Эпир суварсем

Львова Антонина ГерасимовнаСуварсем яланах хӑйсен историллӗ ятне сӑвапласа пурӑннӑ. Пӑлхар патшалӑхӗ вӑхӑтӗнче те, Хусан ханствин тапхӑрӗнче те урӑх тӗне йышӑнман — тӑван халӑхӑн йӑли-йӗркине упрама тӑрӑшнӑ. Хамӑрӑн ватӑ асатте-асаннесен: «Ҫӗнӗ йӗрке шухӑшласа кӑларма кирлӗ мар, киввине ан манӑр» текен пилне пурнӑҫлани пулнӑ ӗнтӗ ку. Пирӗн тӑван халӑх XVIII-меш ӗмӗрчченех сувар-пулкар ятпа ҫӳренӗ.

«Сувар» сӑмах нумай пӗлтерӗшлӗ: ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлекенсене «супар» тенӗ (суп — ывӑн, халтан кайса ӗҫле — ӗҫпе супрӑм, ар — ҫын), ир тӑрсан, Турра мухтаса «савир» (сав, ир), «сапӑр ту» — ҫырлахуллӑ, кӑмӑллӑ пул, пӗр-пӗрне «Пӗрлех пулар, сапирсем», тенӗ. Сапир (сабир) — араб сӑмахӗ — мирлӗ, йӑваш, лӑпкӑ. «Супар», «савир», «сапир» — «сувар» сӑмахӑн маларахри формисем. Ялсенче паянхи кун та «сума сӑвар» (хисеплӗ, сумлӑ ар), «сӑваплӑ ар», юратнине палӑртма — «савар» (сае — юрат, ар — ҫын) сӑмахсем пур. Паллакан ҫынна тӗл пулсан: «сывар», «сывӑ пул», «суар» (су — сывлӑх, ар — ҫын) тетпӗр. Чӑваш чӗлхинче ҫак сӑмахсемпе сӗм авалах усӑ курма тытӑннӑ, вӗсем пирӗн халӑхӑн этнонимӗпе тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ. Н.И. Ашмарин словарӗнче ҫак сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене ҫапла ӑнлантарнӑ: сапӑр (сабар) — шӑп, лӑпкӑ, сӑпай. Сапӑр ту — ҫырлахуллӑ, кӑмӑллӑ пул — «Самара кайрӑм сапӑрпалан». «Сепир (сабир)» тесе ӗлӗк Пугачевпа пӗрле ҫӗмӗрсе ҫӳренӗ ҫынсене каланӑтет» (Ашм., 11 т., 53—54 с.).

Ку кӗнекере те, хамӑр халӑх ятне хиееплесе, сӑвӑсенче «сувар» тесех ҫырнӑ.

Антонина Львова.