчӗсем, чечекcем.

Кайӑк илет таккаса,

Чӗкеҫ вӗҫет явӑнса,

Пыл хурчӗcем кӗрлеҫҫӑ, —

Чечекрен пыл илеҫҫӗ.

Ахӑрьян хӑй йӑвинчен,

Ҫичӗ вӗҫлӗ ҫырминчен,

пӑхать Улӑп еннелле,

Сике-сике ҫӳлелле.

«Керменӳ сан хӗвел пек,

Ӗмӗр кунта ларас пек.

Ман еккипе керменрен

кӗрпе пулать эрнерен».

Хӗвел анса лариччен

Ахӑрьян тухать йӑвинчен,

Ҫичӗ хутчен ҫиҫкӗнет,

Сике-сике тилҫӗнет.

— Ҫут тӗнчери шӗкӗсем,

Хурт-кӑпшанкӑ тарҫӑсем,

Улӑп енне ыткӑнӑр,

Ҫӗн кермене сырӑнӑр!

Кӗрпе тӑвӑр кермене,

Ҫилпеле вӑл вӗҫмелле,

Улӑп пуҫне ҫимелле,

Унтан — путсӗр упине.

Ҫут тӗнчери шӗкӗсем —

Ахӑрьянӑн тарҫисем

Улӑп патне ыткӑнчӗҫ,

Ҫӗн кермене сырӑнчӗҫ.

Ҫӗн кермене кӑшласшӑн,

Унтан кӗрпе тӑвасшӑн.

Пӗренисем сухӑртан —

Шӑл витмест. Мӗскер тӑван?

Аптранише шӗкӗсем,

Шӑлӗсене хуҫнисем,

Ахӑрьян патне ыткӑнчӗҫ,

Тилмӗрмешкӗн тытӑнчӗҫ.

— Каҫар пире, кашнине,

Ним тума ҫук кермене,

Пӗренисем сухӑрлӑ,

Ҫавӑнпа пуль чӑтӑмлӑ.

Пӗренисене малтан

Тасатмалла сухӑртан,

Ним сухӑрсӑр пӗрене —

Пире ҫиме пӗр эрне!

Ахӑрьян виҫ хут карӑнчӗ,

Вӗри сывлӑш сапӑнчӗ

Сӗм вӑрмана, айлӑма —

Шӗкӗсене пулӑшма.

Сухӑр анать кӗрлесе,

Пӗренесене ислетсе.

Пӗренесем — вутчулсем, —

Ан хапсӑнӑр выҫлӑхсем!

Ахӑрьян улать ҫич хутчен,

Хура пӗлӗт кӗрличчен —

Ҫумӑр чашкӑрса ҫӑвать,

Айлӑм самантрах тулать.

Шыв айӗнче сӑвайсем,

Шывран ҫӳлте никӗссем.

Ҫумӑр ҫума чарӑнать,

Кермен тавра шыв чакать, —

Кермен ларать Ҫилту пек,

Ҫунать — ылтӑн хӗвел пек.

Ахӑрьян каять шуралса,

Мӑнаҫлӑхне ҫухатса,

Сӑмах ваклать Улӑппа

Нӑйкӑшакан сасӑпа:

— Эп малашне ҫакӑнта

Хуҫа пулмӑп нихҫан та,

Чӑваш пӳртлӗ пултӑрах,

Уплисене мантӑрах.

Ахӑрьян тарать таркӑнла,

Чӗри сикет куянла,

Упа тӑрать ташласа,

Сӗм вӑрмана култарса.

Улӑп касать йывӑҫне,

Тимӗр йъвӑҫ тенине,

Кайран сӗвет хуппине

Ҫичӗ ӗмӗр ӳснине.

Йывӑҫ хуппи касӑлать,

Кирлӗ пушӑт вӑл пулатъ.

Улӑп илет пушӑта,

Тӑвать чаплӑ ҫӑпата.

Ҫӗн ҫӑпати пуҫӗнче

Ала ҫӑлтӑр ялкӑшать,

Явса тунӑ кантринче

Ҫурхи ҫиҫӗм ялтӑрать.

VII

«Пирӗн кӗтӳҫ лайӑх-ҫке,

Выльӑх пӑхма ӑста-ҫке.

Хӗвел тухса ҫитиччен

Улӑп урам вӗҫӗнчен

Ял кӗтӗвне пуҫтарать,

Ҫеҫенхире кӑларать;

Хӗвел анать, таврӑнать,

Кӗтӳ киле саланать,

Ҫавна кура ӗнесем,

Пӑлан ҫӳллӗш ӳснисем,

Сӗт параҫҫӗ витрипе,

Хӑймисене — чӳлмекпе.

Турӑх ярса уҫлатӑн —

Сар ҫу кӑна пухатӑн;

Чӑкӑт туса ҫиетӗн —

«Пыл-ҫу ҫирӗм», — теетӗн.

Пӑрушсене кӗркунне

Юпах тиха темелле,

Пӑру тейӗн сурӑхне, —

Самӑр ҫав, тӗлӗнмелле.

Ӗҫне кура Улӑпа

Ма сӑйлас мар апатпа», —

Тесе карчӑк уялла

Васкать шӑрӑх кӑнтӑрла.

Улӑпа вӑл айлӑмра

Апатларӗ сулхӑнра.

Улӑп апат ҫирӗ те,

Шерпет тытса ӗҫрӗ те

Пӑхса тӑчӗ нумайччен

Тухӑҫалла пӗр-пӗччен:

— Эй, кинеми, кам екки

Картаран тухнӑ ҫавӑнта!

Чӗтренет пек тӑвайкки,

Ҫине-ҫине, ав, татах...

Пулман ҫӗрте пулмалла,

Ҫав вырӑна каймалла, —

Тет те Улӑп кӗтӗевне

Хӑваласшӑн ҫав енне.

Карчӑк ӳкрӗ хӑраса,

Калать, юр пек шуралса:

— Эс унталла ан пӑхсам,

Ман сӑмаха ӑнлансам:

Унта каян — пӗтетӗн,

Ҫамрӑк пуҫна ҫиетӗн.

Малалла мар, каялла

Хӑваласам выльӑхна.

Ҫав карчӑк аслашшӗсен ҫӗрне Алпаст усал туртса илни ҫинчен каласа кӑтартсан, Улӑп хӑйӗн кӗтӗвне унталла хӑваласа каять те вӑкӑрпа ӗнине хул хушшине хӗстерсе юханшыв урлӑ каҫать.

Шывӗ ытла та алхасса юхнӑшӑн Улӑп ҫаран курӑкӗн чечекне пӗр ытам татса юханшыва парать. Шыв чечекшӗн савӑнать те лӑпланать. Улӑп сӑрнай калать. Сӑрнай сассине илтсен лӑпланнӑ шыв урлӑ кӗтӳ ишсе каҫать. Алпаст хӑйӗн ҫӗршывне кӗтӳ кӗнине курать.

Алпаст куҫӗ арпашать,

Ҫилли килет, тулашать,

Акар йытта вӗҫертет,

Улӑп енне вӗслетет:

— Ҫав чӑваша, ухмаха,

Тамашасем кӑтарт-ха.

Акар йыттин пӗр ӗҫ ҫеҫ,

Хӗн-хур сарма пӗлет ҫеҫ,

Ҫавӑнпа вӑл шӑртланать,

Улӑп ҫине ыткӑнать:

— Эс нумая хапсӑнан,

Хӑвӑн пуҫна ҫухатан,

Халех выльӑх-чӗрлӗхне

Кӗрт эс Алпаст картишне.

Часрах! Васка! Хӑвӑртрах,

Атту ҫурап вӑр-варах!

— Ҫӗрӗ ку асаттесен,

Эп каймастӑп ку енчен.

Хӑратаймӑн эс мана.

Тасал кунтан, ҫырт шӑлна!

Акар йытти йӑпшӑнать,

Улӑп ҫине ыткӑнать.

Ҫыртма тӑрать пырӗнчен,

Питӗнчен те пуҫӗнчен.

Анчах Улӑп Акара,

Ҫыртма тӑнӑ вӑхӑтра,

Мӑйӗнчен ярса тытать,

Вӑрахчен ӑна пӑвать.

— Ах, эс ытла ирсӗр-ҫке,

Тарҫӑн чунне илтӗн-ҫке! —

Хаяр сасӑ илтӗнет,

Алпаст усал хӑй ҫитет.

Шӑртлӑ пуҫӗ — лапӑрка,

Ҫӑварӗ ун — кӑмака,

Юнлӑ чармак куҫӗсем —

Пысӑк арман чулӗсем,

Ҫӑварӗнчи шӑлӗсем —

Кивӗ сӳре шӑлӗсем.

— Чӑрсӑрлӑхна ырлатӑп.

Анчах ҫакна калатӑп:

Эс Акара ҫӗнтертӗн,

Хаклӑ тарҫа пӗтертӗн.

Ӗнтӗ Акар вырӑнне

Эс ху юлӑн малашне,

Кӗтӳ пӑхӑн — кунӗпе,

Хурал тӑрӑн — ҫӗрӗпе.

— Чура пулма ҫуралман,

Чура пулса пурӑнман.

Чӑваш ҫӗрӗ ҫакӑнта! —

Терӗ Улӑп Алпаста.

Алпас кайрӗ тарӑхса,

Кӑвакарса, шуралса,

Кӑрсакланса, пӑвӑнса,

Юнлӑ куҫне ҫавӑрса.

— Юханшывсем, авӑрӑр,

Сӑрт пек хумсем ҫавӑрӑр,

Ҫак чӑрсӑра путарӑр,

Хӑйӑр айне пытарӑр!

Юханшывӗ мӑшт! тумасть,

Улӑпа вӑл тапӑнмасть:

— Эсӗ маншӑн, Алпаста,

Ыр ӗҫ туман ҫакӑнта!

Улӑп, каҫнӑ-каҫманах,

Чечек паче ытампах.

— Ман таврари чечексем, —

Тет Алпаста ҫилленсе,

— Улӑп пуҫне анратӑр,

Суккӑр туса хӑварӑр!

Таврари пур чечексем,

Улӑппа тӗл пулнисем

Алпаста пуҫ таймаҫҫӗ,

Ҫапла кӑна калаҫҫӗ:

— Эс пирӗншӗн ҫакӑнта

Ыр ӗҫ туман, Алпаста.

Улӑп килчӗ ку енне —

Курчӗ пирӗн илеме,

Сан сӑмахран тухатпӑр,

Улӑпа хур тумастпӑр.

Алпаст карать ҫӑварне,

Тӑсать асав шӑлсене,

Улӑп ҫине ыткӑнать,

Ая тума хӑтланать.

