Арăслан Николаев

Ахплат турхана асăнмалли чул уçрĕç

Вӑрмар районӗнче 2014 ҫулта чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ахплат турхана асӑнмалли чул уҫрӗҫ. Ӗҫе пурнӑҫлама Арӑслан Николаев, Валем Семёнов тата ыттисем тӑрӑшнӑ.

ЮПА – 2014

2014 ҫулхи октябрӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Владимир Алмантай ертсе пыракан «Сувар» фонд Тутарстан Республикинчи Пӳлер таврашӗнчи Валем хуҫа ҫӑлӗ патне Юпа лартнӑ. Ҫак мероприятие ҫӳлерех асӑннӑ тӗпчев фончӗ, К. В. Иванов ячӗллӗ историпе культура тӗпчевӗсен фончӗ пуҫарнӑ. Чӑваш Республикин «Культура еткерлӗхӗн управӗн патшалӑх центрӗ» пулӑшу панӑ.

Куравра — ĕмĕрсен еткерĕ

Куравра — ӗмӗрсен еткерӗ

Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче уҫӑлнӑ курав пирки чӑннипех ҫапла калама сӑлтав пур. Унта хутшӑннӑ ӳнерҫӗсем — Владимир Агеев, Владислав Николаев, Алексей Николаев, Юрий Ювенальев, Сергей Ювенальев, ыттисем — несӗлӗмӗрсен аваллӑхӗпе кӑсӑкланакансем ҫеҫ мар, ӑна тӗпчекенсем, ҫав еткере паянхи куна тавӑрса паракансем.
Курава пирӗн хушӑмӑртан яланлӑхах уйлӑлса кайнӑ Анатолий Миттовпа Анатолий Розов произведенийӗсене те тӑратнӑ.

Subscribe to RSS - Арăслан Николаев