Юпа — ас тăвăм уйăхĕ

Чул юпа

Юпа уйӑхӗ несӗлӗмӗрсемшӗн сӑваплӑ шутланнӑ. Урӑх тӗнчене ӑсаннӑ чи ҫывӑх ҫыннисен вил тӑприсене тасатса тирпейленӗ, ун ҫине лартнӑ вӑхӑтлӑх паллӑсене юпасемпе улӑштарнӑ.

Мӗншӗн аса илтӗм-ха ҫакӑн пирки? Унашкалли халӗ пулас ҫук, эпир текех тӗрлӗ турра ӗненекенсем мар — тейӗҫ вулавҫӑсем.

Телее, аваллӑха пуҫ таякансем, йӑхташсен ҫул ҫыравӗпе, шӑпипе, кун-ҫулӗпе кӑсӑкланакансем те пур-ха пирӗн хушӑмӑрта. Ҫавӑн пек хастарсен вӑйӗпе Елчӗк районӗнчи Хӗрлӗҫыр ялӗ ҫывӑхӗнче «Кив масар» археологи палӑкӗ уҫӑлчӗ.

Владимир Иванов-Алмантай Хӗрлӗҫырта ҫуралса ӳснӗ, Хусан патшалӑх университечӗн географи факультетне пӗтернӗ. Тӑван тӑрӑхпа, культурӑпа, паллӑ ентешсемпе, аваллӑхпа кӑсӑкланать. Виҫӗ ҫул каялла унӑн пӗрремӗш кӗнеки — «Сувары — предки чувашей» — кун ҫути курнӑ. Пӗлтӗр вара ҫак шухӑша «Кто мы — суваро-булгары или чуваши?» кӑларӑмра малалла тӑснӑ.

Алмантай йӑхӗ 400 ҫул каялла Хӗрлӗҫыр ялне пуҫарса янисенчен пӗри теҫҫӗ. Харсӑр та хӑюллӑ ҫынсем тухнӑ ҫак кӑкран. Иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче чылайӑшне кулак тесе ссылкӑна янӑ, кил-ҫуртсӑр, выльӑх-чӗрлӗхсӗр хӑварнӑ. Апла пулин те Алмантайсем кӑк, аваллӑх тымарне татман. Владимир Иванов ав ҫак ялӑн XVII-XVIII ӗмӗрсенчи еткерне — масар пулнӑ вырӑнти чул юпасене — ҫӗнӗрен вырнаҫтарса лартнӑ.

Юпа ҫинчи араб ҫырулӑхӗпе пурнӑҫланӑ сӑмахсене ҫӗнӗ чул ҫине ЧР тава тивӗҫлӗ художникӗ Николай Балтаев куҫарнӑ. Ӑна ҫавӑн пекех халӑхӑн авалхи эрешӗсемпе илемлетнӗ.

«Кив масар» археологи палӑкне иртнӗ эрне кун уҫрӗҫ. Хӑнасене культура ҫурчӗ умӗнче ялти сумлӑ ҫынсем ҫӑкӑр-тӑварпа, кӑпӑклӑ сӑрапа кӗтсе илчӗҫ.

Акӑ ҫак таса вырӑн. Ӗмӗрсем иртнӗ май вил тӑприсем тикӗсленнӗ, тахҫанах ҫерем курӑкӗпе витӗннӗ. Анчах халӑх ас тӑвӑмӗ упранса юлнӑ.

Владимир Щербаков, вӗрентӳҫӗ-пенсионер:

- Владимир Иванов историпе, тӑван ял шӑпипе кӑсӑкланни савӑнтарать. Унӑн ашшӗ те паллӑ тавра пӗлӳҫӗччӗ. Вӑл хӑйсен йӑх «йывӑҫне» хатӗрленӗччӗ, ял, шкул, колхоз историне ҫырса пынӑ. Халӗ унӑн ывӑлӗ Хӗрлӗҫырпа ҫыхӑннӑ кӗнекесем кӑларать, аваллӑха «тусан айне» тума памасть.

Ял-йыш кӑмӑллӑ.Мария Касирина, ялти сумлӑ ватӑ:

- Ялта халӗ 30 кил ҫеҫ. Ӑна пуҫарса янисем улттӑн пулнӑ теҫҫӗ. Вӗсем ун чухне чӑваш тӗнӗпе пурӑннӑ, чӳк тунӑ, 70 ытла турӑран тата ҫӳлти турӑран вӑй, ырлӑх, сывлӑх ыйтнӑ.

Эпӗ ас тӑвасса — кивӗ масарта виҫӗ чул юпа пурччӗ. Вӗсем ҫине араб сас паллийӗсемпе ҫырнӑччӗ. Вӑрҫӑ умӗн вӗсене вата-вата Елчӗкпе Канаш хушшинче тӑвакан ҫул ҫине турттарса кайрӗҫ.

Виталий Иванов, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, К.В.Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗн директорӗ:

- Авалхи чӑвашсем араб ҫырулӑхӗпе усӑ курни паллӑ. Ют ҫӗр-шыв тӗпчевҫисем, сӑмахран, венгрсен паллӑ тюркологӗ Месарош, чӑвашсен йӑхӗсем хӑй вӑхӑтӗнче ислам тӗнӗ витӗр тухнине палӑртса хӑварнӑ. Халӑх историйӗ вӑрӑм, кӑткӑс, унӑн вӗҫӗ-хӗрри ҫук.

Владимир Иванов-Алмантай пек пуҫаруллӑ ҫынсем пурри чӑвашлӑха, аваллӑха сыхласа хӑварас шанчӑка сӳнме памасть, ҫитӗнекен ӑрӑва хамӑрӑн йӑла-йӗркене хисеплеме хистет.

Пархатарлӑ ӗҫ пуҫаруҫисем — Владимир Иванов /сылтӑмри/, Николай Балтаев.Николай Балтаев, ӳнерҫӗ:

- Ҫирӗм ҫул каялла пуҫӑннӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑ вӗҫлеме ырӑсем пулӑшрӗҫ, вӗсене ырӑпа асӑнатпӑр.

Пулӑшакан нумай пулчӗ, пысӑк ӗҫе нимелле тума ҫӑмӑл.

Евгений Михайлов, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн археологи пайӗн пуҫлӑхӗ:

- 1927 ҫулта Хӗрлӗҫырти кивӗ масара Петр Ефименко археолог ертсе килнӗ ушкӑн тӗпченӗ, ун пирки ӑслӑлӑх ӗҫӗсем ҫырнӑ. Асӑннӑ масар пирки Чӑваш энциклопедийӗнче те асӑнса хӑварнӑ. Ҫӗр-ҫӗр ҫул каялла тӑнӑ юпасем вырӑнне ҫӗннисене лартни — пысӑк чыс.

Антонина александрова, Елчӗк район администрацийӗн культура тата информатика пайӗн пуҫлӑхӗ:

- Ҫакӑн пек сӑваплӑ вырӑнсене чӗртсе тӑратнӑшӑн ентешӗмӗре Владимир Иванова район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин Тав ҫырӑвӗпе чыс турӗ.

Елчӗк тӑрӑхӗнче сӑваплӑ кӗтессем татах пур. Шел те, хӑшӗсем манӑҫа тухса пыраҫҫӗ. Владимир Николаевич пек хастарсем ытларах кирлӗ, вара ӗҫ-пуҫ ку енӗпе тухӑҫлӑрах пулӗччӗ.

Надежда СМИРНОВА.

Хыпар. — 2011 ҫ. — Юпа, 26 (208 №).