Евдокия Андреева

Эрехсĕр уяв

Слева направо: Тимӗр Тяпкин, Улатимӗр Алмантай, Валерий Сапожников, Валем Семёнов, Микуҫ Балтай, ...Мартӑн 5-мӗшӗнче Шупашкарти кафесенчен пӗринче «Сувар» фонд чӑваш халӑхӗн Ҫӑварни уявне ирттерчӗ. Яланхи пекех уява чӑваш интеллигенцийӗн паллӑ представителӗсем пухӑнчӗҫ, нумайӑшӗ халӑх костюмӗсене тӑхӑнса килнӗ.

«Çăлкуçра» çăварние уявларĕç

Паян, пушӑн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти «Ҫӑлкуҫ» хупахра «Сувар» фонд тӑрӑшнипе йӗркеленӗ Ҫӑварние уявларӗҫ.
Уява Виталий Петрович Станьял пуҫларӗ — вӑл ун ҫинчен кӗскен каласа пачӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл православи тӗнне пӑтрашӑнса кайнӑ пулсан, чӑн чӑвашла ӑна пушӑн 21-27-мӗшӗсенче, ҫӗрпе кун танлашнӑ вӑхӑтра ирттермелле. Арсений Тарасов уяв ячӗн этимологине каласа пачӗ — вӑл «ҫу»-па ҫыхӑнман иккен, хӗвелпе ҫыхӑннӑ. Вӑл шутланӑ тӑрӑх авалхи пӑлхар-сӑвар-чӑваш чӗлхинче «хӗвел» пӗлтерӗшлӗ «яр» сӑмах пулмалла пулнӑ. Ҫапла майпа вара уяв ячӗ хальхилле «хӗвел эрни» пӗлтерӗшлӗ.

Subscribe to RSS - Евдокия Андреева