Ҫакнашкал тӗлпулусем Аслӑ Пӑлхар ҫӗрӗ ҫинче сайра пулса иртнӗрен-и, юлашки вӑхӑтра кунти историпе археологи заповедникӗнче пӑлхарсем ислам тӗнне йышӑннине халалласа нумай ҫурт-йӗр тума тытӑннипе-и, «чӑвашсем Пӑлхарта пухӑнчӗҫ» тесе пӗлтерни хаҫат-журналсемшӗн резонанслӑ хыпар пулса тӑрать. Ҫавӑнпа та ҫак пулӑма вырӑнти администраци енчен те, Ульяновск облаҫӗнчи, Тутарстанри Чӑваш наципе культура автономийӗсен, Шупашкарти Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫисенчен тимлӗх пулни хӑйне пӗр пулӑм теер. Мӗншӗн тесен халиччен Пӑлхарта ку шайра чӑвашсем пухусем ирттермен. Ҫавӑнпа та хамӑр историе пырса тивекен ыйтусенчен никам та айккинче тӑрса юласшӑн пулман.
Июлӗн 16-мӗшӗнче Спас районӗнчи чӑваш центрӗн пуҫарӑвӗпе Пӑлхарти Культура керменӗнче иртнӗ канашлӑва хамӑр республикӑрисене шута илмесен, Самарпа Ульяновск облаҫӗсенчен, Чӑваш Республикинчен делегатсем нумайӑнччӗ. Ҫавӑнпа та Авалхи Пӑлхар ҫӗрӗ ҫинчи чӑвашсен историйӗпе культура еткерлӗхне халалланӑ наукӑпа практика конференцийӗ «республикӑри» статус чиккисенчен тухса сисӗнмесӗрех «регионсем хушшинчине» куҫрӗ. Районта 400 ытларах кӑна чӑваш хисепленет пулсан та, вырӑнтисем те сахалӑн марччӗ залра.
Ҫак мероприяти ҫуллахи Микуларан Питрав кунӗччен тӑсӑлнӑ, кашни эрне вӗҫӗнче иртекен хаваслӑ юрӑпа ташӑ уявӗсенчен кӑшт уйрӑлса тӑчӗ. Ҫавӑнпа та семинарта ӑслӑлӑх тытӑмӗ хуҫаланчӗ, эмоциллисенчен ытларах наука пӗлтерӗшӗллӗ докладсем пулни ӑна чӑннипе те ҫӳллӗ шая ҫӗклерӗ. Хамӑр малашлӑхри ҫул-йӗр ҫине аваллӑх вӗрентӗвӗ витӗр тинкерсе пӑхни пире пуласлӑхра тӗрӗс аталанма, сахалрах йӑнӑшсем тума май парать. Пӑлхарсен кун-ҫулне тишкернӗ май эпир чӗлхене мӗнлерех ҫухатма пулнине кӑтартакан тӗслӗхсемпе те тӗл пулатпӑр.
Иртнӗ эрнери пысӑк ҫухатӑва, «Булгария» теплоход путнипе вилнисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ пухӑннисем. Чӑваш центрӗн ертӳҫи В.Якличева культура пӗрлешӗвӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ.
Авалхи ҫӗршыв никӗсӗнче темиҫе йӑх пухӑнса чӑмӑртаннӑ, мирлӗ пурӑннӑ пулсан, халӗ те ҫармӑссен, вотяксен, арсен, сӑварсен, бесермянсен, ытти халӑхсен тӑхӑмӗсем пысӑк республикӑра пӗр чӗлхе тупса туслӑ пурӑнаҫҫӗ. Ҫак шухӑша ҫирӗплетсе Спас муниципаллӑ районӗн пуҫлӑхӗ К.Нугаев та районти чӑвашсене аталанма ытти халӑхсемпе тан условисем туса пани ҫинчен пӗлтерчӗ. Администраци ҫине тӑнипе тата чӑваш центрӗ тӑрӑшнипе Яшпашелӗнчи (Иж-Борискино) шкулта кӑҫалтан чӑвашла вӗрентме тытӑнаҫҫӗ. Ку савӑнтарать.
ТР ЧНКА ертӳҫи К. Яковлев пуҫлӑха «Уяв» тесе тӗрленӗ алшӑлли парнелерӗ, Спас районӗнче халӑхсене аталанма условисем туса панӑшӑн Хисеп хучӗ пачӗ.
Наука ӗҫченӗсемпе общество деятелӗсен шухӑшӗсене пӗрле пухни те усӑллӑ хӑш чух. Докладсен темисем кӑна мӗне тӑраҫҫӗ!
Чӑваш Республикин наци музейӗн ӗҫченӗ К. Березовская Пӑлхарти авалхи тӗнпе ҫыхӑннӑ япаласем ҫинчен каласа, вӗсен пӗлтерӗшне ӑнлантарса пачӗ. ЧР Адвокатсен коллегийӗн председателӗ Ю.Рейгин истори даннӑйӗсем тӑрӑх Атӑлҫи Пӑлхарти право тытӑмӗпе паллаштарчӗ.