Улӑп-ача — хунав пек,

Алпаст вара — тирек пек,

Ҫавна пула Улӑпа

Йывӑр килет Алпастпа.

Ватӑ вӑкӑр мӗкӗрчӗ,

Пур кӗтӗве пӗлтерчӗ:

— Пирӗн Улӑп нушара,

Пулӑшмалла хӑвӑртрах!

 

 

VIII

Хуласенче, ялсенче,

Вӑрмансенче, хирсенче

Улӑп ӗнтӗ ик эрне

Шырать салма ҫӑнӑхне:

Ват ҫынсене курать те,

Ырлӑх-сывлӑх сунать те

Ашшӑн ыйтать кашнинчен,

Хӑй каймалли ҫул ҫинчен:

— Ҫӗнӗ йышши тырпула

Хӑш вырӑнта тупмалла?

Хуравлаҫҫӗ стариксем,

Нумай ҫӗрте пулнисем:

— Ҫӗнӗ йышши тырпула

Ҫичӗютра тупмалла.

Улӑп ҫӳрет уй-хирте,

Ҫуртри ӳсет пӗр ҫӗрте

Кассӑн-кассӑн хумханса,

Тинӗс пекех сарӑлса.

Эрхипварӗ вӗҫӗнче,

Ансӑр ана тӗлӗнче

Улӑп чарӑнчӗ утма,

Тытӑнчӗ пӑшӑрханма.

«Ҫумкурӑкӗ, ай, мӗн чул!

Тӑлӑх-турат ани пуль;

Вӑй ҫитмест пуль, ҫавӑнпа

Хӑрӑнать ани ҫумпа.

Ҫакӑнтах ҫӗр каҫас-ха,

Унччен ҫумне ҫумлас-ха,

Вӑхӑт та, ӗҫленӗ май,

Сисмесӗрех иртӗ ман.

Улӑп ҫумлать ҫумсене,

Пилӗк ҫӳллӗш ӳснине.

Ҫумкурӑксем шанаҫҫӗ,

Пӗр-пӗринпе пуплеҫҫӗ:

— Мӗншӗн пире таврара,

Ӗҫпе пиҫнӗ халӑхра,

Ним вырӑнне хумаҫҫӗ,

Пӗрехмаях кӑклаҫҫӗ?

Эпир сӗм-сӗм авалтан,

Пиҫсен ыр шӑрш сарнӑран,

Ыр аш ятне илтнӗччӗ,

Хӑмӑшран та иртнӗччӗ.

Пин сыпӑкри ҫич тӑшман

Темшӗн пире курайман,

Пӗр хисепсӗр хӑварнӑ,

Ҫумкурӑкне кӑларнӑ.

Пирӗн ӑру хӑватне,

Авалтанпа ӳснине,

Чикнӗ ҫичӗ пучаха

Ҫичӗют вӑрахлӑха.

Ыр аш курӑк сӑмахне,

Хурланнипе тухнине,

Улӑп тимлӗн тӑнларӗ,

Кайран ӑшра каларӗ:

— Ах, тупасчӗ вӗсене —

Ыр аш пучаххисене.

Тӗрӗслем-ха кашнине

Хам аллӑмпа татнине.

Улӑп ыр аш курӑкне

Тытса суйлать пӗрерӗн,

Алли ылтӑн темерӗн —

Тупрӗ ыр аш пӗрчине.

Вӑл ҫав пӗрче, сыхланса,

Шурӑ пӳспе чӗркесе,

Хӗвне чикрӗ пӑлханса,

Ҫухатасран шикленсе.

Умри хупах айӗнчен,

Чул муклашки хӳттинчен,

Калаҫнийӗ илтӗнет,

Улӑп ӑнсӑртран илтет:

— Пирӗн ыр аш пӗрчине

Улӑп чикрӗ хӑй хӗвне,

Ӗнтӗ мӗскер тумалла,

Пуш алӑпах чупмалла.

Пӗрчӗ тӗшӗн хӑватне,

Унӑн имлӗх-сиплӗхне

Эпир анчах пӗлетпӗр,

Ҫавӑнпа та йӗретпӗр.

Эх, ыр ашсӑр пӗтетгтӗр,

Ним тума та пӗлместпӗр.

Анне чирлӗ, аптӑрать,

Кам ӑна халь сыватать?

Ҫав пӗр пӗрче аннене

Ҫитерсессӗн каҫхине

Чирӗнчен хӑтӑлатех,

Арат сӳнсе лармастех.

— Ан кулянӑр, кӑткӑсем,

Ҫӗр ҫинчи ӗҫченҫӗсем!

Пӗрчӗ парӑп эп сире,

Сыватӑрах аннӗре.

Пурнатӑр пуль аякра,

Пӗр-пӗр пысӑк купара.

Вӑхӑт каять вӑраха,

Ман паталла тухӑр-ха!

Ну, хӑпарӑр ман ҫине,

Пытансамӑр ҫӳҫ айне,

Хӑш еннелле каймалла,

Хӑш ҫулпала утмалла?

Кӑткӑсем Улӑпа хӑйсен чирлӗ патшипе керменре пал-лаштараҫҫӗ. Кӑткӑ патши Улӑпа ун йӑхне хӗрхеннӗшӗн, пӗртен-пӗр ыр аш вӑррине ӑна чир-чӗртен хӑтӑлма панишӗн, хӑйӗн патшалӑхӗнчи кӑткӑсене ыр аш пӗрчине шырама кӑларса ярать. Кӑткӑсем ултӑ пучахра ӳснӗ ыр ашӑн ултӑ пӗрчине Йӗкӗт ҫырми вӗҫӗнчен тупса килеҫҫӗ те хӑйсен патшине параҫҫӗ.

Кӑткӑ Патши Улӑпа калать:

— Кирлӗ-курлӑ, купаллӑ,

Купи ҫумлӑ, хӑйпайлӑ,

Ыр аш курӑк вӑррине

Тупса килчӗҫ улттӑшне.

Уншӑн-куншӑн кулянма

Ӗнтӗ тек кирлех те мар.

Вӗсенчен те, тӑрашсан,

Инкек-синкек тухмасан,

Тырпул пулӗ кӑрманпа, —

Терӗ патша Улӑпа. —

Ун чух вара чӑваш та —

Эп суймастӑп: чӑнах та, —

Салма ҫийӗ савӑнса.

Улӑп-ача, пуҫ тайса,

Халь калать, хуравласа:

— Тав тӑватӑп чӗререн,

Кӑмӑл тулса ҫитнӗрен.

Сывӑ пулӑр, сывалӑр,

Чӑвашсене ан манӑр.

Хӗл те ҫитрӗ васкаса,

Ҫил-тӑманпа ахӑрса,

Ҫур та ҫитрӗ веҫтерсе,

Хӗл хӑватне ҫӗнтерсе.

Улӑп ирех акара,

Ака пуҫӗ алӑра,

Суха тӑвать, сӳрелет,

Хресчен ӗҫне вӑл пӗлет:

«Тем те пулӗ пурнӑҫра,

Тӑшман урнӑ вӑхӑтра,

Сыхланакан кайӑка

Тытман, теҫҫӗ, хурчӑка».

Улӑп шутлать ӑшӗнче

Акман ани пуҫӗиче,

Ултӑ ыраш пӗрчине

Пайланӑ чух ирхине.

Вӑл пӗр пайне ирхине

Лартрӗ сӗлӗ акиччен,

Тепӗр пайне каҫхине

Акрӗ ҫырла пиҫиччен,

Виҫҫӗмӗшне — кӗркунне,

Ҫӗре шур тӑм ӳкиччен.

Чӑн малтанах акнине

Вӑйлӑ ҫумӑр, пӑр ҫапать,

Иккӗмӗшӗн тӑррине

Пуш пучах тухса ларать.

— Виҫҫӗмӗш — ҫамрӑк калча

Ҫумкурӑкӗ пек анчах.

«Калча юлчӗ юр айне,

Мӗскер парӗ ҫуркунне?» —

Улӑп шутлать ӑшӗнче,

Шикленӳ ун пуҫӗнче.

— Эй, халь Улӑп, ан хурлан

Ҫӑва тухсан, ху куран, —

Плиска калать мӑнукне,

Чӑмӑртаса хӑй ҫумне.

Кун иртет те каҫ пулатъ,

Хӗл иртет те ҫу пулатъ,

Улӑп сӑнать анине,

Тупать ыр аш курӑкне.

Ыр аш курӑк хӑмӑш пек,

Йӑлтӑртатать ылтӑн пек,

Пучахӗсем партас пек,

Кашии пӗрчи йӗкел пек.

«Ҫичҫӗр пӗрчӗ тыррӑм пур,

Ӑна акма ҫӗрӗм пур.

Ҫич ҫул ирттер, вӑхӑт пур,

Ӑна чӑтма вӑйӑм пур.

Ҫӑлкуҫсӗр кӳлӗ пулмасть,

Пӗрчӗсӗр пасман тулмастъ.

Ҫичӗ ҫултан ҫич пасман

Ыраш пӗрчи пулать ман.

Ун чух вара салмалӑх

Ҫӑнӑх пулӗ хӑналӑх», —

Улӑп тӑрать савӑнса,

Ӗмӗчӗпе ҫуталса.

IX

Пӗтӗм кӗтӳ Улӑпа

Пулӑшсанах пур вӑйпа,

Улӑп ирсӗр Алпаста

Ҫапса хуҫрӗ вӑрманта.

Улӑп, килне таврӑнсан,

Мунча хутса ҫӑвӑнсан,

Хӑй амӑшне ыталать,

Вӑл унран ҫапла ыйтать:

— Анне, мӗнле эс пурӑнан?

Ҫӗн хыпар-мӗн пур и сан?

Амӑшӗ ун хаш! сывлать,

Хуйхӑрса сӑмах калать:

— Ывлӑм, ялта санпала

Сӑмах хушӗҫ ак ҫалла:

«Пурӑнатпӑр чиперех,

Курӑнатпӑр нитӗрех.

Сарпикесем, инкесем,

Тар юхтарса тӑнисем,

Вутӑш-юта савмарӗҫ,

Ун еркӗнӗ пулмарӗҫ.

Ҫавӑнпа та халь пире

Вутӑш памасть вут чӗртме,

Пурӑнать хӑй кӳлӗре

Чӑвашсене пӗтерме.

Кӑвар ҫуккӑ чӑвашра,

Кӑвайт ҫунмасть вучахра,

Пиҫнӗ апат ҫакӑнта

Тупаймастӑн халь ниҫта.

Ӑна никам ҫӗнеймест,

Ҫавӑнпа ют шикленмест,

Ҫӳрет пуҫне каҫӑртса,

Чӑвашсене хӑратса.

