ЮПА – 2014

2014 ҫулхи октябрӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Владимир Алмантай ертсе пыракан «Сувар» фонд Тутарстан Республикинчи Пӳлер таврашӗнчи Валем хуҫа ҫӑлӗ патне Юпа лартнӑ. Ҫак мероприятие ҫӳлерех асӑннӑ тӗпчев фончӗ, К. В. Иванов ячӗллӗ историпе культура тӗпчевӗсен фончӗ пуҫарнӑ. Чӑваш Республикин «Культура еткерлӗхӗн управӗн патшалӑх центрӗ» пулӑшу панӑ.

Палӑк проекчӗ ҫинчен

Шупашкарти «Сувар» ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗ сӑвар-пӑлхар халӑхӗсем пурӑннӑ вырӑнсенче ҫӳренӗ чух пӗр тӗле ЧР тава тивӗҫлӗ художникӗ, скульптор Федор Мадуров юманран хатӗрленӗ асӑну юпине лартнӑччӗ. Унтанпа 20 ҫул иртрӗ. Аслисенчен эстафетӑна пултарулӑх ушкӑнӗ йышӑннӑ: ЧР тава тивӗҫлӗ художникӗ Юрий Ювенальев, РФ тата ЧР тава тивӗҫлӗ художникӗ Владимир Нагорнов тата Владислав Николаев, Леонид Николаев (Арслан) ӳнерҫӗ. Леонид Николаев ертсе пынипе Чӑваш Республикинчи Вӑрмар районӗнчи йывӑҫ каскалассипе ӑстасем ҫӗнӗ палӑк тунӑ. Ку ӗҫе «Сувар» фондпа тата К. В. Иванов ячӗллӗ историпе культура тӗпчевӗн фончӗпе килӗштерсе ӗҫленӗ. Ҫӗнӗ палӑкӑн тӗпне хурҫӑран тунӑ, ун ҫине юман юпа лартнӑ. Икӗ пӑхӑр татӑкӗ ҫине: «Суварсем, пехиле тивӗҫлӗ пулар! Валем хуҫа» тата «Ҫӳлти Турӑ тата атте-анне — ман Турӑ. Ваттисен сӑмахӗ», — тесе ҫырса ҫакнӑ...

(Малаллине хаҫатра тата электронлӑ подпискӑра вулама пулать.)

Тимӗр АКТАШ.
Шупашкар — Пӳлер — Шупашкар.
Сувар. - 40 (1082) №. - 2014 ҫ. юпа 10.