Истори

Чӑвашсен историпе культури пирки кӗнеке тухнӑ

Чуваши Присвияжья: история и культураШупашкарта Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗн "Чăвашсем хальхи тӗнчере: истори тата культура" кӗнеке серин иккӗмӗш кăларăмӗ тухнă. Ӑна "Чуваши Присвияжья: история и культура" ят панă.

ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тăрăх, кӗнекере Сӗве тăрăхӗнче пурăнакан чăвашсен историпе культурине ҫутатса панă. Унта Тутарстан, Чӗмпӗр облаҫӗ, Чăваш Республики кӗнӗ. Унта уявсене, ҫемье йăлисене, пултарулăхне, фольклорти тӗрлӗ жанра тишкернӗ.

Тусай ялне — 600 çул

Çитес çул Упи ял тăрăхне кĕрекен Тусай ялне никĕсленĕренпе 600 çул çитет. Çак пысăк датăна хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе ял тăрăхĕнче йĕркелÿ комитечĕ туса хунă. Унăн икĕ ларăвĕ иртнĕ те ĕнтĕ. Йĕркелÿ комитечĕн йышне ĕçпе вăрçă ветеранне, тавра пĕлÿçĕне, Тусай ялĕнче çуралса ÿснĕ М. П. Прохорова та кĕртнĕ. Михаил Прохорович тăван ялĕн историйĕ пирки райхаçата материал сĕнчĕ. Эпир унпа вулакана паллашма сĕнетпĕр.

Subscribe to RSS - Истори