Темшӗн вара таврара

Сӑмах ҫӳрет чӑвашра, —

Тӗрӗс-и вӑл, суя-и,

Эс ун ҫинчен илтмен и?

Пур, тет, старик тӗнчере,

Лерке, теҫҫӗ, путсӗре.

Чӗлхи вӑрӑм пулнӑран

Вутӑш хӑрать ҫав ҫынран.

— Тӗтӗм тухмасть кӑвайтсӑр,

Сӑмах вӗҫмест сӑлтавсӑр, —

Тесен Улӑп амӑшне

Пӗлтерет хӑй ӗмӗтне: —

Килте нумай тӑманшӑн,

Анне, каҫар, тархасшӑн,

Леркене ман тупмалла,

Унпа сӑмах хушмалла.

Улӑп ҫакать кутамкка,

Ҫул тытать вӑл аякка,

Утать, ҫитет пӗр ҫӗре,

Ешерекен пӗр хире.

Унта ватӑ пӑшисем,

Пӑши ҫинче кайӑксем,

Вӗсем йӑва ҫавӑрнӑ,

Чӗпсем пусса кӑларнӑ.

Улӑп утать мал енне,

Курать шурӑ чарлана.

Чарлан пулӑ тытасшӑн:

Апат кирлӗ халь ӑна.

Анчах умри пуллисем,

Вӑлча сапма кайнисем,

Ват чарланран тараҫҫӗ,

Хӳре ҫапсах кулаҫҫӗ.

Чарлан сывлать хуйхӑрса,

Сӗлекине юхтарса,

Улӑп енне ҫаврӑнса,

Сӑмах хушать ахлатса:

— Улӑп, мана итлесем,

Кирлӗ пулӑп эп сана,

Кутамккунти апатна

Ума хурса ҫитерсем.

Улӑп хӑй те выҫӑрах,

Иртенпе ҫимен пачах.

Выҫ чарлана, мӗскӗне,

Пачӗ хӑйӗн апатне.

— Улӑп, хупа ил мана,

Кирлӗ пулӑп эп сана, —

Терӗ Чарлан Улӑпа,

Улӑп утрӗ Чарланпа.

Улӑп шыв ӗҫме тӑрсан,

Сасӑ пачӗ арӑслан:

— Ӗҫтерсем пуракунтан,

Ҫӑвар типрӗ шыв ҫукран.

Мана ҫӑлсан ҫав шывпа,

Ҫул кӗскетӗн эс манпа.

Шыв ӗҫсенех арӑслан,

Виҫӗ хутчен йӑвансан,

Ылтӑнларӗ ҫилхине,

Ҫивӗчлетрӗ чӗрнине.

— Лар ман ҫине эс часрах,

Кунтан каяр хӑвӑртрах, —

Тет арӑслан Улӑпа

Аслати пек сасӑпа.

Вӗсем пӗр кун каййине

Тепри йӗрлӗ уйӑх халь,

Ҫавах та вӑл хӑй ҫулне

Кӗскетейӗ пит сахал.

Вӗсем курчӗҫ ҫул ҫинче

Хура пуҫлӑ ҫӗлене,

Ҫав ҫӗленӗн куҫӗнче

Пурнӑҫ сӳнет хулленех.

Улӑп чукмар ҫӗклерӗ:

— Ҫапса вататӑп! — терӗ.

Ҫӗлен ӑна тӑнларӗ,

Кайран ҫапла каларӗ:

— Кирлӗ пулӑп пурнӑҫра

Хӑвна йывӑр вӑхӑтра,

Вӗлериччен шӑртанна

Хуҫса пар-ха эс мана.

Улӑп хуҫать шӑртанне,

Хурса парать ҫӗлене.

Шӑрттан ҫӗлен пырӗнче,

Ҫӗлен тирӗ ҫӗр ҫинче.

Улӑп тавра шӑвӑнса,

Ҫӗлен илет чашкӑрса.

Хура пуҫне каҫӑртса,

Сӑмах хушать, лӑплансан:

— Хурату ҫав Леш енче

Лерке ларать килӗнче;

Эс ӑна килӗшсенех

Парӗ ху мӗн ыйтнине.

Килӗшмесен, сӑнран ярать,

Тискер кайӑк сӑнне парать,

Выҫӑхтарса чунна илет,

Ҫанҫурӑмна хуҫса силлет.

Юрас тесессӗн эс хӑйне —

Кӗрес пулать Лерке патне

Ҫарамас мар, тумпа та мар,

Ҫуран та мар, утпа та мар,

Парнепеле, парнесӗрех,

Япалапа, нимӗнсӗрех.

Пӗр сӑмаха, Лерке екки —

Те кунталли, те унталли.

Ҫав старике, сӑх тӑшмана,

Икпитлӗ ватсупнӑна,

Килӗшмешкӗн ӑстӑн кирлӗ,

Халап-сӑмах пултӑр вирлӗ.

Лӗрке йӑлт пире пӗтерчӗ,

Эх, мӗн чул вӑл тертлентерчӗ!

Кам ҫармӑсчӗ — кунта чар.

Мӑкшӑччӗ ҫак — халь арӑслан.

Пушкӑртчӗ эп — кунта ҫӗлен.

Эпир камне — ӗнтӗ пӗлен.

Тен, Улӑп, ӑстӑну пулсан,

Ҫӑлӑн пире ҫак асапран.

— Ват Леркерен хӑтӑлма

Пӗлмелле пӗрле тӑма,

Ҫавӑнпа та паянран

Ан тухӑр ман сӑмахран.

Эс, арӑслан, карӑнса

Лерке патне утатӑн,

Ҫӗлен, пӗрмай явӑнса,

Ун ҫумӗнче шӑватӑн.

Улӑп-ача саланчӗ,

Тумтиррине пытарчӗ,

Ҫӗлен тирне, миввине,

Ҫакса ячӗ хӑй ҫине.

Ҫӗлен ҫине выртрӗ те,

Урисене тӑсрӗ те

Арӑслан урлӑ хуҫлатрӗ,

Лерке патне ҫул тӑсрӗ.

Ват чарланӗ аллинче,

Тумтирӗсем пуҫ ҫинче,

Тӗлӗнмелле кашнинчен —

Пӗр туртара пулнинчен.

Улӑп Лерке ӳплинче,

Хуҫи шутлать ӑшӗнче:

«Аҫтан тухрӗ ҫак хӑна?

Килӗшет пек вӑл мана:

Ни ҫарамас, ни тумпа,

Ни ҫуран мар, ни утпа,

Парнипе вӑл ҫунатех,

Ашак пулса куратех. »

— Лерке мучи, каҫарӑр,

Мана парне партарӑр, —

Терӗ Улӑп. — Вӑт сана

Парне парап, тыт ӑна!..

Улӑп Лерке умӗнче

Вӑшт! вӗҫтерчӗ Чарлана.

Чарлан пӗлӗт айӗнче,

Тытаймастӑн халь ӑна.

— Ай-ай, — терӗ Улӑпа

Ватӑ Лерке. — Ут манпа.

Иккӗн хӗвел аниччен

Калаҫӑпӑр сан ҫинчен.

Анчах ун чух сӑмаху,

Тӗлӗнмелле юмаху,

Вӑрӑм пултӑр Атӑлран,

Кӗске пӳлтӑр ункӑран.

Хытаратӑп: эс асту,

Шыв пек юхтӑр сӑмаху.

Пӗр чӑн сӑмах ан кала —

Ӑстӑну палӑрмалла.

Эп хушнине тӑвайсан,

Тус та пулӑн эсӗ ман.

Ун чух вара мӗн ыйтан,

Ҫавна илӗн эс манран.

Килӗшмесен, ан хурлан,

Ватӑ ашак эс пулан,

Пиҫен ҫисе ҫӳретӗн,

Ун тутине пӗлместӗн.

— Янӑ чух халап-юмах

Эс, мучи, мана ан пӳл.

Кӑшт кӑна чарсассӑнах —

Мӗн ыйтнине панӑ пул.

Халь итле эс тӑрӑшсах,

Ним сӑмахсӑр шӑп анчах...

Лаша ҫине выртрӑм та,

Алла пуртӑ тытрӑм та

Кайрӑм эпӗ вӑрмана...

Итлетӗн-и эс мана?

— Итлеп, ачам, итлетӗп,

Ҫаплах пулнӑ, пӗлетӗп.

— Пӑхап ҫӗре тинкерсе,

Куҫа-пуҫа ҫиҫтерсе,

Лашан кайри урине

Турат касса татнӑ та

Йӑвантарнӑ ӗшнене.

Лаша ҫинчен антӑм та,

Ват ҫӑкана аврӑм та

Вӗрен яврӑм хупӑран,

Сан пек ӑстаҫ пулнӑран.

Лашан кайри урине

Туртса ҫыхрӑм вӗренпе,

Утлансанах ут ҫине

Яра патӑм сиккипе.

Ҫитрӗм эпӗ пӗр ҫӗре, —

Пулать-ҫке ҫав, чӗмере! —

Хӗвел пӑхать ҫич енчен,

Анса ларать виҫ енчен.

Вӑт, ҫавӑнта, чӑнах та,

Лерке мучи, пӗр ялта

Куртӑм сана, ват ҫънна...

Итлетӗн-и эс мана?

— Итлеп, ачам, эп итлеп,

Хам та сана курнӑ теп!

— Ялта сана ак ҫапла

Ярса илнӗ сухалран,

Унталла та кунталла

Сӗтӗреҫҫӗ вуннӑн тан.

Ашак, теҫҫӗ, вӗт сана,

Сана кӳлчӗҫ васкаса,

Тислӗк хунӑ ҫунава

Эс туртатӑн тӑрӑшса.

Чӑнах та ҫав, ашаклах

Эс ӗҫлерӗн ҫавкунне,

Сысна айсарӑмне

Эс ҫуларӑн йытӑллах.

— Эс суятӑн! Нихҫан та

Эпӗ пулман вӑл ялта,

Мана кӳлмен ашакла,

Ма суятӑн касмакла?!

— Эпӗр сӑмах татнӑччӗ...

Эсӗ картран тухнӑран,

Мана пӳлсе пынӑран,

Халап-юмах татӑлчӗ.

Сӑмах патӑн — пурнӑҫла,

Мӗн ыйтнине тумалла.

Чӑнах айван пулнӑран

Астӑн ыйтап, пулӑшсам,

Вутӑша тӗп тутарсам,

Вутӑш пирки кӑвайтсӑр

Чӑваш пурнать савнӑҫсӑр.

— Саккӑр сӑвать чее куҫ,

Сан ҫавра пуҫ — тилӗ пуҫ, —

Терӗ Лерке лӑплансан,

Кавир ҫине вырнаҫсан. —

Килӗшетӗн эс мана,

Пулӑшмаллах ман сана.

