ЧР Наци вулавӑшӗн фончӗ ҫӗнӗ кӗнекепе пуянланнӑ. Вӑл питӗ кирлӗ те усӑллӑ кӗнеке — "Культура суваро-булгар. Этнические имена и их значения". К. В. Иванов ячӗлле историпе культура фончӗн ячӗпе кӑларнӑ темиҫе кӑларӑма вулавӑша чӑвашсен паллӑ таврапӗлӳҫи, тӗпчевҫи Владимир Алмантай (Иванов) парнеленӗ.
Вӑл вулавӑшпа темиҫе ҫул ӗнтӗ тачӑ ҫыхӑнура. Ку — вӑл парнеленӗ 7-мӗш кӗнеке. Кӗнеке шӑранса тухиччен чылай тар тӑкма тивнӗ. "Ҫынсен ячӗсем — халӑх историйӗн пӗр пайӗ, этника ячӗсенче тата географи ячӗсенче халӑхӑн культурипе йӑли, унӑн тата ытти халӑхӑн ҫыхӑнӑвӗ курӑнать", — тет Владимир Алмантай.
Кӗнеке умсӑмахне виҫӗ чӗлхепе ҫырнӑ: вырӑсла, чӑвашла тата акӑлчанла. Кирлӗ ята хӑвӑртах шыраса тупма пулать. Ӑна хатӗрленӗ чухне архив докуменчӗсемпе, экспедици тӗпчевӗсен материалӗсемпе, ватӑ ҫынсен асаилӗвӗсемпе усӑ курнӑ. Вӑл чӑваш халӑхӗн историйӗпе, культурипе кӑсӑкланакансемшӗн питӗ интереслӗ.
Софья Савнеш