Сувар-пулкарсен культури

Сувар-пулкарсен ячӗсем пирки ҫӗнӗ кӗнеке тухнă

В. Н. Алмантай (Иванов). Культура суваро-булгар. Суваро-булгаро-чувашские имена и их значения. — Чебоксары, 2014. — 350 с., ил.

ЧР Наци вулавăшӗн фончӗ ҫӗнӗ кӗнекепе пуянланнă. Вăл питӗ кирлӗ те усăллă кӗнеке — "Культура суваро-булгар. Этнические имена и их значения". К. В. Иванов ячӗлле историпе культура фончӗн ячӗпе кăларнă темиҫе кăларăма вулавăша чăвашсен паллă таврапӗлÿҫи, тӗпчевҫи Владимир Алмантай (Иванов) парнеленӗ.

Вăл вулавăшпа темиҫе ҫул ӗнтӗ тачă ҫыхăнура. Ку — вăл парнеленӗ 7-мӗш кӗнеке. Кӗнеке шăранса тухиччен чылай тар тăкма тивнӗ. "Ҫынсен ячӗсем — халăх историйӗн пӗр пайӗ, этника ячӗсенче тата географи ячӗсенче халăхăн культурипе йăли, унăн тата ытти халăхăн ҫыхăнăвӗ курăнать", — тет Владимир Алмантай.

Çынсен ячĕсем — халăх историйĕн пайĕ

Çынсен ячĕсенче, тĕрлĕ вырăнпа ял-хула тавраш ячĕсенче халăх культури, унăн кулленхи пурнăçĕ тата истори аталаннăçемĕн ытти этноссемпе вăл е ку çыхăнура пулни укерĕнсе юлать. Тĕрлĕкультура çыннисем пĕр-пĕринпе хутшăнса пурăннă май ятсем тепĕр халăх чĕлхине кĕрсе çирĕпленеççĕ, темиçе халăх хушшинче сарăлнă ятсем пулса тăраççĕ. Çапах та вĕсем хăйсен "тăван" халăхĕн ăс-хакăл пурлăхĕ пулма пăрахмаççĕ, ун наци символĕсем пулса юлаççĕ.

Кашни çемьен йăх-ăру ячĕ ("кăк ят") пулнă, вăл ĕмĕрсем иртнĕçем ламранлама куçса ăрăвăн ырă енĕсене аталанма-çирĕпленме пулăшнă. Çавăнпа та тин çуралнă ачана унăн несĕлĕсемпе, Тăван çĕр-шывпа, тăван çут çанталăкпа çыхăннă ят панă.

Кĕмĕл халăхăн паянхи йăлтăравĕ

Иртнĕ уйăхăн 15-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче «Сăвар-пăлхар культури» курав уçăлнăччĕ. Нумаях пулмасть, вăл хупăнас умĕн, кунтах пресс-конференци иртрĕ. Унăн йĕркелÿçисем — «Сувар» фонд директорĕ Владимир Алмантай, Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕ Владислав Николаев, Чăваш халăх художникĕ Владимир Агеев, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Юрий Ювенальев тата ыттисем журналистсемпе тĕл пулчĕç. Сăмах, тĕпрен илсен, тăван халăх кун-çулĕпе унăн авалхи йăли-йĕрки, культура, тĕн аталанăвĕ пирки пычĕ.

Subscribe to RSS - Сувар-пулкарсен культури