Кив масар

Аваллăхсăр малашлăх çук

Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Хӗрлӗҫыр ялӗ ҫумӗнчи Кив масар вырӑнӗнче ҫӗнӗрен вырнаҫтарнӑ XVII-XVIII ӗмӗрсенчи сӑвар-пӑлхар палӑкӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Маларах Чӑваш патшалӑх гуманитари наукисен институчӗ, К.Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗ тата «Сувар» фонд Кив масар вырӑнӗнче авалхи палӑксене вырнаҫтарас тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ.

Юпа — ас тăвăм уйăхĕ

Ял-йыш кӑмӑллӑ.Юпа уйӑхӗ несӗлӗмӗрсемшӗн сӑваплӑ шутланнӑ. Урӑх тӗнчене ӑсаннӑ чи ҫывӑх ҫыннисен вил тӑприсене тасатса тирпейленӗ, ун ҫине лартнӑ вӑхӑтлӑх паллӑсене юпасемпе улӑштарнӑ.

Мӗншӗн аса илтӗм-ха ҫакӑн пирки? Унашкалли халӗ пулас ҫук, эпир текех тӗрлӗ турра ӗненекенсем мар — тейӗҫ вулавҫӑсем.

Subscribe to RSS - Кив масар