Вутӑш манран ватӑрах,

Асамлӑхпа вӑйлӑрах,

Эп мӗн хушап — тумалла,

Ун шалчине тупмалла.

Сан малалла утмалла,

Темен умне тухмалла.

Унта вунултӑ кермен,

Тӑват тӑрӑллӑ Темен.

Хӗвел пурнать амӑшпе,

Ялан пӗрле, ӗмрипе.

Эсӗ хӗвел амӑшне

Юрасанах керменре

Сарӑ хӗвел татӑкне

Сана парать Теменре.

Сарӑ хӗвел таткипех

Чӑваш ҫӗрне ҫитсенех,

Хӗвел вӑйне сиссенех

Вутӑш тарӗ йӑхӗпех.

Мӗн пӗлнине каларӑм,

Пӗччен утма ҫул вӑрӑм,

Юлташусем ҫын пулччӑр,

Санпа пӗрле ҫул тытчӑр!

Улӑп каллех ҫул ҫинче,

Юлташӗсем хушшинче,

Юлташӗсем-йӗкӗтсем —

Вӑйпиттине ҫитнисем.

Темен умне тухиччен,

Ҫут кермене кӗриччен,

Виҫ хут шыва путрӗҫӗ,

Ҫич хут вутра ҫунчӗҫӗ.

Вӗсем кӗчӗҫ кермене,

Курчӗҫ хӗвел амӑшне.

Улӑп чӑваш хуйхине

Йӑлт пӗлтерчӗ ун чухне:

— Эпӗ килтӗм чӑвашран

Унта кӑвайт ҫуккӑран...

Хӗвел амӑш, ӗненсем,

Ҫапла манӑн сӑмахсем:

Суйсан — юлам пӗр сассӑр,

Хӗрарӑмсем айӑпсӑр.

Пур ҫӗрте те тӗнчере,

Вӗсем пурте хисепре,

Вӗсем пекки, чӑнах та,

Хакли ҫуккӑ, туршӑн та.

Майне-мӗнне пӗлеҫҫӗ,

Вӗсем пурнӑҫ параҫҫӗ,

Вӗсем сӗм-сӗм авалра

Тырӑ акма чухланӑ,

Вӗсем ҫӑкӑр-тӑвара

Пӗҫермешкӗн пултарнӑ.

Вӗсем ӑшӑ-сивӗрен

Пурӑнма ҫурт ларттарнӑ,

Вӗсем намӑс-симӗсрен

Тумланмашкӑн ӑс панӑ.

Самай йывӑр хуйхӑра

Ҫухатмаҫҫӗ тӑнпуҫне,

Самай савӑк пурнӑҫра

Манаймаҫҫӗ инкекне.

Вӑт халь вӗсем чӑвашра

Ачи чирлӗ вӑхӑтра

Вутӑш патне каяҫҫӗ,

Ун мӑшкӑлне кураҫҫӗ

Кӑшт кӑвайтшӑн, чӑтма ҫук.

Хӗрарӑмра айӑп ҫук.

Суйсан — мана ҫӗр ҫӑттӑр,

Хӗрарӑмсем айӑпсӑр.

Эп — хӗрарӑм ачийӗ, —

Мана анне ҫуратнӑ,

Унӑн йывӑр хуйхийӗ

Ман чӗрене амантнӑ.

Хӗвел амӑш, Вутӑша,

Вилме маннӑ Ютӑша,

Хуса яма пулӑшсам,

Пире кӑвайт партарсам!

— Улӑп, эсӗ, чӑнах та,

Хӗрарӑмран ҫуралнӑ,

Сӑнран ача пулсан та,

Ун хуйхине ӑнланнӑ, —

Хуравларӗ кӑмӑлпа

Хӗвел амӑш Улӑпа. —

Сарӑ хӗвел катӑкне

Партаратӑп ирхине,

Ҫав катӑкпа Вутӑша,

Тӑнран кайнӑ Ютӑша,

Хуса ярӑн самантрах.

Кайран кашни вучахра

Кӑвайт ҫунӗ, ан хӑра.

X

Улӑп киле таврӑнсан,

Апат ҫисе тӑрансан,

Калаҫнӑ, тет, хумханса,

Аслашшӗне асӑнса:

— Ват асатте килӗнчен

Вӑрӑм ҫула яриччен

Мана ҫапла пиллерӗ:

«Кукамуна кур», — терӗ.

Ват кукамай пурнать-ши?

Ана тупма пулать-ши?

Кукамая курасчӗ,

Кучченеҫсем парӑсчӗ:

Пур шӑрттан та, ҫӑнӑх та,

Шӑрҫа пуҫлӑ ҫӑпата.

Эп пӗлетӗп: ватлӑхра

Сана манӑн пӑхмалла.

Анчах тӑтман таврара,

Ӑна ман тӗп тумалла,

Каҫар, анне, ывӑлна!..

Кукамая курмашкӑн,

Унпаа сӑмах хушмашкӑн

Пиллӗхне эс пар мана.

Эсӗ мана пиллесен

Эпӗ пулӑп пин ҫуллӑх,

Сан пиллӗхне илмесен —

Эпӗ пулӑп ҫур кунлӑх!

Карчӑк сывлать хуйхӑрса,

Ачипеле калаҫса:

— Пиллӗх сана, ывӑлӑм,

Чӗре татти, Улӑпӑм!

Манӑн паян вилмелле,

Вилсен ҫӗре кӗмелле.

Унччен сана, ыр сунса,

Хӑварас-ха ӗҫ хушса.

Халех мана ҫӑвӑнма,

Кирӗксене кӑларма

Мунча хут-ха васкаса,

Ҫӗре кӗрес ҫӑвӑнса.

Мунча кӗрсе тасалсан,

Шурӑ кӗпе тӑхӑнсан,

Кӑвак ҫӳҫе турасан,

Аллӑмсене лӑст хурсан,

Пит аякран, инҫетрен,

Ҫут ҫеҫенхир леш енчен,

Асар-писер ҫилпеле

Кӗмӗл тупӑк килмелле,

Ман ҫавӑнта выртмалла,

Ҫӗр айнелле путмалла.

Эпӗ путнӑ вырӑнта

Тимӗр карта ҫавӑр та

Хурал ларсам ҫавӑнта.

Темле хӑруш пулсан та,

Тимӗр карта ӑшӗнчен

Ан кай виҫӗ талӑкчен.

Виҫӗ талӑк иртсессӗн,

Шӑпчӑк юрри илтсессӗн,

Эсӗ мана хӑварсам,

Кӳлӗ енне уттарсам.

Унта питне ҫумалла,

Ман пата сан пымалла.

Улӑп кайрӗ хурланса,

Вӗри куҫҫуль юхтарса,

Пуҫне тытрӗ аллипе,

Хуйӑх пусса илнипе.

Кайран, чунне пусарса,

Чупа-чупа, васкаса,

Муклашкасем пуҫтарчӗ,

Мунча хутса ҫунтарчӗ.

Ҫитмӗл ҫичӗ хурӑнтан

Милӗк ҫыхрӗ чӑн малтан,

Кайран утрӗ васкаса

Алтӑр илме мӑн лаҫҫа.

Мӑн алтӑрӗ пӗр хӑех

Ҫирӗм пасман таятех.

Такани те пӗчӗк мар,

Тӗлӗнмелле пит капмар.

Ҫав такана варрипе

Ишме пулать кимӗпе.

Карчӑк кайрӗ мунчана,

Ак пуҫларӗ ҫӑвӑнма;

Милкипеле пӗр кана

Вӑл кантарчӗ ват шӑмма.

Киленмелле ҫӑвӑнчӗ,

Алшӑллипе шӑлӑнчӗ,

Илчӗ кӗмӗл турине

Турамашкӑн шур ҫӳҫне.

Шурӑ кӗпе тӑхӑнсан,

Вут хӗвеле пуҫ тайсан,

Аллисене лӑст хурать,

Йӗри-тавра пӑхкалать.

Шӑнкӑр кӑнтӑр кунӗнчех

Хӗвел хӑвӑрт пытанчӗ,

Уяр тӑнӑ ҫӗртенех

Ҫиҫӗм ҫиҫме тытӑнчӗ.

Кӗр-кӗр кӗрлет аслати,

Пӗтӗм тӗнче чӗтренет,

Улӑпсен мӑн килкарти

Ҫил-тӑвӑлпа кисренет.

Авӑнаҫҫӗ юмансем,

Ҫӗр ҫул ытла ӳснисем.

Таҫтан, сӑртсем хыҫӗнчен,

Шӑпӑр сасси хутшӑнчӗ.

Ҫиҫӗм ҫиҫрӗ ик енчен —

Кӗмӗл тупӑк курӑнчӗ.

Карчӑк тӗлне ҫитрӗ те

Тупӑк анчӗ ҫӗр ҫине,

Карчӑк кӗрсе выртрӗ те,

Тупӑк путрӗ ҫӗр айне.

Тупӑк путнӑ вырӑнта

Улӑп ҫавӑрчӗ карта,

Йывӑҫран мар, йӑллапа,

Алри тимӗр туяпа.

Улӑп вӗри куҫҫулӗ

Юхрӗ ун чух тем чухлӗ:

Сылтӑм куҫран юхнисем —

Аслӑ Ҫавал пулчӗҫӗ,

Сулахайран юхнисем —

Кӗҫӗн Ҫавал пулчӗҫӗ.

Тӑлӑх-турат хуйхине

Нимӗнле те виҫме ҫук,

Ҫӗре путнӑ амӑшне

Ним туса та чӗртме ҫук.

Е эсремет, е шуйттан,

Хытӑ улать кашкӑртан,

Ҫамрӑк хӑрӑк-турата сиксе,

Тимӗр карта хӑватне

Пӗтересшӗн ҫӗмӗрсе,

Анчах карта парӑнмасть

Шуйттана вӑл ҫывхартмаҫ.

Эсреметпе ват шуйттан,

Хаярланса ҫитнипе,

Ыткӑнаҫҫӗ мӑн ҫӑлтан

Ватӑ юман хушшипе.

Юмансене кӑклаҫҫӗ,

Пӗлӗт ҫине переҫҫӗ,

Тӑвӑллӑ ҫил пулаҫҫӗ,

Кӳлӗ ҫийӗн вӗҫеҫҫӗ.

Асамӑҫӗ пӗр енче

Тинӗс пулса выртӑнчӗ,

Тимӗр карта умӗнче

Шавламашкӑн тытӑнчӗ.

Сӑрт пек хумсем кӑларса

Ҫӗре ҫапса ватӗччӗ,

Картана йӑлт салатса,

Карчӑк ӳтне ҫӑтӗччӗ.