Пӑлхар заповедникне реконструкцилени пирки чӑваш тӗпчевҫисен шухӑшне, чӑваш халӑх академикӗ, Павлӑри чӑваш центрӗн ертӳҫи В. Козлов пӗлтерчӗ. Паллӑ чӑваш ученӑйӗ Д. Мадуров археолог аслӑ патшалӑха ӗлӗк мӗнлерех калани патне таврӑнчӗ: Атӑлҫи Пӑлхар е Кӗмӗл Пӑлхар?
Залра ларакан вырӑнти чӑвашсемшӗн хальхи коммуникаци хатӗрӗсене (компьютер, телефон, айфон) чӑвашлатсан тин эпир чӗлхемӗре хамӑрпа пӗрле пуласлӑха илсе кӗме пултарни ҫинчен те итлеме интереслӗ пулчӗ тесе шутлас килет. Хальхи технологисене чӑвашлатайсан эпир чӗлхене аталанма ҫӗнӗ ҫулсем уҫса паратпӑр.
Пӑлхар музейӗнче маларах чӑвашсене аса илтерекен япаласем нумайччӗ, халӗ сайраланнӑ... Экскурсоводсем те ытларах кунти ислам илнӗ хыҫҫӑнхи аталану ҫине пусӑм тӑваҫҫӗ. Сӑмах май, Сӑвар та Пӑлхарпа пӗрлех ислам йышӑннӑ тесе ҫирӗплетеҫҫӗ вӗсем. Вил тӑприсем ҫине лартакан чулсене те арабла ҫырнисене кӑна хӑварнӑ рунӑллисем курӑнмаҫҫӗ.
Конференцире каланӑ хӑш-пӗр сӑмахсене те илсе кӑтартар, ҫакӑ пухӑвӑн пӗтӗмлетӗвӗ пултӑр.
К.Яковлев:
– Тутар халӑхӗпе чӑваш халӑхӗ ӗлӗкрен-авалтан туслӑ пурӑннӑ. Нихҫан та хирӗҫӳ пулман. Хальхи вӑхӑтсенче пирӗн умра ҫӗнӗ ҫулсем уҫӑлса пыраҫҫӗ. Икӗ президент та ҫавӑн пек калаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн тата вӑйлӑрах ӗҫлемелле. Халӑх валли тӑрӑшмалла.
Литераторсен те, писательсен те историе аталантарма тӑрӑшмалла, ҫырмалла. Хӑрамалли ҫук. Анчах тӗрӗс мар япалана ҫырмалла мар. Ун пекки те хӑш чух пулкалать, мӗншӗн тесен кашни халӑх хӑйӗн тӗрӗслӗхне шырать. Ҫав тӗрӗслӗх шыранӑ вӑхӑтра ытти халӑх тӗрӗслӗхне ҫухатмалла мар тесе калас килет ман. Ӑслӑ, пӗлсе ҫырмалла, пӗлсе калаҫмалла. Ӑҫта-тӑр чее те пулмалла, ӑҫта-тӑр ӑста та пулмалла – тӗрлӗ пулмалла. Пурнӑҫ вӗт вӑл ҫавӑнтан тытӑнса тӑрать.
В.Козлов:
– Чӑваш халӑх академийӗ ятӗнчен конференцие хутшӑнакансене саламлатӑп! Пӑлхарти паянхи мероприятин хакне сумлама пӗлмелле. Ученӑйсемпе пӗрле ахаль ҫынсем ҫакӑнта пуҫтарӑнчӗҫ, паянхи лару-тӑрӑва, проблемӑна сӳтсе явма пултараҫҫӗ. Эпир ҫакӑнта пухӑнса ыйтусене сӳтсе явма пултарни вӑл Тутарстанра общество ҫитӗнсе ҫитнине пӗлтерет. Мӗн тесен те Тутарстанра наци политикине тӗрӗс илсе пынишӗн тав тӑватӑп. Виҫе пӗр еннелле ытларах тайӑлни пур, сисӗнет. Анчах истори ҫакна ҫӑмӑллӑн ӑнлантарать. Камра власть, укҫа – ҫав истори ҫырать. Кунта нимӗн кӳренмелли те ҫук. Урӑх вӑхӑтсем те, тен килӗҫ, Авалхи Пӑлхар вӑхӑчӗсем иртрӗҫ вӗт, ку вӑхӑтсем те иртӗҫ. Ҫапах истори чӑнлӑхӗ вӑл ӑҫта-тӑр варринелле вырнаҫнӑ. Вӑл пурпӗр тапса тухать. Пӑлхар пирӗн пӗрлехи пурлӑх, пӗрлехи еткерлӗх. Ӑна пӗр енлӗн кӑна илсе хаклас марччӗ.
Чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакансен иккӗмӗш ӑрӑвӗ ҫитӗнчӗ ӗнтӗ паян. Ырӑ ӗҫ вӑл сӑваплӑ. Эпир вара ҫапла пӑлханмасӑр, лӑпкӑн хамӑр ӗҫе тӑвар. Хуллен тумласа тӑракан шыв та чула шӑтарать. Пирӗн ват асаттесен хӑватне ӑна никам та туртса илеймест, куншӑн хӑрамалла мар.
Константин МАЛЫШЕВ.
Автор сӑнӳкерчӗкӗсем.
Сувар. — 2011 ҫ. — Утӑ, 22 (29 (915) №).