Улатимĕр Алмантай

Сувар-пулкарсен ячӗсем пирки ҫӗнӗ кӗнеке тухнă

В. Н. Алмантай (Иванов). Культура суваро-булгар. Суваро-булгаро-чувашские имена и их значения. — Чебоксары, 2014. — 350 с., ил.

ЧР Наци вулавӑшӗн фончӗ ҫӗнӗ кӗнекепе пуянланнӑ. Вӑл питӗ кирлӗ те усӑллӑ кӗнеке — "Культура суваро-булгар. Этнические имена и их значения". К. В. Иванов ячӗлле историпе культура фончӗн ячӗпе кӑларнӑ темиҫе кӑларӑма вулавӑша чӑвашсен паллӑ таврапӗлӳҫи, тӗпчевҫи Владимир Алмантай (Иванов) парнеленӗ.

Вӑл вулавӑшпа темиҫе ҫул ӗнтӗ тачӑ ҫыхӑнура. Ку — вӑл парнеленӗ 7-мӗш кӗнеке. Кӗнеке шӑранса тухиччен чылай тар тӑкма тивнӗ. "Ҫынсен ячӗсем — халӑх историйӗн пӗр пайӗ, этника ячӗсенче тата географи ячӗсенче халӑхӑн культурипе йӑли, унӑн тата ытти халӑхӑн ҫыхӑнӑвӗ курӑнать", — тет Владимир Алмантай.

Çынсен ячĕсем — халăх историйĕн пайĕ

Ҫынсен ячӗсенче, тӗрлӗ вырӑнпа ял-хула тавраш ячӗсенче халӑх культури, унӑн кулленхи пурнӑҫӗ тата истори аталаннӑҫемӗн ытти этноссемпе вӑл е ку ҫыхӑнура пулни укерӗнсе юлать. Тӗрлӗкультура ҫыннисем пӗр-пӗринпе хутшӑнса пурӑннӑ май ятсем тепӗр халӑх чӗлхине кӗрсе ҫирӗпленеҫҫӗ, темиҫе халӑх хушшинче сарӑлнӑ ятсем пулса тӑраҫҫӗ. Ҫапах та вӗсем хӑйсен "тӑван" халӑхӗн ӑс-хакӑл пурлӑхӗ пулма пӑрахмаҫҫӗ, ун наци символӗсем пулса юлаҫҫӗ.

Кашни ҫемьен йӑх-ӑру ячӗ ("кӑк ят") пулнӑ, вӑл ӗмӗрсем иртнӗҫем ламранлама куҫса ӑрӑвӑн ырӑ енӗсене аталанма-ҫирӗпленме пулӑшнӑ. Ҫавӑнпа та тин ҫуралнӑ ачана унӑн несӗлӗсемпе, Тӑван ҫӗр-шывпа, тӑван ҫут ҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ ят панӑ.

Subscribe to RSS - Улатимĕр Алмантай