Тимӗр карта патӗнче

Тӗнче тӑрать кӗрлесе,

Тимӗр карта варринче

Улӑп ларать тӗлӗнсе.

Кун иртет те каҫ иртет,

Виҫӗ талӑк та ҫитет;

Таҫтан питӗ аякран

Автан сасси илтӗнет,

Вара тимӗр картаран

Мӗнпур усал сирӗлет.

Ылтӑн хӗвел ҫутатса

Ашӑтмашкӑн тытӑнчӗ,

Кайӑк-кӗшӗк янратса

Юрламашкӑн пуҫӑнчӗ.

Пирӗн Улӑп та часах

Кил еннелле талпӑнчӗ,

Килне ҫитрӗ те йӑлтах

Ҫӗнӗ тумтир тӑхӑнчӗ.

Алла туя тытрӗ те

Улӑп тухрӗ ҫул ҫине,

Анчӗ кӳлӗ хӗррине.

Кӗпер ҫине кукленчӗ,

Умри шывран тӗлӗнчӗ:

Кӳлӗ шывӗ чӳхенет,

Кассӑн-кассӑн ҫиҫӗнет,

Алӑ ҫине хӑй юхать,

Улӑп питне хӑй ҫӑвать.

Кӗсле кӗвви янрасан,

Шур алшӑлли кӑларать,

Улӑп унпа шӑлӑнсан,

Чипер каччӑн вӑл тӑрать.

Ҫурхи ҫутӑ хӗвелле

Сӑнӗ-пичӗ курнать-ҫке,

Ҫӳлти кӑвак пӗлӗтле

Кӑзак куҫӗ ҫунать-ҫке.

«Хирти кӑлкан евӗрлех

Акӑ аннен вилтӑпри,

Тӑпри ҫӑмӑл пултӑрчи», —

Терӗ Улӑп ӑшӗнче,

Вут пек мӑкӑнь умӗнче.

Сарӑлчӗҫ ун ҫеҫкисем —

Ылтӑн арча курӑнчӗ,

Улӑп кӑштах тӗкӗнсен,

Ылтӑн арча уҫӑлчӗ.

Улӑп пӑхать арчана,-

Пурҫӑн ҫӑмха вӑл курать,

Илме тӑрать вӑл ӑна —

Ҫӑмха вӑрмана кусать.

Пурҫӑн ҫӑмха йӗрӗпе

Улӑп утрӗ вӑрмана.

Ҫӑмха пырать сиккипе,

Ӑҫтан тытӑн халь ӑна!

Ватӑ юман кутӗнче

Ҫӑмха тӑпах чарӑнчӗ,

Темле шӑтӑк умӗнче

Иккӗ-виҫҫӗ ҫаврӑнчӗ,

Шӑтӑкалла кӗриччен

Ҫиҫӗнчӗ ҫичӗ хутчен.

Ҫӑмха хыҫҫӑн Улӑп та

Кӗрсе кайрӗ ҫавӑнта,

Ҫӗр айӗнчи ҫулпала

Улӑп утрӗ малалла.

Кайсан-кайсан, пӗр ҫӗрте

Пырса кӗчӗ ҫӗрпӳрте.

Пӳрчӗ таса, ҫап-ҫутах,

Стенисем йӑлт кӗмӗлтен.

Пӳлӗм урлӑ каҫсанах,

Сас илтӗнчӗ пӗр ҫӗртен.

Улӑп уҫрӗ алӑкне,

Ват юманран тунине,

Курах кайрӗ: мал енче,

Чултан тунӑ сак ҫинче,

Ларать карчӑк, ватӑскер,

Юр пек шурӑ ҫӳҫлӗскер.

— Мӑнле, ӑҫтан, мӗн майпа,

Ывлӑм, килтӗн эс кунта? —

Ыйтрӗ карчӑк ват саспа.

Ҫын килменни ман пата,

Чӑнахах, нумай пулать.

Улӑп карчӑк умӗнче

Шӑппӑн-шӑппӑн пуҫ таять,

Унтан карчӑк ҫумӗнче

Вӑл ҫапла сӑмах калать:

— Аннен вилтӑпри ҫинче

Мӑкӑнь чечек ҫурӑлчӗ,

Мӑкӑнь чечек ӑшӗнче

Ылтӑн арча курӑнчӗ.

Эпӗ пӑхрӑм арчана —

Курах кайрӑм ҫӑмхана,

Илме тӑтӑм та ӑна,

Ҫӑмха тарчӗ вӑрмана.

Ҫӑмха хыҫҫӑн килтӗм те

Ҫитсе кӗтӗм ҫак пӳрте

Кукамайпа тӗл пулма,

Пӗрле ларса калаҫма

Мана хушрӗ асатте.

Плиска ятлӑ вӑл, ҫӳлте.

— Аслаҫу Плиска-и санӑн?

Апла эс мӑнук-и манӑн? —

Карчӑк ӳкрӗ хыпӑнса,

Улӑп кайрӗ савӑнса:

— Ах, кукамай, кукамай!

Кунта лайӑх ҫитнӗ май,

Кучченеҫе эс тыт-ха,

Ҫапла кӑмӑл тӑвар-ха.

Акӑ шӑрттан, ҫӑпата,

Салма валли ҫӑнӑх та.

Улӑп сисрӗ: кучченеҫ

Кукамӑшне кӑмӑллӑ,

Кумамӑшпе сӑпайлӑ

Калаҫмалли юлчӗ ҫеҫ.

Кукамӑшӗ, кӑшт тӑрсан,

Шур ҫӗлӗкне тӑхӑнсан,

Кушаккине йыхӑрчӗ,

Арча илсе тухтарчӗ.

Арча ларать ҫуталса

Ҫурхи ылтӑн хӗвелле,

Улӑп тӑрать хумханса

Ҫул хӗрринчи чечекле.

Ылтӑн арча уҫӑлать

Кӗмӗл саслӑ кӗввипе,

Карчӑк тути йӑл кулать

Уҫ арчана курнипе.

— Аҫупала аннӳне

Пулӑшнӑ эп сахал мар,

Ак сана та малашне,

Йывӑр килсен, манас мар.

Вара тепӗр самантран

Чаплӑ ылтӑн арчаран

Ылтӑн уҫӑ кӑларать.

Улӑп ҫывӑхне пырсан,

Хӑй шухӑшне вӑл калать:

— Эп ҫакӑнта, ҫӗрпӳртре,

Пин-пин ҫулсем пурӑнап,

Ҫӗр айӗнчи тӗнчере

Ятлӑ-сумлӑ шутланап.

Хура халӑх кӳҫҫульне

Тумлам-тумлам пуҫтартӑм,

Ҫӗр кӑшӑллӑ пичкене

Яра-яра тултартӑм,

Куҫҫульпеле хуйхине

Эпӗ пӗрле пӑтратрӑм.

Ана йӳҫсе вӑй илме

Нумай ҫӗр ҫул кирлӗччӗ,

Йӳҫсе ҫитсен ӗҫтерме

Кирлӗ ҫынна кӗтнӗччӗ.

Куҫҫуль сиксе йӳҫиччен

Пысӑк нӳхреп чавтартӑм,

Тӑшман тавраш сисиччен

Ылтӑн ҫӑра тутартӑм.

Унӑн ылтӑн уҫҫине,

Уйӑх ҫурӑ тунине,

Пытартӑм ҫак арчана.

Питӗрнӗ чух эп ӑна

Сӑмахпала хытартӑм,

Акӑ ҫӑпла каларӑм:

«Ылтӑн арча, хуҫа пул,

Ан уҫӑлах тӑшманшӑн,

Эс сыхлакан хаклӑ мул

Темрен хаклӑ чӑвашшӑн.

Чӑваш халӑх куҫҫулӗ —

Ун пек куҫҫуль ҫук пулӗ —

Йӳҫсе вӑйне илсенех,

Ӗҫме вӑхӑт ҫитсенех,

Ӗҫтересшӗн эп ӑна

Хам суйланӑ пӗр ҫынна.

Ҫав куҫҫуле ӗҫекен

Ялан ӑспа ҫӳрекен

Тӳрӗ чунлӑ пулмалла.

Чӗри тапми пуличчен,

Таса куҫӗ сӳниччен

Ун халӑхшӑн тӑмалла.

Ана ӗҫнӗ ҫын чунтан

Туйӗ халӑх хуйхине,

Вӑйӗ пин хут ӳснине

Туйӗ вӑл ҫав самантран.

Эсӗ ун пек пуласси

Кучченеҫрен курӑнчӗ,

Илсем, мӑнук, ҫӑраҫҫи,

Вӑл сан енне куҫӑнчӗ.

Кайса уҫар нӳхрепне —

Ятарласа тунине.

Сана, вӑйлӑ ҫын пулма,

Ӗҫтерем ҫав имҫама.

Йуҫӗк куҫҫуль-имҫама

Ӑсрӗ Улӑп чӗреспе,

Ӑна ӗҫрӗ вӑйланма —

Сывламасӑр, тӗшшпе.

— Юнӑм кайрӗ вӗресе,

Ӑшӑм килчӗ пӗҫерсе,

Чӗремре тем уҫӑлчӗ,

Тӑнӑм-пуҫӑм ҫуталчӗ.

Ҫав пуҫӑмри ҫутӑпа

Куҫсӑрах эп курмалла,

Туйӑмпа та ӑсӑмпа

Хӑватлантӑм пулмалла.

— Ӗҫ-ха тепӗр чӗресне,

Хам аллӑмпа ӑснине!

Улӑп ӗҫет имҫамне,

Кукамӑшӗ панине.

— Акӑ, — тет вӑл, карӑнса

Икӗ хулне вылятса, —

Вӗҫсӗр вӑй кӗрет мана,

Халь ҫӗнтерӑп шуйттана.

— Ӗҫ-ха тата теприне, —

Терӗ карчӑк мӑнукне.

Тепӗр чӗрес тултарса

Ӗҫрӗ Улӑп имҫама,

Ӗҫсенех вӑл, ӳт хушса,

Ак пуҫларӗ сарӑлма.

— Халь эп ӗнтӗ, кукамай,

Калатӑп-ха сӑмах май,

Аркататӑп сӑртсене,

Вуник пуҫлӑ ҫӗлене.

Кукамӑшӗ, йӑл кулса,

Ҫапла хучӗ каласа:

— Ҫитӗ, урӑх кирлӗ мар,

Усетӗн-ха, ӳсетӗн,

Пулӑн вӑйлӑ та патвар,

Ват хырсенчен иртетӗн.

Ӗҫӳ, тӑну ку чухне

Пултӑр халӑхшӑн ялан,

Паттӑр вӑю малашнее

Тӑван ҫӗршӗн пултӑр сӑн, —

Терӗ карчӑк Улӑпа

Хытӑ, ҫирӗп сасӑпа,

Пиллӗх пачӗ ыр курма,

Ыр ӗҫ туса пурӑнма.

