Эрехсĕр уяв

 

Сарри Мишши сӑмах калать

Слева направо: Тимӗр Тяпкин, Владимир Алмантай, Валерий Сапожников, Валем, Николай Балтаев, ...
«Шуҫӑм» фольклор ансамблӗ

Мартӑн 5-мӗшӗнче Шупашкарти кафесенчен пӗринче «Сувар» фонд чӑваш халӑхӗн Ҫӑварни уявне ирттерчӗ. Яланхи пекех уява чӑваш интеллигенцийӗн паллӑ представителӗсем пухӑнчӗҫ, нумайӑшӗ халӑх костюмӗсене тӑхӑнса килнӗ.

Уява Виталий Петрович Станьял пуҫларӗ – вӑл ун ҫинчен кӗскен каласа пачӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл православи тӗнӗпе пӑтрашӑнса кайнӑ, чӑн чӑвашла ӑна пушӑн 21-27-мӗшӗсенче, ҫӗрпе кун танлашнӑ вӑхӑтра ирттермелле.

Пухӑннисен умӗнче «Сувар» фондӑн вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин сӑмах каларӗ. Вӑл Марина Карягина журналисткӑна тата Владимир Алмантай тавра пӗлӳҫӗне Историпе культура тӗпчевӗсене ирттерекен фонд ҫирӗплетнӗ В.В.Николаев ячӗллӗ премине илнӗ ятпа саламларӗ.

Хӗрарӑмсен уявӗ ҫывхарнӑ май, Ҫӑварние килнӗ пикесене алӑ вӗҫҫӗн ӑсталанӑ декоративлӑ хатӗрсем, ҫав шутра паллӑ скульптор Николай Балтаев туса хатӗрленӗ мӑй ҫыххисем парса чысларӗҫ.

Диана Сусарина ертсе пыракан «Шуҫӑм» фольклор ансамблӗ хӑйӗн юррисемпе савӑнтарчӗ. Халӑхсен хушшинчи тӗрлӗрен фестивальсен дипломӗсене ҫӗнсе илнӗ коллектив пултарулӑхне уява килнӗ хӑнасем те пысӑка хурса хакларӗҫ.

Пухӑннисене какай шӳрпипе, ял сӑрипе тата ытти халӑх апат-ҫимӗҫӗпе сӑйларӗҫ. Тӗлпулура эрех ӗҫменни те уява хӑйне майлӑ илем, сӑпайлӑх, тирпей кӳчӗ.

«Сувар» фонд уявра сумлӑ арсемпе арӑмсене хӑйсен хӗвел паллине парнелесе чысларӗ. Роза Деменцовӑпа Алена Терентьева («Чӑваш наци радиовӗн» ӗҫченӗсем) шӳлкеме евӗрлӗ палла тивӗҫрӗҫ. Ҫавӑн пекех Евдокия Андреевӑпа (ЧППУри факультет деканӗ) Зоя Сергеевӑна анне палӑкӗ евӗрлӗ шӗпсутпа (статуэткӑпа) чысларӗҫ.

Тимӗр АКТАШ, Николай ПЛОТНИКОВ.
Сӑнӳкерчӗксем Чӑваш халӑх сайтӗнчен.
Сувар. — 2011 ҫ. — Пуш, 11 (10 (896) №).