Куравра — ĕмĕрсен еткерĕ

Куравра — ӗмӗрсен еткерӗҪак кунсенче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче уҫӑлнӑ курав пирки чӑннипех ҫапла калама сӑлтав пур. Унта хутшӑннӑ ӳнерҫӗсем — Владимир Агеев, Владислав Николаев, Алексей Николаев, Юрий Ювенальев, Сергей Ювенальев, ыттисем — несӗлӗмӗрсен аваллӑхӗпе кӑсӑкланакансем ҫеҫ мар, ӑна тӗпчекенсем, ҫав еткере паянхи куна тавӑрса паракансем.

Курава пирӗн хушӑмӑртан яланлӑхах уйлӑлса кайнӑ Анатолий Миттовпа Анатолий Розов произведенийӗсене те тӑратнӑ.

Пысӑк ҫак тӗл пулӑва йӗркелеме сӑлтав та пулнӑ: ЧР тава тивӗҫлӗ художникӗ Юрий Ювенальев ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнӗ, Паллӑ ӳнерҫӗ юбилей тӗлне ҫӗнӗ картинӑсем ҫеҫ мар, сумлӑ кӗнеке-альбом та — «Культура суваро-булгар. Этническая религия и мифологические представления» — хатӗрлесе кӑларнӑ /ывӑлӗпе Сергейпе/.

Мӑн-мӑн асаттесемпе асаннесен, кукаҫисемпе кукамайсен пурнӑҫне «Сувар» фонд ертӳҫи Владимир Алмантай тавра пӗлӳҫӗ те тӗпчет. Музейри уяв тӗлне вӑл та кӗнеке-альбом, «Культура суваро-булгар. Философия символов монет и украшений» ятлӑскер, пичетлесе кӑларнӑ. Шӑпах ҫав кӑларӑмсемпе паллашма май пулчӗ те.

Курава ҫавӑн пекех сӑвар-пӑлхарсен ӗҫ мелӗпе пурнӑҫланӑ ювелир искусстви те илем кӳчӗ. Вӗсен авторӗсем — Владиславпа Алексей Николаевсем, Геннадий Максимов. Декораципе, хушма искусство енӗпе Аксар Сӗрмек тата Арӑслан Николаев палӑрчӗҫ.

Аваллӑхран килекен пуянлӑхпа паллашас текенсен йышӗнче ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов та пулчӗ. Вӑл юбиляра тата курава хутшӑннӑ пур ӳнерҫӗне тав сӑмахӗ каларӗ. «Ҫакӑнти кашни япалан, ӗҫӗн пӗлтерӗшӗ питӗ пысӑк. Вӗсем пире, уйрӑмах ҫитӗнекен ӑрӑва, чӑвашлӑха туйма, курма пулӑшаҫҫӗ», — терӗ Вадим Петрович.

ЧР Художниксен союзӗн председателӗ, Раҫҫей халӑх художникӗ Ревель Фёдоров курав хӑй евӗрлине, унӑн пӗр пӗтӗмӗшле тытӑмӗ чӑваш культурипе, йӑли-йӗркипе, тӗнче курӑмӗпе ҫыхӑннине палӑртрӗ. Искусствоведени докторӗ Алексей Трофимов курава хутшӑннӑ кашни ӳнерҫӗ ӗҫне тивӗҫлӗ хак пачӗ, сӑвар-пӑлхарсен капӑрлӑхӗпе укҫин философи пӗлтерӗшне палӑртрӗ.

Сӑмах илекенсем татах пулчӗҫ. Вӗсен шухӑшне пӗр тӗвве пухса ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тума пулать: пирӗн халӑх, чӑваш е пӑлхар, е сӑвар тетпӗр-и ӑна, авалхи. Вӑл хӑйӗн культурине, йӑли-йӗркине, тӗнне, тӗнче курӑмне пӗрчӗн-пӗрчӗн пин-пин ҫул пуҫтарнӑ, туптанӑ, упранӑ.

Куравра халӑх юрри-кӗвви те янӑрарӗ. Чуна пырса тивекен ҫаврӑмсене шӑрантараканӗ — Елчӗк районӗнчи Тӑрӑмри Евдокия Каширина ертсе пыракан «Алмантай» фольклор ушкӑнӗ.

Надежда Смирнова.
Автор сӑн ӳкерчӗкӗсем.