Улӑп, ӑна тав туса,

— Рехмет, — терӗ пуҫ тайса.

Ылтӑн сарнӑ пӳлӗмрен,

Мӑн капан пек ҫӳпҫерен

Карчӑк пачӗ мӑнукне

Тӗрленӗ шур сӑхманне,

Капӑрлатнӑ ҫӑпата,

Ахахӗ те пур унта.

— Ку сӑхманпа ҫӑпата

Каяҫҫӗ-и кӑмӑлна?

Вӗсем аҫун. Тахҫанах

Вӑл хӑварчӗ ҫакӑнта —

Упрамашкӑн ман пата.

«Пар, — терӗ, — кирлӗ ҫынна».

Халь паратӑп эп сана.

Ҫак сӑхманпа ҫӑпата

Сана сыхлӗҫ мӑн ҫулта —

Унтан, Улӑп кайиччен,

Карчӑк хӑйӗн шур ҫӳҫне

Касрӗ те пуҫ тӳпинчен,

Пӗрчӗ-пӗрчӗшерӗнех

Хисеп ятсем шутласа,

Ункӑ евӗрлӗ туса»

Чикрӗ пӗчӗк хутаҫне,

Ҫакрӗ Улӑп мӑйӗнчен,

Улӑп тухса кайиччен

Калать хӑйӗн сӑмахне:

— Ҫулу пулать тикӗс мар,

Тӳсмелли те сахал мар.

Ҫак хутаҫра ҫӳҫ пӗрчи

Ҫитмӗл ҫиччӗ, илтрӗн-и?

Вӑю пӗтсен-чаксанах

Пӗр пӗрчине хутаҫран

Эс кӑлар, ҫунтар, кайран,

Ҫунса пӗтсессӗн йӑлтах, —

Эсӗ пул кирек ӑҫта —

Ҫӳҫ пӗрчийӗ авӑкран

Вӗҫсе ҫитӗ ман пата.

«Ват кукамай, пулӑшсам,

Хура халӑх, ан мансам», —

Тесе чӗн те эс мана,

Хӑвӑрт пулӑшӑп сана.

Халӑхпала пулсассӑн,

Никам айне пулмастӑн,

Ман пиллӗхрен тухмастӑн,

Ялан сывӑ юлатӑн;

Ҫунмӑн эсӗ вутра та,

Путмӑн эсӗ шывра та.

Чӑваш халӑх хушшинчен

Виҫӗ паттӑр тухмалла,

Ҫав виҫ паттӑр шутӗнчен

Эс чи вӑйли пулмалла.

Ҫӗрпӳ-паттӑр тыткӑнра,

Ӑна сан халь ҫӑлмалла,

Сикпӑрҫа пит аякра,

Сан ӑна та тупмалла.

Ҫӗрпӳ-паттӑр тамӑкра —

Туҫи сӑрчӗ айӗнче,

Нумай пин ҫын асапра

Халь ҫав сӑртӑн тӗпӗнче.

Ҫак сӑмахпа Улӑпа

Карчӑк ячӗ ӑсатса,

Пысӑк, вӑйлӑ утӑмпа

Улӑп утрӗ ярӑнса.

XI

Улӑп-паттӑр ҫӗр ҫине

Хӑпарсанах ирхине

Тӗрӗслерӗ хӑй вӑйне:

Ҫӗр ҫул ӳснӗ юмана

Тӑпӑлтарчӗ вӑшт кӑна.

Ун чух, сисмен хушӑрах,

Улӑп ӳсрӗ самантрах

Сӗм вӑрмантан ҫӳллӗрех,

Калей сӑртран пӗчӗкрех.

Уй тӳпине ҫитсенех

Тумланас шут килсенех

Асӑнать вӑл амӑшне.

Унтан ларать ҫӗр ҫине,

Ҫӑпатине кӑларса,

Ура сырать васкаса.

Ҫӑпати ун сар чӗнрен,

Пуҫӗсене ҫул енчен

Шӑрҫаланӑ мерченпе,

Илемлетнӗ кӗмӗлпе.

Сӑхманне вӑл тӑхӑнать,

Савӑннипе йӑл кулать;

Ҫитмӗл ҫӗвӗҫ ҫӗленӗ,

Пурҫӑн ҫиппе тӗрленӗ.

Юхса выртан Атӑла

Эрешленӗ ун ҫинче,

Тӗлӗнмелле вӗт пулла

Курма пулать шывӗнче.

Сӑхман умне, пӗр тӗле,

Пин-пин тӗслӗ ҫиппеле

Эрешленӗ хир сӑнне,

Чӑваш ялӗн илемне.

Унта хӗвел тухнӑ чух

Сарӑ автан автать-Ҫке,

Кӗтӳҫ иртсе пынӑ чух

Сар хӗр кулса тӑрать-ҫке.

Ҫӗрпӳ-паттӑр тыткӑнра

Сисет Улӑп утнине,

Ал-уринчи сӑнчӑра,

Аллӑ пасман туртнине,

Турта-турта татасшӑн,

Сӑрт айӗнчен тухасшӑн.

Анчах сӑнчӑр парӑнмасть,

Татӑлма та шутламасть.

Ҫӗрпӳ-паттӑр кӑшкӑрса

Чӗнет ҫӑлма тыткӑнран,

Улӑп ҫавна тӑнласа

Хӑпарать пӗр лапамран.

Улӑп пысӑк юмана

Тӑпӑлтарчӗ пӗр сӑртран,

Ирткелерӗ те ӑна —

Тукшан пулчӗ юманран.

Йӑтса ҫапать тукшанне,

Ку каять ун кӑмӑлне:

Вӑл тӗреклӗ, авӑнмасть,

Ҫапсассӑн та хуҫӑлмасть.

Улӑп тӑвать пӗр утӑм —

Хыҫа юлать ҫич ҫухрӑм.

Пырса ҫитрӗ сӑрт патне,

Кӗмелле халь сӑрт ӑшне,

Анчах шӑтӑк курӑнмасть,

Алӑк-хапха палӑрмасть.

Улӑп тарӑн шухӑшпа

Ларчӗ пысӑк чул ҫине,

Чулӗ путать йывӑрпа —

Шӑтӑк пулать хайхине.

Сӑрт ӑшӗнчен чашкӑрса,

Виҫӗ пуҫне каҫӑртса,

Тухрӗ ҫӗлен виркӗнсе,

Вут-ҫулӑмне сирпӗтсе.

Вӑл, тухсанах, Улӑпа

Ҫунтармашкӑн ыткӑнчӗ,

Чанкӑр-чанкӑр сӑнчӑрпа

Явкалама тытӑнчӗ.

Урлӑ-пирлӗ ҫаврӑнса,

Шӑлӗсене шаккаса,

Шӑхӑрать те ахӑрать,

Улӑпа вӑл кӑшкӑрать:

— Сана никам йыхӑрман,

Ма эс килтён сулланса?

Кунта эс ним ҫухатман,

Мӗн ҫӳретӗн шӑршласа?

Ҫӗлен шӑвать чашкӑрса,

Улӑпа кӗҫ ҫӑтасла,

Вут-хӗм сапать ахӑрса,

Пурте ҫунса каясла.

Анчах ҫав вут-ҫулӑмран

Улӑп ним те шикленмест,

Кукамӑш пиллӗх панӑран

Шур сӑхмана вут тивмест.

Ҫапрӗ ҫӗлен Улӑпа

Ҫитмӗл хӑлаҫ хӳрипе,

Улӑп ӑна ҫӑмӑллӑн

Сирсе ячӗ аллипе.

Вӑл ҫӗклерӗ тукшанне,

Ват юманран тунине.

Тукшан анчӗ шӑхӑрса,

Ҫӗлен пуҫне лапчӑтса.

Улӑп вилнӗ ҫӗлене

Сирсе ячӗ аякка,

Кӗрсе кайма ҫӗр айне

Вӑл тасатре шӑтӑка.

Сӑрт ӑшнелле кӗнӗ чух

Хӗрӗх алӑк уҫӑлчӗ,

Шала кӗрсе ҫитнӗ чух

Хӗрӗх алӑк хупӑнчӗ.

Аялта, сӑрт тӗпӗнче,

Симӗс ҫулӑм ялкӑшать,

Симӗс ҫулӑм варринче

Ҫӗрпӳ-паттӑр йынӑшать.

Ҫӗрпӳ-паттар мӑн сӑрта

Йӑтса тӑрать ҫурӑмпа,

Ялкӑшакан хӗм-вута

Сӳнтересшӗн вӑл тарпа.

Ҫӗрпӳ-паттӑр Улӑпа

Кӗтсе илчӗ сӑмахпа:

— Ялкӑшакан ҫулӑма

Хӑватӑм ҫук сӳнтерме,

Ҫурӑм ҫинчи сӑртӑма

Вӑйӑм ҫитмест тӳнтерме.

Ан тив-ха эс ҫав вута,

Аркатмашкӑн кӑшт тӑхта:

Ялкӑшакан кӑварсем

Вӗсем пурте этемсем.

Мана ҫӑлма ҫакӑнта

Вӗсем килнӗ — ҫак сӑрта,

Тимӗр тылӑ кашнинне

Сӳслентернӗ ӳт-певне.

Халӗ вӗсем ҫунаҫҫӗ,

Анчах ҫунса пӗтмеҫҫӗ.

Мана ҫӑлас тесессӗн,

Ҫак сӑнчӑра татсамӑр;

Ана татса персессӗн,

Сӑрта тӗртсе ярсамӑр.

Улӑп икӗ аллипе

Ярса илчӗ сӑнчӑра,

Ана мӗнпур вайӗпе

Вӑл татасшӑн туххӑмра.

Анчах сӑнчӑр татӑлмасть,

Ҫил пек пулса тӑсӑлать,

Улӑп ӑна пӑрахмасть,

Турта-турта ҫӑмхалать.

— Эх, халь хачӑ тупасчӗ,

Касасчӗ те татасчӗ, —

Терӗ Улӑп аптраса,

Ҫӑмха ҫине кӑтартса.

— Хачӑ кирлӗ пулсассӑн,

Чав эс ҫӗре аллупа,

Пӗр-икӗ шит чавсассӑн,

Курӑн ӑна куҫупа, —

Сасӑ илтӗнчӗ таҫтан, —

Ҫӗр кисреннӗн туйӑнчӗ.

Улӑпӑн, сас янрасан,

Вӑйӗ татах хушӑнчӗ.

Тӑпра хӳме арканать,

Ҫӗрпӳ-паттӑр кӑшкӑрать:

— Сасӑ сана улталать,

Вӑл халь санран мӑшкӑллать!

