Çуйăн Хĕветĕрĕ

Улăп: Чăваш эпосĕ

Чӑваш эпосӗ «Улӑп» — халӑхра упранса юлнӑ пысӑк пуянлӑх. Чӑвашсем Улӑп ҫинчен ҫӳрекен паттӑрла халап-юмахсене ӑруран ӑрӑва, ламран лава каласа пырса паянхи куна ҫитӗрме пултарнӑ. Ҫуйӑн Хӗветӗрӗ вӗсене 60 ҫул хушши пӗрчен-пӗрчен пухса, ҫӗнетсе, сӑвӑласа эпос шайне ҫитернӗ. Кӗнеке хӗрӗх юрӑран тӑрать.

Улăп : чăвашсен героикăллă халап-юмахĕ

Улӑп : чӑвашсен героикӑллӑ халап-юмахӗ / Ҫуйӑн Хӗветӗрӗ йӗркелесе ҫырнӑ. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1980. — 48 с. : ӳк.

Тахҫан авал ҫак енче,
Аслӑ Атӑл хӗрринче,
Ҫеҫенхирсем хумханнӑ,
Сӗм вӑрмансем кашланӑ.
Юманлӑхра, кай енче,
Ҫавра кӳлӗ хӗрринче
Чӑваш ялӗ вырнаҫнӑ,
Ырӑ ятне упранӑ.
Subscribe to RSS - Çуйăн Хĕветĕрĕ