Куравсем

Кӳкеҫре Слава Эткерӗн черетлӗ курӑвӗ уҫалчӗ

Кӳкеҫре Слава Эткерӗн черетлӗ курӑвӗ уҫалчӗШупашкар районӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музейра паян Вячеслав Эткерӗн черетлӗ куравӗ уҫӑлчӗ. «Йывӑҫсем тата ҫынсем» ят панӑскере ӳнерҫӗ 55 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ.

Кĕмĕл халăхăн паянхи йăлтăравĕ

Иртнӗ уйӑхӑн 15-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Сӑвар-пӑлхар культури» курав уҫӑлнӑччӗ. Нумаях пулмасть, вӑл хупӑнас умӗн, кунтах пресс-конференци иртрӗ. Унӑн йӗркелӳҫисем — «Сувар» фонд директорӗ Владимир Алмантай, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ, Чӑваш халӑх художникӗ Владислав Николаев, Чӑваш халӑх художникӗ Владимир Агеев, ЧР тава тивӗҫлӗ художникӗ Юрий Ювенальев тата ыттисем журналистсемпе тӗл пулчӗҫ. Сӑмах, тӗпрен илсен, тӑван халӑх кун-ҫулӗпе унӑн авалхи йӑли-йӗрки, культура, тӗн аталанӑвӗ пирки пычӗ.

Куравра — ĕмĕрсен еткерĕ

Куравра — ӗмӗрсен еткерӗ

Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче уҫӑлнӑ курав пирки чӑннипех ҫапла калама сӑлтав пур. Унта хутшӑннӑ ӳнерҫӗсем — Владимир Агеев, Владислав Николаев, Алексей Николаев, Юрий Ювенальев, Сергей Ювенальев, ыттисем — несӗлӗмӗрсен аваллӑхӗпе кӑсӑкланакансем ҫеҫ мар, ӑна тӗпчекенсем, ҫав еткере паянхи куна тавӑрса паракансем.
Курава пирӗн хушӑмӑртан яланлӑхах уйлӑлса кайнӑ Анатолий Миттовпа Анатолий Розов произведенийӗсене те тӑратнӑ.

Subscribe to RSS - Куравсем