Унта хачӑ тупаймӑн,

Тимӗр тылла кураймӑн.

— Хачӑ ӑҫта выртнине

Эпӗ пӗлтӗм халь тинех, —

Терӗ Улӑп кӑшт тӑрса,

Сасӑ енне ҫаврӑнса.

Вӑл аптраса тӑнӑран

Такам кулма тытӑнчӗ,

Тусан вӗҫсен шӑтӑкран

Ватӑ Тивре курӑнчӗ.

Ларать Тивре мал енче,

Капмар шур чул хушшинче,

Хӳрине пӑркаласа,

Ҫавраҫилсем кӑларса.

Улӑп, ҫӗре чавас пек,

Хӑй умнелле пӗшкӗнет.

Тивре кӗҫех ташлас пек

Хуҫкаланма пикенет,

Тылӑ ҫине утланса,

Шӑлне йӗрме тытӑнӑть,

Улӑп патне ыткӑнса,

Ӑна хулран ҫыхӑнать.

Улӑп ватӑ Тиврене

Ярса илчӗ хулӗнчен,

Ҫӑмхаланӑ ҫиппине

Сутрӗ хӑйне ҫитиччен.

Чӑркать ҫиппе Тиврене

Унтан ҫӑмха тӑвас пек,

Тивре сикет чул ҫине

Чултан хӑйӑр тӑвас пек.

— Айта, ҫӗр чав! Чавмасан,

Пуҫна ҫурап тукшанпа,

Халех хачӑ тупмасан

Тытса тыллап тылӑпа!

Тивре чавнӑ ҫӗр ҫинче

Улӑп курать пӗр енче

Вӑрӑм хачӑ выртнине,

Ӑна илет аллине.

Ҫӗрпӳ ҫинчи сӑнчӑра

Улӑп касрӗ хачӑпа,

Тиврене те вӑл вара

Ыткӑнтарчӗ тапкӑпа,

Тылӑ патне васкарӗ,

Ӑна ҫапса аркатрӗ.

Туҫи сӑрчӗ куҫӑнчӗ,

Икӗ пая уйрӑлчӗ,

Ҫӗрпӳ-паттӑр пӗр пайне

Йӑвантарчӗ сӑрт ҫине,

Улӑп-паттӑр теприне

Сирчӗ айлӑм хӗррине.

Туҫи сӑрчӗ йӑвансан,

Тамӑк вутти сӳнчӗ-ҫке,

Ҫӗрпӳ-паттӑр ал ҫупсан,

Вутсем ҫынсем пулчӗҫ-ҫке.

Улӑп Ҫӗрпӳ-паттӑрпа

Хӑпарчӗ те ту ҫине

Уҫӑ-уҫӑ асӑпа Вӑл каларӗ сӑмахне:

— Туҫи сӑрчӗ тӗпӗнчен,

Ҫунакан вут хушшинчен,

Пӗр ывӑҫ чул пуҫтартӑм —

Пурӗ вӑтӑр икӗ чул.

Вӗсем чунлӑ — ӑнлантӑм,

Ҫуннӑ, ҫуннӑ нумай ҫул,

Пулса выртнӑ катӑк чул.

Сӑнчӑра та эп туртса

Ҫӑмхаларӑм ҫип туса,

Курӑр, халӑх, ҫавсене

Ывӑтатӑп кай енне,

Ҫак вӑрманлӑ ҫӗр ҫине,

Курӑр мӗскер пулнине!

Улӑп печӗ чулсене

Сӗм-сӗм вӑрман хушшине,

Ун хыҫӗнчен ҫӑмхине

Вӑркӑнтарчӗ уй енне.

Сапаланчӑк вак чултан

Вӑтӑр ик ял пуҫланчӗ,

Ҫип ҫӑмхи пек сӑнчӑртан

Мӑн юханшыв хускалчӗ.

— Вӑтӑр ик ял чулсенчен

Сӗм вӑрманта пулчӗҫӗ,

Вӗсене пин-пин ҫулччен

Паттӑр ялӗ тейӗҫӗ.

Авкаланчӑк ҫут шывне

«Ункӑ» ятне хурӗҫӗ,

Мӗншӗн тесен сӑнчӑрне

Ункӑсенчен тунӑ-ҫке.

 

XIII

Ват тимӗрҫӗ Асамат

Каҫа пӑхман, хӑямат,

Ҫумне лартнӑ Улӑпа,

Сӑмах ваклать вӑл унпа:

— Ку тарана ҫитиччен

Емӗт-шухӑш ман ҫапла:

Тӑвасчӗ хам виличчен

Тимӗр сӑртран япала.

Анчах сӑрта хам лаҫҫа

Илсе килме пулмарӗ,

Вӑт ҫав мана, ӑстаҫа,

Анӑратса хупларӗ.

Тимӗр сӑрта яш чухне

Илме кайрӑм ҫуркунне —

Ытла айван пулнӑран

Пит хӗрелчӗ намӑсран.

Манӑн йӑла ак ҫапла:

Ӗҫе пӗр хут тумалла!

Ҫавӑнпа та ун патне

Эп каймарӑм сыв чухне.

— Эй, мучи, эс ан кулян,

Сӑмахӑма эс ӑнлан,

Халех кайӑп вӑл енне,

Пӗлӗп ҫав ту мӗнлине.

Улӑп Тимӗр ту патне каять. Ӑна вӑл, хӑй йӑтма тӑрсан, аялтан сӑнчӑрланине туйса илет, вара ҫав сӑнчӑр тӑрӑх ҫӗр айне анать.

Тамӑк хуҫи — мӑчавӑр —

Сас-хурара сутъявӑр —

Шӑлне йӗрсе ларнине

Улӑп чӑтмасть малашне.

Ҫӑмламаслӑ шуйттана

Ярса илет, лӑх кӑна!

Тытать ӑна кӑкринчен,

Силлет ҫӗр чӗтрениччен,

Янклаттарать хӑлхинчен

Ҫине-ҫинех ик енчен,

Шӑнӑҫайман тарӑхпа

Ыткӑнтарать тапкӑпа.

— Кала, асӑр-писерки,

Эсӗ Тӑва мӗн пирки

Ҫӳлти халӑх сисиччен

Сӑнчӑрларӑн айӗнчен?

Мӗншӗн вӑрӑ-хурахла

Тимӗр тӑва кунталла

Антарасшӑн? Мӗн тума?

Хур тума-и, ашкӑнма?

Тамӑк хуҫи тарӑхать,

Хӑй аран ҫапла калать:

— Тушӑн иккӗн вӑрҫар мар,

Уншӑн эс мана каҫар.

Мӗн ыйтатӑн — паратӑп,

Тӗнче патши тӑватӑп.

Мӗнпур халӑх ҫӗр ҫинче

Пулӗ уру айӗнче.

Халӗ тӑва кунталла

Антарар пуль. Ан шарла!

Тимӗр сӑртӑн хӑртисем —

Тамӑк валли кирлисем.

Ман тамӑкӑм тӗпӗнчен

Пӗрмай шӑтать виҫ ҫӗртен.

Тамӑк тӗпне тасатса,

Тӑн тухиччен сапласа,

Ман тарҫӑсен урисем

Пулчӗҫ, ав, вутсьшписем.

Тамӑка ҫав хӑртапа

Веҫ саплатпӑр сан ятпа.

Хӑв та пӗлен: тамӑксӑр —

Тӗнче тени ним майсӑр.

Ҫынсем унсӑр ураҫҫӗ,

Сӑваплӑхран тухаҫҫӗ.

— Тьгтап панӑ сӑмаха —

Тустармастӑп тамӑка,

Халь ларатӑп сан ҫине,

Кӑлар мана ҫӗр ҫине.

Вӗҫертер-ха чи малтан

Тӑва санӑн сӑнчӑртан, —

Терӗ Улӑп шуйттана,

Асран кайнӑ чӗрчуна.

Вӑл, ӑна хӑваласа,

Хыҫра тусан хӑварса,

Ҫут тӗнчене хӑпарчӗ —

Шуйттан тарма хӑтланчӗ.

Анчах Улӑп халь ӑна

Кӗртрӗ турта хуншшне,

Тимӗр тӑва лаҫ енне

Сӗтӗрттерет, ай, кӑна!

Ял-ял витӗр тухнӑ чух,

Ҫынсем умӗн чупнӑ чух

Ҫав шуйттана ватаҫҫӗ, .

«Вӑрӑ» тесе вӑрҫаҫҫӗ.

Тимӗр тӑва Асамат —

Каҫа-мӗне ним пӑхмаотъ —

Персе чикет вучаха,

Кӑмрӑк ҫунать пит паха!

Виҫ талӑкран вучахран

Тухать вӗр-ҫӗн кушелкке,

Уҫса силлет ӑнсӑртран —

Ылтӑн укҫа — сумсӑр-ҫке!

— Ку, — тет Улӑп тимӗрҫе,-

Янта кӑна вӗрентет,

Ҫынран тӑвать хӗсӗмҫе,

Чунне хӗм пек сивӗтет.

Вӑл пӑрахать вучаха

Кушелккене-пурлӑха.

Вӗркӗҫ вӗрет тӑвӑлла,

Кӑмрӑк ҫунать пушарла,

Ҫичӗкунтан вучахран

Ҫурла тухать хӗм-вутран.

Йӗрке-мӗнне ним пӗлмест,

Ҫын тыррине хӗрхенмест,

Вырать, ҫыхать, купалать,

Ҫапать, сӑврать, мӑйӑхлать.

— Ак ку тӗнче халӑхне

Ҫактаратех хутаҫне

Кӗлмӗҫ пулса ҫӳреме

Е вӑрласа имреме. —

Улӑп хуҫать ҫурлана,

Вӑркӑнтарать вӑл ӑна

Вучахалла, тарӑхса,

Вӗркӗҫ енне ал сулса.

Вӗркӗҫ вӗрет тискерле,

Тинӗс хумие ҫӗнмелле.

Тӑхӑр кунран вучахран

Сӑнӑ тухать хӗм шывран.

Сӑнӑ вӗҫет ярӑнса,

Чӗрчунсене вӗлерсе, —

Ни ваттине хӗрхенмест,

Ни ачана шеллемест.

— Акку, тӗнче усалли,

Халӑх пуҫне касмалли.

Юн юхтарӗ вӑл текех,

Халӑх пӗтӗ хурт пекех.

Ку ирсӗре ҫул памӑп,

Ана нихҫан усрамӑп! —

Тытса хуҫать сӑнӑна,

Персе чикет вучаха.

Вӗркӗҫ юрлать сар хӗрле,

Кӑмрӑк ҫунать йӗкӗтле,

Хурӑҫ пиҫет, тасалать,

Хӗвел евӗр ҫуталать.

