Дмитрий Мадуров

Чăвашсем Пăлхарта пухăнчĕç

Чăвашсен историйĕпе культура еткерлĕхне халалланă наукăпа практика конференцийĕÇакнашкал тĕлпулусем Аслă Пăлхар çĕрĕ çинче сайра пулса иртнĕрен-и, юлашки вăхăтра кунти историпе археологи заповедникĕнче пăлхарсем ислам тĕнне йышăннине халалласа нумай çурт-йĕр тума тытăннипе-и, «чăвашсем Пăлхарта пухăнчĕç» тесе пĕлтерни хаçат-журналсемшĕн резонанслă хыпар пулса тăрать. Çавăнпа та çак пулăма вырăнти администраци енчен те, Ульяновск облаçĕнчи, Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийĕсен, Шупашкарти Чăваш наци конгресĕн ертÿçисенчен тимлĕх пулни хăйне пĕр пулăм теер.

Subscribe to RSS - Дмитрий Мадуров