Валентин Прохорович Прохоров (1907 ç. ç.)

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑранпа 10 уйӑх ҫитрӗ. Пирӗн ял-хуласем пӗрин хыҫҫӑн тепри ирсӗр тӑшман аллине куҫаҫҫӗ. 1942 ҫулхи апрелӗн 7-мӗшӗнче мана та вӑрҫа кайма повестка пачӗҫ, ҫапла вара эпӗ районти ҫар комиссариачӗ урлӑ фронта лекрӗм. Малтанах пире пӗр вӑхӑт Ҫӗрпӳре ҫар ӗҫне вӗрентрӗҫ. Часах ҫул хӗвеланӑҫнелле выртрӗ. Эпӗ марш ротине лекрӗм. Пире Ленинград направленийӗпе поездпа Волхов хули патне илсе ҫитерчӗҫ. Унтан 80 ҫухрӑм таран ҫурран, вӑрман витӗр, йывӑҫ сарса кӗпер евӗр тукаланӑ лачакаллӑ-шурлӑхлӑ ҫулпа утрӑмӑр. Эпир ҫавӑнта ҫитнӗ чухне хӑрушӑ ӳкерчӗкчӗ: нимӗҫсем пӗр вӗҫӗм — сывлӑшран та, ҫӗр ҫинчен атакӑлаҫҫӗ, сывлӑш ҫавӑрма та памаҫҫӗ. Ку вӑл 1942 ҫулхи май уйӑхӗн вӗҫӗнче пулчӗ. Ҫанталӑк ӑшӑччӗ. Машинӑсем кӗре-кӗре ларатчӗҫ. Пире 1013 полк ҫумне пӗрлештерчӗҫ. Кунта Ҫӗрпӳрен пынӑ ентешсем те чылайччӗ. Эпир оборона йышӑнтӑмӑр. Кашни кунах икӗ ен те татти-сыпписӗр персе тӑрать. Юлташсене чылай ҫухатрӑмӑр. Июнӗн 10-мӗшӗнче вара мана йывӑр амантрӗҫ. Эпир ҫав самантра взвод политрукӗпе пӗрлеччӗ. Вӑл та кӗтмен самантра аманчӗ. Ӑна ирӗклӗ вырӑна наҫилккапа йӑтса тухрӗҫ. Мана вара тутар ҫынни хӑй ҫурӑмӗ ҫине хурса пӗр ҫухрӑм инҫӗшне илсе тухрӗ. Кайран наҫилккапа, лашапа санитари чаҫне илсе ҫитерчӗҫ. Пӗрремӗш пулӑшу панӑ хыҫҫӑн грузовикпе уйри госпитале леҫрӗҫ, унта тӗплӗн тӗрӗслерӗҫ. Ҫӗр каҫсан эшелонпа ҫул Череповец хулине выртрӗ. Кунта медкомисси тухрӑмӑр. Ҫапла вара шӑпа мана Киров облаҫӗнчи Зуевка хулинчи 31-62 эвакогоспитателе илсе ҫитерчӗ. Ку госпитале 1942 ҫулхи июнӗн 26-мӗшӗнче Ленинградран куҫарнӑ пулнӑ. Зуевкӑра 1942 ҫулхи сентябрӗн 19-мӗшӗччен сиплентӗм. Ырӑ улшӑнусем пулчӗҫ пулин те, ҫапах та сиплев учрежденийӗнчен костыльпе ҫеҫ тухма тиврӗ. Эпӗ — иккӗмӗш ушкӑн инваличӗ, каярах виҫҫӗмӗшне куҫарчӗҫ. Ҫапла вара маншӑн вӑрҫӑ ҫулӗ вӗҫленчӗ. Тӑван яла таврӑнтӑм. Кунти мӗнпур йывӑр ӗҫ ватти-вӗтти ҫине тиеннӗ. Ял ҫыннисем мана уй-хр бригадирне суйласа лартрӗҫ. Вӗсен шанӑҫне тӳрре кӑларма тимлерӗм. Вӑхӑтра акрӑмӑр, пуҫтарса кӗртрӗмӗр. Пурте пӗр тӗллевпе — аслӑ Ҫӗнтерӗве хӑвӑртрах ҫывхартас тесе тӑрӑшрӑмӑр. Вӑрҫӑра темӗн те пулать, пурин пирки ҫырса та пӗтереймӗн. Вӑрҫӑ вӑл — юн, тытӑҫу-хирӗҫӳ, нумай чухне вилӗм. Мана «1941—1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн», «1941—1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хастар ӗҫленӗшӗн», ытти медальсемпе чысларӗҫ.

Интервью илнӗ Антонина Львова, ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Ял пурнӑҫӗ