Сунтал ҫине вӑл куҫать,

Тимӗрҫ ӗҫе тытӑнать:

— Пӗри пултӑр хӑрт чапли,

Тепри пултӑр айпӑлти.

Вуник талӑк хушшинче,

Чӑрӑш хӑййи ҫутинче

Ват Асамат тӑрӑшать,

Шухӑшланине тӑвать.

Унӑн ҫав пурттисене,

Ҫӗршер патман туртсан та,

Темпе ҫапсан-кассан та,

Мӑкатаймӑн нихӑшне!

Ват Асамат Улӑпа

Ыталарӗ кӑмӑлпа,

Ӑшшӑн-ӑшшӑн каларӗ:

— Манӑн сӑмах ҫак, — терӗ.

Парап сана ҫаксене —

Иккӗшпе те. Малашне

Тӑван ҫӗршывӑн ҫӗрне

Пустарар мар ютсене!

XIV

Улӑп Сарту хӳттинче

Ват старикпе, чул ҫинче.

Старик калать сӑмахне

Ват ҫынсенчен илтнине:

— Ҫилҫунатсӑр, вут-хӗҫсӗр

Сан ӗмӗтӳ никӗссӗр.

Вӗсем пурах темелле,

Анчах тупма пӗлмелле.

Ҫилҫуната тытиччен,

Йӗнерлесе лартиччен,

Ҫичӗ инкек курмалла,

Унтан таса тухмалла.

Ҫич инкеке чӑтӑн-ши,

Унтан чипер хӑпӑн-ши?

Вӑй-хал ҫук-тӑк, ан тытӑн,

Намӑс кӑна куратӑн.

— Чӑтма пулӗ инкекне

Ал-ура сывах чухне,

Ҫулне мӗнле тупас-ши,

Ҫул пӗлекен ӑҫта-ши?

Улӑп, вут-хӗҫ шыраса, паттӑр ҫилҫунатпа ҫичӗ инкек (хӑравҫӑ, эрех кӳпни, ют хӗр арӑмсемпе ашкӑнни, хут пӗлменни тата ытти те) витӗр тухать.

— Улӑп, эс хӑш ҫӗршывран

Кунта килсе тухнине

Эпӗ пӗлтӗм ӑнсӑртран,

Пӑхсассӑнах ан ҫине.

Пӗрмай инкек куриччен,

Ҫапкаланса ҫӳриччен,

Улӑп, юлсам ман пата,

Ыр куратӑн эс кунта.

Эп сӑрт патши, начар мар,

Мул пӗтесрен хӑрар мар.

Манпа хӗн-хур курмастӑн,

Кӑварланса ҫунмастӑн.

Старик сулчӗ аллйпе —

Ҫичӗ алӑк уҫӑлчӗ,

Пӳлӗмсенче йӗркипе

Ҫичӗ пике курӑнчӗ.

— Ман мӗнпурӗ ҫичӗ хӗр,

Ҫиччӗшӗ те ӑслӑ хӗр;

Кӗҫӗн хӗрӗм ҫакӑнта

Ялан тӑрать хуралта.

Сӑрт мулӗ ун аллинче,

Сӑрт илемӗ мулӗнче.

Эсӗ, Мерчен, Улӑпа

Паллаштар-ха ҫав мулпа.

Кайран вара, каҫхине,

Калаҫӑпӑр сӑмахне, —

Терӗ старик пӗр хӗрне,

Пуринчен те хитрине.

Кӗҫӗн хӗрӗ хӗрелчӗ,

Ҫӳхе тути хитрелчӗ,

Улӑп-паттӑр ҫинелле

Пӑхрӗ — хӗвел темелле.

Пурҫӑн тутӑр кӑларать,

Кӑнтӑралла вӑл сулать —

Улӑп-паттӑр умӗнче

Ылтӑн ҫиҫет пур енче.

Батист тутӑр кӑларать —

Хӗвелтухӑҫ курӑнать:

Пулчӗҫ кӗмӗл сӑрчӗсем

Умлӑ-хыҫлӑ ҫунниоем.

Хура пустав вӗҫтерчӗ —

Анӑҫ енне ҫитерчӗ,

Сӑртри тимӗр-тӑмӑра

Хӗр кӑтартрӗ паттӑра.

Шур ҫип тутри кӑларчӗ —

Ала ҫӑлтӑр ҫуталчӗ,

Ахах ҫути вӑй вылять,

Мерчен ҫути таш ташлать.

— Ну, куртӑн-и ман мула?

— Мулу ҫиттӗр пин ҫула! —

Терӗ Улӑп патшана, *

Ука ҫӳҫлӗ ват ҫынна.

— Эсӗ кунта юлсанах,

Чӑвашсене мансанах,

Пурнӑн янтӑ пурнӑҫпа,

Пурҫӑн, пустав ҫипуҫпа.

Чӑваш телей-ҫыруне

Никама та памӑпӑр,

Хамӑр сӑртсен чаплӑхне

Ун чух татах хушӑпӑр.

Улӑп-паттӑр ак ҫакна

Халь каларӗ патшана:

— Янтӑ пурнӑҫ — пурнӑҫ мар

Сутӑнчӑк ҫын вӑл ҫын мар!

Сутӑнчӑк ҫын пуличчен

Вилсе выртас пӗр хутче!

Ан ман ҫавна нихҫан та:

Темле йывӑр пулсан та,

Чӑваш телей-ҫырӑвне

Илетех хӑй аллине.

— Эп ырлап ку сӑмаха,

Сӑмаххусем пит паха!

Ҫӗнтертӗн ҫич инкеке,

Савӑнтартӑн старике.

Эп юлмастӑп парӑмра,

Ҫурт-йӗр ларать айлӑмра.

Унта тупӑн кирлине

Шырасассӑн ирхине.

Улӑп утрӗ витене,

Уҫрӗ вите алӑкне,

Ҫут витере — Ҫилҫунат,

Уншӑн Улӑп савӑнать.

Стена ҫинчи чӑн Вутухӗҫ

Йӑлтӑртатса тӑрать ҫеҫ!

Ҫилҫуната йӗнерлет, —

Урхамахӗ кукалет.

Улӑп тухса кайиччен

Мерчен тухрӗ килӗнчен,

Кичем — унӑн куҫӗнче,

Хуйхӑ — вӗри чӗринче.

— Апла, кунта юлмастӑн,

Чӑваш ҫӗрнех каятӑн?

Пӑх-ха, Улӑп, ман ҫине,

Тен, пӑрахмӑн Мерчене?

Пӗвӗм-сийӗм ҫук-и ман,

Е мана ӑстӑн паман?

Ан кай, Улӑп, тархасшӑн,

Эпӗ санпа пуласшӑн,

Нумай-нумай пурнасшӑн,

Нумай телей курасшӑн.

Ҫичӗ инкек куртӑн эс,

Манран телей тупӑн эс.

Пӗрре ҫеҫ мар, ҫич телей,

Ӑнлан, Улӑп, ҫич телей!

Ҫирӗп сывлӑх чӑн малтан

Эс илетӗн ҫакӑнта,

Чир-чӗр мӗнне эс манан,

Ун шӑрши те ҫук кунта.

Ялан пулӗ ӗҫ умра,

Ӗҫ — телей вӑл пурнӑҫра.

Ӗҫпе чапа тухӑн эҫ,

Ырӑ ятлӑ пулӑн эс.

Ача-пӑча сак тулли

Эп ҫуратӑп сан валли.

Сана хывӗҫ ывӑлсем,

Мана хывӗҫ хӗрӗмсем.

Атте-анае ӑслӑ ман,

Пӳлӗхҫӗ те хурламан,

Кунта пӗрле пурӑнсан —

Эс пит ӑслӑ ҫын пулан!

Аслӑ-тӑнлӑ пулнишӗн,

Чӗрӳ хастар тапнишӗн,

Ҫунса кайса ыталӑп,

Чунтан-вартан юратӑп!

Юратуран хакли ҫук!

Юратушӑн ватлӑх ҫук!

Юлашкинчен эп санран,

Тӑн ҫухатса савнӑран,

Ҫӗрме пуян тӑватӑп,

Мулна хушсах пыратӑп,

Саккун пулӗ сан алра,

Санран чӗтрӗҫ таврара.

— Пӗр-ик сӑмах ҫеҫ, Мерчен,

Эп каласшӑн кайиччен:

Тӑван ҫӗршыв — чи хакли

Ҫут тӗнчере ман валли! —

Терӗ Улӑп Мерчене

Тухас чухне ҫул ҫине.

XV

Халӑх телейӗ — Кирӗшмет йӑвинче. Чӑваш паттӑрӗсем ун патне васкаҫҫӗ. Шӑпатан *, ҫӑмламас пулса, вӗсен ҫулне татасшӑн. Улӑп пӑрланнӑ сывлӑша шӑрантарса тӳрӗ ҫулпа Кирӗшмет йӑви умне тухать, Ҫӗрпӳ паттӑр — ҫӗр айӗнчи ҫулпа. Сикпӑрҫа вара, хура пӑрҫа пулса, Вупӑрпа тӑшман йӑвине ҫитет те Кирӗшмет кӗпи ҫӗввинче пытанать.

Улӑп ҫулне татмашкӑн,

Унтан мӑн чул тумашкӑн

Кирӗшмет шур туйине

Вӑркӑнтарать кай енне.

Анчах пӑрҫа ҫыртнӑран,

Тӗллеме май пулманран

Ун асамӗ вӑй илмест,

Улӑпа туя тивмест.

Улӑп сулать вут-хӗҫне,

Ирӗлтерет хӳмене.

Ҫилҫуначӗ ыткӑнать,

Ҫулне ҫухрӑмпа тӑсать.

Каллех туйине илсе,

Пеме тӑрать тӗллесе.

Анчах пӑрҫа ҫыртнӑран

Туйи ӳкет алӑран.

— Эс те Улӑп майлӑ-и,

Эсӗ ҫакна маннӑ-и? —

Тет те ирсӗр туяна

Тытса хуҫать шарт! кӑна.

Хӑй шӑтӑка пытанать.

Курать: Ҫӗрпӳ ҫывхарать,

Кирӗшмет кӗҫ мал енне

Тарма тӑрать — ун умне

Сиксе анать Сикпӑрҫа,

Ҫулне татать ҫын пулса,

Кирӗшмет халь кай енне

Тарма тӑрать анраса,

Улӑп паттӑр ун умне

Тухать хӗҫне хӑмсарса. —

Тинех лекрӗн, Кирӗшмет,

Вилме маннӑ шеремет, —

Улӑп лӑскать тӑшмана —

Кирӗшмете, аскӑна.

Читлӗх Улӑп аллинче,

Телей чӑваш хушшинче.